Вĕсемшĕн театрта пулни те асамлăх

19 Дек, 2021

«Ĕмĕте ĕненсен вăл пурнăçланатех. Хаклă принцăм, эсир мĕн пирки ĕмĕтленетĕр», — тĕпчерĕ Кĕл пике. Тепĕртакранах чиперкке хаваслă юрă шăрантарса Принц кăмăлне çĕклерĕ. Залра ларакансем хавхаланса алă çупрĕç. Вĕсем кунта пухăнни те чăн-чăн асамлăх-çке. Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче хавшак сывлăхлă ачасем валли спектакль пулчĕ.

Шупашкар районĕнчи Атайкасси ялĕнче пурăнакан Матвей 5-мĕш класра вĕренет. Сусăр пулнăран вăл килтен ытлашши тухса çÿремест. Çавăнпа та Çĕнĕ çул умĕн оперăпа балет театрне чĕнсен арçын ача питĕ савăннă. «Май пулсан театр кружокне çÿрĕттĕм те…» — терĕ амăшĕ çумĕнче ларакан арçын ача.

Шупашкарта пурăнакан Есения Школьникова хăй тĕллĕн утса çÿреймест. Паян 5-ри хĕрачашăн чăн-чăн уяв. Ăна чи илемлĕ кĕпе тăхăнтартнă, çÿçне илемлетнĕ. «Çакнашкал мероприятие ирттерекенсене пысăк тав. Асамлă тĕнчере пулнăнах туйăнчĕ», — палăртрĕ хĕрачан амăшĕ Лариса Валерьевна.

«Çĕнĕ çул умĕн эпир пурте ачалăха чăматпăр. Концертмейстер пĕлтерчĕ-ха: çулталăк вĕçĕнчи уяв умĕн асамçăсем пухăнаççĕ те ырă ĕçсем тăваççĕ. Эпир, ÿссе çитнисем, сирĕн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшăпăр. Пулас ăру та мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнтăр», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисене саламланă май. Вăл палăртнă тăрăх, республикăра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене тимлӗх уйӑраççĕ. Çĕнĕ çул умĕн тата хыççăн Чăваш Енре пурăнакан нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи 5 пин ытла ачана театрализациленĕ курăнăва чĕнĕç. Мероприятисем Вырăс драма, оперăпа балет, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалӑх академи драма театрĕсенче иртĕç. Çĕнĕ çул парнине 8,9 пин ача тивĕçĕ.

www.hypar.ru Ольга Калитова сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: 

Комментировать