Амăшĕн пилĕпе

25 Дек, 2013
1934 çулхи сăн ÿкерчĕк.

Çемье кашни çыншăн - савăнăçпа телей çăл куçĕ. Пурнăç хакĕ, илемĕ çавăнтанах пуçланать. Юнашар юратнă, хаклă çынсем пулни малалла пурăнма вăй-хал парать. Ăнлану, шанăç, ырă кăмăл-туйăм çеç çемьене çирĕп те телейлĕ тăвать.

Чăвашсен хушшинче паха çак енсем ĕмĕртен ĕмĕре, ăруран ăрăва куçса пынă. Юлашки вăхăтра çемье историйĕпе кăсăкланнасси анлă сарăлчĕ. Аслăрах ÿсĕмри çынсем асатте-асаннесен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа параççĕ. Çав вăхăтрах архивра упранакан документсенче чăн пулнă фактсене тупса палăртма пулать. Темле чаплă йăх та мар, «чинĕ» те çук, çапах та ăру пуçаракан мăн асаттесен ятне тупсан - хĕпĕртетĕн. Пĕр вăхăтлăха çавăн чухнехи пурнăçа кĕрсе пăхас килет. Чăваш Республикин историйĕн патшалăх архивĕнче ĕçленĕ май уйрăм çын çинчен калакан фондсенчи документсене тишкернĕ вăхăтра нумай çемье пурнăçĕпе кăсăкланма тивет. Сывă пурнăçпа тĕрĕс пурăнма вĕрентекен усăллă канашсем нумай çак ĕçре. Тĕслĕх вырăнне хурса архивăн мул пухмачĕ шутне кĕрекен документсенчи Никита Васильевичпа /1876-1942/ Васса Николаевна /1881-1969/ Кангинсем çинчен калакан материалсене илес килет. Вĕсем Тăвай районĕнчи Çĕнçырма ялĕнче телейлĕ çемье çавăрса вунă ачана кун çути парнеленĕ. Шел, виççĕшĕн пурнăçĕ ача чухнех татăлнă.

1900 çулта шкул уçăлсан Никита Васильевич кунта ĕçлеме тытăннă. 25 çул тăршшĕнче нумай ачана ăс-тăн парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕрентÿ ĕçĕнче, паллах, юнашар çивĕч те ĕçчен, пурне те пĕлекен мăшăрĕ Васса Николаевна пулăшса пынă. Вăл çак ялта çуралса ÿссе, Эльпуçĕнчи чиркÿ-прихут шкулне ăнăçлă вĕренсе тухса чиркÿ çынни ыйтнипе хăйĕн тантăшĕсене хутла вĕрентнĕ. Пĕр вăхăт мăшăрĕпе пĕрле ачасене ал ĕçне хăнăхтарнă. Туслă çак çемье пыл хурчĕсем ĕрчетнĕ. Çут çанталăка юратакан, унăн илемĕпе киленекен çын çеç çак ĕçе кăмăллать. Хурт-хăмăр тытасси Васса Николаевнăна ашшĕнчен куçнă.

Чăвашсем «ÿркенмен ăста пулнă» тени шăп та Никита Васильевича пырса тивет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Шупашкарта чăваш енĕн хурт-хăмăр ăстисен съезчĕ иртнĕ. Делагатсен хушшинче республикипе паллă хурт-хăмăр ăсти тăрăшуллă Н.Кангин та пулнă. Тĕрлĕ сăнав ирттерсе, хаçатсенче статьясем пичетлесе ыттисене хăйĕн опычĕпе паллаштарнă. Республикăри хурт-хăмăрçăсен канашĕ хушнипе хăйĕн ялĕнче çывăхри районсенчен çак ĕçе вĕренме кăмăллакансем валли курс йĕркеленĕ. 1934-1935 çулсенче ăстаçă 60 яхăн çынна пархатарлă ĕçе вĕрентнĕ. Ялта колхоз йĕркелесси те Никита Васильевич тăрăшнипех пулнă. Васса Николаевна та мăшăрĕпе юнашар ял хуçалăх ĕçĕсенче тар тăкнă. Хастар та çивĕч хĕрарăм çĕр-шыва юрăхлă маттур ывăлсемпе хĕрсем çуратса ÿстернĕшĕн «Амăшĕн мухтавĕ» орденăн 3-мĕш степенне тивĕçнĕ. Кангинсен тăватă хĕрĕпе кĕçĕн ывăлĕ учитель профессине суйласа илсе ашшĕн юратнă ĕçне малалла тăснă. Вĕсен çитĕнĕвĕсене патшалăх пысăк наградăсем парса чысланă. Шел, ачисен пултарулăхне ашшĕ курайман. 1937 çулта Никита Васильевича халăх тăшманĕ тесе ссылкăна ăсатнă. Çавăнтах унăн кун-çулĕ татăлнă. Васса Николаевна тăрăшнипе, каярах пулин те, унăн таса ячĕ таврăннă.

Çывăх çыннисем пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пынипе анчах çак йывăр хуйха çĕнтерме пулать. Çумĕнче юратнă ачисем пурри амăшне малалла пурăнма вăй панă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Владимирпа Валентин ывăлĕсем тăшмана хирĕç çапăçнă чухне те хăйне çирĕп тытма пĕлекен хĕрарăм вĕсене курас шанчăкпа пурăннă. Амăшĕн тÿрĕ те ăшă кăмăлĕ, ырă та вырăнлă канашĕ сывă таврăннă ывăлĕсене, яланах юнашар пулма тăрăшакан хĕрĕсене пурнăçра пулăшса пынă. Васса Николаевна ватлăхра ывăлĕ Валентин патне çырнă çырусене вуланă май унта телейпе савăнăç, çав вăхăтрах хумханупа пăшăрхану пурри палăрать. Хавшакрах чĕреллĕ ватă çын кашни ачишĕн канăçсăрланать: «...Юратнă Валя ывăлăм, аннÿне нихăçан та манмастăн. Эсĕ ялан тĕрĕс, хушнине итлекен, çынна ырă кÿрекен, хисеплĕ çын пулса ÿсрĕн. Сире пурне те пĕтĕм чĕререн ырлăхпа телей пиллетĕп. Амăшĕн пилĕ вутра çунмасть, шывра путмасть теççĕ...»

Çемьере хÿтлĕх, ăш пиллĕх, савăнăçпа телей пулсан - сывлăш усăллăрах та тутлăрах, ура айĕнчи çĕр тĕреклĕрех те хаклăрах, пурнăçра туптанакан ăсталăх пахарах та илемлĕрех.

Валентина ХАРИТОНОВА,

Чăваш патшалăх истори

архивĕн ĕçченĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.