Туристсене илĕртме урăх майсемпе те усă курмалла
Шупашкар сити-менеджерĕ Денис Спирин паянхи пресс-конференцире палăртнă тăрăх, «эпир — Кавказ та, ăшă тинĕс çыранĕ те мар, çапах пирĕн хамарăн «плюссем» пур». Çав шутра залива, хулан уçăлса çӳремелли илемлĕ вырăнĕсене, Атăл леш енне, лайăх экологие, ыттине асăнчĕ вăл.
Денис Вадимович наци темипе кăна ĕçлессине хирĕç — «кӳршĕре — Мари Эл, Тутарстан, килекен хăнасем марисен, тутарсен, чăвашсен уйрăмлăхне асăрхамĕç», çавăнпа туристсене илĕртмелли урăх майсемпе те усă курмалла. Вĕсене, паллах, наци уйрăмлăхĕсемпе пĕтĕçтермелле. Çав шутра — чăваш кухнипе. Калăпăр, какай шӳрпи, шăрттан — кирек камшăн та интереслĕ.
Çĕнĕ сити-менеджер çĕнĕ команда пухни пирки каланă май Денис Вадимович пурне те улăштарас тĕллев çуккине çирĕплетрĕ, анчах хула администрацийĕн кадрсен резервĕ уçă — çынсем кирлĕ, кăмăл пуррисем резерва килме путараççĕ — пултарулăхне кура тĕрлĕ должноçа суйласа илĕç.
Пресс-конференци хула çыннинчен интернет урлă килнĕ ыйтăва хуравланипе вĕçленчĕ. Денис Спирин, паллах, шăпах ăна ăнсăртран суйласа илмерĕ. Тĕлĕнмелле те, çав çын Шупашкарта ĕç мухтавĕн стелине тунин вырăнлăхĕ пирки иккĕленет. Администраци пуçлăхĕ çын ĕçпе, юратнă ĕçпе илемлĕ пулнине аса илтерчĕ. Шел те, çамрăксен хушшинче хăвăрт укçа тăвас ăнтăлу вăй илсе пыни сисĕнет, çак лару-тăрура патриотизм туйăмне вăйлатассипе çыхăннă ĕç пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк. Хайхи стела вара Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă çынсен паттăр ĕçне сăнарлать — çакăнпа мăнаçланмалла. «Эпĕ мăнаçланатăп, хамăн ачасене те мăнаçланма вĕрентетĕп», — терĕ Денис Вадимович.
Комментировать