Кăмпалсем арпус та, дыня та... çитĕнтереççĕ

11 Сен, 2014

Пахчара ĕçлени çут çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çыннăн кăмăлне çĕклет. Çуркунне чечеке ларнă улмуççисемпе тĕмсем илĕртеççĕ, çулла пиçнĕ çырла куçа йăмăхтарать, кĕркунне пахча çимĕçпе улма-çырла савăнтарать.

Вăрнар районĕнчи Кăмпалсем хăйсен пахчисенче мĕн кăна ÿстермеççĕ-ши? Иулитăпа Владимир Афанасьевсен, сăмахран, 28 килограмм таякан кавăн çитĕннĕ. Галинăпа Валерий Ефимовсен пахчинчи вара 22 килограмм таять. Иринăпа Сергей Федоровсен - 14 килограмм. Венера Сергеева вара ял-йыша хăй пăхса ÿстернĕ арпуспа тата дыньăпа хăналанă. Вĕсем кăнтăрта çитĕннисенчен пĕрре те кая мар-мĕн. Сергеевсен кăçал баклажан та ăнса пулнă. Кăмпалсем Надеждăпа Валерий Кураковсен пахчинче пиçнĕ иçĕм çырлине те ас тивнĕ. Мăнтăрах çав кĕр, тăрăшсан, вăй хурсан чăваш ялĕнче те темĕн те пĕр çитĕнтерме пулать.

Р.ИВАНОВА

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.