Çыруçăсем ĕçе пуçăнчĕç

18 Окт, 2021

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри çырав старт илчĕ. Паян çыруçăсем ĕçе пуçăнчĕç: килĕрен çӳресе çынсенчен ыйтса пĕлме пуçларĕç.

Эпир те Шупашкар районĕнче çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Марина Романовăпа Çĕньял ял тăрăхне çул тытрăмăр. Кунти çырав участокĕнче ултă çыруçă ĕçлет. Елена Шихматова çыруçă пĕрремĕш ĕç кунне Галина Самаева пенсионер хуçалăхĕнчен пуçларĕ.

Галина Егоровна пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ. «Патшалăх кăсăкланать тăк — ыйтусене мĕншĕн хуравлас мар? — терĕ вăл хапха умĕнчи тенкел çине вырнаçса ларнă май. — Ватă çынсем, ачасем мĕнле пурăннине пĕлесшĕн ĕнтĕ. Эпĕ кашни çыравах хутшăннă. Халĕ те вăл маншăн кĕтменлĕх мар». Çыруçă вăл каланисене планшетра палăртса пычĕ. Кăçалхи Пĕтĕм Халăх çыравĕн пĕлтерĕшлĕ уйрăмлăхĕ шăпах çакă ĕнтĕ: цифра технологийĕсемпе усă курни. Сасартăк планшет ĕçлеме пăрахас тăк — çыруçă хут çине çырма пултарать. Елена Валерьевна палăртнă тăрăх, планшетпа ĕçлеме меллĕ тата хăвăрт пулать.

Çапах та çыруçăсене пурте Галина Самаева пек хапăл туса кĕтсе илмеççĕ. Иккĕленсе тăракансем те пур. Сăлтавĕ те çук мар: çыруçă ячĕпе витĕнсе килĕрен ултавçăсем те çӳреме пултараççĕ. Çавăнпа та асăрхануллă пулмалла. «Çыруçăн çын патне киле пырсан удостоверени тата паспорт кăтартмалла. Вăл çырав логотипĕсене ӳкернĕ ятарлă тум тăхăнать. Аллинче — планшет», — ăнлантарчĕ Марина Романова. Тата, паллах, çыруçăра ял-йыш лайăх пĕлекен çын пулсан аванрах. Елена Шихматова шăпах çак сăлтавпа çыруçăра ĕçлеме килĕшнине пĕлтерчĕ. «Эпĕ ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра вăй хураттăм. Хамăр тăрăхра пурăнакансене пурне те паллатăп, çынсем те мана пĕлеççĕ. Йывăрлăхсем пулмĕç тесе шухăшатăп», — терĕ вăл. Сăмах май, çыруçăсене çырав вăхăтĕнче тĕп ĕçрен хăтармаççĕ. Çавăнпа вĕсен ĕç хыççăн е канмалли кунсенче халăх патне çӳреме тивет.

Çыруçăсене киле кĕртес кăмăлĕсем çуккисем вара Патшалăх ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче хăйсем тĕллĕн ыйтусене хуравлама пултараççĕ. Çавăн пекех республикăри кашни районтах стационарлă çырав участокĕсем уçăлнă, нумай функциллĕ центрсенче те йышăнаççĕ. Шупашкар районĕнче, сăмахран, 19 участок йĕркеленĕ. Кӳкеç поселокĕнче вырнаçнă нумай функциллĕ центра та кайма пулать. Марина Романова каланă тăрăх, Шупашкар районĕнче 23 пин ытла хуçалăх шутланать, вĕсенче 60 пин ытла çын пурăнать.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментировать