Михайлов-Янтуш çуралнăранпа – 200 çул

13 Дек, 2021

Муркаш районĕнчи Юнкă культура çуртĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.

Мероприятие Вăтам Атăлçи халăхĕсен пĕрремĕш тавра пĕлӳçи, этнограф-çыравçи, историкĕ Спиридон Михайлов Яндуш çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă. Унта ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата ытти хăна пуçтарăннă. Конференци хыççăн Спиридон Михайловичăн стели умĕнче митинг иртнĕ. Çавăн пекех кĕнеке тата наука ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ.

Сăмах май, 1966 çулта Юнкă шкулне Спиридон Михайлов /Янтуш/ ятне панă. Паллă ентеш çуралнăранпа 180 çул çитсен вара ун ячĕпе хисепленекен музей та ĕçлеме пуçланă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать