ЧЭСК — Трансэнергопромăн çĕнĕ активĕ

23 Сен, 2021

«Трансэнергопром» ОООпа «ЭСК РусГидро» АО генеральнăй директорĕсем Елена Климашевскаяпа Владимир Кимерин Чăваш энергосбыт компанийĕн акцийĕсен 100 процентлă пуххине парассипе çыхăннă сделкăна вĕçленĕ — хаклă хутсене Трансэнергопром балансне куçармалли хушăва алă пуснă.

Елена Климашевскаяпа Владимир Кимерин пысăк пĕлтерĕшлĕ документа алă пуснине «РусГидро» ПАО правленийĕн членĕ, генеральнăй директорăн пĕрремĕш заместителĕ Юрий Любимов та /варринчи/ çирĕплетрĕ.

Аса илтерни вырăнлă: кăçалхи çурла уйăхĕнче Чăваш энергосбыт компанийĕн акцийĕсен 100 процентне туяннине çирĕплетекен килĕшĕве алă пуснăччĕ. Унăн условийĕсемпе килĕшӳллĕн Трансэнергопром ЧЭСКăн 1,5 миллиард таран тенкĕлĕх кредит линийĕсемпе çыхăннă поручительство обязательствисене хăйĕн çине илнĕ, çавăн пекех «Россети Атăл» компани умĕнчи 1 миллиарда яхăн тенкĕлĕх парăма татмалли графика пăхăнассине çирĕплетнĕ.

— Менеджмент çине тăрса ĕçленĕ май Чăваш энергосбыт компанийĕнчен вăл темиçе çул хушшинче таса тупăш илме пуçласса кĕтетпĕр. ЧЭСК — стратеги пĕлтерĕшлĕ актив, ăна пула «Трансэнергопром» Ушкăн 2021 çул кăтартăвĕсем тăрăх ĕçлесе илекен укçа виçи 1,5 хут ытла пысăкланĕ, 20 миллиард тенкĕрен иртĕ, — пĕлтерчĕ компани гендиректорĕ Елена Климашевская.

www.hypar.ru РусГидро пресс-службин ӳкерчĕкĕ

 

 

 

 

Рубрика: 

Комментировать