Филармони - культура пурнăçĕн центрĕ

6 Сен, 2014

Концерт пурнăçне йĕркелекен патшалăх учрежденийĕсене - филармонисене - Совет Союзĕн наци республикисенче, çав шутра Чăваш Енре те, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче никĕслеме пуçланă.

1936 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче ЧАССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ çумĕнчи Искусство ĕçĕсен управленийĕ Чăваш патшалăх филармонине туса хурасси çинчен хушу пичетленĕ. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче ЧАССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ çак шухăша çирĕплетекен йышăну кăларнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕшĕсем - питĕ пăлхануллă, хирĕç-тăруллă çулсем. Апла пулин те çак тапхăрта халăх юрă-кĕвĕ енне ытларах туртăнни те сисĕнет. 1920 çулта йĕркеленнĕ Чăваш патшалăх хорĕ пултарулăхĕпе савăнтарнă. 1932 çулта Шупашкарта симфони оркестрĕ ĕçлеме пуçланă. Икĕ çак коллектива республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче пурăнакансем те аван пĕлнĕ. Хор Мускав Кремлĕнче те юрланă. Коллективăн пысăк çитĕнĕвĕсем В.Воробьев ертÿçĕн пултарулăхĕпе тÿрремĕн çыхăннă.

Филармони Чăваш патшалăх хорне /1939 çулта Юрăпа ташă ансамблĕ туса хунă/, симфони тата вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕсене пĕрлештернĕ. Кунсăр пуçне ун çумĕнче Шупашкарти музыка техникумĕнчен вĕренсе тухнă, хĕлĕхлĕ инструментсемпе вылякан çамрăксен квартечĕ йĕркеленнĕ. Кĕслеçĕсен ансамбльне пухма пуçланă. 1959 çулта 325 вырăнлă концерт залне хута янă. Филармонин пĕрремĕш директорĕнче паллă пианист тата композитор Иосиф Вениаминович Люблин ĕçленĕ. Чăваш филармонийĕ яланах вăхăтпа тан утма тăрăшнă. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем валли çĕнĕ пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленнĕ.

Концерт учрежденийĕн кун-çулĕ, ăнăçăвĕпе çитĕнĕвĕсем пултаруллă культура деятелĕсен - артистсен, музыкантсен, администраторсен - курăмлă ĕçĕсемсĕр историре çырăнса юлайман пулĕччĕç. Вĕсем хăварнă ырă йăла-йĕркене филармонире хальхи вăхăтра ĕçлекенсем çирĕп упраса çамрăк ăру патне çитерессишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсенчен кашниех республикăн музыка культурин аталанăвне курăмлă тÿпе хывать.

Хальхи вăхăтра филармонире камера оркестрĕ, музыка лекторийĕ, "Çавал" фольклор-эстрада ансамблĕ, "Чăваш Ен” халăх юррисен ансамблĕ, "Çеçпĕл” эстрада ансамблĕ, Виктор Петров ертсе пыракан миниатюрăсен театрĕ тухăçлă ĕçлеççĕ.

Паян Чăваш патшалăх филармонийĕ - республикăн культура пурнăçĕн центрĕ, классика произведенийĕсене, хальхи вăхăтри юрăсене, чăваш професси музыка искусствине аталантарас, халăхра сарас тĕлĕшпе нумай тăрăшать.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.