«Хыпар» 133 (27866) № 30.11.2021
Тĕрĕ те чăваш халăхĕ авалхи пулнине çирĕплетет
Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ — Чăваш тĕррин кунĕ. Ăна иртнĕ çул кăна паллă тума пуçларăмăр пулин те унăн никĕсĕ çирĕп, тымарĕ тарăн.
Тĕрĕре чăваш пурнăçĕ, савăнăçĕ, ыратăвĕ сăнланать. Хăй мĕн калас тенине пирĕн несĕлсем пин-пин çул каяллах çĕвĕ чĕлхипе палăртнă. Эпир, паян пурăнакансем, çав чĕлхене ăнлансах та пĕтерейместпĕр, пачах чухламастпăр пулсан та эрешĕсем тыткăнлаççĕ.
Чи малтан пирĕн çак куна йĕркелеме пулăшнă çынсене — Евгения Жачева тĕрĕ ăстине тата Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева — тав тумалла, мĕншĕн тесен Евгения Николаевна республика ертӳлĕхĕ патне пуçарупа тухнăччĕ, Олег Алексеевич Чăваш тĕррин кунне çирĕплетсе ятарлă хушу кăларчĕ. Вара пуçланчĕ пысăк ĕç. Çак тапхăрта мĕнле кăна мероприяти иртмерĕ, мĕнле кăна ĕç пурнăçланмарĕ…
Республика пуçлăхĕ кăçалхи уява та хутшăнчĕ. Чăваш тĕррин уявĕ пурри пирĕн халăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, халăхăн иксĕлми пуянлăхне упраса малалла аталантарса пыракан маçтăрсене тав сăмахĕ каларĕ. «Пĕлтĕр ал ăстисем кашни районăн сурпанне унти хăйне евĕрлĕхе кăтартса тĕрлерĕç, пĕр пысăк сурпана вырнаçтарчĕç. Кăçал Чăваш Республикин карттине ăсталарĕç. Тĕрĕ чăвашăн пурнăçне сăнлать. Вăл чăваш халăхĕ авалхи халăх пулнине çирĕплетет. Çак палла, ăсталăха çухатмалла мар пирĕн. Шăпах çавна шута илсе Чăваш тĕррин музейĕнче наци тĕррин шкулĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унта вĕренес текен йышлă. Республика тулашĕнчен те пур. Пирĕн ăстасем вĕсемпе те ĕçлеме пуçлĕç. Эпир çитес çул валли тепĕр ĕç — Раççейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлес — тĕлĕшпе пуçару турăмăр. Федерацин национальноçсем енĕпе ĕçлекен агентстви пирĕн пуçарăва ырласа йышăнчĕ, ытти регионта пурăнакансене те унта хутшăнма чĕнсе каларĕ. Манăн шухăшпа, асăннă проект халăхсен хутшăнăвне çирĕплетме тата туризм енĕпе «Рунă çулĕ» проекта йĕркелесе аталантарма пулăшĕ», — терĕ регион ертӳçи. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
«Çулсем иртни пирки шухăшламалла мар»
Çапла калаççĕ 100 çула хыçа хăварнисем «Этем пурнăçĕ тимĕр пек. Унпа ĕçре усă курсан вăл якалса та çуталса пырать, усă курмасан ăна тутăх çисе ярать», — тенĕ Марк Катон çыравçă. Пурнăç епле пуласси Турă çырнинчен кăна мар, çынран хăйĕнчен те, наци йăли-йĕркинчен те килет. Юлашки вăхăтра çĕр чăмăрĕ çинче нумай пурăнакансен йышĕ самайланнине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Пĕр ĕмĕртен каçнисем те чылаййăн. Пирĕн республикăра та пур вĕсем. Вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси мĕнрен килет-ха? Мĕнле вăрттăнлăхсене уçаççĕ пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă кинемейсемпе мучисем? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне паян пĕрле шырăпăр.
Калас пулать: хальхи вăхăтра 90 çул урлă каçнисене нумай пурăнакансен йышне кĕртеççĕ. Раççейре тĕрĕк халăхĕсем çирĕпрех пулнипе палăраççĕ. Дагестан халăхĕсем — уйрăмах нумай пурăнакансен шутĕнче. Сăрт-ту çинчи таса сывлăш, наци кухни тата уçă сывлăшра ĕçлени Кавказри халăхсене нумай пурăнма пулăшать тесе шухăшлаççĕ ученăйсем. Дагестанра шур сухалсен йышĕ, Раççейри ытти регионтипе танлаштарсан, чылай нумайрах. Сăмахран, азербайджан хĕрарăмĕ Сархат Рашидова /1875-2007/ Дербент районĕнчи Çӳлти Зидьян салинче пурăннă. Хуçалăхра нумай ĕçленĕ вăл, ыттисем пекех апатланнă. 100 çул ытла пурăнасси ашшĕнчен килнĕ тесе шухăшланă хĕрарăм. Вăл та пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă-мĕн. Якутсем те нумай пурăнассипе палăраççĕ. Унта халĕ пĕр ĕмĕр урлă каçнисен йышĕ утмăл çынран та иртнĕ. Эвенксемпе /авалхи ячĕ — тунгуссем/, алтайсем те — вăрăм ĕмĕрлĕ. Вĕсем çăмăл мар условисенче пурăнаççĕ. Пăлансене усранă май куçса çӳреççĕ, ытларах аш-какай тата сĕт-çу апатне çиеççĕ /вĕсен рационĕнче пахча çимĕçпе улма-çырла сахал/, апла пулин те вĕсен хушшинче 116 çула çитнĕ çын та пулнă. Вăл — Бабык Бултыргин.
Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, çĕр ĕçĕпе аппаланакан халăхсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ, уçă сывлăшра нумай ĕçлеççĕ. Вĕсем хăйсене лăпкă тытаççĕ, ырă кăмăлĕпе палăраççĕ. Апла пулин те выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсенчен, кĕтӳ вырăнĕсене ылмаштарас тĕллевпе куçса çӳрекенсенчен сахалрах пурăнаççĕ. Тен, çакă рациона сĕт юр-варне кĕртнипе çыхăннă? Йăхташсен, несĕлсен йăли-йĕркине пăхăнса пурăнни те ырă витĕм кӳрет.
«Çыннăн ытларах хăй çитĕннĕ тăрăхра ӳстернĕ пахча çимĕçпе улма-çырлана, аш-пăша çимелле, вырăнти шыва ĕçмелле», — теççĕ халăхра. Сăмах май, çакна та каласа хăварар: «Шыв хĕрринче пурăнаканăн ĕмĕрĕ вăрăм пулать», — тени те анлă сарăлнă. Пурнăç йĕркине тăрук улăштарни çыннăн сывлăхĕшĕн сиенлĕ. Хăш-пĕр тĕпчевçĕ палăртнă тăрăх, сăрт-ту çинчи таса сывлăш, микроэлементсемпе пуян шыв çыннăн ĕмĕрне вăрăмлатаççĕ. Геронтологсем палăртнă тăрăх, пĕр ĕмĕре хыçа хăварнисем чылай чухне пăшăрханнине хăвăрт ирттерме пултарнипе, лăпкăлăхĕпе тата ырă кăмăлĕпе палăраççĕ. Вĕсем ватлăхра та хастар, ĕçчен.
Тинĕс шайĕнчен 2000 метр çӳлерехре, Индипе Пакистан чиккинче, Гиндукушем тата Каракорум тăвĕсен хушшинче, Хунза шывĕ çумĕнче айлăм вырнаçнă. Ăна тĕнчерен çӳллĕ тусемпе хăрушă пăр татăкĕсем уйăраççĕ. Кунта хунза халăхĕ пурăнать. Вĕсене чир-чĕр ытлашши аптăратмасть. Хайхискерсем сăнран çамрăкрах курăнаççĕ, нумай пурăнаççĕ. Çав вырăнта пурăнни вĕсене хăйсен йăли-йĕркине упраса хăварма май панă. Çак йăх çыннисем вăтамран 120 çула çитеççĕ. Пĕр ĕмĕртисем ĕçлеççĕ, тусем çине хăпараççĕ. 40-ри хĕрарăмсем хĕрсем пек курăнаççĕ. Утмăлта та вĕсем питĕ çивĕч те йăрă, хастар.
Европăри çынсене хунза халăхĕ çинчен чи малтан Англири çар тухтăрĕ Роберт Мак-Каррисон каласа кăтартнă. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл 7 çул çав вырăнти çынсене сипленĕ май чирлĕ пĕр çынна та тĕл пулман имĕш… Шăмă хуçăлнă, куç чирĕ аталаннине кăна тупса палăртнă. Хунза халăхĕ белоклă апата питĕ сахал çиет-мĕн. Диетăна пăхăнни вара ĕмĕре вăрăмлатать. Вегетариан пулни, ялан ĕçлени /вăй-хал ĕçне пурнăçлани/, пĕрмай хусканура пулни вĕсене ырă витĕм кӳрет. Вĕсем ытларах пахча çимĕç, улма-çырла, пĕрчĕллĕ культурăсене çиеççĕ. Абрикоса типĕтеççĕ, ыттисене чĕрĕллех ăша яраççĕ. Çав вăхăтрах абрикоса пăшăхлаççĕ те. Хура çăкăр кăна çиеççĕ. Çăнăхне авăртнă чухне хывăхне пăрахмаççĕ, пĕçернĕ çĕре яраççĕ. Хăш-пĕр тырра шăтарса çиеççĕ. Сĕт, сĕт юр-варне, пылак çимĕçсене, тăвара питĕ сахал çиеççĕ. Эрех те сайра хутра кăна ĕçеççĕ. Какая çулталăкне пĕрреиккĕ кăна астивеççĕ. Вĕсем — мăсăльмансем, сысна ашне, юна ăша ямаççĕ. Çулталăкра пĕрре, йывăçсем çимĕç паман чухне, типĕ тытаççĕ. Икĕ уйăхран пуçласа тăватă уйăхчен тăсăлать ку тапхăр. Хунзăсем ăна «выçă çуркунне» теççĕ. Ун чухне вĕсем типĕтнĕ абрикос ярса лартнă шыва ĕçеççĕ. Çак йăлана çирĕп пăхăнаççĕ. Типĕ вăхăтĕнче те вĕсем кулленхи пекех хаваслă пурăнаççĕ. Типĕ тытни, ахăртнех, организма тасатать тата сывлăха упрама пулăшать. 1964 çулта çак вырăна Америкăри кардиологсем çитнĕ. Вĕсем 90-110 çулсенчи 25 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Вĕсен юн пусăмĕ те, юнри холестерин виçи те кирлĕ шайра пулнă. Пурин те чĕри аванах ĕçленĕ. Вĕсен йышĕнче усал шыçăпа чирлекен пачах çук-мĕн. Ахальтен мар вĕсене тĕнчери чи сывă халăх теççĕ. Вĕсемшĕн 100-120 çухрăм утасси — йăлана кĕнĕ пулăм. Хунзăсем чăнкă тусем çине улăхса унтан уçăлса, хаваслăн таврăнаççĕ. Вĕсем яланах йăл кулаççĕ. Оптимист пулнипе палăраççĕ. Шӳтлеме, култарма маçтăр пулнăран вĕсене çĕр çинчи чи телейлĕ çынсем теме те пулать.
Халĕ юратнă Чăваш Ене таврăнар. Пирĕн патра ун пек тусем те, микроэлементсемпе пуян шыв та çук. Апла пулин те 100 çула çитекенсем, çак ӳсĕмрен иртекенсем те пур. Мĕнпе çыхăннă-ха ку? Журналистра ĕçленĕ май пĕр ĕмĕртен каçнă кинемейсемпе, мучисемпе самаях сăмах ваклама пӳрет. Вĕсенчен ытларахăшĕ нумай пурăннине йăхран килнипе çыхăнтарать.
Статистика тăрăх, арçынсем хĕрарăмсенчен сахалрах пурăнаççĕ. Апла пулин те вĕсен йышĕнче те вăрăм ĕмĕрлисем пур. Хăй вăхăтĕнче Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăннă Емельян Никишин патĕнче пулни асăмра юлнă. Емельян Иванович 101-ре чухне те вутă çуратчĕ, утă çулатчĕ. Улатăр районĕн хисеплĕ гражданинĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, нумай орден-медале тивĕçнĕ. Ултă ачине çирĕп воспитани панă. Вăрçă хыççăн ферма заведующийĕнче вăй хунă. Пенсие тухсан утарта ĕçленĕ, вĕлле хурчĕсем тытнă. 1 метр та 96 сантиметр çӳллĕш арçын маншăн питĕ çирĕп çын пек курăннăччĕ. «Ĕçе юратни, вăй-хал ĕçне ытларах пурнăçлани çын пурнăçне вăрăмлатать. Пирус туртмалла мар. Лавккаран туяннă чейе мар, хамăр тăрăхра ӳсекен сиплĕ курăксене вĕретсе ĕçмелле», — сĕннĕччĕ вăл. Емельян Никишин 104 çул çурă пурăнчĕ. Вăл халтан /богульник/, хĕлхен /иван-чай/, Эрмиле йытти /чередана çапла калаççĕ. — Авт./ курăксенчен куллен чей хатĕрленĕ. Çавăн пекех шăмшак курăкне /ăна чей курăкĕ те теççĕ/ кăмăлланă.
«Кукаçи сывă пурнăç йĕркине пăхăннă. Чĕлĕм туртман, усал сăмах каламан. Мунча кĕме шутсăр юрататчĕ, тĕрлĕ милĕкпе çапăнатчĕ. Ĕçлеме сĕре юрататчĕ. Пĕр ĕмĕре хыçа хăварсан та килте арçын ĕçне тăватчĕ. Ăс-тăн çивĕчлĕхне упрас тесе яланах хаçат вулатчĕ. Çут çанталăка, вăрмана, пыл хурчĕсене юратнă. Вăрманти таса сывлăшпа сывланă. Вăрман çимĕçĕсене — çырлана, кăмпана, мăйăра — нумай астивнĕ. Чи кирли — пурнăçа юрататчĕ. Çаксем йăлтах ăна вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшнă», — шухăшне палăртрĕ Емельян Никишинăн мăнукĕ Николай Казанцев. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Николай ЕНДИЕРОВ: Пирĕн çамрăксене аслă шкулсенче хапăл тăваççĕ
Вĕренӳ пахалăхне, шкулсен хăтлăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шăмăршă тăрăхĕнчи шкулсенче вĕсем мĕнле шайра пулса пыни пирки район администрацийĕн вĕрентӳ тата çамрăксен политикин пайĕн ертӳçипе Николай Ендиеровпа калаçрăмăр.
— Вĕрентӳ тытăмĕ улшăнсах тăрать. Самана таппипе тан ĕлкĕрсе пыратăр-и?
— Паянхи питĕ пысăк хăвăртлăхпа улшăнса пыракан пурнăç педагогсене те çĕнĕлле ĕçлеме хистет, шкултан вĕренсе тухакансенчен те çирĕпрех ыйтать. Пирĕн ачасем ăнăçлă пулччăр, хăйсен вырăнне тупчăр тесен вĕсен те, пирĕн те çав улшăнусене шута илмеллех. Ача пĕчĕк ялта пурăнать-и е пысăк хулара-и — вĕренӳ условийĕсем тан пулмалла. Çак тĕллеве майĕпен пурнăçлатпăр та эпир. Ачасене кăна мар, учительсене те ăнăçлă ĕçлеме хăтлăх кирлĕ-çке. 50 процентран ытла кивелнĕ шкулсене тĕпрен юсас тĕллевпе ятарлă программăна кĕтĕмĕр. Пăчăрлă Пашьел шкулне пĕлтĕр 39 миллион тенкĕлĕх юсарăмăр, Карапай Шăмăршăри «Василек» садикĕн тулашне, шалти пӳлĕмсене, чӳречесене çĕнетрĕмĕр. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Шăмăршă шкулĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем пычĕç. Тăрри те, фасачĕ те çĕнĕ халĕ. Шкулăн кивĕ корпусĕнче ĕçсем вĕçленчĕç. Çитес çул шкул таврашне хăтлăх кĕртме, çĕнĕ котельнăй тума палăртнă. Кунсăр пуçне кăçал Анат Чаткасри тĕп шкулта садике çӳрекенсем валли уйăрнă пӳлĕмсене юсарăмăр. 2019 çулта район бюджечĕн укçипе Шăмăршăри «Ромашка» садикăн тулашне тĕпрен çĕнетнĕ. Кăçал унта батарейăсене улăштарнă. Ĕçĕ татах пур-ха — пӳлĕмсене юсамалла, проектпа смета докуменчĕсем хатĕрпе пĕрех. Кăçал çавăн пекех Палтиел шкулĕн фасачĕ çĕнелчĕ. Районти пур шкулăн спорт залне те юсанă. Тепĕр тапхăр — спорт лапамĕсене хăтлăлатасси. Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьелте лапама резина сараççĕ, чупмалли çула асфальт хураççĕ, тренажерсем, саксем вырнаçтараççĕ. «Демографи» нацпроектăн «Спорт — пурнăç йĕрки» проекчĕпе килĕшӳллĕн çулсерен ГТО нормине тултарма «Туслăх» ФСК таврашĕнче çĕнĕ лапам уçăлчĕ. Ăна хул-çурăма тĕреклетмелли, сывлăха çирĕплетмелли тренажерпа, ытти япалапа — пурĕ 22 тĕрлипе — тивĕçтерчĕç.
— Юсав ирттерни, чӳрече, батарея улăштарни аванха. Вĕрентӳре кирлĕ хальхи йышши хатĕрсем тĕлĕшпе лару-тăру йĕркеллех-и?
— 2019 çултанпа ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма май паракан «Ӳсĕм вырăнĕ» центрсем уçăлма пуçларĕç. Пирĕн районта вăл тăватă шкулта пур. Килес çул тепĕр икĕ шкулта уçăлмалла. Ачасене наука ĕçне, техника тата инженери пултарулăхне хутшăнтарас тĕллевпе Шăмăршă шкулĕ регионти «Наука — шкула» проекта хутшăнать. Унпа килĕшӳллĕн пĕлтĕр биологи, химии пӳлĕмĕсем валли лаборатори хатĕрĕсем 1 миллион тенкĕлĕх килчĕç. Юлашки çулсенче шкулсене робототехника комплексĕсем те çитрĕç. Техника енĕпе кружоксем уçăлчĕç. «Ӳсĕм вырăнĕ» уроксем хыççăн та хупăнмасть. Ачасем унта каçченех ĕçлеççĕ, киле кайма васкамаççĕ. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Владислав ЗОТИКОВ: Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме техникăсăр пуçне чун та кирлĕ
Чăваш ӳнер искусствипе кăсăкланакансенчен чылайăшĕ унăн «Параппанçă», «Теннисистка», «Сăпка юрри», «Амăшĕпе ачи», «Ева», «Хĕрпе йывăç», «Çул çинчи каччă», «Прометей», «Кил-çурт вучахĕн управçи», çавăн пекех Иван Яковлевăн, Филипп Лукинăн, Илпек Микулайĕн тата паллă ытти çыннăн скульптура произведенийĕсене куравсенче тĕл пулнах. «Пĕрлĕх» ятпа паллă монументпа декораци скульптури Шупашкарти парка, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа лартнă палăкĕсем Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс, Пысăк Упакасси ялĕсемпе Елчĕк районĕнчи Елчĕк салине илем кӳреççĕ. Сăмахăм СССР Художниксен, Чăваш художникĕсен, Раççей Художникĕсен пултарулăх союзĕсен членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Владислав Зотиков çинчен. Владислав Алексеевич паян — пирĕн хăна.
Ксенофонтов хывнă çулпа
— Ачалăх… Мĕн вăл саншăн? Ун чухнех ӳнер тĕнчи чуна çывăх пулнă-и?
— Эпĕ учительсен çемйинче кун çути курнă. Анне пуçламăш классен вĕрентекенĕччĕ, атте, Хусан университечĕн биологи факультетне пĕтернĕскер, ĕç урокĕсене ертсе пыратчĕ, çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех ачасене шкул пахчинче тĕрлĕ çимĕç, ӳсен-тăран çитĕнтерме хăнăхтаратчĕ. Анне тĕрлеме питĕ юрататчĕ. Эпĕ те килĕштереттĕм çак ĕçе, хĕрачасенчен кая мар тĕрлеттĕм. Атте столяр енĕпе питĕ ăстаччĕ, виçĕ ывăлне мĕн ачаранах хăй çумне явăçтарчĕ. 4-мĕш класа Йĕпреçри шкула çӳреме пуçларăм. Çемье пурăнма унта куçрĕ. Шăпах çавăнта Илья Бородкин пуçарăвĕпе уçăлнă ӳнер шкулне çӳрерĕм. Илья Григорьевич тăмран та кӳлепесем тутаратчĕ. Пĕррехинче вăл Владимир Степанов преподавателе ку енĕпе манăн ĕçсем уйрăмах лайăх пулса тухни пирки каланине илтрĕм. Пĕрле вĕреннĕ ачасенчен ытларахăшĕ Шупашкарти ӳнер училищинче пĕлӳ илчĕ, ыттисем — пединститутăн ӳнерпе графика факультетĕнче.
— Скульптор пулас тени мĕнпе çыхăннă? Сана ку енĕпе кам пулăшса, çул уçса пынă?
— Институтри вĕренӳ программи питĕ анлăччĕ: ӳкерчĕк, живопиç, графика тата ытти енĕпе те пĕлӳ паратчĕç. Юрий Ксенофонтов скульпторпа 2-мĕш курсра паллашрăм. Вăл Мускаври Суриков ячĕллĕ патшалăх ӳнер институтне пĕтерсе килнĕччĕ. Пире вăл живопиç тата ӳкерчĕк енĕпе вĕрентрĕ. Юрий Иванович кам тăрăшнине, кам пултарнине асăрханă пулĕ, малалла пĕлӳ илмеллине аса илтерсех тăчĕ. Мускаври вуза хатĕрленмесĕр кĕме йывăррине те шута илнĕ ĕнтĕ, çавăнпа манпа уйрăммăн ĕçлерĕ. Тĕп хулари хăйĕн пĕлĕшĕпе Михаил Таратынов ӳнерçĕпе паллаштарчĕ. Михаил Васильевич та вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленме пулăшрĕ. Хальхи пек каласан, репетитор пулчĕ.
Союз шайĕнчи куравра
— Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ӳнер институчĕ — академи шайĕнчи вуз. Эсĕ тăван хулана чăн-чăн профессионал скульптор пулса таврăннă. Студент чухнехи пĕрремĕш ĕçӳсенчен хăшне чи ăнăçли тенĕ пулăттăн?
— «Эсир чăн-чăн художник пулнине çирĕплетме куравсене хутшăнни пулăшать», — тетчĕ Юрий Ива-нович. Союз шайĕнчи куравсене лекме пултарнисем пысăк ăстасем шутланнă. Вăл хистенипех педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухнех «Параппанçă» композици пурнăçланăччĕ. Каярахпа ăна йывăçран касса кăлартăм. Совет çарĕпе Çар-тинĕс флотне йĕркеленĕренпе 60 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ Пĕтĕм Союзри курава Юрий Ксенофонтов шăпах çав ĕçе тăратма сĕнчĕ. Куравăн илемлĕх канашĕ ун валли манăн «Параппанçăпа» Николай Овчинниковăн живопиçне суйланăччĕ. Çакă мана, 23 çул та тултарман çамрăка, чăннипех хавхалану кӳчĕ.
— Ун хыççăн мĕнле ĕçсем çуралчĕç?
— Малтанхи тапхăрта ытларах портретсем ӳкертĕм. Юрий Ксенофонтов та ку енĕпе пысăк ăстаччĕ. Чула, йывăçа касса, пăхăр листине шаккаса скульптурăсем тума вăл вĕрентрĕ. Каярахпа бронзăпа та аппаланма тытăнтăм. Пултарулăха пĕтĕмĕшле илес тĕк, унта тĕрлĕ тема — истори, хальхи пурнăç, фольклор тата юмах, тăван халăхăн культурипе çыхăннă ытти самант — сăнланнă.
— Манăн шухăшпа, санăн ĕçӳсенчен чи пĕлтерĕшли, тĕп вырăнта тăраканни — хĕрарăм сăнарĕ.
— Çапла, хĕрарăм сăнарĕ ĕмĕртенпех тĕп вырăнта тăрать тата нумай енлĕ вăл: пурнăç, çăл куç, юрату пекех — вĕçĕ-хĕррисĕр. Тĕрлĕ çулта çамрăк амăшĕсен, спортсменкăсен, ял хĕрарăмĕсен сăнарĕсене ăсталарăм. Кăçал республикăра — Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисен строительствине хутшăнса паттăрлăх кăтартнă ентешсен çулталăкĕ. Аннем Канашри педагогика техникумĕнче вĕреннĕ çулсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене лекнĕ, унăн терт-нушине самай астивнĕ: вăрман каснă, Сăр хĕрринче окоп чавнă. Йывăр та çав вăхăтшăн питĕ кирлĕ ĕçсене вăл пĕрле вĕреннĕ тантăшĕпе хутшăннă. Унăн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль пурччĕ. Эпĕ вĕсен ячĕпе паян мĕн тума пултаратăп-ха? Ячĕсене яланлăхах асра хăварма. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Виçĕ пине яхăн чăваш Угличре окоп чавнă
Чăваш Енре Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалласа эпир те чылай ĕç турăмăр: шутлă юлнă ветерансене чысласа аса илĕвĕсене çитĕнекен ăру валли видео çине çырса илтĕмĕр, Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн паттăрла пуç хунисене асăнтăмăр… Сăваплă ĕç малашне те пархатарлă пулăмсемпе пуянланса пытăр. Этемлĕх историйĕнчи чи хăрушă вăрçă нушине тӳссе ирттернисемпе çапăçу хирĕнче выртса юлнисене пирĕн асран кăларма юрамасть. Çапах, шел те, манăçа тухнă салтак, тыл паттăрĕ сахал мар.
1941 çул. Хаяр тăшман Мускав патнех çывхарнă. Кирек мĕнле пулсан та çĕршыва фашист аллине пама юраман. Ун чухне Хĕрлĕ çарăн тĕп штабĕ чылай регионта хӳтĕлев чиккисем тума йышăннă. Чă-ваш Енре пурăнакансем Сăрпа Хусан хӳтлĕхне çирĕплетме пуçланă чухне Ярославль тăрăхĕнчи Углич хули çывăхĕнче тепĕр 3 пине яхăн чăваш тăшман танкĕсене чарма пултаракан окопсем чавнă. Шартлама сивве, выçлăха тӳсеймесĕр хăшĕ-пĕри унта яланлăхах куç хупнă…
…Эпир вара, ырă тĕллевпе çула тухнăскерсем, кĕçех вĕсем патне çитетпĕр. Çавăнпа ку çул çӳрев маншăн чăннипех те чуна тыткăнлакан черетлĕ пулăм пуласса шанатăп. Хумханатăп. Çав вăхăтрах ăш-чик савăнăç туйăмĕпе тулать. Машинăра ман çумра çав мăнаçлă паттăрсен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем ларса пыраççĕ. Вĕсен чĕри кăлт-кăлт тапнине туятăп. Ăнланатăп. Тылра тертленсе çĕре кĕнĕ тăванĕсен вил тăпри çинче пĕрремĕш хут пулаççĕ-çке…
Ярославль тăрăхĕнчи хӳтĕлев чиккисем 250 çухрăма тăсăлнă. Ĕçлекенсен пĕр пайĕ Углич çывăхĕнче, Атăл хĕрринчен пуçласа Рыбинск хули таран, тар тăкнă. Унтан хӳтĕлев чиккине Костромапа çыхăнтарнă. Теприсем Ростов урлă Иваново облаçĕ еннелле траншейăсем тунă. Çав лаптăкра Чăваш Енрен кайнă 3 батальон вăй хунă: 30-40 çулсенчен иртнĕ 3 пине яхăн çын. Авăн уйăхĕнче вĕсене Карели тăрăхĕнчи Медвежьегорск хулине илсе кайнă. Унтан 800 ытла çухрăмри Углич районне çуран янă. Халсăрланса çитнĕскерсем шартлама сивĕре пĕр канмасăр хӳтĕлев чиккине çирĕплетнĕ. Вĕсем ĕçленĕ вырăнтан 100 çухрăмра вăрçă пынă. Нимĕç танкĕсем çак çула 8 сехетре хыçа хăварма, самолетсем унта темиçе минутранах вĕçсе çитме пултарнă, çитнĕ те. Бомбăсем пăрахни те пулнă. Çавăнпа окоп чавакансене уйрăмах йывăр лекнĕ. Раштавăн 5-6-мĕшĕсенче, контртапăну пуçланнă вăхăтра, Ярославль чиккинче 200 пин ытла çын ĕçленĕ. Вĕсем валли апат-çимĕç те, фураж та килсе парайман. Нумай салтак чирлеме пуçланă. Вĕсенчен пĕри — Тăвай районĕнчи Тăрмăшра çуралса ӳснĕ Александр Григорьевăн ашшĕ Григорий Тихонов. Стро-ительсен 1-мĕш батальонĕнче вăй хунă 42 çулти салтакăн килĕнче 4 ача юлнă. Чи кĕçĕнни — çулта-лăкри пепке. Йывăр ĕçе пула Григорий Тихонович 1941 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче чирлесе вилнĕ.
— Эпир асаттене яланах асра тытнă, пĕлнĕ. Нумай çул иртсен тинех çак вырăна çитрĕмĕр. Халĕ кунта килсен куççуль кăлармасăр чăтаймастăн», — терĕ Александр. Чунра капланни çинчен, паллах, лăпкăн калама çук. Григорьевсем вăрçă вăхăтĕнче вилнĕ çывăх çынни пирки чылай çул нимĕн те пĕлмен. Çухални çинчен калакан хут çеç пулнă. Вăл та упранса юлман.
Кунта ĕçлесе пуç хунă ентешсен шăпине чи малтан Чăваш Енре пурăнакан Дмитрий Алексеев тĕпче-ме пуçланă. Вăрçă вăхăтĕнче пуç хунă мăн кукашшĕне чылай çул шыранăскер ăнсăртран тенĕ пек чăвашсен 1-мĕш батальонĕ пирки çырнă статьяна тупнă. Çийĕнчех унăн авторĕпе, Ярославльти патшалăх архивĕнче тăрăшакан Татьяна Третьяковăпа, паллашнă. <...>
Алексей ЕНЕЙКИН.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать