Программа медпулăшупа тивĕçтерессине гарантилет
Кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетсĕр ларура Министрсен Кабинечĕ граждансене 2022 çулта тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи тапхăрта медицина пулăшăвĕпе тӳлевсĕр тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕсен программине çирĕплетрĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, медицина пулăшăвĕн мĕн пур тĕсĕпе уйăракан тăкаксем пысăкланаççĕ. Çакă 2022 çулта Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн шучĕпе саплаштармалли тăкаксене те, республика бюджетĕнчен уйăракан укçа виçине те пырса тивет. Пĕтĕмĕшле виçе вара 21,8 миллиард тенкĕрен те иртĕ. Диспансеризацирен пуçласа тӳлевсĕр тивĕçтермелли эмелсем таран — укçа-тенкĕ хушăнать. Министр республкăра пурăнакан кашни çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине гарантиленине çирĕплетрĕ.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев халăх сывлăхне сыхлас ĕçре укçа-тенкĕ çителĕклĕхне тивĕçлĕ компетенцисемпе, техника майĕсемпе çирĕплетни те пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ, çак ыйтусемпе те тимлĕ ĕçлемеллине палăртрĕ.
Комментировать