Хĕве хупăнма - хăна çуртне

25 Дек, 2013

Паянхи çамрăка туя авалхи йĕркепе чăвашла ирттересси илĕртмест. «Çĕнĕ çынсем» туй кунĕнче кĕлете тахçанах хупăнмаççĕ ĕнтĕ. Уйрăм пÿлĕмре çĕр каçни те тивĕçтермест вĕсене. Пĕр-пĕрне савакансем пĕрремĕш каçа... хăна çуртĕнче ирттереççĕ.

Çак пулăм Чăваш Енри хуласенче, Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче 8-9 çул каяллах сарăлма пуçланă. Ачисене ашшĕ-амăшĕ те хирĕçлемест. «Туй каçхине çĕр выртма юлакан хăна та чылайччĕ. Пĕрремĕш хут çĕре пĕрле ирттерни кун пек ниепле те асра юлмĕ тесе хăна çуртне каяс терĕмĕр. Кичем ан пултăр тесе хĕр çумĕпе каччă юлташне те пĕрле чĕнтĕмĕр. Вĕсем юнашар пÿлĕме вырнаçрĕç. Хăна çуртĕнчех сауна та, кафе те пурччĕ. Вăхăта асра юлмалла, хаваслă ирттертĕмĕр. Мунча кĕрсе тухнă хыççăн шампань эрехне ас тиврĕмĕр, пĕр-пĕрне парнесемпе савăнтартăмăр, телевизор пăхрăмăр... Ирхине вара упăшка килне васкарăмăр, ара «çĕнĕ хăтана» каймалла-çке! Манăн шухăшăмпа - хĕве хупнă каçра хăна çуртне каясси туйра тăвансемпе юлташсем парне вырăнне укçа панипе те çыхăннă. Хăш чухне хĕр çумĕпе йĕкĕтĕн юлташĕ «çĕнĕ çынсене» çакăн пек парне тăваççĕ: хăна çуртĕнче çĕр ирттернĕшĕн хăйсем тÿлеççĕ»,- пĕлтерчĕ нумаях пулмасть венчет çĕрри тăхăннă Анна Васильева. Çамрăк упăшкипе ирттернĕ пĕрремĕш каç кăмăла килнине те пытармарĕ вăл. «Килÿнте мар-çке, унта хăвна хăтлах туймарăн-тăр»,- тĕлĕннине пытармарăм эпĕ. «Мĕншĕн? Тĕлĕнмелле ирĕкчĕ, никам та кансĕрлемест. Чаплă та илемлĕ 24 сехетлĕхе çав пÿлĕм çывăхран та çывăх пулса тăчĕ», - йăл! кулчĕ çамрăк арăм. Мăшăрланакансен хăна çуртĕнче çĕр ирттернĕшĕн енчĕке 1500-2000 тенкĕлĕх çÿхетмелле-мĕн.

«Çамрăксем чăнласах иртĕннĕ çав халĕ. Ахалех укçа тăкаклаççĕ, çывăрасчĕ килĕсенче», - çапла хаклаççĕ аслă ăрурисем асăннă пулăма. «Нумаях пулмасть ывăлăма авлантартăм. Вĕсем хăна çурчĕ пирки сăмах уçсанах: «Акă сире çăра уççи, хула çывăхĕнчи çурта кайăр. Унта эпир сире валли йăлтах хатĕрленĕ. Хăна çуртĕнчи стенасем хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн кăна курман пулĕ? Çав тасамарлăхпа киленесшĕн-и эсир? Пурнăçа çĕнĕ, таса çĕрте пуçăнăр», - терĕм. Кун пек каласан ывăлăмпа кинĕн сăнĕсем йăлтăр! çуталчĕç. Çуртне эпир пурăнма куçма ĕлкĕрейменччĕ. Апла пулин те маларах мăшăрăмпа унта кайса йăлт тирпейлерĕмĕр. Вĕр çĕнĕ вырăн хатĕрлерĕмĕр. Мунча хутрăмăр. Арăм апат-çимĕç те янтăларĕ. Тата мĕн кирлĕ? Паллах, çамрăксен хăйсен хушшинче килĕшÿ кăна пултăр», - шухăшне палăртрĕ Шупашкарта пурăнакан пĕлĕшĕм.

Хĕрарăм хăйĕн упăшкине, унпа ирттернĕ пĕрремĕш каçа ĕмĕрĕпех асра тытать. Çавăнпа ăçта хĕве хупăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Манăн шухăшăмпа, унăн чуншăн сĕре çывăх, хăтлă, ăшă пулмалла. Ыррине асра хăварса ÿлĕм те аса илтертĕр вăл. Нумай-нумай çĕрпе каçа мăшăрăн килтех пĕрле ирттермелле пултăр. Кил - çемье вучахне упратăр. Хăна çурчĕ, ресторан, хупах... Вĕсем ирĕклĕхе вĕрентеççĕ. Ытлашши ирĕклĕх вара çемьене аркатма та пултарать... Çÿлерех асăннă пулăм тухăçра та, анăçра та сарăлман. Çĕнĕ мăшăр арçын килĕнчех хĕве хупăнать.

Хĕр тусăмăн упăшкипе ирттернĕ пĕрремĕш каçне вара ăмсанмалли çеç юлать. «Туй утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулчĕ. Шăрăхчĕ! Упăшкасен килĕнче утă çулса, типĕтсе лупас çине хăпартнăччĕ ĕнтĕ. Туй-çуйĕ чăнах та чаплă пулчĕ. Анчах... Хĕве хупăнма вăхăт çитрĕ те... Пире валли ятарласа хатĕрленĕ пÿлĕме кĕрейместпĕр! Шалтан питĕрнĕ, шаккасан та уçмарĕç. Упăшкан иккĕмĕш сыпăкри сĕре йăрă тетĕшĕ килĕштернĕ чиперукĕпе унта кĕрсе вырнаçнă-мĕн. Халĕ ăçта çывăрас? Çухалса каймарĕ упăшка: «Атя лупас çине»,- терĕ. Эпир ăçта çухалнине аттепе анне те, хăнасем те сисмен. Ирхине хайхисем пире çухатнă. «Лупас çинчен аннине курсан анне лăштăрах сывларĕ. Лупас çинче вара çемçе утă шăрши сăмсана кăтăклатчĕ, кăмăла уçатчĕ... Çил вылятăр тесе юри уçнă алăкран курăнакан çăлтăрсем куç хĕсетчĕç», - ытла та пылаккăн аса илет çав каçа телейлĕ хĕрарăм. Çапла, пĕриншĕн хăна çурчĕ аван, теприншĕн лупас тăрринчен пахи çук.

Роза Анатольева

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.