Çaмарта хуппине пaрахма ан васкaр

5 Сен, 2014

Нумайăшĕ тĕпелте çăмартана çĕмĕрнĕ чухне унăн хуппин усăлăхĕ пирки шухăшласах та каймасть пулĕ. Кирлине - çатмана, хуппине - çÿпĕ витрине. Анчах ас тăвăр, çăмарта хуппи çÿпĕ мар. Ăна тĕрлĕ çĕрте усă курма пулать. Вăл тĕрлĕ микроэлементпа пуян.

Пахчара тăпрана пулăхлатасси

Çăмарта хуппине пуçтарса пырăр, типĕтĕр, вĕтетĕр те çĕре чавас умĕн сапалăр. Пĕр тăваткал метра 100 çăмарта хуппи сапма юрать. Помидор, хăяр, çĕр улми пулмалли вырăнсемшĕн уйрăмах лайăх.

Пÿлĕмри чечексемшĕн те аван

Çăмарта хуппине вĕтетĕр те чечек шăварма хатĕрленĕ шыва ярăр. Пĕр талăк ларнă хыççăн унпа пÿлĕмри чечексене шăварăр. Çăмарта хуппинчи тутлăхлă япаласем чечекшĕн паха апатлану.

Савăт-сапана тасатасси

Вĕтетнĕ çăмарта хуппине чейнике е термоса ярăр. Савăта çурри таранччен шыв тултарăр, лайăх силлесе çĕр каçа хăварăр. Ир валли савăт тасалĕ. Ку меслет шыв вĕретсе çыпçăннă лĕкке лайăх ислетсе тасатать. Çуллă çатмана, противене тасатма та аван вăл. Вĕтетнĕ çăмарта хуппине çатма çине сапăр, губкăпа тасатăр.

Япала шуратма пулăшать

Шурă çăмарта хуппи кĕпе-тумтире шуратма та аван. Лайăх вĕтетнĕскере пĕчĕк пустав хутаçа хурса çыхăр, япалапа пĕрле çумалли машинăна хурăр.

Сывлăхшăн сиплĕ

Тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешме те пулăшать çăмарта хуппи. Кариес, остеопороз, аллерги, çурăм шăмми чирне хирĕç тăма, пĕчĕк ачасене ÿснĕ чухне кальци çитменнипе параççĕ ăна. Кальци чĕрнене, çÿçе çирĕплетет, рахитран, диатезран хÿтĕлет.

Çăмарта хуппине сывлăха çирĕплетме хатĕрлесси. Чĕрĕ çăмартана усă куриччен çумалла, унтан çăмарта шуррипе саррине апата янă хыççăн юлнă хупăна каллех çумалла, çăмарта çумĕнчи çÿхе çурхаха вистемелле, 2-3 сехет типĕтмелле. Кофемолкăпа е урăх мелпе лайăх вĕтетмелле. Çăнăх пек вĕтетнĕ хыççăн çак çимĕçе тĕрлĕ апата хушма юрать. Ăна лимон сĕткенĕпе ирĕлтерме пулать. Кунашкал хатĕрлесен çăмарта хуппинчи кальцие организм лайăх йышăнать. Пĕр чей кашăкĕ вĕтетнĕ хуппа пĕчĕк турилкке çине хурăр та лимона пăчăртаса темиçе тумлам сĕткен тумлатăр. Турилккери хутăш чăшласа ирĕлни йĕркеллĕ пулăм. Хутăша тĕрлĕ салата, яшкана хушма юрать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.