Текех чăрмав çук

9 Сен, 2014

Авăн уйăхĕн малтанхи икĕ кунĕнче туристсен Шупашкар хули çумĕпе иртекен тăватă пăрахутне тĕп хуламăрăн причалне кĕртменни халăхра шăв-шав çĕклерĕ. Порт дирекцийĕ çакна навигаци тапхăрне шăпах çав кун вĕçлени çинчен пĕлтернипе сăлтавларĕ.

Хăйĕн расписанийĕнче туристсен карапĕсене авăнăн 27-мĕшĕччен йышăнассине çирĕплетнĕ пулин те. Апла тăк юхан шыв порчĕн ĕçченĕсем яваплă ведомствăсемпе 2010 çулта тунă килĕшÿсене вăхăтсăрах пĕр енлĕ татнă. Ку пăтăрмахпа ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çийĕнчех кăсăкланнă, республика прокуратурипе УФАСа ?Монополипе кĕрешекен службăн Чăваш Енри управленийĕ% çырупа тухнă. Вĕсен тĕрĕслевĕ хыççăн порт дирекцийĕ причалсене уçнă. Халĕ транзит пăрахутсем расписанипе килĕшÿллĕн вĕсене ирĕклĕнех кĕреççĕ.

Пирĕн «пăтăрмахăн сăлтавĕ мĕнре, мĕншĕн çапла килсе тухнă/» Ыйтăва Шупашкар юхан шыв порчĕн тĕп директорĕ Ванифатий Шайкин хуравларĕ:

- Шупашкар кÿлмекĕн акваторийĕнчи 4-мĕшпе 5-мĕш причалсен çывăхĕнчи çыран ăшăхланса пынипе ăна пирĕн васкавлă тасатма тиврĕ. Çак тĕлти шыв тарăнăшĕ 4 метртан иртмелле, палăртнă вырăнта 3 метр е ытларах кăна юлнă. Причала кĕрекен карапсем вĕсем çинче «лакса ларма» пултарнă. Çав вырăнтан эпир икĕ баржăпа 3 пин тонна тасамарлăхпа юшкăн тиесе тухрăмăр...

Тĕп директор шухăшĕпе - ЧР Çут çанталăк тата экологи министерстви юхан шыв портĕнче строительство валли хăйăр хатĕрлемелли лицензие каялла илнине çак пăтăрмахпа çыхăнтарма кирлĕ мар: «Ку ăнсăртран çапла килсе тухни кăна...»

Ю.СТЕПАНОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.