«Хыпар» 107 (27840) № 28.09.2021
Пушкин картти культурăпа çывăхланма пулăшать
Çĕршыв Президенчĕн пуçарăвĕпе «Пушкин картти» программа кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçларĕ. Шăпах çав кун Наци музейĕ уçăлнă-уçăлманах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи энергетикăпа электротехника факультечĕн студенчĕ Игорь Савостьянов, Пушкин карттине илме ĕлкĕрнĕскер, аваллăх управçипе паллашма пынă.
Музей тусĕсем
Халĕ «Пушкин карттиллĕ» çамрăксем — Наци музейĕн кулленхи хăнисем. Маркетинг тата культура ĕç-хĕлĕн пайĕн пуçлăхĕ Ольга Кушманова пĕлтернĕ тăрăх, шкул ачисем музее уйрăммăн та, класпа та çӳреççĕ. «Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче, сăмахран, тĕп хулари 1-мĕш гимназире тата 17-мĕш шкулта, çавăн пекех Елчĕк районĕнче вĕренекенсене йышăнтăмăр. 1-мĕш гимназирен тата 17-мĕш шкултан ку таранччен 20-е яхăн ушкăн килсе кайрĕ ĕнтĕ. Çамрăксем кунти куравсемпе паллашма, экскурсоводсемпе пĕрле хулари паллă вырăнсене çуран çитсе курма, квестсене хутшăнма, ăсталăх класĕсенче, «чĕрĕ» уроксенче хăйсен тавра курăмне пуянлатма пултараççĕ. Ун пек мероприяти музейре — 56», — каласа кăтартрĕ музей ĕçченĕ.
Пушкин карттипе çĕршыври 1500 ытла культура учрежденине çитсе курма май пур. 14 çултан пуçласа 22 çула çитичченхи çамрăксем, вĕсем Чăваш Енре е Крымра, Тутарстанра е Тюменьте, Мускавра е Питĕрте е тата ытти регионта пурăнаççĕ, Раççей тăрăх çул çӳреве тухса кирек хăш хулари музее, театра, культурăн ытти учрежденине кĕрсе курма пултараççĕ. Сăмахран, каникул вăхăтĕнче чăваш ачисене çĕршывăн тĕп хулинчи Третьяков галерейи тата Пысăк театр, Питĕрти Эрмитаж тата Мариинка театрĕ хапăл туса йышăнĕç.
Чăвашсен те пуян
Хамăрăн республикăра та курмалли, пăхмалли, итлемелли сахал мар. Проекта Чăваш Енри К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ, Вырăс театрĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ, Пукане театрĕ, Оперăпа балет театрĕ, Сăнав драма театрĕ, Наци музейĕ, Ӳнер музейĕ, А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕ, Чăваш патшалăх филармо нийĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капелли, Камерлă театр, «Асамат» культурăпа курав центрĕ, Шупашкар районĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музей хутшăнаççĕ.
Пушкин карттине кам парать? Чи малтан Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленмелле. Ун хыççăн «Патшалăх пулăшăвĕсем. Культура» мобильлĕ приложени вырнаçтармалла та Пушкин картти тухнине çирĕплетмелле. «Мир» виртуаллă карттăна приложенирех хатĕрлеме пулать. Пластик карттăна вара проектăн партнерĕсем шутланакан банксенче илмелле. Çакăн валли паспорт тата СНИЛС кирлĕ. Виртуаллă карттăпа çулталăк усă курма май пулĕ. Пушкин карттипе билета онлайн майпа кăна мар, культура учрежденийĕн кассинче те туянма пулать. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Студентсем хăмла татнă
Авăнăн 27-мĕшĕ тĕлне республикăра кашни гектартан вăтамран 15,9 центнер хăмла пухса илнĕ. Чăваш патшалăх аграри университечĕн Шупашкар районĕнчи пахчинче вара 19,5-шер центнер тухнă.
— Сăлтавне агротехнологие çирĕп пăхăнса туса илнипе, лаптăксенче ĕçе механизациленипе çыхăнтаратпăр, — терĕ инженери факультечĕн деканĕ Николай Пушкаренко.
— «Симĕс ылтăн» пахчине Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче 7,7 гектара çитертĕмĕр. Кăçалхи çу шăрăх тăчĕ пулин те пучахĕсем лайăх пулнине тăпра пулăхне сидерат культурăсемпе, минерал удобренийĕпе пулăхлатнипе, çум курăка гербицидпа вăхăтра пĕтернипе ăнлантаратпăр. Тымарлантарнă туна-хунава лартассипе, гидрофициленĕ вышкăпа авăра шалчаран çакассипе, йăранти тăпрана сирсе тĕме уçассипе, тĕп авăра хăварса çумрисене иртессипе, пахчара юр тытассипе çыхăннă ĕçсене ятарлă машинăсемпе пурнăçлани те тухăçа ӳстерме май пачĕ. Вĕсене регионсенчен е чикĕ леш енчен илсе килмен, инженери факультечĕн доценчĕсем, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Роман Андреев, Александр Васильев, Юрий Иванщиков, Петр Смирнов, хăмла туса илес ĕçе тĕпчекен наука-практика центрĕн ертӳçи Анатолий Коротков, республикăн тава тивĕçлĕ изобретателĕ Юрий Доброхотов, эпĕ тата ыттисем ăсталанă. Вĕсемпе Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче «симĕс ылтăн» туса илетпĕр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çĕр улми туса илме укçа самай кирлĕ
Çĕр улми лартасси тата кăларасси ялта пурăнакансемшĕн чи пысăк ĕç шутланать. Ялта çитĕннĕ, халĕ хулара пурăнакансем те çакăнтан аякра юлмаççĕ. Çĕр улми лартнă тата кăларнă чухне хула халăхĕ Çимĕкри пекех яла васкать.
Çĕр ĕçĕнчен писменни, паллах, питĕ лайăх. Çак ĕçе ачасене явăçтарни, вĕсене хăнăхтарни те паха, анчах асăннă культурăна туса илесси çултан-çул тăкаклăрах пулса пырать. «Çĕр улми — «иккĕмĕш çăкăр» тенипе те, паллах, чылайăшĕ килĕшет. Чăваш унсăр пурăнаймасть. Çавăнпа кашни килтех ăна лартса ӳстереççĕ.
Кĕр — пĕтĕмлетӳ тумалли вăхăт. Çак кунсенче кил-йышпа сĕтел çинче хамăр ӳстернĕ çĕр улми пултăр тесе миçе тенкĕ тăкакланине ятарласа шутларăмăр. Ĕç- пуç çуркунне вăрлăх хатĕрленинченех пуçланать. Ăна темиçе çулта пĕрре улăштармалла, çĕнетсе тăмалла. Çĕнĕ сортсем хальхи вăхăтра йӳнех мар. Сăмахран, кăçал маларах пулакан «Беллароза» текеннине килограмне 100 тенкĕпе туяннăччĕ… Пĕр сорта темиçе çул лартсан вĕтелет, йышĕ те сахалланать. Вăрлăха вăхăтра калчалантармасан та лайăх тухăç кĕтмелли çук. Пур ĕçе те вăхăтра тумалла.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче пахчари çĕре культиваци тутартăмăр. 25 соткăшăн (Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чылайăшĕн пахчи çакăн пек лаптăк йышăнать) тракторист 1 пин тенкĕ илчĕ. Çапла, çĕр улмине паян чылайăшĕ тракторпа ларттарать, лашапа сайра усă кураççĕ. Çип карса алăпа лартакан та сахал. Мотоблок та кашнинех çук. «Иккĕмĕш çăкăра» эпир сажалкăпа лартрăмăр. Куншăн 1500 тенкĕ кăларса хума тиврĕ. Тракторпа лартнă чухне ĕçĕ йывăрах мар: вăрлăхне вăхăтра ярса тăмалла çеç. Каярахпа трактор сиктернĕ вырăнта, йăран пуçĕсенче лартмалла. Чылайăшĕ колорадо нăрринчен хăтăлас тĕллевпе вăрлăха тĕрлĕ наркăмăшпа химиката чиксе кăларать. Асăннă препаратсене те лавккара тӳлевсĕр памаççĕ.
Кĕçех çĕр улмине çырмалли (купаламалли) вăхăт çитрĕ. Унччен йăрансене çумланă. Тепĕр чухне çак ĕçе икĕ хут та тума тивет. «Иккĕмĕш çăкăра» лашапа çырнăшăн 1 пин тенкĕ тыттартăмăр. Çак ĕçе тракторпа тусан 1300-1500 пама тивĕччĕ. Хăшĕсем тата икĕ хутчен те çыртараççĕ. Унтан нăрăсем тапса тухрĕç — Кăçал шăрăх çанталăка пула вĕсем пит аван ĕрчерĕç, çавăнпа наркăмăша икĕ хутчен сапма тиврĕ.
Çĕр улмине кăларасси кăçал хакланчĕ. Пĕлтĕр 1000-1500 тенкĕпе çырлахнă пулсан кăçал 2 пин тенкĕ ытла илчĕç. Тата кашни пахчашăн расна ыйтаççĕ. Паллах, улма лартакан лаптăк мĕн чухлĕ пулнинчен килет çакă. Калăпăр, Патăрьел районĕнчи Каншелсемпе Пăлаçи Атăксен çĕр улмине тракторпа кăларттарасси 2500-2800 тенке ларнă, Аслă Арапуçсен 1500-2000 тенкĕпе танлашрĕ. Пахча сухалаттарма та енчĕке аванах çӳхетме тивет ял çыннин. Лаптăкне кура 2 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин таранччен ыйтаççĕ. Калăпăр, Патăрьел районĕнчи Туçа тăрăхĕнче пĕр соткăшăн 80 тенкĕ илеççĕ, Аслă Арапуç ялĕнче 25 соткăшăн 2000-2500 тенкĕ памалла. Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ, Яманак тăрăхĕнче 1 соткăна сухаланăшăн 150 тенкĕ ыйтаççĕ. Анчах ку тăрăхра «иккĕмĕш çăкăра» анатрисем пекех нумай лартмаççĕ. Вĕсен лаптăкĕ 6-10 соткăпа танлашать. Шупашкар районĕнчи Янăш тăрăхĕнче 1 соткăна сухалаттарма вара 250 тенке кайса ларать. Вĕсен те лаптăкĕсем пысăках мар. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Яшкана хур хуххи ярса пĕçернĕ
Çĕмĕрле районĕнчи Хутарта пурăнакан 84-ри Елизавета Егоровна иртнĕ пурнăçне аса илме ыйтсан ассăн сывларĕ. «Вăрçă вăхăчĕ нумай асаплантарчĕ çав пире», — терĕ.
— Анне виçĕ ача çуратнă. Иккĕшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Хăй сивĕ пыл çинĕ хыççăн чирленĕ те ура çине текех тăрайман, çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Эпĕ тăватă çулта аттепе тата Марье мăнакпа /аттен аппăшĕ/ тăрса юлнă, — аса илчĕ Елизавета Тарасова. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕне фронта илсе кайнă. Пĕчĕк Лисук аппăшĕпе юлнă.
— Апат начар пулнăран мăнак яшкана клевер пуçĕ, хур хуххи, вăл сĕтлĕччĕ те, ярса пĕçеретчĕ. Тутлă мар пулсан та выçса вилме юраман. Пӳрте хутса ăшăтма вут-шанкă çитместчĕ. Аппа ытти çынпа пĕрле виçĕ çухрăмри вăрмана каятчĕ. Хулпуççи çине хурса çапă йăтса килетчĕ. Ăна та çул çинче лесник чарса час-часах пăрахса хăварттарнă. Пӳртре мăнакпа кăмака çинчех пурăнаттăмăр, урая ансан сивĕччĕ. Вутă сахал хутнипе маччаран шывланнă пăс тумлатчĕ. Хăнкăла тертлентеретчĕ. Йышлă пурăнакан çемьесем кĕçĕ, пыйтă ернипе нушаланатчĕç. Вутă çуккипех ĕнтĕ мунча та хутса кĕрейместĕмĕр. Мăнак килте вутă хутсан вĕри кăмака умне хăйпе пĕрле мана та тăрататчĕ те ăшăннă çурăмсене хăюпа пĕр-пĕрне хыçаттăмăр. Мăнак ялан: «Часах аçу таврăнĕ», — тетчĕ. Ăна питĕ курас килетчĕ. Атте килсе кĕрсенех ун патне ыткăнтăм. Вăл мана йăтса илсе ыталарĕ. Тата атте садра мана йăтса утни те куç умĕнчех. Вăл çапăçура хул-кĕлеткине амантнă. Вăрçă хыççăн тепре авланчĕ. Ама çури аннепе ултă ача çуратса ӳстерчĕç. Анчах атте нумай пурăнаймарĕ, 55 çултах çĕре кĕчĕ. Ялти ытти ачапа колхоза çум çумлама çӳрерĕм, пĕр кун та юлман. Уншăн нимĕн те паман, ĕç кунĕ çеç çырнă. Унтан тырă вырма тытăнтăм. Кашнине лаптăк виçсе паратчĕç. Ама çури анне курăкпа çăнăха хутăштарса çăрса чикан икерчи пĕçерсе паратчĕ. Ăна ĕне черетне чиксе каяттăм. Шкула хуппипех пĕçернĕ çĕр улмипе сухан парса янă. Çитичченех, çул çинчех, çисе яраттăм. Çак çула пурăнса çитеетĕп тесе шухăшлама та пултарайман эпĕ, — каласа кăтартрĕ «вăрçă ачи». — Мăнак качча тухмарĕ, пирĕнпех пурăнчĕ, ялти литпунктра кăштах вĕренчĕ. «Марье» тесе çырма, алă пусма, хăнăхрĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
«Чи юратнă ăмăртусенчен пĕри»
Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Шупашкарти залива Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупăва пуçтарăнчĕç. Вăл республикăри 16 район-хулара иртрĕ. Пĕтĕмпе старта çав кун 17 пин ытла çын тăчĕ.
Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. 500 метр дистанцие вăл хула тата тĕрлĕ организации-предприяти ертӳçисемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн çĕнĕрен суйланнă депутачĕсемпе, министерствăсемпе ведомствăсенче тăрăшакансемпе, паллă спортсменсемпе тата ветерансемпе парăнтарчĕ. Вĕсемпе пĕрлех старта спорт шкулĕнче ăсталăха туптакансем, кӳмепе çӳрекен спортсменсем те тăчĕç. Чупакансем Мускав çыранĕнче старта тухрĕç. Пухăннисем яланхи пекех тĕрлĕ дистанцире вăй виçрĕç. Ăмăртура мала тухакансене кубоксемпе, медальсемпе тата дипломсемпе хавхалантарчĕç.
«Чăваш Енре Наци чупăвĕ 2004 çултанпа йĕркеленет. Вăл республика çыннисемшĕн йăлана кĕнĕ чи юратнă спорт ăмăртăвĕсенчен пĕри шутланать. Çулленех мероприяти вун-вун пин çынна пуçтарать», — палăртрĕ ЧР спорт министрĕ Василий Петров. Палăртмалла: ку чупу 2019 çултанпа «Спорт — пурнăç йĕрки» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленет. Хайхи нацпроектра çирĕплетнĕ тăрăх, 2024 çул тĕлне халăхăн 55% спортпа туслаштармалла. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать