«Хыпар» 125-126 (27858-27859) № 12.11.2021

12 Ноя, 2021

Радим ПОЧЕМОВ: Какай шÿрпи çиме пирĕн пата килĕр

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Исмели» тулли мар яваплă общество ăнăçлă аталанать. Вăл хăйĕн ĕçне 2003 çулта пуçăннă. Паянхи кун обществăн икĕ кафе: пĕри – Сĕнтĕрвăрри хулинче, тепри Октябрьски ялĕнче вырнаçнă. Кунсăр пуçне 20 ытла лавкка пур. Вĕсенчен ытларахăшĕ, паллах, хулара. Халĕ вĕсенче 90 яхăн çын ĕçлет. Çĕршыври экономикăн çăмăл мар лару-тăрăвĕ те ăна аталанма чармасть. Вăрттăнлăхĕ мĕнпе çыхăннă-ши? Паян вулакансене шăпах «Исмелин» ăнăçу исто- рийĕпе паллаштарма тĕв турăмăр.

Çĕнĕ хăватпа

«Малтанах çапла пулнă тетĕр-и? Çук. «Исмели» обществăн историйĕ тăвăлтан пуçланчĕ. Вăл уçăлнă чухне Октябрьскинче çăкăр завочĕ пурччĕ, хупăнчĕ, унран «Аниш» кафе турăмăр. Унăн хуралтисемпе халĕ склад вырăнне усă куратпăр. Çурт тăррине юсаса çĕнетнĕччĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — тăвăл тухрĕ те çурт тăррине сӳсе ывăтрĕ. Çĕнĕрен тума тиврĕ. Пӳлĕмĕсене юсарăмăр, сăрласа илемлетрĕмĕр. Канализаци, вентиляци, çутăпа, шывпа тивĕçтерекен тытăмсене йăлтах çĕнĕрен турăмăр», — 18 çул каяллахине аса илчĕ Октябрьски райпо председателĕ Радим Почемов.

«Исмели» обществăн ĕçĕ тăвăлтан пуçланни хăйне евĕрлĕ символлă самант пулса тăнă, мĕншĕн тесен шăп та лăп çав кунран çĕнĕ хăватпа, çĕнĕ хăвăртлăхпа аталанма пуçланă. Халĕ вăл — ура çинче çирĕп тăракан общество. Ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе пырать. Кăçал хулари «Хлебушко» лавккана аркатса çĕнĕрен туса лартнă. Кирлĕ оборудовани туяннă. Малтанхипе танлаштарсан, лаптăкĕ те пысăкланнă, çынсене кĕрсе тухма та меллĕ, хăтлă. Çĕнĕ лавкка хăй хыçĕнче вырнаçнă ача-пăча тата спорт лапамĕсемпе пĕрлешсе хулан пĕр пайне тата илемлетнĕ.

Общество апатланăвĕ пĕлтерĕшлĕ отрасль пулса тăнă. Ахальтен мар кунта кафесене те юсаса хальхи сăн кĕртеççĕ. Хулари «Космос» кафе икĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Иккĕмĕш хутра 80 çын йышăнмалăх пысăк зал пур. Пĕрремĕшĕнче – 20 çын вырнаçакан VIP-зал. Вăл ыттисенчен уйрăлса тăрать: шала кĕрсен те, апатне астивсен те чăвашлăха туятăн. Халăхăмăр авалтанпах юратакан апат-çимĕçпе сăйлаççĕ кунта: шăрттан, какай шӳрпи, хуран кукли...

Унсăр пуçне пĕрремĕш хутра столовăй тата «Космос» ресторан пурччĕ. Кăçал пĕрремĕш хутра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Малашне ресторан пулмĕ, икĕ заллă «Космос» кафе тăвĕç. Пĕр залне кăçал юсаса пысăк хуласенчи чаплă кафе евĕр хăтлăлатнă. Чăн та, кĕрсе тухма кăмăллă. «Юсаса çĕнетнĕ кафере илемлĕ, халăха килĕшмелле пултăр терĕмĕр. Кухньăпа аш-какай цехне çĕнетрĕмĕр. Вăл юсав хыççăн анлăланчĕ. Поварсен ĕçне çăмăллатма çĕнĕ оборудовани туянтăмăр. Унта шыв темиçе минутранах вĕреме кĕрет, апата вăхăтра пĕçерме меллĕ, çăмăлрах. Çитменнине, ун пек плитасем валли савăт-сапи те урăххи кирлĕ, хальчченхисем юрăхсăр. Вĕсене те туянтăмăр. Пирĕн кафере канса ларма, техĕмлĕ апат çиме хăтлă. Ресторан пулнă пӳлĕме те кăçалах юсаса йĕркене кĕртесшĕн. Хальлĕхе ĕçе пуçăнман-ха», – терĕ Радим Вячеславович.

Малалла утăм хыççăн утăм тăваççĕ, çĕнĕ тĕллевсем патне туртăнаççĕ унта ĕçлекенсем. Кăçал çулла уçă сывлăшра апатланма, иртен-çӳрене сулхăна кĕрсе ларма шатер тунă. Коронавируса пула вăл пысăк хăватпа ĕçлесе каяйманнине палăртать хуçа. Пурпĕр шанăçне çухатмасть: йывăр вăхăт иртсен вăл халăха усă кӳрессе шанать. Каярахпа, пуçăннă ĕçсене вĕçлесен, иккĕмĕш хутри тепĕр пӳлĕме /универмаг пулнăскере/ юсаса 150-200 çын вырнаçмалăх тепĕр зал уçма ĕмĕтленет. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

♦   ♦   ♦


«Пурте хулана кайсан кунта кам юлĕ?»

Красноармейски районĕнчи 29 киллĕ Кăмакалта пурăнакан Федотовсене урамра тĕл пултăм. 36 çулти кил хуçи икĕ хутлă çурчĕ умĕнче мăшăрĕпе ачисем шкултан килессе кĕтетчĕ. «Виçĕ сехетре ял вĕçĕнче автобусран анса юлаççĕ», — терĕ вăл.

Авланичченех пӳрт лартнă

«Эпĕ Красноармейскинче çуралса ӳснĕ, кунтах шкул пĕтернĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетĕнче вĕреннĕ. Малтанах шкулта ĕç вырăнĕ пулманнипе районти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче диспетчерта вăй хутăм. Унта пулас мăшăрăмпа паллашрăм. Вăл слесарьте ĕçлетчĕ. 2011 çулта çемье çавăртăмăр. Дима Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агроном специальноçне алла илнĕ. Иксĕмĕр те ял пурнăçне кăмăллатпăр. Халĕ Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче ачасене рисовани, технологи вĕрентетĕп», — сăмах пуçарчĕ тăван килĕ умне çитнĕ Татьяна Юрьевна.

Çемье çавăрнă хыççăн çамрăксем хăйсен çуртне туса пĕтериччен Димăн ашшĕпе амăшĕ патĕнче пурăннă. Ашшĕ «Нива» ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлет. Амăшĕ Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче пуçламăш класс ачисене пĕлӳ парать. Çемьере пĕр çăвартан пурăнаççĕ.

Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки тăрăх, кĕçĕн ывăлăн тĕп килте юлмалла. Федотовсен икĕ ача: Димăпа Викторина. Çавăнпа ывăлĕ тăван килтех тĕпленнĕ. «Упăшкам мăшăрланичченех лартма пуçланă çурта хамăр вăя шанса малалла турăмăр. Эпĕ качча килнĕ чухне икĕ хутлă пӳрт хатĕрпе пĕрехчĕ ĕнтĕ. Пулас мăшăрăм кайран çăмăлрах пултăр тесе çурта çемье çавăричченех хăпартма шухăшланă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май килмерĕ. Атте-анне пулăшса тăраççĕ. Дима шалти ĕçсене те йăлтах хăй пурнăçларĕ. Мана Турри лайăх мăшăр тупса пачĕ, вăл ĕçчен те ылтăн алăллă пулнăран çурта тĕпĕ-йĕрĕпе туса çитерчĕ», — каласа кăтартрĕ виçĕ ача амăшĕ Татьяна Юрьевна. Кăмакал ялĕ Красноармейскинчен инçе мар вырнаçнă. Юнашар Кĕçĕн Шетмĕ шывĕ юхса выртать. «Пирĕн ял Колхоз тата Улăх урамĕсенчен тăрать. Маларах кунта 33 хуçалăх пулнă, — тăван тăрăхĕпе паллаштарчĕ кил хуçи. — Пĕчĕк ял пулсан та унăн шăв-шавĕ Шетмĕ шывĕ тăрăх аякка кайса саланать».

Урам пĕр çухрăма яхăн тăсăлать. Кăмакал çыннисем малашлăха пăхса пурăнаççĕ. Сăмахран, кунта «пуçаруллă бюджет» программипе ăнăçлă усă кураççĕ. Акă, калăпăр, Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçине хутшăннисене тата çапăçу хирĕнче пуç хунисене хисеп туса кăçал стела лартнă. Çак ĕçре Дмитрий Федотовăн тӳпи пысăк. Хастар арçын строитель ĕçĕсене пурнăçланă. Ял пуласлăхĕшĕн чуне парса тăрăшать вăл. Стелăпа юнашарах тенкел вырнаçтарнă. Çывăхра ача-пăча лапамĕ те пур. Стела патĕнче ĕçленисĕр пуçне Дмитрий ялти тепĕр хастарпа Анатолипе урамри çăла та юсанă, тавралла карта тытнă. Килĕнче çăл çуккисем унтан шыв ăсма куллен тухаççĕ. <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Мăшăрĕ те ăста пулнă, кĕрĕвĕ унран та ирттерет

Венера Николаева хĕр чухнехи хушамачĕ Васильева Тăвай районĕнчи Лачкассинче çуралса ӳснĕ. 18-а çитсен, 1968 çулта, ĕçлеме Шупашкара тухса кайнă. Ун чухне тăван ялне таврăнасси пирки шухăшланă-ши? Иккĕлентерет.

«Е эпĕ, е театр?»

Ял çамрăкĕсем хула çынни пулма ĕмĕтленмен мар-и? Ун чухне вĕсене, уйрăмах хĕрсене, Шупашкарта пир-авăр комбиначĕ хапăл туса йышăннă. Венера та унтах чун канăçĕ тупнă темелле, виçĕ çул ровницăра вăй хунă, унтан электроникăпа механика заводне электрокар водительне вырнаçнă. Пурăна киле диспетчер та, тĕрлĕ участокăн мастерĕ те пулнă.

Пушă вăхăта мĕнле ирттермелле? Тĕп хулана килнĕ çулах комбинатăн культура керменĕнчи Виталий Горбунов ертсе пыракан театр студине чупнă. Ун хыççăн тилхепене Нина Панина тытнă. Лачкасси хĕрĕ Нина Трифоновнăн халăх театрне вунă çул çӳренĕ. «Анисса» спектакльти массăллă сценăран пуçланă, каярахпа тĕп рольсем те калăпланă. Партнерĕсем халĕ пурте пĕлекен Валентина Музыкантова, Валерий Молодцыгин, Елена Иовлева пулнă. 1977 çулта Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеçри Юрий Николаева качча тухнă. Çулталăкран хĕрĕ Татьяна çуралнă. Мăшăрĕ çамрăк арăма: «Е эпĕ, е театр?» — тесен Венера Алексеевна çемьене суйласа илнĕ.

«Хĕрарăм тупса ятăн-и?»

— Мăшăрăм ялта пурăнас кăмăллăччĕ. «Тивĕçлĕ канăва тухсан хулара мĕн тăвăпăр?» — тетчĕ. Хăй предпринимательте ĕçлеме пуçласан хама систермесĕрех манăн тăван ялта стройка пуçланă. Вăхăтран-вăхăт киле питĕ кая юлса килетчĕ, эпĕ ăна: «Çак таранччен ăçта, мĕн туса çӳретĕн? Хĕрарăм тупса ятăн-и?» — тесе ӳпкелеттĕм. Унăн вара хуравĕ пĕрреччĕ: «Кайран хăвах пĕлĕн». Пĕррехинче яла килсен тĕлĕнсе кайрăм: пирĕн ана вĕçĕнче темĕн чухлĕ машина тăрать. Упăшкаран: «Мĕн тăваççĕ унта?» — тесе ыйтрăм. «Пĕрремĕш хутне хăпартрăмăр ĕнтĕ», — пулчĕ хурав. «Вара мана мĕншĕн нимĕн те каламарăн? Çăкăрне те пĕрре кăна илтĕм», — терĕм. Тепĕр çулхине çĕнĕ çуртра пурăнма тытăнтăмăр. Çак ĕçсем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен вĕçĕнче пулчĕç. Ун чухне тивĕçлĕ канăва тухманччĕ-ха. Çак çуртра 2006 çултанпа пурăнатăп, — аса илчĕ Венера Николаева.

Яла таврăнсан Венера Алексеевна ал ăстисен кружокне уçнă. Пушă вăхăта усăллă, кăсăклă ирттерме хăнăхнăскер ĕçсĕр ларма пултарайман. Ялĕнче клуб та пулман вĕт.

Пухусене, ватă çынсен уявĕсене, ытти мероприятие урамра ирттернĕ. Венера Николаева çак ыйтупа ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçнă. Çапла майпа ялти лавккан пушă пĕр пайне клуб валли уйăрнă. Шăпах çавăнта ĕçлеме пуçланă та кружок. Хĕрарăмсем килĕштерсе çӳренĕ унта, тĕрлес, çыхас ăсталăха аталантарнă. Маттур хĕрарăмсене районта та асăрханă — тĕрлĕ курава чĕнме тытăннă. Кружок пуçлăхне ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Икĕ суйлавра ĕçленĕ вăл. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Фермерсемшĕн карантин та, локдаун та çук

Осиповсен килĕ — урам вĕçĕнчи пĕрремĕш çурт. Унтан уй пуçланать. Ку çĕрсене, 27 гектара, вĕсем тара илнĕ. Фермер хуçалăхне йĕркеленĕскерсене выльăх тытма меллĕ унта. Ферма вĕсен картишĕнчех. Ку та аван: аякка каймалла мар, пĕтĕмпех алă айĕнче.

«Кредит илме ан васкăр-ха»

Патăрьел районĕнчи Турханти Осиповсен хуçалăхĕнче ирхи 4 сехет çитичченех ĕç вĕреме тытăнать. Акă кĕркуннехи каникулта ачасем ир-ирех вăраннă, ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ. Ĕçе пула вĕренӳре ĕлкĕреймеççĕ тесе айăплама çук вĕсене: 10-мĕш класри Ксюша шкул сукмакне такăрлатма тытăннăран-пах шĕкĕр «5»-пе вĕренет. 14-ри шăллĕ Степан тĕлĕшпе те учительсем начар сăмах каламан. Ашшĕ акара-и е утта кайнă-и, вăрман кăларать-и — уйрăмах пысăк ĕçсем капланса килнĕ чухне ывăл-хĕрĕ пулăшни тем пекех паха. Укçа-тенкĕ енчĕке çăмăллăн кĕменнине мĕн пĕчĕкрен ăнланса ӳсеççĕ ачасем.

Çемье пуçĕ Виктор Григорьевич çамрăкрах чухне 10 çул ытла Мускава çӳренĕ, хваттерсем юсанă. Çурт хăпартма тытăннăскере нуша хăваланă. Упăшки аякри хулана тухса кайсан мăшăрĕ Елена Николаевна та канлĕ пурăнман: виçĕ ачана пăхнă. Осиповсем выльăх яланах нумай усранă. Вĕсемпе ĕçĕ пайтах: кĕтĕве кайнă, утă хатĕрленĕ... Çитменнине, пусăра шыв пулман, 9 çул флягăпа башньăран турттарнă. «Ку касра шыв çуккине пĕлнĕ тĕк качча та килмĕттĕм», — аса илет вăл халĕ йывăр çав вăхăта. Лена 18-та çемье çавăрнă. Чĕрере юрату хĕмленнĕ чухне шыв çинчен шухăшламан пуль-ха. «Çапла çав, шыв çукки пĕрлешме чарать-и? Прокурор та, судья та уйăраймасть!» — пирĕн сăмахсене çирĕплетет хунямăшĕ Василиса Ильинична.

Лена — Упамса хĕрĕ. Витьăпа пĕр шкулта вĕреннĕ. Вăл салтакран килсен 10-мĕш класра ăс пухакан пикене килĕштернĕ те куçран вĕçертмен. «Пурнăç тăвас тĕллевпе юратса пĕрлешрĕмĕр. Пирĕн пӳрт вырăнĕнче нимĕн те çукчĕ, чӳречесĕр кивĕ çурт ларатчĕ. Упăшка авланичченех ку çĕре туяннă. Кивĕ пӳрте ишсе антартăмăр, çерем çинче çĕнĕрен çĕклесе лартрăмăр», — каласа кăтартрĕ Лена.

Вăл ялтах ĕçленĕ: склад заведующийĕнче, сутуçăра. Анчах пурнăç малалла кайманни, пĕр вырăнта тăпăртатни çырлахтарман вĕсене. Упăшкипе арăмĕ пĕрле ларса канашланă та выльăх патне чун туртнине кура фермер ĕçне пуçăнма тĕв тытнă. 2013 çулта Виктор Осипов фермер пулса тăнă. 5-6 ĕне, 30 ытла сурăх пулнă вĕсен. Анчах ĕç-пуç аталанса каяйман, чирлеме тытăннă выльăх-чĕрлĕхе сутма тивнĕ. Çулталăкран панкрута тухнă. Пĕрех выльăх усрама пăрахман. 2017 çул вĕçĕнче 5 ĕне, 3 пушмак пăру, вăкăрсем пулнă. Анчах техника çукки ĕçе йывăрлатнă. «Çăмăллăхлă кредитпа туянма пулмасть-ши ăна? Халĕ темĕнле программа та пур вĕт», — тесе Осиповсем район администрацийĕн ял хуçалăх пайне çитсе кăсăкланма палăртнă. Çав шухăш вĕсене ниепле те канăç паман, çавăнпа çулталăк вĕçне пăхмасăр раштавăн 27-мĕшĕнче райцентра çитнĕ. Нумайăшĕ ку вăхăтра Çĕнĕ çул корпоративне хатĕрленет. Еленăпа Виктор пăлханса та хăраса кирлĕ пуçлăх патне çитсе тăнă. Васканă пулин те вăл килнĕ çынсене йышăнмасăр яман. «Кредит илме ан васкăр-ха, тен, урăхларах майсем тупăпăр. Хальлĕхе нимех те шантармастăп...» — тенĕ вăл грант пирки систерсе. «Питĕ лайăх ăнлантарчĕç. Айван çынна та ăнланмалла. Документсем хатĕрлеме тытăнтăмăр. Çĕрсене Виктор çинчен ман çине куçарса вăхăт нумай иртрĕ, тăкакĕсем те пысăк пулчĕç. 2018 çулхи çу уйăхĕнче хут ĕçĕсене вĕçлерĕмĕр те грант илмешкĕн конкурса заявка тăратрăмăр. Хамăр хуçалăх пирки презентаци хатĕрлерĕмĕр. Республика кунĕнче пире тата районти тепĕр икĕ çынна грант илмешкĕн сертификат тыттарчĕç. 3 миллион тенкĕ ал-ура çавăрса ямашкăн питĕ вырăнлă пулчĕ. Çав укçапа техника, 10 пушмак пăру туянтăмăр», — çĕнĕрен фермер пулса тăни пирки каласа кăтартрĕ Елена Николаевна. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Чунра пурри урана татнипе çухалмасть

Шупашкарта пурăнакан Людмила Муравьева операци сĕтелĕ çинче вунă хут ытла выртнă. Икĕ хутчен усал шыççа, коронавируса парăнтарнă. Хăрах урасăр юлнă хыççăн вăл тăваттăмĕш тĕпренчĕкне çут тĕнче парнеленĕ. Ыратнине чăтма хăнăхнă хĕрарăм нихăçан та пуç усмасть, çынна ырă тума пăрахмасть.

Суран 9 çултан аса илтернĕ

— Эпĕ Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче 60 çул тултаратăп. Çулсем сисĕнмесĕр иртрĕç. Ултă теçетке çула хыçа хăварма вăй-хал панăшăн Турра тав тăватăп. Эпир пиллĕкĕн ӳсрĕмĕр: виçĕ хĕр те икĕ ывăл. 1977 çулта çемьепе Шупашкара пурăнма куçрăмăр. 9-мĕш класа тĕп хулара çӳрерĕм. Пĕчĕк чухне ача-пăча тухтăрĕ пулас килетчĕ, шел те, ун чухне вĕренме май килмерĕ. Малтан — çĕвĕç, унтан закройщик дипломне алла илтĕм. Ĕç вырăнĕ тупасси йывăр марччĕ. Çĕвĕç пур çĕрте те кирлĕччĕ. Саккас паракан нумайччĕ.

Пĕррехинче ĕç хыççăн почтăна конверт илме васкарăм, çул çинче шуса ӳкрĕм. Чĕркуççине амантрăм. Суран вăхăт-вăхăт ырататчĕ. Вăл тӳрленессе кĕтрĕм. Çапла 9 çул тухтăр патне каймасăр пурăнтăм. Тĕрĕссипе, эпĕ малтанах питĕ сайра чирленĕ. Больницăна пĕрремĕш хутчен ача çуратма кăна кайнă пек астăватăп. Виççĕмĕш тĕпренчĕке кĕтнĕ чухне суран хăй пирки аса илтерчĕ. Тепĕр хут шуса ӳксен сулахай урана гипсларĕç. 1995 çулхи çурлан 27-мĕшĕнче виççĕмĕш ывăл çут тĕнчене килчĕ. Чӳк уйăхĕнче ура ыратма тытăнчĕ, такăнса ӳкнипе те мар, тĕк тăнă çĕртенех сурма пуçларĕ. Тĕпренчĕкĕм ун чухне виçĕ уйăха та çитменччĕ. Тухтăрсем ура шăмми çумĕнче усал шыçă аталаннине пĕлтерчĕç. Диагноза çирĕплетме Мускаври клиникăна ячĕç. Шурă халатлисем операци тума Германие кайма сĕнчĕç. Юрать, унта пирĕн туссем пурăнатчĕç. Пире йышăнма тата пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕç. Ун чухне çăкăр 5 пин тенкĕ тăратчĕ. Шалăва, ача укçине çуршар çул кĕтме тиветчĕ. Никамран та кивçен ыйтма çукчĕ.

Пире Германие 60 миллион тенкĕ тупмасăр пыма хушмарĕç. Паянхи укçана куçарсан вăл мĕн чухлĕ пулнине калаймастăп. Аттепе анне тата ытти çывăх çын манăн пурнăçа çăлассишĕн пурăнмалли кĕтесĕсене те, çăмăл машинисене те сутма хатĕрччĕ.

Йывăр чирличченех Турра ĕненнĕ

Йăмăкпа иксĕмĕр кăрлач уйăхĕнче Германие кайма тухрăмăр. Çемьене, 4 уйăхри тĕпренчĕке хăварма çав тери йывăр пулчĕ. Шел те, ывăлăмăн пĕрремĕш утăмĕсемпе сăмахĕсене курма, илтме тӳр килмерĕ. Германире пуш уйăхĕччен пурăнтăм. Профессор мана операцие тӳлевсĕр тума йышăнчĕ. Манăн пурнăçра Турă пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Эпĕ усал шыçăпа чирличченех чиркĕве çӳренĕ, кĕлĕ вуланă. Рак пирки пĕлсен шалт хытрăм. Библире çырнă тăрăх, пурнăçри йывăрлăхсене Турă кӳнĕ ырлăх вырăнне йышăнмалла, анчах çакна малтанах ăнланаймарăм.

Эпĕ йывăр чирлĕ тесе алă усма нихăçан та шухăшламан. Яланах ырра шанса, пурнăçа юратса пурăнтăм. Ачасене çав тери юрататăп. Нушаллă çынсене пулăшма тăрăшрăм. Çынна мĕн чухлĕ ытларах ырă тăватăн, çавăн чухлех, тен, ытларах та, каялла таврăнать.

Çĕвĕçре ĕçленĕ чухне нумай саккаса тӳлевсĕр пурнăçлаттăм. Ĕçтешсем манран тĕлĕнетчĕç: «Санăн темиçе перекет кĕнеки пур пулĕ», — тетчĕç. Манăн пĕрре те çуккине каласан ĕненместчĕç. Эпĕ малтан алă панă çынсем чирлесен мана пулăшрĕç. Германири клиникăра пĕр кун выртнăшăн 511 марка тӳлемеллеччĕ. Ку пĕр çăмăл машина хакĕччĕ.

Пĕрремĕш операци питĕ йывăррăн иртрĕ. Ăна тухтăрсем смена вĕçленичченех турĕç. Урари 25 сантиметр шăмма касса илчĕç, чĕркуççине сыхласа хăварчĕç, ура тăршшĕпе протез лартрĕç. Унăн хакĕ çĕнĕ «Мерседес» чухлĕччĕ. Кайран хайхи протеза хăнăхма тиврĕ. Тухтăрсем чĕркуççине 90 градус таран хуçлатма хушатчĕç, эпĕ 35-40 градус таран аран хуçлататтăм. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Хĕр виллине масар çине леçме лаша та пулман

Матрена Ильина окоп чавнă чухне шăнса чирленĕ

Сăр хĕрринче окоп чавнă чухнехи чуна çӳçентерекен çак истори пирки Йĕпреç тăрăхĕнчи Пысăк Упакассине кайсан Анисса Петрова каласа кăтартрĕ. Хăй вара ăна çамрăкрах чухне ашшĕсенчен кил урлă пурăннă Клавдия Каскановăран илтсе юлнă.

«Тăван килтех куçа хупасчĕ» Нимĕçсем Мускав патнех пырса тухсан вĕсен çулне пӳлме 1941 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче СССР Оборонăн Патшалăх Комитечĕ Сăр юхан шывĕпе Хусан хушшинче хӳтĕлев чиккисем тăвасси çинчен хушу кăларнă. Тарăн варсемпе окопсем чавма, дзотсемпе дотсем, блиндажсем тума Чăваш Республикинче 278 пин ытла çынна явăçтарма хушнă. Ун чухлĕ йыш пуçтарма пирĕн республикăшăн кăткăс пулнă (халĕ палăртнă тăрăх, ку ĕçсене пирĕн 170 пин çын хутшăннă), çавăнпа, окоп чавма, вăрман касма 17 çултан пуçласа сывлăхĕпе тĕреклисене çеç илсе каймалла пулнине пăхмасăр, вырăнти влаçсем чылай çамрăкраххисене те айккинче хăварман. Пысăк Упакассинчи Маттӳк та — Матрена Ильина (Павлова) — çав йыша лекнĕ. Вăл — Анисса Аркадьевнăн ашшĕн йăмăкĕ. Миçере пулнă-ши вăл ун чухне? Кун пирки Анисса Аркадьевна хăй те, ялти çынсем те калаймарĕç.

— Асатте питĕ тĕреклĕ пулнă теççĕ, атте те çирĕп ӳт-пӳллĕччĕ, ахăртнех, çавăнпа Маттӳка та çулне кура мар, çын йышĕ пултăр тесех Сăр хĕррине ăсатнă. Çитменнине, вырăнти влаçăн хăйсенчен çӳллĕрех çĕрте ларакансене юрамаллах, панă плана тултармаллах пулнă-çке. Çынсем унта мĕнле асапланнине халĕ питĕ лайăх пĕлетпĕр. Çавăнта хутшăннисем халĕ, ав, мĕнле каласа кăтартаççĕ. Пирĕн ялтан ăсатнисене уйрăмах йывăр лекнĕ. Йывăр ĕçĕ те çав териех хăратман-тăр вĕсене, тумтирĕ япăх пулнă, çăпатисем тӳрех çĕтĕлсе тухнă, хура кĕрхи йĕпе-сапа, кайран шартлама, витĕр витекен сивĕ аптăратнă, пач çитермен. Ытти чылай колхоз апат-çимĕçпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ, пирĕн пĕтнĕ хуçалăх кăна пулнă та çĕр улмипе çăкăр та леçеймен. Çитменнине, Маттӳк ӳпкепе аптăраса ӳкнĕ. Асатте те пирĕн ӳпке чирне пулах вилнĕ. Питĕ ир. Маттӳк чăтайман — пăрахса килнĕ. Тарса килнĕ пек ĕнтĕ. Ял канашĕнчисем ăна хупассипе хăратса каялла тытса янă. Пĕрер уйăх ĕçленĕ-ши вăл унта — тата йывăртарах чирлесе ӳкнĕ. Утаймиех пулнă. «Вилсен те тăван килтех вилесчĕ», — тесе каллех пăрахса килме шутланă. Çул çинче темĕн пуласран ăна икĕ хĕр-тантăшĕ ăсатма тухнă. Сыхлаççĕ тесе кун çутинче улăм капанĕсенче пытанса ларнă, çĕрле вăйне пухкаласа утнă. Килне аран-аран çаврăнса çитсен амăшĕ ăна тĕпсакайĕнче пытарса усранă. Асанне ĕçе тухса кайсан Клавди аппа, ун чухне вăл хăй те çамрăк пулнă-ха, ăна апат çитерме каçкаланă. Çапла асапланса Маттӳк нумаях та пурăнайман — вилнĕ. Клавди аппа: «Тĕпсакайĕнчен мăнă, вă-ă-рăм хĕрачана туртса кăларчĕç. Ăна туртса кăларни куç умĕнчен каймасть, çавăнпа вĕсем патне урăх каçман. Малтан мунча кĕме çӳреттĕмĕр, пĕрле выляттăмăр», — тетчĕ.

Пысăк Упакассисем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен ялĕнче 1949 çулчченех хăйсен масарĕ пулман. Ку тăрăхра (Çемен Элкер «Хĕн-хур айĕнче» поэминче çырса кăтартнă «Кушлавăш текен вун ик ял уйĕ») чиркӳллĕ ялта кăна пытарнă. Вилене çĕрпе хуплама унта таврари вун икĕ ялтан илсе пынă. Кам лашапа, кам çунашкапа сĕтĕрнĕ. Мăн Упакассинчен вăл 15 çухрăмра вырнаçнă. Маттӳкăн виллине те ăсатма лаша пулман. Тен, ял канашĕнче парас та темен? Халĕ тин тĕрĕссине кам пĕлет. Вара унăн ӳтне 1942 çулхи шартлама сивĕре çуна çине хурса туртса кайнă. <...>

Арсений ТАРАСОВ.

♦   ♦   ♦


Вырнă тырра ывăçа илеймен

«Эпĕ Тăвай районне кĕрекен Пуянкассинче çуралса ӳсрĕм. Хусан хӳтĕлев чикки шăпах пирĕн ял çумĕпе иртнĕ. Окоп чавакансем пирĕн патра та пурăннă», — тетчĕ анне. Вĕсен хушшинче, тен, Трак ен çыннисем те пулнă. Çав паттăрсем пирки пĕр-пĕр кĕнеке çырмаллах», — тетчĕ районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ пулнă Василий Михайлов. Çапла, Красноармейски çыннисенчен нумайăшĕ шăпах Тăвай тăрăхĕнче окоп чавнă. Вĕсен йышĕнче манăн анне те пулнă. Мария Борисова Упи ялĕнче 1923 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вăл халĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Хаклă çыннăм каласа кăтартни вара халĕ те асăмран тухмасть.

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи никама та шеллемерĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче пире Пуянкасси çывăхне окоп чавма илсе кайрĕç. Эпĕ ун чухне 18 тултарнăччĕ. «Тăшман Мускав патнелле çывхарса пырать. Сыхă сооруженийĕсем чавса хатĕрлемелле», — тетчĕç. Хĕл çав тери сивĕ килчĕ. Çăварти сурчăка сурсан çĕре ӳкиччен пăрланатчĕ. Алăра лум, кирка, кĕреçе, наçилкка пулнă. Шăн çĕре чаваттăмăр. Лум пăнк! сасă кăларса çĕре лекетчĕ те пĕчĕк татăк тăпра хăйпăнатчĕ. Чăтрăмăр. Хӳтĕлев сооруженийĕсене палăртнă вăхăт тĕлне туса пĕтертĕмĕр. Каярахпа çамрăк вăхăт вăрман каснă çĕрте иртрĕ. Йĕпреç вăрманĕнчен тухма та пĕлмен темелле. Эпĕ каснă вутă Трак ен халăхне пĕр хĕл ăшăнса пурăнма çитет пулĕ», — каласа кăтартатчĕ вăл. Манăн анне пекех, Упи тăрăхĕнчи вун-вун çын хӳтĕлев сооруженийĕсене тума хутшăннă. Халĕ кун пирки Акулина Павлова çеç каласа кăтартма пултарать, ыттисем, шел те, ку тĕнчерен кайнă.

— Çемьере чи асли пулнă эпĕ, — сăмах пуçарчĕ 97 çула пуснă ĕçпе тыл ветеранĕ. — Çĕр çинче çакăн чухлĕ пурăнма май килнишĕн аттепе аннене тав тумалла. Хаклă çыннăм, Çурткас ялĕн çынни Павел Петров, виçĕ вăрçа хутшăннă. Анне, Алманч хĕрĕ пулнăскер, мăшăрне ултă ача парнеленĕ. Чи асли, вăл вăхăтри вăйсăр медицинăна пула, часах çĕре кĕнĕ. Дуся, Тимоша, Валя пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлчĕç. Йăмăкăм Нина Шупашкарта тĕпленнĕ, «Чăвашкабель» заводра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ, тăван яла килсех çӳрет. <...>

Юрий БОРИСОВ.

♦   ♦   ♦


Мăнаçланнипе куççуль тухнă

Историри пĕр пулăмăн та манăçа тухмалла мар. Паянхи кун çак тĕллеве пурнăçлама пушшех те йывăр мар ĕнтĕ: кĕнеке, интернет, телекурав — кирек хăш мелпе ăнăçлă усă курма пулать. Чи кирли, çитĕнекен ăру патне тĕрĕс информаци çиттĕр. Ку вара пирĕн паянхи ĕç-хĕлтен нумай килет.

Фильм пулĕ

Кăçалхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Шупашкара «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ят парассине çирĕплетекен Хушăва алă пусни пирки пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ятарлă канашлура çĕршыв ертӳçи Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсене асра тытмаллине, истори тĕрĕслĕхне упраса хăвармаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Ку хыпар Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннах çунатлантарчĕ пек туйăнать. Вăрçă пырса тивмен, хурлăх кӳмен пĕр çемье те çук-çке кунта.

Чăваш халăхĕ Çĕнтерĕве çывхартма мĕн тери пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине ыттисен те пĕлмеллех. 2021 çула Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халаллани те çакнах çирĕплетет. Тĕп хуламăр сумлă ята тивĕçнине тĕпе хурса республикăра, уйрăмах Шупашкарта, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» пĕрлешӳ вара «Шупашкар — ĕç паттăрлăхĕн хули» документлă фильмăн проектне хатĕрлесе Президент гранчĕсен фончĕ ирттерекен конкурса тăратнă. Нумаях пулмасть çак ĕç çĕнтерни паллă пулчĕ. Проекта хатĕрлекенсем çапла майпа Шупашкар кун-çулĕнчи çынсем паттăрлăх кăтартнă вăхăта ĕмĕрлĕхе асра хăварасса, Чăваш Республикин тĕп хулинче вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче пурăннисен ĕç паттăрлăхне çамрăксене фильм урлă ăнлантарма пултарасса шанаççĕ. «Кино вăйĕпе паян шăпах та çакнашкал — обществăшăн пĕлтерĕшлĕ — тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе усă курмалла», — теççĕ проект хуçисем.

Фильма ӳкерме кĕçех пуç ăнĕç, халĕ хĕрӳ ĕçе пикенме хатĕрленеççĕ. Куракана фильмпа çитес çул пуçламăшĕнче паллаштарма палăртнă. «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» юхăмăн координаторĕ Евгения Краснова палăртнă тăрăх, кинофильм 14-30 çулсенчи çамрăксемшĕн уйрăмах кăсăклă пулĕ.

— Грант çĕнсе илни пире калама çук савăнтарчĕ. Эпир хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесен умĕнчи яваплăха туятпăр — пирĕн историе упраса хăвармалла. Çак фильмра этемĕн вăйĕпе çирĕп кăмăлне кăтартас тетпĕр. Унта комикссем валли шухăшласа кăларнă сăнарсене мар, чăн-чăн çынсен кун-çулне кăтартăпăр. Ăна пирĕн яланах асра тытмалла, — терĕ Евгения. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.