«Хыпар» 105 (27838) № 24.09.2021

24 Сен, 2021

Дмитрий КРАСНОВ: Яла куçăп, ялта пурăнăп

Патшалăх пурлăхĕшĕн те яваплă темерĕн — интервью пама Пичет çуртне килнĕ май экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов малтан хăй «Хыпар» кăларăмĕсемпе, патшалăх пурлăхĕпе эпир мĕнле майпа усă курнипе, бухгалтерие централизациленин ырă тата япăх енĕсемпе кăсăкланчĕ. Интервьюна вара вăл министр пуканне йышăннăранпа иртнĕ çулталăк ытларах тапхăрта пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетме ыйтнинчен пуçларăмăр.

Стратеги тата унăн «турачĕсем»

— Иртнĕ çулталăкра хамăн команда пурнăçланă «тава тивĕçлĕ» ĕçсен шутне чи малтан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи аталанăвĕн стратегине хатĕрлесе йышăннине кĕртнĕ пулăттăм, — терĕ Дмитрий Иванович. — Никĕс шайĕнчи документ. Ытти — унăн «турачĕсем». Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи те пур, ăна çĕнетсех пымалла. Стратегие кĕртмелли сĕнӳсене йышăнатпăр — диалог пулмалла. Пирĕн министерство пулăшăвĕпе усă куракансенчен карта хыçне хупăнма юрамасть — çав чăрмава сирмелле, бизнеспа, граждансемпе тытакан хутшăнусене ансатлатса уçăмлă тумалла. Ку енĕпе пирвайхи утăмсене турăмăр. Паян министерствăра пурте хăйсен тивĕçĕсене пĕлеççĕ, хушу парасса кĕтмеççĕ. Ку енĕпе эпир Росатом пуçарнă «Эффективлă регион» проекта кĕни те пулăшать — вăл нумай процеса виçеллĕ тума май парать. Калăпăр, МФЦсен ĕçне тишкертĕмĕр те — пĕр пулăшу ĕçĕ валли вăтамран 47 сехет кирлĕ иккен. Росатомăн хайхи системи вара çак вăхăта 2 сехет те 23 минут таран чакарма май пачĕ. Хут, топливо тăкакĕсем, ытти расхут пĕчĕкленнĕ май пĕр процесранах уйăхра 2 миллион тенкĕ перекетленет…

Министерствăна пăхăнакан тытăмсене пĕр тăрă айĕнче — «Манăн бизнес» центрта — пухни те çак ĕçпе килĕшӳллĕ. Бизнеспа, ăна пулăшассипе çыхăннă ыйтусене татса парасси хăвăртланчĕ. Халĕ МФЦсен пĕрлехи колцентрне хута яма хатĕрленетпĕр – 23-23-00 номерпе çыхăнма май пулĕ. Тишкертĕмĕр те — унччен çынсем МФЦсене шăнкăравланă тĕслĕхсенчен кашни виççĕмĕшĕ хуравсăр юлнă — телефона тытма ерçеймен. Шăнкăравсен 100% хуравламалла — çакăн пек тĕллев лартрăмăр.

Вăл пур, ку вара — пулĕ

— Дмитрий Иванович, чылай çул каялла хаçатра тухнă пĕр статья ятне астăватăп: «Чăваш Енре мĕн кăна çук: вăл çук, ку çук…» — республикăра автомобильсем кăна мар, кантăк-шифер, облицовка кирпĕчĕ, ытти продукци туса кăларманни пирки çырнăччĕ. Мĕнле шутлатăр, унтанпа нумай улшăнчĕ-ши?

— Статья популистларах сĕмлĕ пулнă-тăр — нимĕн те çук тенипе килĕшместĕп. «Хĕвел», «Химпром», ытти нумай предприяти туса кăларакан продукци… Пĕчĕк тата вăтам бизнес ăнăçлă ĕçлет. Ыйтăвĕ, манăн шухăшпа, çав продукцие сутмалли рынокпа çыхăннă. Республика чиккисемпе çырлахмалла мар. Кунта туса кăларнипе пĕтĕмпех хамăр усă курма пултараймастпăр — регион тулашне те ăсатмалла. Конкурентлă продукци хатĕрлесе ăна тулашри рынока илсе тухмалла. Вăл е ку производствăна локализациленĕ май унта вырăнти предпринимательсене те явăçтармалла. Калăпăр, пысăк мар хăватлă тракторсем туса кăлармалли ятарлă инвестконтракта алă пусрăмăр. Çакă анлă майсем уçать. Двигательсенчен пуçласа ытти узел таран — тем те кирлĕ, апла тăк коопераци çыхăнăвĕ вăйлă пулĕ. Конвейертан çулталăкра 8 пин ытла трактор тухмалла, 700 ĕç вырăнĕ пулмалла. Чăннипех интереслĕ проект. Халĕ «Трактор завочĕсем» концерн çынсене ĕçе йышăнать, шалу виçи — 150 пин тенкĕ таран. Сăмах май, кадрсен ыйтăвĕ паян концернра кăна мар, ытти çĕрте те çивĕч.

Преференциллĕ режимсем туса хурас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Е тата — Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зони туса хурасси. Малтан ТОСЭР пулмаллаччĕ, анчах УЭЗ условийĕсем хулашăн, республикăшăн тата лайăхрах: ĕç вырăнĕ те ытларах пулĕ, таможня пошлинипе, ыттипе çыхăннă çăмăллăхсем пысăкрах, шайĕ те — вăтам форматлă ТОСЭРăннинчен чылай çӳллĕрех. Унта 80 миллиард тенкĕлĕх инвестпроектсене пурнăçламалла.

Пилĕк инвестор паллă та ĕнтĕ. Эпĕ суту-илĕве те хисеплетĕп, çапах производствăна маларах хуратăп: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, вăрман тирпейлессипе, биопластик туса кăларассипе çыхăннă çĕнĕ производствăсем пулĕç — 1,1 пин ытла ĕç вырăнĕлĕх. Сăмах май, инвесторсем тĕлĕшпе хальччен ĕç арпашуллăрах пулнă. Инвестор региона килет те кампа çыхăнмаллине те пĕлмест. Кăçал инвестици аталанăвĕн агентствине йĕркелеме пултартăмăр — лару-тăру улшăнмалла. <...>

Татьяна ВАШУРКИНА, Николай КОНОВАЛОВ калаçнă.

♦   ♦   


Бильярд сĕтелĕ те туса панă

«Хулари тăватă стена пирĕн валли мар. Эпир ял пурнăçнех килĕштеретпĕр. Мăшăр та манпа пĕр шухăшлă. Ялта ĕç нумай пулин те вăл пире илĕртме нихăçан та пăрахмĕ», — теççĕ Вăрнар районĕнчи Малтикас Ялтăрара пурăнакан Никитинсем.

Асламăшĕн килĕнче тĕпленнĕ

Сергей Анатольевич Вăрнар районĕнчи Аçăмçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Ертӳçĕ пуканĕ çине ларнăранпа çулталăк та çитмен. Çапах çамрăкскер халăх юратăвĕпе шанăçне тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Никитинсене ял мĕнпе илĕртнĕ, кунта хăйсен вырăнне тупма çăмăл пулнă-и вĕсене?

«Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти 1-мĕш професси лицейĕнче радиоэлектроника енĕпе пĕлӳ илтĕм. Ун хыççăн Çĕмĕрле районĕнчи Луговая ялĕн пикипе Иринăпа çемье чăмăртарăмăр. Унпа эпир клубра паллашнăччĕ. Çамрăк чухне хĕр шыраса çывăхри кашни ялах çитнĕ. Малтан хулара пурăнтăмăр. Ĕç вырăнне те тупнăччĕ, арăм аслă пĕлӳ илетчĕ. Манăн хулара пурăнас килместчĕ, чун ялах туртатчĕ. Ку ыйтăва тӳрех çĕклеме хăрарăм. «Яла кайса пурăнар-и?» — ыйтрăм пĕррехинче мăшăртан. Вăл хирĕçлемерĕ. Çавăнтанпа, 2006 çултанпа, ялта кун кунлатпăр. Пирĕн асаннен пӳртĕнче тĕпленмелле пулчĕ. Малтан аттен амăшĕпе тата унăн йăмăкĕпе пĕрле пурăнтăмăр. Сăр хĕрринче окоп чавнă асанне 94-а çитсен, 2015 çулта, пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Çав вăхăтри йывăрлăхсем пирки вăл час-часах каласа кăтартатчĕ. Шел те, ун чухне никам та диктофон çутса унăн аса илĕвĕсене çыртарма ăс çитереймен. 80 çул иртсен вĕсен паттăрлăхĕ çинчен хаçатра çырса кăтартасса кам шухăшланă? Асаннен йăмăкĕ халĕ те пирĕнпе пурăнать. Вăл авăн уйăхĕнче 90 çул тултарчĕ. Япăх илтет, ăс-тăн çивĕчлĕхĕ те чакрĕ», — каласа кăтартрĕ кил хуçи.

Ертӳçĕ тилхепине тытиччен Сергей Анатольевич 5 çул ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă. Вăл çине тăнипе тата халăх укçа-тенкĕ пухма килĕшнипе ялта ача-пăча лапамĕ уçнă. Çуралса ӳснĕ тăрăха тирпей-илем тата хăтлăх кĕртессишĕн вăл чунне пама хатĕр.

Ылтăн алăллăскер килĕнче те ахаль лармасть. Пушă вăхăтра Сергей Анатольевич йывăçран сĕтел-пукан тата ытти хатĕр-хĕтĕр тăвать. Çак ăсталăх ăна кукашшĕнчен куçнă. Хăй вăхăтĕнче вăл лайăх платник пулнă. Сăмах май, бильярд сĕтелне ун патĕнче темиçе çын та тутарнă.

«Яла килсен асаннепе йăмăкĕ пурăнакан çурта çĕнетме шухăшларăмăр. Йывăç пӳртрех кун кунлас килнĕрен аялти хутне кирпĕчрен купаларăмăр, пурана ун çине хăпартса лартрăмăр. Пирĕнпе пĕрле пурăнакан ватăсем çурта çĕнетме нумай пулăшрĕç. Шел те, патшалăх программипе усă курма май килмерĕ. Выльăх-чĕрлĕх нумай усрарăмăр. Вĕсене сутса тупăш тукаларăмăр», — калаçăва тăсрĕ Сергей Анатольевич.

Хăй вăхăтĕнче ялта харпăр усламçă пек те ĕçлесе пăхнă вăл. Кивелнĕ, юрăхсăра тухнă çемçе сĕтел-пукан юсаса çĕнетнĕ. Кун пирки пĕлтерӳсем вырнаçтарнă. Клиентсем пулăшу ыйтса час-часах шăнкăравланă. Сергей Анатольевич Вăрнарпа Çĕмĕрле районĕсенчи чылай киле çитнĕ. Диванпа сĕтел-пукана иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула ку енĕпе ĕçлеме пăрахсан та пулăшу ыйтса шăнкăравлакансем тупăнсах тăнă, ăста специалистăн алли çыпăçулли çакăнта та палăрать. Усламçă пек ĕçлеме чарăнсан та хăйĕн чун киленĕçĕпе аппаланма пăрахман вăл. Çемье бюджетне ӳстерес тĕллевпе Мускава та ĕçлеме кайнă.

Любовь ПЕТРОВА.


Ĕнесен канмалли кун çук

Çĕмĕрле районĕнчи Хутарта пурăнакан Секайкинсене урамра тĕл пултăмăр. Николайпа Альбина ферма хыçĕнче çул саратчĕç. «Çуркуннепе кĕркунне фермăна кĕрсе тухма кансĕр, çавăнпа кивĕ кирпĕч ванчăкĕсене те пулин унта пăрахма шухăшларăмăр», — пĕлтерчĕç хĕрсе ĕçлекенскерсем.

Лаша яла илем кӳрет

Альбина хулара çуралса ӳснĕ. Николай — Хĕрлĕ Чутай районĕнчен. Мăшăрĕпе вăл Çĕмĕрлере ДОСААФа вĕренме килсен 1996 çулта паллашнă. Çемье чăмăртанă хыççăн çак хулара Альбинăн амăшĕн хваттерĕнче пурăннă. Яла вĕсем аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ патне кăна кайкаласа çӳренĕ. Кайран кунта пурăнма куçса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме шухăшланă. Малтан вăкăрсем тытнă. Ĕне усрама тупăшлăрах тенине илтсен çак выльăха туяннă. Секайкинсен патшалăхран пулăшу илме май килнĕ. Вĕсем хăйсен хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе бизнес-план çырса хатĕрленĕ. 2015 çулта 1 миллион тенке тивĕçсе ферма хуçалăхĕ уçнă, çĕнĕ техника туяннă. Икĕ трактор, пресс, ĕнесем илнĕ. Фермăна хăйсен вăйĕпех çĕкленĕ. Халĕ унта сăвăнакан 23 ĕне, 2 лаша, сурăхсем пур.

«Малтан ферма вырăнĕ пушăччĕ. Çывăхра асфальт çул пурри çеç малалла аталанма шанчăк пачĕ. Виçĕ уйăхра ферма туса лартрăмăр. Ĕçе пуçариччен нимĕнле техника та çукчĕ, утта кĕреплепе пуçтарса сенĕкпе тиеттĕмĕр. Ытларах мотоблокпа ĕçлеттĕмĕр.

Эпир малтанах 5 ĕне çеç тытнă. Çапах пĕр ĕне валли те хĕл каçарма 3 тонна утă кирлĕ, апла тăк 5-шĕн валли — 15. Грант пулăшнипе çĕнĕ МТЗ-80 трактор илтĕмĕр. Ялта ĕçе пуçарма пире хамăр çак ĕмĕтпе çунатланни тата тăвансем юнашар пулни пулăшрĕ. Йывăр чухне те хуçалăха пăрахса хулана каясси пирки нихăçан та шухăшламан. Пĕлтĕр кĕсрепе ăйăр туянтăмăр. Лаша ял пурнăçне илем кӳнĕ пек туйăнать», — фермер хуçалăхне пуçарнă вăхăта аса илчĕ, хальхи пирки каласа кăтартрĕ Николай.

Çемье Альбинăн асламăшĕн çуртĕнче пурăнать. Унăн амăшĕ те çавăнтах кун кунлать. Хуçалăхра вĕсене 18 çулти ывăлĕ, пиччĕшĕ Сергей пулăшаççĕ. Сергей канмалли кунсенче хăйĕн çемйи патне Çĕнĕ Шупашкара каять. Мăшăрĕ хуларан хальлĕхе килесшĕн мар. «Эпир ялти ытти çынна та ĕçе явăçтарса пăхрăмăр. Анчах, шел те, вĕсенчен пĕри те нумайлăха тытăнса тăраймарĕ. Пĕр е икĕ кун ĕçлеççĕ те çухалаççĕ, е эрех-сăра ĕçме тытăнаççĕ. Кунашкал çынсене шаниччен хамăрах тăватпăр тесе шухăшларăмăр. Пирĕн ĕне сумалли икĕ аппарат. Кал-кал ĕçлесен ĕлкĕретпĕр. Çулла выльăха электрокĕтӳçĕ «пăхать». Вăл пурри чылай çăмăллăх кӳрет. Арендăна илнĕ 100 гектар çинче утă, тыр-пул туса илетпĕр. Пирĕншĕн çулла çеç мар, кашни кун пĕр самант пек хăвăрт иртет. Хăш вăхăтра кĕре кĕнине те сиссе юлаймарăмăр», — чунне уçрĕ кил хуçи. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Чуна кăшлатчĕ шухăш»

Куславкка районĕнчи Карачри Изотовсен çемйи хулара 27 çул пурăннă хыççăн тăван ялне таврăннă. Çĕнĕ Шупашкарти икĕ пӳлĕмлĕ хваттерĕ халĕ пушах. Мĕн илĕртнĕ, хистенĕ çапла тума? Ун пирки Лариса Петровна хăй каласа кăтартрĕ.

«Эсĕ кама çаратрăн?»

— Эпĕ ку тăрăхран мар, Шупашкар районĕнчи Мемешре çуралса ӳсрĕм. Сакăр класс хыççăн Шупашкарта почтальонкăра ĕçлеме пуçларăм. Владимирпа, манран 11 çул аслăскерпе, тĕп хулара икĕ хут курнăçрăмăр. Виççĕмĕшĕнче вăл ман пата лантăш çыххипе пычĕ те машинăна лартса Карача илсе килчĕ. Сăмах май, çавăнтанпа 55 çул хушши парнелет вăл мана ырă шăршăллă çав чечеке. Темиçе кунран амăшĕ Перасковья Федоровна çĕре кĕчĕ. Ашшĕ вăрçăра пуç хунă. Халĕ çамрăксенчен хăшĕ-пĕри паллашнă хыççăнах, пĕр-пĕрин ятне пĕлмесĕрех, юнашар кĕрсе выртать. Владимир вара качча пырсан та сакăр кун мана тĕкĕнмерĕ. Ун хыççăн тин арăмĕпе упăшки шутланма пуçларăмăр. Икĕ çултан Лада çуралчĕ, тепĕр ултă çултан — Анжела. Качча килсенех бригадăра ĕçлеме пуçларăм, унтан дояркăра вăй хутăм. Каярахпа Шупашкарта анлă профильлĕ парикмахера вĕренсе килтĕм те Карачри йăла ыйтăвĕсен çуртĕнче çичĕ çул вăй хутăм. Ку çеç те мар, çĕвĕ мастерскойне те ертсе пытăм. Эпĕ пĕрех малалла вĕренес шухăша пăрахăçламарăм, ялти вăтам шкулта экстерн майĕпе виçĕ çулшăн пĕр çулта экзаменсем тытса алла аттестат илтĕм. Аслă хĕр пĕрремĕш класа кайма пуçласан пуçа хулана тухса каяс шухăш пырса çапрĕ. Çĕнĕ Шупашкара çул тытрăмăр. Хваттер çук, мăшăр пĕр общежитире пурăнать, эпĕ — тепринче ачасемпе. Спутник хулара та пĕлĕве ӳстерес терĕм, химипе механика техникумне каçхи уйрăма вĕренме кĕтĕм. Ун хыççăн хими комбинатĕнче ĕçлерĕм. Уйрăмах сиенлĕ цеха — сăрăсем кăлараканнине — лекрĕм. Çав вăхăтрах пысăк лавккасенче грузчикре, тирпейлӳçĕре вăй хутăм. Кĕçех общежитире пӳлĕм пачĕç. Владимир малтан сантехникра ĕçлерĕ, унтан сварщика вĕренсе тухса чи пысăк разряда тивĕçрĕ. Ремстроймаша вырнаçрĕ. Унта ĕç укçине ун чухнехи вăхăтшăн питĕ лайăх тӳленĕ. Пĕррехинче вăл мана 360 тенкĕ парасшăн пулчĕ. Эпĕ илмерĕм: «Эсĕ кама çаратрăн? Мана кун пек укçа кирлĕ мар», — терĕм. Бухгалтерирен илнĕ расчеткăна кăтартсан тин ĕнентĕм, — чунне уçса калаçрĕ Лариса Петровна. Çул хыççăн çул сисĕнмесĕрех иртнĕ. Вĕсем хваттерлĕ те пулнă. Пурăнсан-пурăнсан теприне те илме мехел çитернĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпир утакан сукмак çине акмасăрах тулă шăтнă»

«Эпĕ çулталăк çурăра чухне анне тырă вырма тухнă. Мана 11-ти аппапа хăварнă. Аппа патне тантăшĕсем [икĕ хĕрача] выляма килнĕ. Вĕсем мана çывăратма тесе аслăк çине хăпартнă. Астумасăр, ăнсăртран ӳкернĕ. Эпĕ хуп-хура пулса кайнă. Телее, кӳршĕре кинемей пурăннă. Аппа ун патне чупнă. Хайхискер мана сивĕ шывпа сапнă, питрен çапкаланă. Кĕçех питĕм çинче шурă пăнчă курăнса кайнă. Çапла эпĕ майĕпен шуралса пынă. Пурăнас кунăм пулнă ĕнтĕ… Анчах аслăк çинчен ӳкни ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн çинчен астутарса тăрать», — çапла пуçларĕ калаçăва Куславкка районĕнчи Илепар ялĕнче пурăнакан Вера Маркелова. Çурăм шăмми ыратнăран Вера Михайловна пĕкĕрĕлсе утать.

Калча та панă, чăх та парнеленĕ

Çитĕнсен, качча тухсан аппăшĕ йăмăкĕ патне пĕрмай çыру çырнă, кашнинчех унăн сывлăхĕшĕн пăшăрханнă. Ачапча чухне аслăк çинчен ӳкернĕшĕн темиçе хутчен те каçару ыйтнă. «Вера, кала-ха: мĕн ыратать санăн?» — çыратчĕ вăл. Эпĕ чĕре, ӳпке, пӳре, куç ыратма пултараççĕ тесе шухăшланă. Шăмă та ыратма пултарассине пĕлмен. Каçал тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуркунне тĕртнĕ япаласене, михĕсене вăрмантан анакан шывра çăваттăмăр. Тĕртнĕ япаласем питĕ йывăрччĕ. Пӳрте çуса тасатса çăва кĕтсе илме хатĕрленнĕ. «Анне, кукамай, манăн çаксем йăлт ыратаççĕ», — теттĕм çурăма тытса кăтартса. «Мĕнле вăл çамрăклах ыратать?» — аллине шарт çапатчĕ кукамай. Шкулта тĕрĕс тăманшăн «2» паллă лартатчĕç. Яланах çурăм ырататчĕ. Каярахпа анне тырă вырма илсе каятчĕ. Вăрман çумĕнче тыр-пул питĕ вăйлă пулатчĕ. Астăватăп-ха: пучахĕсем тем пысăкăшчĕ! Вырнă чухне авăнма çук пилĕк ырататчĕ. Кĕлтисем шутсăр йывăрччĕ. «Ыратать», — тенине анне те пур чухне те ĕненмен пулĕ. Ыратать, ыратать, мĕн тăвăн ĕнтĕ — çаплипех пурăннă. Шупашкартан Илепара пурăнма куçсан аптекăра пĕр вăхăт санитаркăра ĕçлеме тӳр килчĕ. Кĕвентепе шыв йăтмаллаччĕ, пĕр çухрăма яхăн утмаллаччĕ. Питĕ нушаланаттăм. «Вера аппа, Шупашкара МРТ тутарма кайса килĕр-ха», — сĕнчĕ пĕррехинче ялти тухтăр. Çурăм çинче 5 шăмă куçнине тĕрĕслев кăтартрĕ. Яла килсен хăмла çинче те ĕçлерĕм, кăшман та кăлартăм. Халĕ ав тăватă çул ĕнтĕ çапла пĕкĕрĕлсе çӳретĕп. Ура та ыратать. Юрĕ-çке… Мухтав Турра, эпир утакан сукмак çине акмасăрах шăтса тухнă сарă тулă. Мĕн курасса пĕлесле çырса хунă аслă Турă», — калаçăва сăвăлласах сыпăнтарчĕ Вера Михайловна.

Çак сăмахсене вăл маларах, ялти «Енĕш» фольклор ансамбльне çӳренĕ чухне, сцена çинчен каланă. Вăл яланах юрлама кăмăлланă. «Халĕ çурăм шăмми ыратать те кăмăл çук. Ыратнă чухне юрлас килмест», — пытармарĕ хĕрарăм…

Аса илӳ çăмхи сӳтĕлнĕçемĕн сӳтĕлчĕ. Верăн ашшĕ Михаил Толстов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн орден-медале тивĕçнĕ. Амăшĕ, Каçал тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мăрат хĕрĕ Анастасия Павлова, Сăр енче окоп чавма хутшăннă. Ашшĕ, Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс каччи, иккĕ авланнă. Малтанхи мăшăрĕ 1943 çулта вилнĕ. Унтан хĕрпе ывăл юлнă. Михаил Михайловича хăйĕнчен 11 çул кĕçĕн хĕре Анастасийăна тупса панă. Ашшĕ пурнăçран уйрăлсан Верăпа /вăл 5-ре пулнă/ амăшĕ Çĕнĕ Мăрата пурăнма куçнă. Ялта чăпта çапмалли эртел пулнă. Амăшĕ унта ĕçлеме вырнаçнă. Çавăнпа Верăн ачалăхĕ Çĕнĕ Мăратра иртнĕ. Вырăнти шкулта 7 класс пĕтерсен вăл фермăра ĕçленĕ. Ирхи виççĕре тăрса ĕçе чупнă. Çулталăкра 363 ĕç кунĕ тунине аса илет вăл халĕ. Галина Борисова учительница шелленĕ ăна, Шупашкара кайма сĕнӳ панă. Амăшĕн тăванĕсем Верăна тĕп хулара пропискăна тăма пулăшнă.

«Больницăра та, столовăйра та ĕçлемелле мар, санăн завода вырнаçмалла», — сĕнчĕç тăвансем. Эпĕ, ялти хĕр, фермăра ĕçленĕскер, завода кайма питĕ хăраттăм. Пĕрех «Химтекстильмаша» вырнаçрăм. Шлифовщицăна вĕренме кĕтĕм. Каярахпа общежитире вырăн пачĕç. Кĕçех пулас мăшăрпа, Илепар каччипе Альберт Маркеловпа, тĕл пултăмăр. Вăл пир-авăр комбинатĕнче электрикра вăй хуратчĕ. Каярахпа упăшкана 9 тăваткал метрлă пӳлĕм пачĕç. Унта телейлĕ пурăнтăмăр. Ывăл Владимир çут тĕнчене килчĕ. Унтан пире виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерĕн пĕр пӳлĕмне пачĕç. Уншăн тата ытларах хĕпĕртерĕмĕр. Хĕрĕмĕр Ирина çут тĕнчене çавăнта килчĕ. Мăшăрăм монтажникре вăй хучĕ, эпĕ приборсем тăвакан завода куçрăм. Заводран хваттер уйăрчĕç. Хунямана хулана илсе килтĕмĕр. Вăл чире пула çӳрейместчĕ. Ăна 14 çул пăхрăмăр. Яла пенсие тухичченех, 1991 çулта, куçса килтĕмĕр. Сăмах май, эпĕ ун чухне хĕрĕх пиллĕкреччĕ. Хуняма 1990 çулта вилчĕ. Штата кĕскетнипе мăшăр ĕçсĕр юлчĕ. «Аттен пӳрт вырăнне пĕтерес мар, яла каятăп», — терĕ пĕррехинче упăшка. «Атя, халех каймастпăр. Хулара тата кăштах пурăнатпăр», — сĕнтĕм эпĕ. «Çук, манăн питĕ каяс килет», — пулчĕ хурав. Пĕрех хăй шухăшланă пек турĕ. Тăван ялне кайсан «Аниш» совхоза энергетике вырнаçнă вăл. Пĕр уйăх ĕçлесен ăна фермăран сысна çури, пăру панă. «Вера, ялта ĕç вырăнĕ пур. Хăмла çинче те, кăшман тунă çĕрте те вăй хума пулать», — терĕ вăл хулана пырсан. Вара эпĕ те яла килес терĕм. Ара, çемьеллĕ хĕрарăмăн мăшăрĕпех пурăнмалла-çке. Ун чухне çуркуннеччĕ. Çу уйăхĕ. Ял çыннисем питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Пире купăста, помидор калчисем, çĕр улми вăрлăхĕ пачĕç. Лашапа сухалама та, лартма та пулăшрĕç. Ĕне усракансем сĕт те паркаларĕç. Чĕпĕсем илсен чăх та парнелерĕç. Кӳршĕсем питĕ лайăх. Каярахпа ĕне те, сысна та усрарăмăр. Аптекăра ĕçлесе пенсие тухрăм. Упăшка совхозра вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Иксĕмĕр те — ĕç ветеранĕсем», — каласа кăтартрĕ Вера Михайловна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


ЧЭАЗ: ÿсĕмĕн çĕнĕ туртăмĕсем

Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ертӳçĕ улшăннă — генеральнăй директор должноçне Алексей Ильбеков йышăннă. Вăл пирĕн хаçата панă пĕрремĕш интервью — ăнăçу историйĕ, яваплăх туйăмĕ, предприяти аталанăвĕн планĕсем тата халăх писателĕпе тăванлă пулни çинчен.

Киле таврăнтăм

— Алексей Анатольевич, ЧЭАЗ гендиректорне уйăрса лартиччен эсир Крылов патшалăх наука центрĕнче — тĕнчери карапсем тăвассипе çыхăннă чи пысăк тĕпчев центрĕсенчен пĕринче — ĕçленĕ. Карапсем тата эпир — ЧЭАЗ, ытла инçе мар-и?

— Юнашарах! Электроаппарат завочĕ тинĕспе çыхăннă нумай проекта пурнăçланă. Вĕсенчен чылайăшĕнпе унччен кунта эпĕ хам та ĕçленĕ. Çав шутра — В.Филановский ячĕллĕ нефтегазоконденсат вырăнĕнчи пăр çинчи платформа электрооборудованине наладка туса хута яни, «Арктика», «Сибирь», «Урал», «Чукота» пăр çĕмренсене электрооборудованипе тивĕçтерни. «Иван Папанин», «Ермак» çар карапĕсем çинче те — Шупашкар техники. Унта эпир Раççейре пуçласа ют çĕршывсен аппарачĕсен вырăнне ЧЭАЗăн «БЭМП» йышши РЗА микропроцессор хатĕрĕсене вырнаçтарнă.

— Санкт-Петербурга провинцири Шупашкарпа улăштарасси ансат пулмарĕ-тĕр?

— Çĕршывăн электротехника отраслĕн флагманĕ шутланакан пысăк предприятие ертсе пыма килĕшесси çăмăл пулмарĕ. Питĕ пысăк яваплăх, çăмăл пулмассине ăнланатăп. Чăваш Ен тĕп хулине куçассипе çыхăннă йышăнăва вара пирвайхи хут эпĕ, ял ачи, 16 çулта чухнех тунă. 2003-2020 çулсенче пурăнакан тĕп вырăн кунта пулнă. Шупашкарта эпĕ икĕ аслă пĕлӳ илнĕ, професси енĕпе çĕкленесси çак хулапа çыхăннă. Кунта çемье çавăрнă, Шупашкарта манăн питĕ маттур икĕ ача çуралнă. Эпĕ киле таврăнтăм. Анчах Санкт-Петербурга та çав илемлĕ те аслă хулара пирвайхи хут командировкăра пулнăранпа юрататăп.

— Хăй вăхăтĕнче эсир аялтан пуçланă — токарьтен. Çакă пуçлăхшăн лайăх-и е… сая янă çулсем-и?

— Ĕç биографине Шупашкарти агрегат заводĕнче токарь-расточникрен пуçларăм. Виççĕмĕш сменăра ĕçлеттĕм, мĕншĕн тесен производствăран уйрăлмасăр вузăн кăнтăрлахи уйрăмĕнче вĕрентĕм. Çав совет саманинченех пыракан производство шкулне чĕререн тав тăватăп, вăл мана 9,5 çул хушшинче токарьтен механосборка производствин пуçлăхĕ таран ӳсме май пачĕ. Çакнашкал опыт ертӳçĕшĕн питĕ усăллă — çынсене ăнланма, тĕрĕс йышăнусем тума пулăшать.

Аталану çулĕпе

— Çĕнĕ ертӳçе çĕнĕ шăпăрпа танлаштараççĕ — сирĕн тĕслĕх-и?

— Хама «шăпăрпа» нихăçан та танлаштарман. Профессионалсен командипе кăна çитĕнӳ тума пулать, ЧЭАЗра вара чăннипех хăйсен ĕçĕн ăстисем ĕçлеççĕ. Паян çынсемпе ытларах хутшăнма тăрăшатăп — заводри лару-тăрăва, ĕçлекенсене мĕн хумхантарнине пĕлмелле. Документсемпе вара çĕрлесерен те ларма пулать… Завод хуçи Михаил Аркадьевич Шурдов лартнă тĕллевсене пурнăçланă май çĕнĕ çул-йĕрпе продуктсене аталантарăпăр. Преобразователь техникинех илер. Юлашки çулсенче ЧЭАЗ компактлă инверторсем, электроэнергин 1% шайĕнчи пĕчĕк çухатуллă частотăллă преобразователĕсене хатĕрлессине пысăк укçа хывнă. Серипе кăларнă пирвайхи тĕслĕхсене çак уйăхра заказчик патне тиесе ăсататпăр. Рынок пысăк: карапсем тăвакан отрасль кăна çак продукцие вун-вун миллиард тенкĕлĕх илме хатĕр. Завод чикĕ леш енчи опыта евĕрлемест, тĕнче шайĕнчи çĕнĕ продукт хатĕрлет. Çавна май принцип тĕлĕшĕнчен çĕнĕ электроника кирлĕ. ЧЭАЗ электроэнерги преобразователĕсем валли электронлă модульсем тумашкăн хăйĕн производствине йĕркелеме йышăннă. Эпир вĕсене халех кирек хăш заказчик валли виçеллĕ хаксемпе туса кăларма хатĕр.

Аталантармалли тепĕр çул-йĕр — электросистемăсен микропроцессорлă реле хӳтлĕхĕпе автоматики. Унăн логикăпа килĕшӳллĕ тăсăмĕ — цифра подстанцийĕ. Çак техникăна ĕçе кĕртни объект шанчăклă ĕçленине online режимпа сканерлама май парать, ку подстанцие пăхса тăрассине йӳнетет, унăн ĕçĕн шанчăклăхне ӳстерет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Паян тăкаклă ĕçлеме юрамасть

Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» агрофирма» тулли мар яваплă обществăра кăçал çĕр улмине — 680, пахча çимĕçе 53 гектар çинчен пухса кĕртеççĕ. Республикăра вăл — «иккĕмĕш çăкăра» чи нумай çитĕнтерекен ял хуçалăх организацийĕсенчен пĕри. Ăна туса илессине, управсенче хĕл каçарассине, сутассине епле йĕркеленĕ-ха? Авăнăн 23-мĕшĕ тĕлне 550 га çинчен пуçтарса илнĕ. Çак уйăхра юлнине пухса кĕртеççĕ. Мĕншĕн 700 гектартан иртмеççĕ?

— Хăш-пĕр çул ытларах та лартнă. Обществăна кĕрекен «Слава картофелю — Яльчики», «Слава картофелю — Канаш», «Комсомольские овощи» агрофирмăсем 750-800 гектара çăмăллăнах çитерме пултараççĕ, — терĕ обществăн генеральнăй директорĕн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ Юрий Емельянов. — Анчах лартсан пухса кĕртмелле вĕт. Пысăкрах лаптăкран çанталăк сивĕтиччен кăларса пĕтерейместпĕр. Пирĕн хальхи трактормашина йышĕ 700 га валли. Тĕрĕссипе, кăштах ытларах та туянатпăр. Мĕншĕн? Пĕри çĕмĕрĕлсен çийĕнчех теприне ĕçе кĕртме.

Пĕтĕм лаптăк — Комсомольски, Канаш, Елчĕк районĕсенче. Кишĕре, хĕрлĕ кăшмана, купăстана пухса кĕртме, «иккĕмĕш çăкăрпа» пĕрле пуçтарăнакан хура тăпрана хире кăларма уйрăм çынсен трактор-машинине те явăçтараççĕ. «Слава картофелю» общество пĕрлештерекен компанисен ушкăнĕ туса илекен çĕр улмин пысăкрах пайĕ — ир тата вăтам тапхăрта пулакан «Ред Скарлет», «Гала» сортсем. Вĕсен вăрлăхне кунта кирек хăçан та туянма пултараççĕ. Çитес çулсенче малтан предприяти лабораторийĕнче, кайран унăн çумĕнчи теплицăра тата хирте ĕрчетекен «Гулливер», «Метеор» сортсене сутлăха кăларма пуçласшăн.

Компанисен ушкăнĕ пĕлтĕр апатлăх çĕр улмипе вăрлăх 22 пин тонна туса илнĕ. Пилĕк управпа усă кураççĕ. Çав чикĕрен кăçал та чакасшăн мар. Пĕрремĕшĕнче лаборатори çумĕнчи теплицăра туса илнĕ вăрлăха хĕл каçараççĕ. Унта 20 тонна кĕрет. Иккĕмĕш склада хирте çитĕнтернĕ 4 пин тонна вăрлăха хураççĕ, пĕр секцири контейнерсенче 700 тонна хĕл каçать, сорчĕ тĕрлĕрен. Управра пĕрешкел температура тытса тăраççĕ. Виççĕмĕшĕ — Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче.
Кунта 1, 2 тата 3-мĕш репродукциллĕ 1 пин тонна вăрлăх тата 6 пин тонна апатлăх çĕр улми вырнаçтармалăх. Тăваттăмĕшĕнчи икĕ склада 2000-шер тонна апатлăх çĕр улми кĕрет. Вĕсем Комсомольски ялĕнче.

— Кăçал кунта 4200 тонна упрамалли тата çулталăкра 9600 тонна çуса тасатмалли, чĕркесе суту-илĕве ăсатмалли комплекс тума пуçларăмăр, — пĕлтерчĕ «Слава картофелю» агрофирма» обществăн ĕç тăвакан директорĕ, бизнес проекчĕн ертӳçи Рамиль Идиатуллин. — Вăл 4680 тăваткал метр йышăнать. Подряд организацийĕ авăнăн 22-мĕшĕ тĕлне строительство ĕçĕсен — 85%, çĕр улми управĕн 95% туса пĕтерчĕ. Хĕл каçарма унта та çĕр улми хурасшăн. Тĕнчере анлăн усă куракан, «иккĕмĕш çăкăра» упрамалли Голланди технологине ĕçе кĕртетпĕр. Управа /тăршшĕ — 60, сарлакăшĕ 48 метр/ çĕр улмине тултарнăçемĕн урайĕнчен каналсемпе типĕ сывлăш парса типĕтетпĕр, пĕр пек температура тытса тăратпăр, автоматика сывлăшăн нӳрĕк хисепне, температурăна, сывлăш юххине йĕркелет. Продукцие тирпейлесе чĕркемелли зона управпа юнашарах, виçĕ секцирен тăрать, кашнин тăршшĕ — 30, сарлакăшĕ 20 метр. Çĕр улмине çăватпăр, типĕтетпĕр, 5-25 килограмм кĕрекен хутаçсене тултаратпăр. Комплекса хута ярсан компанисен ушкăнĕ туса илекен «иккĕмĕш çăкăрпа» пахча çимĕçе упрама, производство калăпăшне ӳстерме çĕнĕ лаптăк пур. Çакăнпа пĕрлех предприяти тупăш ытларах илме пуçлĕ, рынок конкуренцийĕнче çĕр улмине чĕркекен компанисемпе танлашĕ.

Çуса тасатнă продукцие килес çулхи кăрлачнарăс уйăхĕсенче сутлăха ăсатма тĕллев лартрăмăр. «Иккĕмĕш çăкăра» фасовкăлакансем республикăра пур, çапах çулталăкра 9600 тонна тиесе яраканни çук. Тен, ĕçе икĕ сменăпа та йĕркелĕпĕр. Производствăн 95% механизацилетпĕр. Çапах çĕр улмине суйлама çынсене те явăçтарăпăр. Çавăнпа çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелĕпĕр. Робот çеткăсене тултарнă çĕр улмине поддон çине йĕркипе хурать.

«Хыпар» журналисчĕсем объектра пулнă чухне строительсем комплекс тăррине витетчĕç, урайне бетон яма хатĕрленетчĕç, ытти ĕçе тăватчĕç. Унăн çумĕнче биологи тĕлĕшĕнчен тасатмалли сооружени те пулать. Общество пин-пин тонна продукци туса илсе сутни республикăшăн та, çĕршывшăн та лайăх. Вăл халăха «иккĕмĕш çăкăрпа» тивĕçтерес ĕçе пысăк тӳпе хывать. Çавăнпа компанисен ушкăнĕн ĕç-хĕлне ЧР Ял хуçалăх министерстви пысăка хурса хаклать. Калăпăр, «Слава картофелю» кăçал сутма палăртнă чухлĕ пĕр çулталăк тиесе яраймасанах республика кăтартăвĕ самаях пĕчĕкленет. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Ура чĕркуççирен шатăрт татăлса ÿкессĕн туйăнатчĕ»

«Мĕнле пурăнатăн? Ĕçрен таврăнатăн-им-ха? Турăпа пĕрле çӳре», — кил умĕнчен иртекене ырă сунса, пил парса ярать 100 çулти Перасковья Моисеевна. Кашнинех паллать, аякранах асăрхать вăл, хăлхи те лайăх илтет. «Паян мĕнле паллă илтĕр-ха? Шкулта лайăх вĕренĕр ачамсем. Учителе итлесе ларăр», — пĕлӳ çуртĕнчен таврăнакан ачасене те чĕнмесĕр ирттерсе ямасть. Перасковья Герасимова Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинче тахçантанпах пĕччен пурăнать. Тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илекенскер юлашки вăхăтра япăхрах курма тытăннăран урама тухса вĕсене пăхса ларма юратать. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче 100 çул тултарнă вăл.

Тăлăхсене окоп чавтарман

«Пысăк уяв, Октябрь праçникĕ çывхарса пыратчĕ. Райкомра ĕçлекен атте каç енне киле таврăнчĕ те нимĕç фашисчĕсем вăйлансах пыни, кĕçех Сăр тăрăхне окоп чавма тухса каймалли пирки пĕлтерчĕ. «Праски, манпа пыратăн-и?» — терĕ. «Каймалла тăк каятăп, юлмастăп, атте», — терĕм. «Эсĕ тата, Александр?» — ыйтуллăн пăхрĕ пичче çине. Вăл чирлекелетчĕ, çапах пĕрле пырассине систерсе пуçне сулчĕ. Лаша кӳлсе ир-ирех çула тухрăмăр. Ун чухне юр ӳкме ĕлкĕрейменччĕ, Сăр шывĕ те шăнманччĕ, шарлаттарса юхатчĕ. Атте чăрăш лăсси нумай хуçса килетчĕ. Çавна çунтарса апат пĕçереттĕмĕр. Савăт-сапине, çимеллине хамăрпа пĕрле илсе кайнă. Каç енне атте чăрăш лăссине çĕр çине хулăнрах саратчĕ те çывăрма выртаттăмăр. Минтерĕ те, тӳшекĕ те, утиялĕ те çавă пулнă пирĕн. Салтăнман ĕнтĕ. Тутăр салтса çӳç тураса çивĕтленине те астумастăп. Эх, мĕнле кăна нуша курман-ши? Атте кăвайта сӳнме памасăр çĕрĕпех çунтаратчĕ. Ун ăшшипе ыйха путаттăмăр. Ирхине шăмшака хускатма йывăрччĕ. Вăрансанах шăннипе чĕтреме ереттĕмĕр. Пачах куç хупман атте тепĕр кунхине епле блиндаж тунă-ши? Пирĕн умра кăмăлсăрланса кăтартман вăл, куçран йăвашшăн пăхатчĕ. Пиччепе иккĕшĕ пĕрле ĕçлетчĕç. Хыр лăсси çунтарни вилĕмрен хăварчĕ пире. Атте пулман тăк çăлăнса та юлаймăттăмăр», — пĕтĕмпех ĕнер çеç пулса иртнĕ пек каласа кăтартать Перасковья Моисеевна.

Ялти клуб заведующийĕ Ева Петрова ăна пӳлсех ялтан окоп чавма тата кам-кам хутшăннине пĕлесшĕн пулчĕ. Шел, малтан çавсене шута илмен. Кĕлĕмкассинчен кăна 29 çын тухса кайни паллă-ха, анчах вĕсен хушшинче камсем пулнине пĕлекен çук.

«Ялтан питĕ нумаййăн кайрăмăр. Ятар Михалисем, Татюк Магасева, Анюк Магасева, Анюк Спиридонова, Улпут Микулайĕсен ывăлĕ Петĕр, Ванюк Долгов, Синьян Маюкĕ… Темиçе çул каялла пурне те пĕлсе тăраттăм, халĕ аса килмеççĕ çав. Пирĕн Нинук вĕренетчĕ те ăна илсе каймарĕç. Правленире ĕçлекенсем пĕри те пыман. Килсерен налук пуçтарса çӳретчĕç. Нимех те параймасан арчана çĕмĕретчĕç. Куншăн хĕрсемпе хĕрарăмсем татăлса йĕретчĕç. Ара, чи хаклă пурлăх çавă пулнă-çке. Пушар тухсан чи малтан арчана йăтса чупнă. Тупрана пурте унта упранă. Эх, ку самана, темĕн те тӳсрĕмĕр. Тăлăхсене окоп чавма илсе кайман. Халĕ калама юрать ĕнтĕ, малтан шарламан: чее çынсем яланах пулнă, сыввисемех чирлĕ тесе юлатчĕç. Пирĕн Александр хавшакрахчĕ, пурпĕрех пычĕ, анчах çур çултан çĕре кĕчĕ», — калаçăва васкамасăр тăсать Перасковья Моисеевна.

«Лупас хыçне тухса йĕреттĕм»

Сăр шывĕн тепĕр енче, сăртра, ял курăннă. «Эх, пăр ларсанах каçăттăмăр та», — ĕмĕтленнĕ окоп чавакансем. Кĕтсе илнĕ, вырăс ялне Лекаревкăна çитнĕ. Хваттере яма ыйтса килĕрен киле чӳречерен шаккаса çӳренĕ. Ку ĕçе Праские шаннă. Шкулта 7 класс пĕтернĕскер вырăсла аван чухланă, калаçса татăлма пултарнă.

«Тăрук шатăрт! шăнтса лартрĕ çав. Хыр лăсси çунтарнипе кăна çĕр каçма çукчĕ. Вырăс майрисем пире шеллерĕç, хăйсем патне кĕртрĕç. Урамра çĕр каçни мар ĕнтĕ, тем пекех хĕпĕртенĕччĕ. Пире кашнинех лаптăк уйăрса паратчĕç. Тарăнăшĕ 3 метр, сарлакăшĕ 5 метр пулмаллаччĕ. Хирте сĕм тĕттĕм пуличченех шăннă çĕре чаваттăмăр. Вăл тата чул пек хытăччĕ: «Ту вататпăр-им, лумпа таккасан та катăлмасть». Ай, йывăрччĕ те! Киле хăвăртрах таврăнас килетчĕ, Çĕнĕ çул тĕлне чавса пĕтертĕмĕр. Шăп икĕ уйăх алăран лум-кĕреçе ямарăмăр. Мĕн тĕрлĕ кăна нуша курмарăмăр-ши? Витĕр шăнаттăмăр. Ура чĕркуççирен шатăрт татăлса ӳкессĕн туйăнатчĕ. Пиччене ӳслĕк хытах ярса илчĕ. Сивĕ, ăшăнса курман, апат енчен те япăхчĕ. Киле таврăнсан вăйлах аптăрама пуçларĕ. Ăна ялти карчăксем темĕн тĕрлĕ курăкпа та сиплерĕç. Вĕри мунчара хурăн милĕкĕпе çапни те пулăшмастчĕ. Ытла та шала кайнă ĕнтĕ. Йăлтах начарланса, шуралса кайрĕ. Мĕнле хитре яш куç умĕнчех сӳнчĕ çапла. Çуркунне çитессе, серте-пултранпа вăй илессе шанса калаçатчĕ мĕскĕн. Пичче çине пăхаттăм та — лупас хыçне тухса вăрттăн йĕреттĕм. Çулла вилчĕ, 26 çулта кăначчĕ мăнтарăн. Ӳпке чирĕ терĕç, сывлама йывăрччĕ ăна», — ларсан-ларсан куçне тутăр вĕçĕпе сăтăрса илет кинемей. <...>

Лена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.