Студентсем çĕнĕ япаласем шухăшласа тупаççĕ

20 Дек, 2021

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй техникин лабораторийĕ уçăлчĕ. Ăна аслă шкулăн сумлă профессорĕн, техника наукисен докторĕн, электроприводпа электромашинăсен кафедрин никĕслевçин Александр Аракелянăн ятне панă.

Ку лабораторие Саранскри «Анод» наукăпа производство предприятийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Унта студентсемпе вĕрентекенсем завод продукцийĕсене тĕпчеççĕ, вĕсен никĕсĕ çинче хăйсен ĕçĕсене хатĕрлеççĕ. Андрей Александров ректор пĕлтернĕ тăрăх, университетра республикăри 10 предприятин лабораторийĕсене тата икĕ кафедрине уçнă. «Студентсем практика занятийĕсенче професси ăсталăхне аталантараççĕ, производство ĕçĕ-хĕлне хутшăнса опыт пухаççĕ. Диплом илсен чылайăшĕ çав предприятисене ĕçлеме вырнаçать. Çавăн пекех пирĕн лабораторисенче тĕрлĕ компанире ĕçлекенсем пĕлĕве ӳстереççĕ», — терĕ Андрей Юрьевич. Сăмах май, энергетикăпа электротехника факультечĕ çумĕнче электротехникăн пĕчĕк академийĕ ĕçлет. Унта колледж-техникум студенчĕсемпе шкул ачисем вĕренеççĕ. Çуллен университетра «Элеткротехника шанăçĕ» олимпиада иртет.

ЧПУри çĕнĕ лабораторипе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ. Вăл каланă тăрăх, аслă шкулти лабораторисем çамрăксене ăс-хакăла çирĕплетме, пулас профессине палăртма пулăшаççĕ. «Хальхи вăхăтра электротехника отраслĕ вăйлă аталанать. Çуллен çĕнĕ проектсем хатĕрлеççĕ, çĕнĕ продукцисем туса кăлараççĕ. Акă «симĕс энергетика» ăнлав пулеве кĕчĕ. Çамрăк инженерсен ăсталăх шайĕ ӳссе пырать. Вĕсен пуçĕнче çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ», — терĕ регион ертӳçи.

Чăн та, паянхи çамрăксем пултаруллă та хастар. Вĕсем университетра вĕреннĕ чухнех çĕнĕ япаласем шухăшласа тупаççĕ. Акă радиоэлектроникăпа автоматика факультечĕн тăваттăмĕш курс студенчĕсем Павел Лысовпа Сергей Анисимов цифра телекуравне мониторинглакан хатĕр ăсталанă. Вĕсен проекчĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра малти вырăна тухнă. Каччăсем каланă тăрăх, çак ĕçе тума шăпах университетри лабораторисенче нумай ĕçлени пулăшнă. Энергетикăпа электротехника факультетĕнче вĕренекен Анна Апатинăпа Николай Андриянов шкул ачисем валли профориентацин сенсорлă терминалне тунă. Ăна хулари шкулсенче ĕçлеттерсе тĕрĕсленĕ.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментировать