Эконом-класс валли - хăтлă çуртсем

6 Сен, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра федерацин çурт-йĕр строительствине аталанма пулăшакан фонд гендиректорĕпе Александр Браверманпа тĕл пулнă. Федерацин "Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексне улшăнусем кĕртесси тата Раççей Федерацийĕн уйрăм саккунĕсем çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт-йĕр тумалли проектсене пурнăçланине, çавăн пекех чикĕлесе уйăрман çĕр лаптăкĕсемпе епле усă курнине сÿтсе явнă.

Александр Браверманн Михаил Игнатьева ЧР Министрсен Кабинечĕпе асăннă Фонд пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме йышăннине ăнăçлă пурнăçланăшăн тав тунă. Шупашкарта 6,3 гектар çинче пурăнмалли 4 çурт /кунта 2 ача сачĕ вырнаçнă/ хута кайнă. Пурăнмалли вырăн 100 пин тăваткал метр йышăнать.

2011 çулта Çĕрпÿре 5 гектар çинче 1226,7 тăваткал метр 11 коттедж тунă. Халĕ хулари 20 гектар лаптăкра строительство пырать. 2018 çулччен пурăнмалли 20 пин тăваткал метр вырăн йышăнакан нумай хутлă 10 тата харпăр хăй валли 16 çурт туса пĕтермелле /çав шутра 50% - эконом-класли/. 2013 çулта - 30 хваттерлĕ çурт, кăçалхи çу уйăхĕнче - пурăнмалли çуртăн 30 хваттерлĕ блок-секцине, çĕртмере 16 коттедж хута янă. 2014 çулхи раштав тĕлне 60 хваттерлĕ тата 2 çурт хатĕр пулмалла.

2013 çулхи чÿк уйăхĕнче Раççей Федерацийĕ Çĕрпÿ районĕнчи хăйĕн пурлăхĕ шутланакан 44 гектара яхăн çĕре Чăваш Республикине усă курма ирĕк панă. Ку лаптăкра эконом-класс валли пурăнмалли çуртсем тумашкăн проект хатĕрлес ĕç вĕçленсе пырать. Федераци харпăрлăхĕнчи 60 гектара та пулас çуртсем валли куçарма планлаççĕ.

Çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн халĕ çĕр лаптăкĕсене çурт-йĕр строительствин çаврăнăшне васкаварлăрах кĕртмешкĕн майсем пур.

Михаил Игнатьев Александр Бравермана фонд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çуртсем, çавăн пекех стройиндустри валли производство объекчĕсем тумашкăн 304,49 гектар çинчи 85 лаптăка та çаврăнăша кĕртмелли майсене пăхса тухма сĕннĕ.

18-шĕ /55,4 га/ пирки тивĕçлĕ документсем хатĕрленĕ. Виççĕшĕпе /Шупашкарта - 0,4668, Канашра - 9,4552, Улатăрта - 0,28 гектар/ "пилотлă лаптăк" вырăнне хурса усă курасшăн.

Калаçура проектсене пурнăçламалли тапхăрсене палăртнă. Михаил Игнатьевпа Александр Браверманн Чăваш Республикипе федерацин çурт-йĕр строительствине аталанма пулăшакан фонд пĕр-пĕринпе малашне те килĕштерсе ĕçлеме кирлине палăртнă.

 

В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.