Вадим Ефимов: «Умри тĕллевсем пысăк»

25 Дек, 2013

РФ Президенчĕн В.Путинăн 2013 çулхи акан 22-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн 2014 çул Раççейре Культура çулталăкĕ пулĕ. Чăваш Республикинче вăл кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ. Ăна халалланă мероприятисем кашни муниципалитетрах нарăс уйăхĕнче иртĕç. Хальхи вăхăтра Культура çулталăкĕн эмблемин эскизĕн конкурсĕ пырать. Министр каланă тăрăх - Раççейĕн, регионсен хăйсен уйрăм палли пулĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕ 2014 çулта ирттерме палăртнă ĕçсемпе мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа культура министрĕ Вадим Ефимов тата унăн çумĕсем пресс-конференцире паллаштарчĕç.

Кăçалхи культура пурнăçĕ пысăк çитĕнÿсемпе асра юлчĕ. 2014 çул та Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ иртессине палăртрĕ В.Ефимов министр. «Культура ыйтăвĕсем малти вырăна тухни савăнтарать. Ку тытăмра ĕçлекенсем чи малтан пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланасса кĕтеççĕ. Чăнах та, республикăри культура учрежденийĕсене иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче хута янă. Унтанпа чылайăшне пĕрре те тĕпрен юсаман. Пирĕн тĕллев - вĕсене йĕркене кĕртесси, тивĕçлĕ шая çитересси. Çавăн пекех культура ĕçченĕн ятне-сумне çĕклемелле», - терĕ Вадим Петрович.

Килес çул ялсенчи клубсене, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне, филармоние, культура еткерлĕхĕн палăкĕсене юсаса çĕнетме, реконструкцилеме йышăннă. «Республикăра ачасен 46 искусство шкулĕ. Пурте лицензи илнĕ. Апла тăк вĕсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатмалла. Шкулсем валли музыка инструменчĕсем туянмалла. Кун пекки нумай çул пулманччĕ-ха, - терĕ министрăн пĕрремĕш çумĕ Альбина Алексеева. - Республикăра 700 яхăн истори палăкĕ, вĕсенчен 46-шĕ федераци пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене те тахçанах юсама вăхăт çитнĕ».

Культура ĕçченĕсене, пултарулăх коллективĕсене пулăшасси, вĕсен професси ăсталăхне ÿстересси, ачасемпе çамрăксене аталанма пулăшасси, культура тытăмĕнчи пулăшу ĕçĕсене сарасси, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртесси, искусствăн тата культурăн паллă деятелĕсен юбилейĕсене халалланă мероприятисене йĕркелесси тата ытти 2014 çул валли хатĕрленĕ плана кĕртнĕ пысăк ĕçсен шутĕнче.

Министр пĕлтернĕ тăрăх - йăлана кĕнĕ мероприятисене те пăрахăçламĕç. Вĕсен шутĕнче - мĕн пур чăвашăн «Акатуй» уявĕ, Пĕтĕм тĕнчери XVIII балет фестивалĕ, VII Шупашкар кинофестивалĕ, халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри XXII «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ, декораципе хушма искусство ăстисен XII «Руç ăстисем» конкурсĕ, тĕрĕк тĕнчин культурин Пĕтĕм Раççейри «Урмай-Залида» фестивалĕ, М.Д.Михайлов ячĕллĕ XXIV опера фестивалĕ, ача-пăча фольклорĕн регионсен хушшинчи «Пĕчĕк çеç путене» фестивалĕ...

2014 çулта Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнăранпа 100 çул çитет. Юбилее халалласа регионсен хушшинче ăслăлăх практика конференцийĕ ирттерме йышăннă. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ А.Г.Николаев генерал-майор çуралнăранпа килес çул 85 çул тулать. Мухтавлă ентешĕмĕре тĕп хулара та, паттăр çуралнă тăрăхра та, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче те аса илсе сумлама хатĕрленеççĕ. РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн А.Асламас композиторăн - 90 çулхи юбилейĕ. 2014 çул çавăн пекех культурăн, искусствăн ытти паллă ĕçченĕн, писательсемпе поэтсен юбилейĕсемпе пуян. Вĕсене те паллă тумасăр хăвармĕç. Культура çулталăкĕнче «Чăваш Республикинчи ачасен искусство шкулĕсен чи лайăх преподавателĕ» конкурс пĕрремĕш хут иртĕ. Çамрăк талантсем валли ÿнер пултарулăхĕн «Черчен чечексем» республика фестивальне йĕркелеме палăртнă.

Республикăри вулавăшсем, музейсем, ытти учреждени çулталăк тăршшĕпех тулли хăватпа ĕçлĕç. Вĕсем тĕрлĕ темăпа куравсем, презентацисем, конкурссем, фестивальсем, «çавра сĕтелсем», семинарсем, конференцисем, акцисем ирттерĕç. Килес çулхи çĕнĕлĕх - фестивальсен, конкурссен гала-концерчĕсене çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ лапамра /е театрсенче/ ирттерме йышăннă. Гастроль ĕçĕ-хĕлĕ те анлăланĕ. Раççей Культура министерствин проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕр-шыври паллă коллективсенчен пĕри те пулсан Чăваш Енре хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕ.

Министр çумĕ Татьяна Казакова пĕлтернĕ тăрăх - культура учрежденийĕсене çĕнетес, тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтерес тĕллевпе 2008 çулта пуçарнă проекта килес çул малалла тăсма йышăннă. Кăçал 18 культура çурчĕ çутăпа, музыка хатĕрĕсемпе пуянланнă. Çĕнĕлĕх малашне ыттисем патне те çитмелле.

«ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче наци хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсем пирки те сăмах хускатнă, - терĕ В.Ефи- мов министр. - Пирĕн республикăра 128 тĕрлĕ наци çынни пĕр çемьери пек туслă пурăнать, 28 наци культура центрĕ ĕçлет. Ют çĕр-шыв студенчĕсемпе çуллен икĕ хутчен - вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче - тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Çакă çирĕп йăла пулса тăрасса шанатăп».

Министрпа çумĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

- Юлашки вăхăтра чăваш драматургĕсен ĕçĕсем сахалрах курăнаççĕ. Мĕншĕн-ши?

- Чăвашла çырнă пьесăсем чăнах та сахал. Ку - пирĕн инкек. Министерство икĕ çулта пĕрре драматургсен конкурсне йĕркелет. Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсене туянатпăр, вĕсене сцена çине тухма майсем туса паратпăр. Культура çулталăкĕнче шăпах черетлĕ конкурс иртмелле. Ăна 2015 çулта пĕтĕмлетĕпĕр. Шел те, чăвашла çыракан драматургсем çукпа пĕрех. Çавăн пекех, манăн шухăшăмпа, театр учрежденийĕсен хăйсен те çине тăрса ĕçлемелле, авторсене шырамалла, вĕсемпе тачă çыхăну йĕркелеме тăрăшмалла.

- Пĕр вăхăтра «Нарспи» мюзикл республикăра вăйлă шавларĕ. Çакăн йышши ĕçсем татах пулĕç-и?

- «Нарспи» тĕрлĕ енлĕ, тĕрлĕ сцена çинче темиçе хутчен те тухрĕ. Мюзикла ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе лартнă. Николай Казаков хăйне евĕрлĕ пултаруллă çын. Унăн халĕ темиçе шухăш та пур. Ыттисем те пуçаруллă. Укçа-тенкĕ енчен тĕрев пулсан вĕсене пурнăçа кĕртме пулать паллах. Сăмах май, Культура программисен дирекцийĕ нумай пулăшать. Чăваш Енре унăн хÿттипе тăхăр проект пурнăçланать.

- Тухăçсăррисен шутне лекнĕ Культура институтне килес çул улшăнусем кĕтеççĕ-и?

- Тĕрĕсрех, тухăçсăрлăх паллиллисен йышĕнчи. Вĕренÿ учрежденине 2012 çулхи кăтартусемпе пилĕк енчен хакланă. Пурлăхпа техника никĕсĕшĕн «0» балл лартнă. Чăнах та, ку енĕпе йывăрлăх е çитменлĕх çук мар. Финанс-экономика ĕç-хĕлĕнче те çивĕчлĕх пур. 2014 çулхи ака уйăхĕччен /çавăнччен вăхăт панă/ вĕсене пĕтеретпĕрех. 2013 çулта вĕренсе тухнисем, сăмахран, пурте ĕçе вырнаçнă. Малтанхи çул ку енĕпе кăтартусем япăхрахчĕ. Апла тăк институт хатĕрлекен кадрсем кирлĕ. Тутарстанри е ытти пысăк хулари вĕренÿ учрежденийĕсем Чăваш Ен валли специалистсем вĕрентсе памĕç. Çакна пурте, çав шутра республика правительстви те, аван ăнланаççĕ. Пусарсах калатăп - института хупасси пирки сăмах пулма та пултараймасть. Ăна сыхласа хăварма кашниех хăйĕнчен мĕн килнине тума тăрăшать.

В.БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.