Куйкăрăш кайăк чĕпĕ парĕ-ши?

15 Окт, 2021

Ялсем ватăлса, пушанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çак пулăм пĕтĕм Раççейĕпех палăрать. Вырăнти хуçалăхсем арканнă хыççăн унта пурăнакансем ĕçсĕр юлчĕç. Çавна май арçынсем пысăк хуласене, ытти тăрăха тухса каяççĕ. Ялта вара — вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем, ватăсем кăна…

Тулли пурнăçпа пурăнайман ялăн малашлăхĕ мĕнлерех? Çукпа пĕрех: колхоз арканнă, культура вучахĕ сӳннĕ, черетре — шкул хупăнасси. Мĕнле йышăнать çакна халăх? Тĕрлĕрен: пĕрисем яланлăхах ялтан тухса каяççĕ, теприсем: «Эпир мĕнех тăваятпăр ĕнтĕ», — тесе мĕн пулнипе килĕшсе кун кунлаççĕ те ĕмĕрне ирттереççĕ. ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕн Марина Карягинăн пьеси тăрăх лартнă «Телей кайăкĕ» трагикамитре вара асăннă çивĕч ыйтăва татса парассине пĕр ĕмĕр урлă каçнă Хветура кинеми хăй çине илнĕ. Спектакль режиссерĕ — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, ЧР Патшалăх çамрăксен премийĕн лауреачĕ Валерий Карпов, художникĕ — ЧР халăх художникĕ Владимир Шведов.

«Ватă — тăватă ăс», — ăс тесе ахальтен каламан çав пирĕн несĕлсем. Шăпах вĕсем пурнăç тĕрекĕ, никĕсĕ пулнине çак спектакльте те лайăх уçса панă.

Спектакль лайăхпа вĕçленет: Хветура /ЧР тава тивĕçлĕ артистки Александра Зайцева/, ун пекех ватă Ульха /РФ тава тивĕçлĕ артистки Любовь Федорова/ ертсе пынипе ялти ĕç-пуç йĕркеленет, клуб та ĕçлеме пуçлать, арçынсен «Хусахсем» ансамблĕ те килсе çитет. Анчах та Санькка тупнă Куйкăрăш кайăк çăмартинчен чĕпĕ тухĕ-ши?

Спектакле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пырса курчĕ.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...

 

Рубрика: 

Комментировать