ÇУМ КУРĂК КĂНА-ХА...

11 Сен, 2014

Ушах çăлтăр курăкне /мокрица, звездчатка средняя/ пĕлмен çын çук паллах. Çум курăк чĕрĕлĕхĕнчен тĕлĕнетпĕр те: йăрана унран тасататăн кăна, тепĕр эрнерен каллех симĕс кавир пек хупласа илет. Йăлăхтаракан çум курăка каллех кăкласа пăрахатпăр. Шел, ăна тивĕçлипе хаклама пĕлместпĕр, мĕншĕн тесен ушах çăлтăр курăкĕ чылай чиртен сипленме пулăшать.

Курăка 40 градусран вĕри мар температурăра духовкăра типĕтеççĕ, пир хутаçра, кĕленче е йывăç савăтра 1-2 çул упраççĕ.

Ÿсен-тăран цингана, шыççа, бактерисене хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать. Шĕвекĕпе тата сĕткенĕпе кăкăрта ыратсан, ÿпке, пĕвер чирлесен, геморрой, юнлă ÿсĕрни, юнлă хăсăк аптратсан сипленнĕ чухне усă кураççĕ. Пиçĕхтернĕ шĕвекĕпе щит евĕрлĕ пар чирĕсенчен сипленеççĕ. Курăкран чей вĕретсе ĕçсен, ăна салата хушсан чĕре ыратни иртет, нервсем çирĕпленеççĕ.

Паха курăка ярса пиçĕхтернĕ шĕвеке артрит, подагра, гипертони, чĕрен ишеми чирĕ, тĕрлĕ шыçă чухне ĕçеççĕ, унпа пÿрлĕ сурана ÿт илтерме сипленеççĕ. Вĕретнĕ шывĕпе ыратакан сыпăсене сăтăраççĕ, диатезлă ÿт çине примочка хураççĕ. Ăна янă шыва тăртаннă урасене чиксе лараççĕ. Вĕри шывра тытнă курăка ревматизма, радикулита пула ыратакан вырăна, туртăнтарнă çыхă çине хураççĕ.

Сĕткенĕ пиçсе кайсан, шăмă хуçăлсан усăллă. Ăна тата витаминсем çитмесен ĕçеççĕ.

Ушах çăлтăр курăкĕнчен сиплĕ шĕвексене çапла хатĕрлесе ĕçмелле.

u Чĕрĕ курăка аш арманĕпе авăртмалла, марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Ăна кунне 4-6 хут 1-ер чей кашăкĕ кăштах пыл хушса ĕçмелле.

u Вĕретнĕ шĕвекĕ: 2 апат кашăкĕ курăка 2 стакан вĕри шыва ямалла. Шыв мунчине лартса çур сехет вĕретмелле, вĕриллех сăрăхтармалла. Малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут апатчен чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

u Пиçĕхтернĕ шĕвекĕ: 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Çур сехетрен 2-3 сий марля витĕр сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 3 хут апатчен стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.