Строительство территорийĕнче çынсен çÿремелле мар
Шупашкар заливĕнчи ĕçсем тăсăлса кайнине, графикран нумай кая юлнине куçкĕрет. Кун пирки Шупашкарăн сити-менеджерĕ журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцире каларĕ. Хула çыннисем кăмăлсăррине те пĕлет вăл.
Çутă тытăмĕпе çыхăннă ĕçсем юлнă. Çакă пĕлтĕр пĕтĕм Раççейĕпех хунар юписем дефицита çаврăннипе сăлтавланнă-мĕн — вĕсене илмешкĕн ултă уйăх черет кĕтме тивнĕ: «Çавăнпа заливри хĕллехи тапхăр илемсĕр пулса тухрĕ». Кăçал пĕтĕм ĕçе вĕçлемелле. Унта тротуарсене, кану вырăнĕсене тасатса-тирпейлесе тăманнине вара Денис Вадимович кĕскен сăлтавларĕ: строительство территорийĕ — унта çынсен çӳремелле мар.
«Çын çӳремен» тепĕр обьект — Çĕнĕ Шупашкаралла каякан çул çинче, «Кĕрĕк» лавкка патĕнче, çуран çынсем автоçул урлă çӳремелли каçă. «Сухаллă» обьект — тĕрĕс мар тунă тесе пăсмалла тесе калаçкалани те асра. Владимир Филиппов çирĕплетрĕ: çак каçăпа çыхăннă строительствăпа техника ĕçĕсене 100% пурнăçланă, документсене легализацилессипе çыхăннă йывăрлăхсем пур, çапах «ăна çулталăкăн пĕрремĕш çурринче хута яма тăрăшăпăр».
Пресс-конфенци тĕлне хулара пурăнакансенчен те ыйтусем килнĕ те — урамсенчи юра вăхăтра тасатса тăманни пирки кăмăлсăрлăх пурри палăрать. «Çивĕч тема, анчах — татса пама май çукскер мар, — терĕ кун пирки сити-менеджер. — Кăçалхи хĕл юрлă килчĕ, çавăнпа ăна турттарса тухас тĕлĕшпе малтанах йывăрлăхсем пулчĕç». Хальччен хулара темиçе вырăн пулнă — пĕтĕм юра унта турттарнă. Халь «Ситематик» компани полигонне турттарас ыйтăва татса панă. Паллах, ку тăкаклă, анчах çакăнпа çырлахма тивет. «Дорэкс» предприяти юр ирĕлтерекен оборудовани туяннă — вăл та пулăшать. Çакнашкал техника татах пулмалла.
Комментировать