Тăван Атăл, 10 №, юпа, 2021 çул

31 Окт, 2021

Валерий МУРАВЬЕВ: «Чăваш ялĕ пĕтсен те çырмалли юлать»

2000 çулсен пуçламăшĕнче «Тăван Атăл» журнала вулакансем Валерий Муравьевăн кăларăмран кăларăма тухса пыракан «Çылăхлă арçын» романĕпе питĕ кăсăкланса паллашатчĕç. Журнал алăран алла çӳретчĕ. Чылайранпа кун пеккине курманччĕ. Эпĕ ача чухне ял халăхĕ Мĕтри Кипекĕн «Вилсе чĕрĕлнĕ çын», «Хитре хĕрарăм», Нелли Петровскаян «Шурă лили» повеçĕсене çапла вуланине астăватăп. Никифор Мраньккан, Александр Артемьевăн кашни кĕнекине мĕнле кĕтни пирки асăнмăп та.

Ялти библиотекăна çитнĕ çĕнĕ кĕнеке е пĕр-пĕр çавнашкал повеç-роман пичетленнĕ «Тăван Атăлпа» «Ялав» журналсем пĕр çын аллинче тытăнса тăрсан, эх, епле васкататчĕç. Уйран тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ вăхăтра, эпир, ача-пăча, ритăвансемпе улăм турттараттăмăр ун чухне, хĕрарăмсем ăна урана хыватчĕç, йĕтем çинчисем тырă сăвăраççĕ — ял халăхĕ пĕтĕмпех колхоз ĕçĕнчеччĕ, канма кăнтăрлахи апата ларсан журналсене сасăпа вулатчĕ. Кайран вара каç пулса яла таврăничченех сӳтсе яву пуçланатчĕ. Çав вăхăтсене халĕ те çуттăн та савса аса илетĕп. Шел, халăх çавнашкал хутшăнни те çук халĕ, çыравçăсем те чылай йăвашланчĕç пулас — калаçтарни — сайра пулăм. В. Муравьевăн «Çылăхлă арçынĕ» ку хальлĕн икĕ пайлăнах пичетленсе тухрĕ те — вулакан халăха хускатмалăх пулчĕ.

Кĕнеке килĕшрĕ пулсан сăнарĕсем вулаканшăн яланлăхах юнашар çывăх çынсем майлах пулса тăраççĕ — ырă çын сăнарĕ-и вăл, япăххи кăна-и — ку пурпĕрех — тахçан пĕлнĕ çын евĕрех туйăнма пуçлаççĕ, вĕсемпе сыв пуллашма та шел, вара авторне хайлавне малалла тăсма ыйтаççĕ. Пĕлетĕп, Палтай ялне те Валериан Венедиктович ячĕпе кунашкал ыйтуллă çыру самаях килнĕ. Вулакан кăмăлĕ çыраканшăн — саккун, вăл кăмăлпах пичет машинки умне ларать. Эпир çыравçă патне çитнĕ вăхăтра Валериан Венедиктовичăн та пичет машинки сивĕнсе çитейменччĕ те-ха каçхи хĕрӳ ĕç хыççăн. Чăн та, халĕ ĕнтĕ, пысăк технологисен саманинче, машинка тени пăрахăçа тухрĕ, Валериан Венедиктович та компьютера алла илнĕ. Кунта палăртса хăварма тивĕç эпĕ, вăл пĕрер сас паллин шаклаттарса лармасть, ăста компьютерçă, программăсене лайăх чухлать, кĕнекисене, хăйĕнне çеç мар, Етĕрне тăрăхĕнчи пур çыравçăнне тенĕ пекех, вĕсен кунта хăйсен литература пĕрлешĕвĕ пур, калăплать, пичетлет. Хăй — чăн-чăн кĕнеке издательстви.

— Эпĕ ытларах çур çĕр иртсен ĕçлетĕп. Ир енне пуç таса, тăрă, шухăшлама та çăмăлрах, — каласа кăтартать вăл. — Чи пахи — кансĕрлекен çук. «Валери, утă кĕртмелле! Валери, вутă çурмалла!» — кусем кайран пуçланаççĕ. Куна шӳтлесе калатăп-ха ĕнтĕ. Манăн Улька /Ольга Максимовна — мăшăрĕ. — Авт./ мана чăрмантаракан йышши мар. Вăл манăн ĕçе питĕ ăнланать, хисеплет, хаклать. Хăй те пултаруллă çын. Раиспа /Муравьевăн аппăшĕ. — Авт./ иккĕшне тăтăшах туя юрă юрлама ятарласа чĕнеççĕ. Эпĕ – ирхи кайăк. 3-3 сехет çурăсенче сĕтел хушшине кĕрсе ларатăп та ĕçлеме пуçлатăп. Кунсерен пĕрер сыпăк çыратăп. Редакцирен шăнкăравларĕç, «Халăх вулать, малалла çырмалла», — терĕç. Халь, ак, ĕç пырать темелле.

— Роман тени вăл хăех хăратса тăрать. Нумай çырмалла вĕт, — тетĕп эпĕ.

— Хăрасан ăна пуçăнмалла та мар. Пуçра манăн сюжечĕ хатĕрччĕ ĕнтĕ. Çырма лартăм та… пулас кĕнекери пурнăçа кĕрсе кайрăм. Пурнăçа кăштах чухлакалатăп пек — пурăнса курни пур ĕнтĕ, калас тени те пур. Халăха каласа кăтартмалли, каламалли шухăш ним те çук пулсан çырăнмасть те вăл. Кĕнеке вулакан валли тепĕр пурнăç уçмалла пулĕ тесе шутлатăп эпĕ. Халиччен вăл пĕлмен пурнăçа. Манăн роман, акă, вăрçă тапхăрĕнчен пуçланать те паянхи кунччен пулмалла. Вăрçă вăхăтĕнчи, хыççăнхи пурнăçа хальхи çамрăкрах вулакан пĕлмест, ăна çавăн çинчен пĕлме кăсăклă пулассăн туйăнать. Мĕнлерех пурăннă ун чухнехи çынсем? Мĕн савăнтарнă, кулянтарнă, пăшăрхантарнă вĕсене? Арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем мĕнлерех пулнă? Юратăва мĕнле ăнланнă? Вуланă майăн вулакан çав вăхăта, çав пурнăçа кĕрсе каять вĕт-ха. Çав вăхăтри çынсемпе хутшăннă пекех вăл. Эпĕ вăрçă хыççăнхи ял çыннисен пурнăçне кăшт урăх енчен кăтартасшăн. Вăрçă хыççăн ялта арçынсем шутлă пулнă. Вăрçа кайнă арçынсенчен çур йышĕ ытла çапăçура выртса юлнă. Хĕрарăмсене пурнăç арçынсăр йывăр килнĕ. Ĕç тума кăна мар, йăпанăвне тивĕçтерме те кирлĕ пулнă арçын. Пурнăç пурнăçах — унăн сӳнмелле мар, малалла тăсăлмалла. Тĕрĕссипе, вăрçă хыççăн арçыншăн куçа курăнман тупăшу та пынă темелле хĕрарăмсен хушшинче. Куна аслă çулхисем питĕ аван астăваççĕ. Вăрçă хыççăнхи пурнăç кăткăслăхĕ çимелли, тăхăнмалли çуккинче кăна мар пулнă вăл, чун ăшши, чуна ăшă çитменни, çумра арçын çукки, тен, ун чухнехи хĕрарăмсен чунне ытларах та ыраттарса тăнă.

Романа мĕншĕн çавнашкал ят пани пирки вăл кулкаласа çапла хуравларĕ: «Юлия Силэмĕн «Çылăхсăр хĕрарăм» повесть пур. Манăн Арçын çылăхлă пултăр терĕм. Кунашкал ятпа кĕнекене вулакан тӳрех асăрхать. Ку питĕ кирлĕ. Кĕнеке вăл пасарта сутакан таварах вĕт».

Муравьевăн романĕнче тĕп сăнар чăнахах та çылăха самаях кĕрет. Анчах унăн айăпне /çапла калас пулсан/ тӳрре кăларма та пулать. Çылăха вăл хăй мар, арçынсăр юлнă ял нуши кĕртет. Пурнăçа кирлĕрен унăн çылăха кĕме тивет. Хăйне евĕр сăваплă теме те юрать пулĕ унăн çылăхне.

— Сюжечĕ, сăнарĕсем пурнăçранах-и?

— Пурнăçран та, пуçран та. Мĕнле пулнă, çапла çеç çырса кайсан, сюжета автор хăй йĕркелесе пымасан хайлав шăнăрĕ арканса кайма пултарать. Кĕскерех калавра вăл — çаплах, калăпăшлă хайлавра унашкал çеç пулаймасть, паллах — аталану кирлĕ. Тăтăшах кун пек те пулкалать: эсĕ, калăпăр, хайлаври ĕç-пуç çапла çаврăнса каясси çинчен шухăшласа та хуман, сăнарсен хушшинчи хутшăнусем, мĕн пулса иртессисем вĕсем хăйсем сана туртса пыраççĕ, унашкал та çыртараççĕ, капла та. Сăнарсем те санран ыйтмасăрах хăйсен пурнăçĕпе пурăнма пуçлаççĕ. Чăн пурнăçри пекех. Ав, эпир унчченхи саманара, Советсен вăхăтĕнче, пĕр пурнăçпа пурăнаттăмăр, перестройка тени, çĕн йĕркелӳ тетпĕр-ха ĕнтĕ, пуçланчĕ те пире пач урăх, эпир нихăçан та шутлама пултарайман пурнăçа кĕртсе ячĕ. Санăн та, манăн та, пĕтĕм халăхăн пурнăçĕ улшăнчĕ. Ялта та халĕ пач урăхла самана. Сывлăшĕ те урăх, кăмăлсем те. Çынсем те улшăнчĕç. <...>

Арсений ТАРАСОВ.

♦   ♦   ♦ 


Çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май

Иван Викторович Викторов 1901 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕрпӳ районĕнчи Хурамал Туçа ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Çемьере виçĕ ача пулнă, Иван — чи асли. Пурнăçĕ çити-çитми пулсан та ашшĕ-амăшĕ ачисене хутла вĕрентме тăрăшнă. Пулас çыравçă ял шкулĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă, унтан Çĕрпӳ хулинчи икĕ сыпăклă шкулсене çӳренĕ. Хăй те вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ, çав тĕллевпех Хусанти семинарие кайса кĕрет. Анчах çĕршывра Граждан вăрçи пуçланать те 17 çулти каччă алла хĕç-пăшал тытса çĕнĕ пурнăçа хӳтĕлеме тухса каять. Пĕлӳ шайĕ ытти салтакăннинчен пысăкраххине кура ăна агитатор туса хураççĕ.

Вăрçăран таврăнсан И.Викторов Çĕрпӳ хулинче шкулта учительте ĕçленĕ, общество ĕçне хастар хутшăннă, 1920-1921 çулсенчи хăрушă выçлăх вăхăтĕнче чăваш ачисене Мускава тата ытти хулана ăсатассипе тăрăшнă.

1923 çулта хăй те Мускава тухса каять. Поэт пулас тĕллевпе. Лайăх сăвăç пулас тесессĕн ятарлă пĕлӳ илмелле, куна вăл питĕ лайăх ăнланнă. Мускавра вара Валерий Брюсов, вырăссен паллă поэчĕ, йĕркеленĕ Литература институчĕ пур. Ку вăхăт тĕлне вăл, чăваш çамрăкĕсен хушшинче кĕрлесе-янраса тăнă Хумма Çеменĕн, Микихвер Ваçанккан сăввисемпе хавхаланса кайнăскер, хăй те сăвăсем хайлама пикеннĕ ĕнтĕ. Ваçанккапа паллашнă та. Мускавра вĕсем шăпах пĕр вăхăтра пулнă. Никифор Тарасовичăн ывăлĕ Сенкор Никифорович аса илнĕ тăрăх, унпа Любовь Пижамова блогер калаçнă, икĕ чăваш поэчĕ Мускаври пролетари çыравçисен ассоциацийĕнче чăваш секцийĕ йĕркеленĕ, тĕп хулара тата унăн таврашĕнче пурăнакан чăвашсем патĕнче пулса литература каçĕсем ирттернĕ, тăван çĕртен аякра тăван сăмахшăн, тăван чĕлхешĕн тунсăхлакан ентешĕсен чунне сăвăсем вуласа, юрăсем юрласа /иккĕшĕ те питĕ юрланă/ чунĕсене килентернĕ.

Кунта сăвăç 1923-1926 çулсенче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илсессĕн ăна СССР халăхсен Тĕп издательствин чăваш секцине ĕçлеме янă. Унта вăл пичетлеме палăртнă ал çырусене редакциленĕ. Çав хушăрах сăвăсемпе пьесăсем, литературăпа критика статйисем çырнă. 1925 çулта унăн «Ялти кĕвĕсем» сăвă пуххи, 1926 çулта «Ирĕклĕхшĕн çапăçакансем» драма, çак çулах И.Семенов çыравçăпа пĕрле «Чăваш илемлĕ литератури» вĕренӳ кĕнеки хатĕрленĕ, 1929 çулта «Çырмара» пьеси пичетленсе тухнă.

1929-1932 çулсенче И.Викторов Мускавра тухса тăнă «Чăваш хресченĕ» хаçатăн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ, вăл тăрăшнипех çĕршывăн тĕп хулинче «Пирĕн çул» чăваш альманахĕ тухма пуçланă, вырăс хĕрне килĕштерсе унпа çемье çавăрнă, кĕçех çамрăксен хĕр çуралнă, ăна Элла ят хунă.

1932 çул вĕçĕнче ăна Самар хулине чăвашсен «Колхозник» хаçатне ĕçлеме куçарнă. Кунта вăл икĕ çул редактор пулнă. Самартах паллă çыравçăсемпе Исаев Мĕтрипе тата Влас Иванов-Пайменпа пĕрле «Вăтам Атăл» альманах кăла рас тесе нумай тăрăшнă. Унăн пурнăçĕнчи ку тапхăр тухăçлă та пулăхлă пулнă: Викторов тĕрленчĕксемпе очерксем, статьясем чылай çырать, вĕсенче çĕнни киввине çĕнтерсе пынине, мал ĕмĕтлĕ çынсен шухăш-ĕмĕчĕпе ĕçĕ-хĕлне хавхаланса сăнланă.

1937 çулта И. Викторов Мускава каялла куçнă, Главлитра ĕçленĕ. Çав хушăрах чылай кĕнекепе хайлава вырăсларан чăвашла куçарнă. Чи лайăх куçарăвĕсенчен пĕри — А.Толстойăн «Ылтăн çăраççи е Буратино курнă тĕрлĕ мыскарасем» юмахĕ. И.Викторов илемлĕ литературăна çеç мар чăвашлатнă. Сăмахран, М. Поповăн 5-мĕшпе 6-мĕш классем валли «Арифметика» кĕнекине.

1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, Мускав патĕнчи хаяр çапăçусене командир пулса хутшăннă.

Кĕçех шăпа ăна Беларуçа илсе çитернĕ. Кунта вăл партизан отрядне лекнĕ, разведчик пулнă, çапăçусенче хăй чăн-чăн паттăр пулнине кăтартнă.

Пĕррехинче тан мар çапăçура йывăр аманса нимĕçсен тыткăнне лекнĕ. Ăна Борисов хулинчи концлагере хупса лартнă. Ахăртнех кунта вăл 382-мĕш шталагра пулнă. Чи хăрушă лагерь шутланнă вăл. Вилĕм лагерĕ тенĕ ăна. Ун çинчен тутар çыравçи Наби Даули /Набиулла Хасанович Давлетшин/ «Между жизнью и смертью» автобиографиллĕ повеçĕнче тĕплĕн çырса кăтартнă. Вăл та И.Викторов пекех разведчик, тыткăна лекнĕ пулнă. Икĕ халăх çыравçи пĕр-пĕрне пĕлме пултарайман, мĕншĕн тесен Наби Даули ку лагерьте вăрçăн малтанхи тапхăрĕнчех, 1941 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа пулнă. 1942 çулта ăна Германие Бухенваль-Дора концлагере куçарса кайнă. И. Викторов вара ку шталагра каярахпа, 1943 çултан, асапланма пуçлать. «Йĕплĕ пралуклă хӳме леш енче питĕ тарăн чавнă виçĕ шăтăк курăнчĕ. Хĕрринчи баракран наçилккасем йăтнă тыткăна лекнисем тухрĕç. Вĕсем унта хăйсен вилнĕ юлташĕсене тиенĕ. Шăтăк патне пычĕç те вилесене шăтăка пăрахрĕç. Тыткăна лекнисенчен пĕри юнашар тăракан пичкерен темле çăра шĕвек ăсса илчĕ те шăтăка тăкрĕ. Çил ман пата хлорка шăршине илсе çитерчĕ. Ахăртнех, çав тарăн шăтăксене пĕтĕм хула халăхне те пытарма пулатчĕ-тĕр», — çырать тутар çыравçи.

И.Викторова та нимĕçсем тискеррĕн хĕненĕ, йытăпа туллаттарнă, шартлама сивĕре урама çаппа-çарамас илсе тухнă, сивĕ шывпа сапнă. Юлашкинчен ăна персе вĕлернĕ. Темĕнле асаплантарсан та вăл хăйне çирĕп тытнă, салтак чысне çухатман, сутăнман,

Паттăр сăвăçăн пурнăçĕ 1944 çулхи кĕркунне татăлнă. Мĕнле уйăхра, хăш кун — паллă мар.

Иван Викторовăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхĕ çинчен чылай çул пĕлмен. Паллă журналист, литература критикĕ Михаил Юрьев 1965 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçатра «Паттăрсем вилмеççĕ» статья пичетленнĕ хыççăн çеç паллă пулнă.

Тăван ялĕнче Иван Викторов ячĕ хисепре. Ентешĕсем çыравçа асра тытаççĕ. Пĕр урама унăн ятне панă. Хурамал ялĕн çăвинче паттăра хисеплесе А.Розов кӳлепеçĕ тунă чул палăк мăнаçлă курăнса ларать. Унăн айĕнче Беларуçри Борисов хулинчи Березина юхан шыв хĕрринчи Иван Викторова пытарнă тăванла масар çинчен илсе килнĕ тăпра упранать.

Поэт-фронтовика ырăпа асăнакансем паян пирĕнпе мар пулин те вĕсен аса илĕвĕсем питех те паха, çыравçа вĕсем туллин сăнарлаççĕ. И.Викторов йăмăкĕ Варвара Викторова пиччĕшĕ Мускаври Литература институтĕнче вĕреннĕ чухне авланни, инкĕшĕ, вырăс хĕрарăмĕ, чăваш тăванĕсемпе питĕ кăмăллă калаçни, çамрăк мăшăрăн хĕрĕ Элла çуралсан ăна вĕсем патĕнче хваттерте пăхнишĕн пиччĕшĕ çӳллĕ кĕлеллĕ пушмак илсе пани çинчен ăшшăн аса илсе калатчĕ. <...>

Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

♦   ♦   ♦ 


Галина ИЗРАТОВА: «Тăм вăл — чĕрĕ…»

— Йăмăкăм пурнăçран уйрăлса кайнăранпа пилĕк çул та çитрĕ акă. Çут çанталăкра нимĕн те улшăнмарĕ унтанпа, çав çавах çуркунне çитсен шăпчăксем хăйсен юррипе чуна хумхантараççĕ, ылтăн кĕркунне те хăйĕн илемĕпе тыткăнлать, лапка-лапка юр çуни тата мĕне тăрать. Манăн чунра анчах нихăçан манăçа тухайми тарăн йĕр хăварчĕ вăл кайни. «Аппа, эп вилес пулсан мана кăвак кĕпене, утмăлтурат тĕслине, шурă çухаллине, тăхăнтарт. Пуçа çыхма ху тĕрленĕ тутăру пур. Тата — авалхи. Хăшĕ аллуна лекет пĕрремĕш — çавна çыхтар. Пуç умне чăваш символне тĕрлесе хур», — терĕ. Çавăн пек пулчĕ пирĕн юлашки калаçу. Юлашки çулĕсене чирлесе пурăнчĕ. Эрнипе çывăратчĕ. Унтан вара тăратчĕ те ним пулман пек утса çӳретчĕ. Апат та пĕçеретчĕ. «Ах, манăн вăй çук», — тетчĕ. Икĕ çул çапла эрне çывăрать, эрне утса çӳрет. Калаçать. Тăнĕ питĕ лайăх. Врачсем те пĕлмерĕç мĕнле чир иккенне…

Çапла аса илет тăван йăмăкĕн юлашки çулĕсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хăйĕн чăваш тĕррисемпе хамăр тăрăхра кăна мар, çĕршыв анлăшĕнчех палăрнă Татьяна Васильевна Шаркова. Йăмăкĕ те унăн паллă çын. Унăн пултарулăхĕ чăваш ӳнерлĕхĕнче хăйĕн вырăнне тупнă, ĕçĕсем питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ. Хакра, хисепре. Вăл — пултаруллă ӳнерçĕ, халăх маçтăрĕ, Чăваш Республикинчи алĕç ăстисен Гильдийĕн пайташĕ Галина Изратова.

Галина Васильевнăн пурăнса çитмен пурнăçĕнче кăçал тепĕр çавра çулччĕ — унăн «Çăкăр шăрши» композицисен ярăмне Чăваш кĕнеке издательстви ятарласа чаплăн открыткăсен пуххи пек кăларнăранпа шăпах — 10 çул. Шултра юбилеех те мар-тăр, çапах та питĕ хăйне евĕр пулăм пек асра юлнăччĕ издательствăн çак пархатарлă пуçарăвĕ. Чылай çыншăн вăл шăпах çĕнĕ ăстана тупса пачĕ ун чухне, ăстин пултарулăхĕ вара питĕ тĕлĕнтерчĕ те, килентерчĕ те. Ку ĕçсенче Галина Изратовăн авалхи чăвашĕсем çуркуннепе анине-çĕрне сухалаççĕ, тыр-пулне акаççĕ, сӳрелеççĕ, акнă вăрă лайăх шăтса тухăçлă çитĕнтĕр тесе чӳк тăваççĕ, тыррине вырса илеççĕ, арманта авăртаççĕ, чуста хурса тин çунтарса кăларнă кăмакана хывса пӳрт-çурта тутлă, техĕмлĕ шăршăпа тултаракан çăкăр пĕçерсе кăлараççĕ.

— Санăн япалусене пăхса ачалăх аса килчĕ. Анне çăкăр пĕçерни, — терĕ Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев Чăваш тĕррин музейĕнче Ăстан куравĕ уçăлнă чухне.

Тĕлĕнмелле, вăл çапла каласанах эпĕ те, тепри те, тата тепри те — уява пуçтарăннисенчен, пĕлетĕп, чылайăшĕ çак самантра залра марччĕ, эпир, пĕчĕкскерсем, тăван килтеччĕ, кашни хăйĕн килĕнче аннемĕрсем йывăç кĕреçепе кăмакаран пăсланса тăнăран ăрша вылякан çăкăра кăларнине темле асамлăх-кĕтрет курассăн ăнтăлса пăхса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр.

Галина Васильевна çак открыткăсен пуххине /те тĕрĕс калатăп, тен, урăхла ятлă — каçартăр ĕнтĕ/ парнелесен композицисене чылайччен тĕсеттĕм.
Эпĕ выртмара пулса курман, çĕрлехи кăвайт çывăхĕнче аслисем юптарса панине итлейменшĕн питĕ кулянаттăм, чӳк тунине питĕ курас килетчĕ. Çавăнпа хамăн ачалăхра хама кирли темĕн çитменни пулнăн туйăнатчĕ. «Çăкăр шăрши» чунри халиччен тĕкĕнмен хĕлĕхсене карăнтарнă, çакă манра урăхрах туйăмсем, урăхларах шухăшсем, тен, урăхла ăнтăлу çуратнă.

Юрĕ, хам пирки ытлашши сăмахласа кайрăм пулас. Ыттисене сăмах парас.

СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина:

— Кунта чăваш халăхĕн пурнăçĕ йăлтах курăнать. Эпĕ хам, ялта ӳснĕскер, çакăнта мĕнле ĕç кăтартнă пурне те хам алăпа туса тӳссе ирттернĕ. Пурнăçĕ, ĕçĕ çăмăлах мар, анчах кунта ĕçчен халăх пулни курăнать. Кунта ахаль тăракан пĕр çын та çук.

Ăста «Çăкăр шăрши» ярăмра тăмран сăнарланă вун пĕр ĕçре /халĕ вĕсем Санкт-Петербургри çăкăр музейĕнче упранаççĕ/ — чăвашăн ĕçĕ-хĕлĕ, йăли- йĕрки, культури. Ӳнерçĕ хăйĕн этемккисене /скульптурăра вĕсене кӳлепе теççĕ пулас/ тăмран йăвалать, кĕççерен, çĕтĕкрен, пусма-тавартан ăсталать пулсан та вĕсене питĕ чĕрĕ сăнлă тăвать. Çав сăнра, куçра — пурте пур: ăшă, ырă чунлă пулни те, пурнăçа ăшшăн, тасан йышăнни те, ĕçлекенсене пăх-ха, вĕсем чăнласа ĕçлени — ĕçченлĕхĕ вуланать.

— Галина Васильевна тăвакан кĕлеткесенче-кӳлепесенче пĕр пушă куçлă, пушă сăнлă çын та çуккă. Кашнийĕн алли мĕнле хусканнинче, пуçне мĕнле пăрнинчен те эпир чăвашăн ĕçченлĕхне те, сăпайлăхне те йăвашлăхне те, тĕнче курăмне те курсах тăратпăр, — тенĕччĕ Чăваш тĕррин музейĕн директорĕ Надежда Сильвестрова Г.Изратовăн ĕçĕсем пирки.
Татьяна Шаркова та çак шухăшах çирĕплетет:

— Куравсем таçта та иртнĕ. Галинăн ĕçĕсем ют çĕршывсенче те уйрăм çынсен коллекцийĕсенче пур. Тĕлĕнмелле, вĕсем те чăвашсене чăн пурнăçра курмасăрах нимле урăх наци çыннипе те пăтраштармаççĕ. Вырăс та мар, тутар та мар. Ку — питĕ хăйне евĕр халăх. Таса сăнсем, таса кăмăл, таса чун, таса халăх. Мĕншĕн çапла уйăрса илме пулать? Галя вĕсене хамăр çуралса ӳснĕ Елчĕк районĕнчи пирĕн тăван Кавал ялĕнчи хамăр урам çыннисене асра тытса тунă.

Ку чăнах та çапла-тăр. Вĕсенче чĕрĕлĕх пур. Тепри-тепри халь-халь калаçса каяссăнах туйăнса тăрать. Е вĕсен чăн ятне те пĕлес пек. Ку — Маюк аппа, ку — Çинавье аппа. Ку — Ваççа тете. Эпĕ хамăр ял чăвашĕсене аса илетĕп, тепри — хăй выляса ӳснĕ урам çыннисене. Чăн-чăн искусство шăпах çакă пуль ĕнтĕ вăл. <...>

Арсений ТАРАСОВ.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.