Влаç халăх ырлăхĕшĕн тăрăштăр

5 Сен, 2014

«Вырăнти хăй тытăмлăхăн» иртнĕ кăларăмĕнче /«Хыпар», 2014, çурла, 16/ федерацин тата республикăн патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсене çĕнетсе урăхлатма йышăнни, саккунсене улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси пирки Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева каласа панăччĕ. Хальхинче эпир ун пирки тĕрлĕ вăхăтра влаç тытăмĕнче ĕçленĕ е паян унта яваплă вырăн йышăнакан çынсене хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме ыйтрăмăр.

Генрих Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕтĕм Раççейри вырăнти хăй тытăмлăх Канашĕ» общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн председателĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтĕр Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсене тĕплĕ тишкерме, ăна халăха çывăхрах тума сĕннĕччĕ. Ун хыççăн федерацин хула округĕсен, муниципалитет районĕсен тата ял тăрăхĕсен шайĕнчи влаç тытăмне йĕркелемелли саккунне темиçе улшăнупа хушăм кĕртрĕç. Пирĕн республикăра та федерацин 2014 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан /представитель/ тата патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккунĕн 26.3 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» 136-мĕш ФЗ /-лĕ саккунне тата «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккунне сÿтсе явасси пырать.

Ку енĕпе кашни çыннăн хăйĕн шухăшĕ, анчах чылай чухне вĕсем пĕтĕмлетÿллĕ пĕр ăнлав патне çитсе тухаççĕ: вырăнти влаç тытăмне çĕнетмелле. Сăмахран, чылайăшĕ района пĕр пуçлăх, хальхи пек - иккĕн мар, ертсе пымалли, ăна халăх сасăлавĕпе çирĕплетмелли пирки калать. Районăн саккун кăларакан органне те халăх тÿрремĕн суйланипе йĕркелемелле. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе тата депутачĕсемпе лару-тăру кăшт урăхларах. Ку ыйтура пĕр пĕтĕмĕшле хурав тупасса шанатăп. Çавăнпа саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртессине халăхпа сÿтсе явма йышăннă та. Проекта хатĕрленĕ чухне, паллах, тĕплĕ тишкернĕ хыççăн, халăх шухăшне тĕпе хураççех.

Михаил Прохоров, Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, вăрçă тата педагогика ветеранĕ, район ĕçтăвкомĕнче ĕçленĕ.

- Çитес çулхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнчен ял тăрăхĕн администрацийĕ татса памалли вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шучĕ палăрмаллах чакать: 39-тан 17-шне муниципалитет органне параççĕ. Апла тăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕ самаях çăмăлланать. Унсăрăн укçа-тенкĕпе çыхăннă функцисене пурнăçланă чухне, вырăнти бюджет чухăнран, тертленме тиветчĕ. Сăмахĕ те тивнĕ. Ара, ку е вăл хушăва-сĕнĕве пурнăçламасан пуçран шăлмаççĕ вĕт. Шухăшласассăн пуçлăхăн айăпĕ те çук пек, анчах пурнăçламан, апла тăк - айăплă. Илтнĕ тăрăх - республикăри чылай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çак сăлтавпа ĕçрен хăй ирĕкĕпе кайнă. Саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн, манăн шухăшăмпа, кун пек пулмĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине суйлавра мандат илнĕ депутатсенчен пĕрне памалла текен шухăшпа килĕшетĕп. Халăх шаннă çын халăхшăн ĕçлетех.

Владимир АЛЕКСАНДРОВ, 1995-2003 çулсенче - Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Федерацин 136-ФЗ /-лĕ саккунне тата республикăри Юстици министерстви хатĕрленĕ «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне халăхпа сÿтсе явма йышăнни хăех халăх шухăш-кăмăлне, сĕнĕвĕсене тĕпе хурассине пĕлтерет. Проектпа килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхне малашне халăх суйлĕ. Эпĕ хăй вăхăтĕнче çак должноçра ĕçленĕ чухне шăпах çапла пулнă та. Ĕç опытĕнчен пăхсан - района пĕр пуçлăх, паллах, пĕр шухăшлă, хастар та пултаруллă çынсенчен тăракан коллективпа, ертсе пымалла. Район депутачĕсен Пухăвĕн ертÿçин - хăйĕн тивĕçĕ, функцийĕсемпе полномочийĕсем. Иккĕшĕ те - яваплă вырăн. Çав яваплă вырăнти ертÿçĕсен хăйсен вăй-хăватне, пĕлĕвне халăхшăн ĕçлеттермелле. Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе.

Халĕ Вăрмар поселокĕнче икĕ пуçлăх тесен те йăнăш мар: пĕри - район администрацийĕн , тепри - Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ. Иккĕмĕшне халăх суйланă. Пĕр тăрăхра икĕ пуçлăх пулни нумай ĕçĕн пахалăхне чакарать. Çапла ан пултăр тесен çак тивĕçе çĕнĕрен суйланнă район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн полномочине кĕртмелле. Кун пек район центрĕшĕн район ертÿçи яваплă. Укçа-тенкĕн тăкакĕ те пĕчĕкленет.

Проектра ял тăрăхĕн пуçлăхне мĕнле суйламаллине те уçăмлă палăртнă. Çапах çапла хушса каланă пулăттăм: ăна чăннипех ял тăрăхĕн пухăвне суйланнă депутачĕсенчен çирĕплетмелле. Район депутачĕсен Пухăвне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен йĕркелемелле. Сахал ял тăрăхĕсемлĕ территорисенче вара, кворум валли, ытти сферăри маттур çынсене мандатпа тивĕçтермелле. Пĕтĕмлетерех каласан, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ район депутачĕн мандачĕллĕ пулсан ăна вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама çăмăл пулать. Тата ĕç тăвакан тытăмăн та, представитель органăн те пĕр-пĕринпе килĕштерсе халăх ырлăхĕшĕн тăрăшмалла.

Вениамин АРХИПОВ, ĕç ветеранĕ /Элĕк районĕ, Мартынкасси ялĕ/:

- Мана вырăнти влаç тытăмĕнче икĕ хут ĕçлме тÿр килчĕ. Малтанах - иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче, иккĕмĕш хут - 80-мĕш çулсен вĕçĕнче. Çавăнпа та вырăнти влаç ял çыннишĕн чи пĕлтерĕшлĕ орган пулнине лайăх пĕлетĕп.

Федерацин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен пĕлсенех манăн та сĕнÿсем çуралчĕç. Вырăнти влаçа халăхпа суйласа йĕркелеме палăртни хăех пурнăç таппине туйса тăнипе çывăх. Муниципалитет районĕн ертÿлĕхĕн лавне пĕр çыннăн кăна туртмалла. Ун чухне пуçлăхăн яваплăхĕ татах ÿссе пырĕ, халăх та ку е вăл çивĕч ыйтушăн камран ыйтмаллине пĕлĕ.

2015 çулхи кăрлачăн пĕрремĕшĕнчен ял тăрăхĕн полномочийĕсен шутне чакарнипе, 2/3 пайне район шайне панипе килĕшместĕп. Кун пек тусан вырăнти влаçăн сумĕпе пĕлтерĕшне пĕчĕклетнĕн туйăнать. Ял тăрăхĕн тивĕçĕ 30-40 çул каяллахи пек тĕрлĕ хут-документ хатĕрлекен, справка çырса ларакан орган пек юлмĕ-ши? Мĕншĕн çапла калатăп: ара, вак-тĕвек ыйтупах район администрацине кайса, унти вăрăм черетре ларса вăхăта çухатассăн туйăнать. Уйрăмах ман пек ватăсемшĕн чăрмавлă пулмĕ-ши ку?

Сăмахран, пирĕн районта 114 ял. Вĕсенчи урамсенчи çул-йĕре юсаса, халăха асфальтлă çулпа, ĕçмелли шывпа тивĕçтерме, ваннă башньăна е насуса тÿрлетме, социаллă çуртсене хăтлăлатма е ытти ыйтупа район администрацине «пуç çапма» çÿреме тивет ахăртнех. Кун пек район территорийĕнчи аякри ялсен шăпи малтанхи пекех хурлăхлă пулассăн туйăнать.

Ю.ПЕТРОВ

ыйтса пĕлнĕ