Сад-пахча техникумĕ
Шупашкарта пахчаçăсене вĕрентсе хатĕрлекен техникум та пулнă теççĕ. Миçемĕш çулсенче ĕçленĕ вăл? Хăçан хупăннă?
Шупашкарти сад-пахча техникумне 1929 çулхи авăн уйăхĕнче уçнă.
Малтан вăл 1924 çулта ĕçлеме пуçланă сад-пахча шкулĕ пулнă. Практика занятийĕсене тата сăнавсем ирттерме шкулăн 9 гектар çĕр пулнă. Пуçламăш пĕлÿ илнĕ çынсене вĕренме илнĕ. Шкул 1,5-2 çултан кĕçĕн агроном-плодоовощеводсене хатĕрлесе кăларнă.
Техникум туса хурсан 3 çул вĕрентме пуçланă. 6-7 класс пĕтернисене ял канашĕсен, колхоз правленийĕсен, общество организацийĕсен направленийĕсемпе йышăннă. Вĕренÿ хуçалăхĕ те анлăланнă. Шупашкар районĕнче улма-çырла тата пахча-çимĕç культурисен сăнав-селекци пунктне йĕркеленĕ. 1929-1935 çулсенче техникум вăтам квалификациллĕ 132 агроном-плодоовощевода вĕрентсе кăларнă. 1935 çулта çак вĕренÿ учрежденийĕ хупăннă. Унăн ĕç-хĕлне Етĕрнери ял хуçалăх техникумĕ малалла тăснă.
Комментировать