Аслӑ Пуху уҫӑлчӗ

23 Окт, 2021

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ уҫӑлчӗ. Унӑн ӗҫне ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем хутшӑнаҫҫӗ. Кун йӗркинче - конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак парасси, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртасси.

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 29 ҫул хушшинче ЧНК чӑваш халӑхне пӗрлештерес, чӑваш чӗлхи, юрри регионсенче те хӑватлӑ янӑратӑр тесе нумай ӗҫ тунине палӑртрӗ. Малашне те чӑваш халӑхӗн маттур ывӑл-хӗрӗ харсӑр та хастар, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ырӑ ӗҫсем тӑвассине шаннине пӗлтерчӗ.

ЧНК президенчӗ Николай Угаслов конгресӑн 2017-2021 ҫулсенчи ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Докладра вӑл ҫивӗч ыйтусене хускатрӗ. Сӑмахран, шкулсенче чӑваш чӗлхи сехечӗсен шучӗ чакни, чӑвашла вӗрентӳ пособийӗсем ҫителӗксӗрри, ашшӗ-амӑшӗ ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтарманни пирки пӑшӑрханса каларӗ.

Ҫавӑн пекех ытти регионтан килнӗ  делегатсем те тухса калаҫрӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Питӗртен килнӗ Валериан Гаврилов, Иркутск тӑрӑхӗнчи  чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, Екатеринбургри Ольга Ергунова тата ыттисем те чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшӗпе еплерех ӗҫленине каласа пачӗҫ, конгресс ӗҫне хак пачӗҫ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх вӗренӳ институчӗн ертӳҫи Юрий Исаев та Чӑваш чӗлхине вӗрентессипе республикӑра мӗнле ӗҫленине тишкерчӗ.

Аслӑ Пухура конгресӑн ҫӗнӗ президентне суйларӗҫ. Çак  тивӗҫе Валерий Клементьева шанса пачӗҫ. Пӗрремӗш вице-президент пулма  регионсен хушшинче ӗҫлекен организацие 8 ҫул тивӗҫлӗ ертсе пынӑ Николай Угаслова ҫирӗплетрӗҫ.

Унсӑр пуҫне тата пилӗк вице-президентӑ суйларӗҫ:  Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем - Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин, Павел Вязов предприниматель, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Олег Мустаев.

Аслӑ форумра ЧНК  Мӑн Канашне пурӗ  95 хастара суйларӗҫ,  вӗсенчен 31-ӗшне президиум йышне кӗртрӗҫ. Президиум кулленех ӗҫлекен  орган.

Чӑваш наци конгресӗ малтанхи пуян опыта усӑ курса,  ҫӗнӗ вӑйпа, хӑватлӑн ӗҫлесе каясса шаннине пӗлтерчӗҫ делегатсем.

ШУХĂШ

Николай ГЕРАСИМОВ, Тюмень облаҫӗнчи чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗн ертӳҫи:

- Чӑваш Ене ӑшӑ кӑмӑлпа килсе ҫитрӗмӗр, кунта лайӑх ҫынсемпе тӗл пулса калаҫас тесе килтӗмӗр. Эпир аван пурӑнатӑп, хамӑр тӑрӑхра чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшатпӑр, тӑван халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тытса пыратпӑр, уявӗсене йӗркелетпӗр. Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнинчен пуҫланать те... Раштав, Ҫурхури, Ҫӑварни, Акатуй, Питрав, Кӗр сӑри, ытти уява паллӑ тӑватпӑр. Ҫавӑн пекех облаҫри мероприятисене те хутшӑнатпӑр.

www.hypar.ru Валентина Багадерова тата Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментировать