Кашмашра çĕнĕ шкул уçăлчĕ

11 Янв, 2022

«Çĕнĕ шкул уçăлнăшăн калама çук савăнтăмăр. Пĕр вăхăтра пирĕн ялти кивĕ пĕлӳ çуртне хупасси пирки сас-хура сарăлнăччĕ. Çак инкек пулман тăк паянхи савăнăç та пулмастчĕ. Эпĕ Кашмаш шкулĕнче 36 çул ĕçлетĕп. Тĕрĕссипе, пенсие тухнă хыççăн ĕçлеме пăрахнăччĕ. Кăçал çĕнĕрен чĕнсе илчĕç. Хам вĕрентнĕ хĕр кĕçех диплом илмелле. Халĕ вăл пирĕн патра практикăра. Ун валли вырăн тытса тăратăп», - каласа кăтартрĕ Муркаш районĕнчи Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Эльвира Васильева.

Çапла, Кашмашсемшĕн кăрлачăн 11-мĕшĕ калама çук савăнăçлă кун пулчĕ. Паян кунта çĕнĕ вĕрентӳ керменĕ /Муркаш шкулĕн вĕрентӳ центрĕ теççĕ ăна/ алăкĕсене яриех уçрĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, депутатсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш хутшăнчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн вĕсем çутă та хăтлă, илемлĕ шкулпа паллашрĕç. Пĕлӳ çурчĕ 108 вырăнлă. Кунта Кашмаш ялĕнчи 86 ача пĕлӳ илет. Сăмах май, 1-мĕш класа 16 ача çÿрет. Асăннă ялта çамрăк мăшăрсем йышлăн пурăнаççĕ-мĕн. Çĕнĕ шкул уçăлнă хыççăн шăпăрлансен йышĕ тата ӳсессе шанаççĕ Кашмашсем. Мероприятире ял халăхĕ питĕ пуçаруллă пулнине палăртрĕç.

Çĕнĕ шкул чăннипех илемлĕ. Коридорĕсем анлă, сарлака. Иккĕмĕш хутра йĕркеленĕ «Савнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ» музей чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, ял тата шкул историйĕпе паллаштарать. Аваллăх управçине педагогика ĕçĕн ветеранĕн Раиса Чаплинăн вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ картинисем те илем кӳреççĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, шкулта ирĕклĕ вырăн чылай. Çавăнпа та кунта çитес вăхăтрах пĕлӳ çурчĕ мĕнле профильпе ĕçлессине татса парĕç. «Паянхи вăхăтра пирĕн республикăра агрошкул тусан аван пулĕччĕ. Шкулта тен, теплица уçас тейĕç? Тен, пĕр-пĕр техника туянса арçын ачасене унпа ĕçлеме хăнăхтарĕç», - терĕ Алла Леонидовна. Кун пирки тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментировать