Чăн хуçах-и эсир?

6 Сен, 2014

Çĕр лаптăкĕ пур-и сирĕн? Чăн хуçах-и эсир унта? Документсем тăрăх çаплах пулĕ-ха. Ыйтăвăм вара çĕрпе мĕнле усă курнине пырса тивет.

Çĕртен сивĕнсех пыратпăр-ши?

Чăннипе, лаптăк хуçисем кăна мар, арендăна илнĕ çынсем те пулăхлă тăпрапа туллин усă курманнипе çине-çинех тĕл пулаççĕ Россельхознадзорăн инспекторĕсем. «Апла пулсан мĕн тума арендăна илеççĕ?» – тейĕ нумайăшĕ. Вырăнлă ыйту. Анчах асăннă ведомство ĕçченĕсен тивĕçĕ ăна уçăмлатассипе çыхăнман. Республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тĕллевлĕ усă курни ытларах кăсăклантарать специалистсене.

Çĕр саккунĕсене пăхăнманнине вара тăтăшах асăрхатăн. Çурла уйăхнех илер. Вăрмар районĕнче пулăхлă тăпрана никамран ирĕк илмесĕр вырăнтан тапратнă тĕлĕшпе протокол хатĕрленĕ. Шупашкар районĕнчи çĕрте йывăр металлсем тупнă. Комсомольски районĕнче рекультиваци ирттерменни куçа тăрăннă. Çум курăка пĕтересшĕн тăрăшман тĕслĕхсемпе 14 протокол çырма тивнĕ - Канаш, Вăрмар, Вăрнар, Çĕрпÿ, Элĕк районĕсенчи лаптăксен тĕлĕшпе.

Çĕре ахаль вырттарни пирки асăрхаттарсан чылайăшĕ çитменлĕхе палăртнă вăхăтра пĕтерет. Хăйсем вăй çитереймесен лаптăка тĕреклĕрех хуçалăхсене арендăна парса ыйтăва татакансен йышĕ те сахал мар. Япăх мар ку пулăм.

Анчах çакă пур чухне те çĕре хута янине пĕлтермест çав. Акă нумаях пулмасть Муркаш районĕнчен управление самай пысăк лаптăкра тĕрлĕ ÿсен-тăран ешерни пирки хыпар çитрĕ. Административлă тĕпчев ирттернĕ май арçын 15,5 гектара 49 çуллăха арендăна илни палăрнă. Чăнах та лаптăкĕ пĕчĕк мар. Анчах та хуçи ял хуçалăх продукцийĕ туса илме тăрмашман та. Сухаласа акман вырăнта тем çÿллĕш хыт-хура ашкăрнă. Арендатора тĕрĕслев пирки пĕлтерсенех хăй çинчен яваплăха сирме васкать. Район администрацийĕпе тунă килĕшĕве татать.

Çĕрĕ пур. Ĕçĕ курăнмасть

Çĕрпÿ районĕнче вара 32 гектара пусă çаврăнăшне кĕртеймен тĕслĕхпе тĕл пулнă инспекторсем. Тăпран пулăхлăхĕ чакассинчен нимĕн те туман çынсене административлă майпа явап тыттарма тивнĕ.

Управлени тата прокуратура ĕçченĕсем Элĕк районĕнче икĕ ял тăрăхĕнче - Питĕшкасси тата Крымсарайккă - вырнаçнă 26 лаптăка тĕпченĕ. Вĕсенчен виççĕшĕнче /пĕтĕмпе 127,26 гектар/ йывăç-тĕм ÿссе 4 метра çитнĕ! 1061,03 гектара манăçа кăларни икĕ çул та иртнĕ ĕнтĕ. Палăртмалла, кусем йăлтах - пĕр хуçалăх çĕрĕ.

Асăннă районта тепĕр хуçалăх çĕрĕсене те пăхса çаврăннă прокуратурăпа управлени специалисчĕсем. Кунта та савăнмаллиех çук. 2009 çултанпа çум курăкпа кĕрешмен. Агротехника ĕçне пурнăçламаннипе 265,53 гектарăн пахалăхĕ чакса пырать.

Çак районти Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи 7 çын çĕрĕсене тĕрĕсленĕ. 5,16 гектар тĕлĕшпе протокол çырмасăр май килмен. Ара, лартмаççĕ те, акмаççĕ те.

Кунашкал ÿкерчĕк ытти çĕрте те тĕл пулать. Çĕрпÿ районĕнче, сăмахран, пĕр тăрăхри 32 гектар ана чăн хуçа аллине туймасть. Метикасси ял тăрăхĕнче пулнă май вара 21,59 гектарпа тĕллевлĕн усă курман тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.

Канаш районĕнчи Асхва ял тăрăхĕнче те саккунпа килĕшÿллĕн çĕре çил тата шыв эрозийĕнчен, ытти япăх витĕмрен хÿтĕлес тата пулăхлăха упраса хăварас тесе ятарлă ĕç ирттерменнине пула 5 çынна яваплăх пирки аса илтерме тивнĕ. Шупашкар районĕнче пысăк пĕр хуçалăх арендăна илнĕ 100 гектара çум курăк пусса илнĕ.

Тĕрĕслев вĕçленмен-ха. Çак списока ытти районсем кĕмĕç тесе калама васкар мар. Унта лекес марри хамăртан килет.

 

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.