Чÿрече ăшша упратaр

5 Сен, 2014

Кĕрхи кунсем çитнĕ май кашни хуçа хăй кил-çуртне тĕплĕн питĕлеме тăрăшать. Никĕс тăпрасне хăпартать, алăка, чÿречене тĕрĕслет. Чÿречесене тĕрĕс хÿтĕлени çуртри ăшша упрама май парать.

Чÿрече хашакĕ йывăçран пулсан яланхи /совет саманинче унпа кашни çемье усă курнă пулĕ/ меслетпе ĕçлеме пулать. Кивĕ хаçата йĕпетмелле те чÿрече хашакĕсен хушăкĕсене йĕпе хаçата çĕçĕ вĕçĕпе чикмелле. Çиелтен шурă хутпа çыпăçтармалла. Хут хăйăвĕсене йĕпе супăньпе сĕрсе е обой клейĕпе çыпăçтармалла. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ маляр скотчĕпе усă курать. Çак мел, паллах, йывăç хашаксем валли çеç юрăхлă. Пластик чÿрече хашакĕсен хут чикмелĕх хушăк пулмалла мар. Енчен те пластик хашаксем хăйпăнса-хушăкланса кайрĕç тĕк çакă - чÿречесемпе ĕçлекен маçтăрсене васкаса чĕнмелли сăлтав. Чÿрече е çурт тытăмĕнче ырă мар улшăнусем пулнă.

Тĕрĕссипе, хаçат чиксе, хут е скотч çыпăçтарса питĕленĕ меслет чи ăнăçли тееймĕн. Çуркунне скотча вистенĕ май хашаксен сăрри хăйпăнать. Ик-виçĕ çул çакнашкал меслетпе усă курсан чÿрече хашакне çĕнĕрен сăрлама тивет.

Тепĕр меслет - хут вырăнне ватин е поролон хăюсемпе рамăсен хушăкĕсене питĕлесси. Скотч вырăнне - шурă пусмаран çурнă хăюсем. Вĕсене йĕпетмелле, хуçалăх супăнĕпе сĕрсе хушăксене çыпăçтаратпăр. Супăньленĕ хăюсем сарăхмаççĕ, вистенĕ чухне сăрра хăйпăтмаççĕ.

Халĕ лавккара тĕрлĕ поролон, полиуретан, пенополиэтилен, поливинилхлорид, резина профильсем-прокладкăсем пур, Д, Р, Е сас палли евĕр хашаксене валли çак сас паллипе палăртнă питĕлĕх япалисене туянмалла. Вĕсен лайăх енĕ, куçа курăнмаççĕ, хашаксем хушшинче пулнипе чÿречене хĕлле те, кĕркунне те уçма пулать. Профильсен пахалăхĕ те кашнин тĕрлĕрен. Вăтам чăтăмлăхĕ - 5 çул. Резинăран тунă питĕлĕхсем çемçе, вĕсене тĕрлĕ авăнчăкпа майлаштарса çыпăçтарма пулать. Поливинилхлорид - сивве тÿсĕмлĕ. Çак материалсене çанталăк вунă градусран ăшăрах чухне çыпăçтармалла. Сивĕре çыпăçтарнă профиль çирĕпех пулаймасть, хăйпăнса кайма пултарать.

Пластик чÿречесен хашакĕсенче пĕчĕк хушăк асăрхарăр тăк ăна çапла юсама пулать. Парафин /çурта/ илетпĕр те пĕчĕк савăта хурса шыв мунчинче ирĕличчен тытатпăр. Çак ирĕлчĕке укол тумалли ахаль шприцпа сăхатпăр та çурăка майĕпен тултаратпăр.

Тĕрĕссипе, чылай чухне пластик чÿречене «тепĕр хут чĕркемелли» сăлтав пулмалла мар. Кунашкал чÿречесене ăшă тытмалла тăваççĕ. Куçĕсене резинăпа питĕлеççĕ, çавăнпа вĕсем чÿрече хашакĕсене тачă çыпçăнса тăраççĕ, çил ямаççĕ. Çапах та хашаксем хăйпăнса кайнă тăк, каларăмăр ĕнтĕ, конструкцире лайăх мар улшăнусем пулнине пĕлтерет. Специалитсемпе канашласа пăхăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.