Атьăр, каяр вăрмана!
Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен Раççейре "Вăрманçăсем алăка уçаççĕ" акци иртет
Унăн пуçаруçи - РФ Вăрман хуçалăхĕн агентстви. Çав кунччен вĕренекенсене, производствăра вăй хуракан çамрăксене вăрманпа çыхăннă учрежденисенче йышăнаççĕ. Акци тĕллевĕ - вĕсене вăрман хуçалăхĕсен, пушар-хими станцийĕсен, питомниксен ĕç-хĕлĕпе паллаштарасси.
Хăнасене чăтлăх-вĕтлĕхе кĕртсе çÿретĕç. Тĕрлĕ йывăç лартса çитĕнтерни, Раççей вăрман хуçалăхĕн историйĕпе тĕллевĕ çинчен каласа кăтартĕç. Тĕл пулусенче отрасль умĕнчи çивĕч ыйтусене те сÿтсе явĕç.
Шăрăх тапхăрта ешĕллĕхре пушар ан тухтăр тесен хăрăк-харăка вут хыпса илесрен кашнин асăрханмалла. Калаçусенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине те хускатĕç. Хуçалăхсен, пушар-хими станцийĕн техника хатĕрĕсене кăтартĕç. Вăрманлăхсен Çĕрпÿ, Шăмăршă, Турхан, Турханкасси, Первомайски, Кармал, Буинск уйрăмĕсенче, ытти çĕрте яш-кĕрĕме кĕтсе илме хатĕр.
Республикăра акци авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Канаш хысна учрежденийĕн инженерĕпе вăрманçи Иван Федоров тата Юрий Емельянов Вăрмарти вăтам пĕлÿ паракан шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕренекенсене вăрманлăх историйĕпе, тĕллевĕпе паллаштарнă, симĕслĕхĕн Çĕр чăмăрĕ çинчи пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă.
Канаш вăрманлăхĕн специалисчĕсем ертсе пынипе, тĕрĕслесе тăнипе çулла ешĕл хунавсене чĕртессишĕн нумай тăрăшрĕç. Вăрман лаптăкне тара илесси пирки ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе килĕшÿ çирĕплетнĕ общество тĕп культура таврашне ютран тасатрĕ. Ĕçре турат касмалли агрегатпа, КЛБ-1,7 культиваторпа, МТЗ тракторпа усă курчĕ. Учреждени пĕрремĕш çур çулта хунав лартса чĕртмелли тĕллеве ăнăçлă пурнăçланă. Шăрăх вăхăтра вăрманлăх питомникĕнчи хунавсене шăварнă, çум курăка иртсех тăнă. И.Федоровпа Ю.Емельянов вĕренекенсене çакна та хаваспах пĕлтернĕ. Кăçал шкул вăрманлăхĕсен слетне хастар хутшăннă ачасене вăрманлăх директорĕ Дамир Юнусов ячĕпе Хисеп хучĕ, асăнмалăх парне панă.
Учреждени ĕçченĕсем çывăх кунсенче Тăвай, Уçырма, Сиккасси, Вăтапуç шкулĕсенче пĕлÿ илекенсене вăрманлăхра йышăнасшăн е вĕсем патне çитесшĕн.
Анна ЕВГРАФОВА
Комментировать