«Хыпар» 111-112 (27844-27845) № 08.10.2021

8 Окт, 2021

Тирпейлеме мĕншĕн хамăр предприятисене сутмаççĕ?

«Чувашхлебопродукт» акционер обществин филиалĕнче — Шупашкар элеваторĕнче — технологи процесне модернизацилес тесе кăçал пысăк ĕç пурнăçланă. Вăл производство калăпăшне татах ӳстерейĕ- ши? Элеватор аграрисенчен 2021 çулхи тăхăр уйăхра 111117 тонна тырă, е 2020 çулхи çав тапхăртинчен 16645 тонна сахалрах, йышăннă. Сăлтавĕ мĕнре? Çак ыйтусем чи малтанах тыр-пул туса илекен хуçалăхсене пырса тивеççĕ. Хуравĕсене пĕрле шырар-ха.

Пирĕн тырă 30% çеç

«Çапла, кăçалхи тăхăр уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен тырă сахалрах туянтăмăр. Унăн йышăну хакĕ выляса тăнăран иртнĕ çулхи чухлех хатĕрлеме шикленетпĕр, — хуравларĕ элеватор директорĕ Яков Григорьев. — Тырă йышăнмалли 2020 çулхи тапхăрта виçĕ уйăх авăртма янтăланăччĕ, халĕ вара уйăх çурă валли çеç илетпĕр. Йышăну хакĕ выляса тăни иртнĕ çулсенче те пулнă. Тырă пухмалли 2021-2022 çулсенчи сезона кашни килограма 14 тенкĕлле туяннинчен пуçларăмăр, халĕ вăл 18 тенкĕ тăрать. Хĕл каçиччен йышăну хакĕ чакма та пултарать. Элеватор тырă нумай тата пысăк хакпа туянса тупăш илсе çитереймесрен асăрханатпăр, çавăнпа тăруках ытлашши саппасламастпăр».

Ку сезонра элеваторта республикăри е унăн тулашĕнчи хуçалăхсенчен тата 40 пин, е 2021 çулта 150 пин ытла тонна, пуçтарма планланă. «Вăл «Чувашхлебопродукт» тата Шупашкар элеваторĕ умĕнчи çăнăх-кĕрпе, ытти продукци туса кăлармалли кăçалхи тĕллевĕсене пурнăçлама çитет, юлать те», — пытармарĕ директор. Çĕнĕ тухăçран тырă иртнĕ çулхинчен сахалрах йышăнаççĕ пулин те республикăри çăкăр завочĕсене çăнăхпа туллин тивĕçтересси пирки иккĕленмест вăл. Мĕншĕн тесен 40 пин ытла тонна тырра пирĕн хуçалăхсем Шупашкар элеваторне мар, юта сутсан та республика тулашĕнчен турттараççĕ. Ытти темиçе регионта тухăç кăçал та пысăк, ытлашшине сутаççĕ. Элеватор тулашри 200 яхăн предприятирен тырă туянать. «Чу-вашхлебопродукт» тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме кӳршĕсем Чăваш Енри хуçалăхсенчен пысăкрах тӳпе хываççĕ. Мĕншĕн çапла пулса пырать-ха?

Кăçалхи тăхăр уйăхра элеватор йышăннă тырăра республикăри предприятисем туса илни 33 пин тонна çеç /30%/. Танлаштарма: пĕлтĕр 43% пулнă. Кăçалхи тарăн шухăша ярать, ыйтусем çуратать. Пирĕн хуçалăхсен пысăк пайĕ мĕншĕн обществăна сутмасть?

Элеватор хăвачĕсем çулталăкра 180 пин тонна тырă упрама май параççĕ. Вăл вара паян Чăваш Енри 100 яхăн хуçалăхран кăна йышăнать. ЧР Ял хуçалăх министерстви лартнă плана тултарассишĕн ытларахăшĕнчен туянма пултарать пулин те. Тĕрĕс: рынок экономикинче аграрисен продукцие кирек кама та сутма ирĕк пур. Нумайăшĕ республика тулашне ăсатать. Инçетрен килнĕ фурăсем ялтан яла çӳресе тырă пухаççĕ.

Ытларахăшĕ — кӳршĕсенчен

Çав вăхăтрах «Чувашхлебопродукт» транспорчĕ ăна Ульяновск, Киров, Чулхула, Самар облаçĕсенчен, Мордва тата Мари республикисенчен, ытти регионтан турттарать, 400-500 км е ытларах чупса тăкак республикăра çӳренинчен темиçе хут нумайрах курать, çавна пула та элеваторта авăртнă çăнăх хакне ӳстерме тивет. Унсăрăн производствăна аталантарма йывăр. Тепĕр чухне пирĕн хуçалăхсен ертӳçисем: «Шупашкар элеваторĕ тырра йӳнĕлле туянать», — тенине илтетĕн. Апла пулсан тулашри предприятисем мĕншĕн ăна сутаççĕ?

Тырă пахалăхĕ кăçалхи пек лайăх çулсенче вырăнти хуçалăхсенчен ытларах туянсан продукци хăй хаклăхĕнче транспорт-бензин тăкакĕн тӳпи пысăк вырăн йышăнаймасть. Иртнĕ ĕмĕрте пирĕн хуçалăхсем тырра тулаша турттарса пысăк тăкак тӳсмен, ăна вырăнти элеваторсене вырнаçтарсах лайăх тупăш илнĕ. Ун чухне план экономики пулнă, халĕ — рынок экономики — инçете леçсе тăкакланнине ăнланма йывăр. Çакă иртнипе те, хальхипе те, «Чăваш Республикин патриочĕсем пулар» тенипе те килĕшсе тăмасть. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Медицина пуласлăхĕ – çамрăксенче тата çĕнĕ технологисенче

Республикăри нумай медучреждени пекех Хулан стоматологи поликлиникин коллективне те кăçал çамрăк специалистсем — Чăваш патшалăх университечĕн ĕнерхи студенчĕсем — ĕçлеме килнĕ.

Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнче вырнаçнă 8-мĕш поликлиникăра çамрăк та пултаруллă Роман Иванов врач-стоматолог ĕçе пуçăннă. Кунта вăл ординатура тапхăрне ирттерет, пациентсене йышăнать.

— Медицинăна — стоматологие — килĕштересси шкулта 10-мĕш класра вĕреннĕ чухнех пуçланчĕ, — ка-ласа парать Роман. — Ун чухне эпĕ Хула стоматологийĕн Максим Горький проспектĕнчи поликлиникине Дмитрий Катайкин стоматолог-хирург патне килнĕччĕ. Çав тĕлпулу манăн шăпана палăртрĕ темелле.
Çавăн хыççăн вăл анатомипе кăсăкланма тытăннă, биологипе хими предмечĕсемпе хушма занятисене çӳреме пуçланă. Çавна май университета çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ, аслă шкултан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Сăмах май, РФ Президенчĕн тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ те пулнă.

— Стоматологипе, медицинăпа çыхăннă çĕнĕлĕхсем маншăн питĕ интереслĕччĕ, – калаçăва тăсать çамрăк тухтăр. — Çавăнпа хам ума тĕллев лартрăм: практикăна та май пур таран тухăçлăрах, усăллăрах ирттермелле. Пациентсенчен шикленмелле мар, малалла вĕренмелле, аталанмалла…

Практикăсене «Центральная», 3-мĕш поликлиникăсенче пулнă, Дмитрий Чамеев стоматолог-хирург патĕнче ĕçленине уйрăмах пысăка хурса хаклать — «унта нумай вĕрентĕм — чăннипех лайăх шкул пулчĕ».

Пĕрремĕш ĕç кунне паянхи пек лайăх астăвать: «Нимĕн чухлĕ те хăрамарăм. 5-мĕш курсри практикăра пĕтĕмпех курнă, ĕçе хăнăхма ĕлкĕрнĕ — çакă пулăшрĕ». Çавăнпах паянхи студентсене те практикăра чухнех алла инструмент тытма, пациентсемпе ĕçлемешкĕн хăнăхма сĕнет. Çак профессие суйласа илнĕ тĕк — каялла çул çук.

Пирĕнпе калаçнă май Роман стоматолог ĕçĕн хăш- пĕр вăрттăнлăхне уçма та хирĕç пулмарĕ. Калăпăр, шăл кăларасси те тĕрлĕрен пулать иккен — ансатти тата кăткăсси. Шăл пĕр тымарлă пулсан — ансат, темиçе «туратлă» тымар — кăткăс, апла тăк ăна кăларма та йывăртарах, кăткăс процедурăна пурнăçламашкăн ятарлă инструментсемпе, методикăсемпе усă курмалла.

8-мĕш поликлиникăн терапи стоматологийĕн уйрăмĕн заведующийĕ Марина Мусаева медицина пу-ласлăхне вĕçĕмсĕр аталанура курать: диагностика меслечĕсене, технологисене çĕнетсех пымалла. Тата, паллах, ĕçшĕн çунакан çамрăксем — Роман Иванов пеккисем — ытларах кирлĕ. Вĕсем аслисен опычĕпе усă курса çĕнĕлĕхсене çул паччăр. Ку енĕпе стоматологи тытăмĕнче лару-тăру япăх мар темелле. Апла пулин те федерацин «Сывлăх сыхлавĕн организацийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси» проектне, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тытăмне кĕрекенскере, пурнăçланă май Хулан стоматологи поликлиники çамрăк специалистсене ĕçе йышăнмашкăн яланах хатĕр.

Нацпроект тенĕрен, вăл, паллах, медицина организацийĕсене кадрсемпе тивĕçтернипе кăна чикĕ-ленмест. Халь, сăмахран, медицина учрежденийĕсем фельдшерпа акушер пункчĕсенчи автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсене йĕркелемелли компьютер техникине йышăнаççĕ. Çĕнĕ оборудование регионăн «Сывлăх сыхлавĕн сферинчи Патшалăхăн пĕрлехи информаци системин никĕсĕ çинче пĕрлехи цифра контурне туса хурасси» проекчĕпе /вăл та «Сывлăх сыхлавĕ» нацпроект тытăмне кĕрет/ килĕшӳллĕн кӳреççĕ.

Ăна чи малтан Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Етĕрне районĕсен тĕп больницисем илнĕ. Оборудо-вани пуххинче — система блокĕ, монитор, клавиатура, веб-камера, телемедицина консультацийĕсем йĕркелемелли гарнитура. Сывлăх сыхлавĕн министерствине пăхăнакан 20 медицина организацийĕ валли пĕтĕмпе çĕнĕ йышши техникăн 441 пуххине туяннă. <...>

Марина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Козловсем хваттер илеççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçалхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене социаллă пурнăç ырлăхĕпе лайăхрах тивĕçтересси» указ кăларчĕ.

Унăн тĕллевĕ — черетре тăракан, 18 çула çитмен сакăр тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесен пурăнмалли вырăн условийĕсене лайăхлатасси. Указра палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Вăл пурнăçланать ĕнтĕ. Сăмахран, авăнăн 28-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнчи сакăр ача çитĕнтерекен Петр тата Ирина Козловсене пурăнмалли вырăн тума е ăна туянма патшалăх пĕр хутчен тивĕçтерекен тӳлев укçин сертификатне панă. Хальхи вăхăтра Ирина Григорьевна декрет отпускĕнче — кĕçĕн ачине, 10 уйăхри Платона, пăхать. Унăн кил хуçалăхĕнче ĕç пайтах. Ачисене лайăх тăхăнтарассишĕн, тутă çӳретессишĕн, шкулта тарăн пĕлӳ парассишĕн пăрчăкан евĕр ăшталанать.

— Сертификата район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пачĕ, — пĕлтерчĕ Ирина Григорьевна. — Çемьен пурăнмалли вырăнне пысăклатма патшалăх пулăшнăшăн питĕ савăнтăмăр. Пирĕн пӳрт лаптăкĕ 72 тăваткал метрпа çеç танлашать, пысăк çемьешĕн вăл нормативран пĕчĕкрех. Тавах Правительствăна пирĕн ыйтăва татса панăшăн. 2018 çултанпа черетре тăраттăмăр. Сертификат илессишĕн нумай кĕттермерĕç. Тӳлев укçипе Шупашкарта икĕ пӳлĕмлĕ çĕнĕ хваттер туянас тетпĕр. Çăра уççине 2021 çул вĕçлениччен алла илессе шанатпăр. Ялти пӳрте тепĕр çурт хушса пысăклатма тĕллев лартмарăмăр. Мĕншĕн тесен стройматериал хакланчĕ. Ачасем вĕреннĕ чухне хулара пурăнмалли вырăн кирлĕ. Вун тăватă çулти аслă хĕр Анастасия шкул хыççăн Шупашкарта ятарлă пĕлӳ илсе ĕçлеме пуçласшăн. Каярахпа йăмăкĕ-шăллĕне те унтах вĕрентĕпĕр. Килĕштернĕ специальноçсене алла илме пулăшас тетпĕр.

Çемье пуçĕ Петр Петрович кил хуçалăхĕнче вăй хурать. Вунă гектар çĕр çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтерет, выльăх усрать, продукци сутса укçа тăвать. Вăл производствăра усă курма техника туяннă. Ăна мăшăрĕпе ачисем пулăшаççĕ, шăпăрлансем ĕçе хăнăхса ӳсеççĕ.

Районта хальхи вăхăтра 18 çула çитмен сакăр ача çитĕнтерекен, пурăнмалли вырăна лайăхлатма черете тăнă пĕр çемье — Козловсем — çеç. Ирина ку тăрăхри Чăваш Ишекĕ ялĕнче çуралнă, сутуçа вĕреннĕ. Анчах унăн çак специальноçпа нумай ĕçлеме тӳр килмен. Петьăпа мăшăрлансан хĕрарăм пурнăçĕнче амăшĕн профессийĕ тĕп вырăн йышăннă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ача чухнехи ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Симĕс курăклă çарансем, шăпчăк юрриллĕ сад пахчисем, каш-кашлакан вăрмансем, уçă сывлăшлă шăплăх... Çакăн пек илемлĕ те пуян Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕ.

Кунта ĕçчен халăх пурăнать. Çамрăксем тăван тăрăхне пăрахса аякри çĕрсене тухса каймаççĕ. Ял çавăнпа çирĕп тытăнса тăрать. Янмурçинти хисеплĕ çамрăк çемьесенчен пĕри — Николаевсем.

Виталий Николаевăн ашшĕпе амăшĕ — Светлана Петровнăпа Василий Владимирович — икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Вĕсем тăван хуçалăхра тăрăшнă. Амăшĕ нумай çул фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Николаевсем ачисене те ĕç çумне ир çыпăçтарнă. Виталий пĕчĕк чух ашшĕнчен шит юлмасăр çӳренĕ, унран тĕрлĕ ĕç меслетне вĕреннĕ. Шел, кил хуçи 49 çултах пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ шăллĕпе иккĕшне хăрах çунат айĕнче çитĕнтернĕ. Асламăшĕ Нина Андреевна кинĕпе мăнукĕсене нумай пулăшнă.

Виталипе Валера час-часах фермăна кайнă, вăй çитнĕ таран амăшне пулăшма тăрăшнă. «Астăватăп-ха: лайăх ĕçленĕшĕн тесе 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне велосипед илсе пачĕç. Мĕн тери хĕпĕртенĕччĕ. Çав савăнăçа паянхи кунччен те манаймастăп», — сăмахларĕ Виталий Васильевич.

Упири вăтам шкултан вĕренсе тухсан Виталий тăванĕ сĕннипе Киров облаçĕнчи Санчурск хулине çул тытнă, унта медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Тăванĕ те шăпах çакăнта професси илнĕ пулнă. Чăваш каччи шкулта та, училищĕре те лайăх вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă, ытларах йĕлтĕрпе чупма юратнă, тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăннă. Общество ĕçĕнче, вĕренӳре маттур пулнăран Хисеп хучĕсене, парнесене сахал мар тивĕçнĕ.

Фельдшер профессине алла илсен Виталий салтака кайнă. Чечня вăрçине лекнĕ. 2 çул пурнăçпа вилĕм хушшинче тăнă. «Йывăр самантсенче, вут-хĕм айне лекнĕ вăхăтра çуралса ӳснĕ вырăнсем, çывăх тăвансем, аннен кулли, атте каласа панă юмахсем аса килетчĕ. «Хăçан чарăнать çак асар-писер?» — теттĕм», — калаçăва малалла тăсса пĕлтерет Виталий Васильевич.

Çартан таврăнсан çамрăк Шупашкарта, Красноармейскинчи васкавлă медицина пулăшăвĕнче ĕçленĕ. Йĕпреçри ваттисен çурчĕн Упири филиалĕнче медбратра вăй хунă. Унтан васкавлă медицина пулăшăвĕн службине таврăннă. Хăйĕн пирки вăл паянхи йывăр лару-тăрура кунта кирлĕрех пулĕ тесе шухăшлать. Тусай ялĕнчи тикĕт пек хура çӳçлĕ, сăпайлă та йăваш пикепе Оксана Германовнăпа виçĕ çул «çăлтăр шутланă» хыççăн 2007 çулта çемье çавăрнă.

— Виталий, эсир çамрăк-ха, 40 çулта кăна. Çак ялта çуралса ӳснĕ, кунтах тĕпленнĕ, çемье çавăрнă. Икĕ хутлă çурт лартнă. Çакăн пек пурнăç пуласси кирки 20 çул каялла шухăшланă-и?

— Лайăх пурăнасси пирки яланах шухăшланă. Пӳрт лартасси манăн ачалăхри вăрттăн ĕмĕт пулнă. Паян пурнăç самай лайăх енне улшăнчĕ. Нумайăшне йывăрлăхсем хăратать паллах. Çурт çĕклесси — çăмăл ĕç мар. Анчах та пире — мăшăрпа иксĕмĕре — çакă хăратмарĕ. Патшалăх та укçа парса пулăшрĕ. Хамăр та хытă тăрăшрăмăр.

— Мĕншĕн ялта тĕпленес терĕр- ха? Мĕнпе илĕртнĕ вăл сире?

— Эпир мăшăрăмпа иксĕмĕр те яла юрататпăр. Пирĕн тăвансем те ялтах тĕпленнĕ. Шăллăм Валера та ман пекех икĕ хутлă çурт çĕклерĕ. Хула пурнăçĕ пирĕн валли мар. Ялта уçă, ирĕклĕ, ачасене ӳстерме те çăмăлрах. Ялта нумай çывăраймастăн паллах. Ирхине 5 сехетченех вăранатпăр. Оксана апат хатĕрлет. Выльăх-чĕрлĕхе пăхатпăр. Апатланнă хыççăн ĕçе тухса каятпăр. Ачасем шкулта вĕренеççĕ. Мăшăрăм райцентрти «Çăлтăрчăк» ача садĕнче вăй хурать, шăпăрлансене тутлă апат пĕçерсе çитерет. Пĕр-пĕрне тĕревлесе пыратпăр çапла. Киле таврăнсан арăм çук тăк чунра та, çуртра та пушă.

— Арçын ăнăçлă пулни — арăмăн тӳпи теççĕ. Çак каларăшпа килĕшетĕр-и?

— Çапла. Манăн пурнăçра унăн ырă витĕмĕ чăннипех те питĕ пысăк. Кирлĕ вăхăтра ăшă сăмах калани, вăйне кăтартни, вăйсăр та пулма пĕлни пурнăçа йĕркелесе пырать… Кĕвĕçни, пĕр-пĕрне ăнланманни, усал сунни каялла кăна туртаççĕ. Çакна эпир иксĕмĕр те лайăх ăнланатпăр. Мăшăрăмпа, юратнă тĕпренчĕксемпе, пурнăçăн кашни саманчĕпе киленсе пурăнма тăрăшатăп. <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Кашни çур сехетрен чăхсем патне утать

«Ялти пурнăç хуларинчен уйрăлса тăрать. Кунта çын хăйне урăхларах туять. Ирĕклĕрех, телейлĕрех темелле-ши? Эпир яла 2008 çулта куçса килтĕмĕр. Çĕр çинче ĕçлеме вĕреннĕ те ялта пурăнас килет. Кунта хамăр тунă ĕçсене курса савăнатпăр», — çапла пуçларĕ калаçăва Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Вăта Пукашра пурăнакан Галина Меркулова.

Вăл 1951 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукаш ялĕнче çуралнă. Галина Николаевна вырăнти шкултан 8-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти строительсен училищинче пĕлӳ илнĕ. Тĕрлĕ вырăнта штукатур-малярта ĕçленĕ. Штата кĕскетнĕ хыççăн тăван «Эльбарусовский» совхозра вăй хунă. Хăмла пахчинче ĕçленĕ, çĕр улми, выльăх кăшманне пухса кĕртнĕ çĕре хутшăннă. «Мăшăрăм Николай Михайлович Çĕнĕ Шупашкарта сварщикре тăрăшатчĕ, эпĕ кунта пурăнаттăмччĕ, хунямана пăхаттăмччĕ. Упăшка канмалли кунсене яла килетчĕ. 2001 çулта пенсие тухрăм. Апла пулин те каярах мăшăрăмпа Октябрьски салинчи райпора вăй хутăмăр. 75 лавккана юсаса çĕнетрĕмĕр. 2006 çулта Сĕнтĕрвăрринче 8 лавккана çĕнĕ сăн кĕртрĕмĕр. Манăн аттепе анне питĕ ĕçчен çынсем пулнă. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарнă. Эпĕ аннен кĕпе аркине тытса утнă чухнех тырă вырма кайнă. Чĕркуçленсе ларса тырă вырнă. Кĕлти алла кĕместчĕ. «Кăштах выр та çĕр çине хурса пыр. Эпĕ сан хыççăн пуçтаратăп», — тетчĕ анне. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне ялти хĕрарăмсемпе пĕрле улăх-çарана утă çулма çӳренĕ. 5-мĕш класра чухне хăмла татма ирхи виççĕре тăратса янă анне. Мухтаннă пек ан пултăр та, «Ириткова пек ĕçлемелле», — тетчĕ училищĕре вĕреннĕ чухне мастер. СУ-40 организацире ĕçленĕ чухне мана конкурссене пĕрмай яратчĕç. 1 тата 2-мĕш вырăнсем йышăнаттăмччĕ. Пĕррехинче тата Пĕтĕм Союзри конкурсра вăй виçнĕччĕ. Унта ытларах арçынсемччĕ. «Вăйлă ĕçлекен хĕрарăм ку», — тесе тĕлĕннĕччĕ манран. Мăшăрăм та питĕ ĕçчен. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн чылай грамотăна тивĕçнĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Вăта Пукашсем Галина Меркуловăна пĕлтĕр ял старостине суйланă. Яваплăха туйса илнĕ Галина Николаевна вара канлĕхне çухатнă. Çанă тавăрсах ялта тирпейилем кĕртме пикеннĕ. Америка вĕрени йышши йывăçсене кастарнă. Халăха урамсенчен хăмасене, пĕренесене, кирпĕчсемпе хăйăр куписене пуçтарттарнă. Кирпĕчсене катса сарса çулсене йĕркене кĕрттернĕ. «Хăш-пĕр урамĕнче 3-4 сий те хутăмăр. Паян ак мăшăрăмпа мăнукăм Денис тепĕр урама каçмалли каçă турĕç. Маларах ялти кĕпере юсанăччĕ. Питĕ хитре çуртсем çĕклеççĕ халĕ ялта. Сĕре савăнатăп уншăн. Пурăнас килсе тăрать. Çулсеренех икшер сысна усратпăр. Кунсăр пуçне 42 бройлер, 15 чăх. Темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла ӳстеретпĕр. Кăçал помидор ăнса пулчĕ. Иçĕм çырли те, чечексем те нумай. Эпĕ çуллахи вăхăтра пахчаран кĕме пĕлместĕп. Çирĕм виçĕ сехет те çитсе каять. Кашни çур сехетрен чăхсем патне утатăп. Вĕсем хăйсене ачашлаттараççĕ. Савăнатăп уншăн», — калаçу çăмхине малалла сӳтрĕ Галина Николаевна.

Галина Меркуловăн алли чăннипех ылтăн. Кукăль çав тери тутлă пĕçерет вăл. Духовкăрине мар, кăмакарине кăмăллать. Эпир пынă кун та кăмака хутса çĕр улми- пе какайран кукăль янтăланăччĕ. Ялта унăн кукăльне астивмен çын юлман. Ялти клуба артистсем концертпа килеççĕ-и, е суйлав иртет-и, е тата камăн та пулсан юбилей-и, е вилнĕ çынна юлашки çула ăсатмалла-и — Галина Николаевна яланах кукăль пĕçерет. Тепĕр чухне эрнере 3-4 хутчен те чуста хурать. Арçын ĕçне те тиркесе тăмасть вăл. <...>

Роза ВЛАСОВА.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.