«Хыпар» 99-100 (27832-27833) № 10.09.2021
Кÿршĕ вăкăрĕ лайăх-и?
е Выльăхăн ăратлăхне искусственнăй майпа лайăхлатма май пурри çинчен
Чăваш мĕн авалтан ĕне тытнă. Çак выльăх паян та ят-сумне çухатман-ха. Хальхи вăхăтра республикăри хуçалăхсенче тытакан ĕнесен 60 процентне уйрăм çынсем усраççĕ. Сĕт производствин 55 проценчĕ шăпах вĕсен тӳпи. Ял халăхĕн тупăшĕ чылай чухне шăпах ĕнепе çыхăннă. Çавна май ăна кашниех тутлăрах çитерме, выртма çемçерех пултăр тесе улăмне хулăнрах сарса пама тăрăшать. Чылайăшĕ сĕтлĕ ĕнен пăрушкине ӳстерсе ăрăва тăсса пырать. Анчах унран ăнăçлă ĕне пуласси амăшĕнчен çеç мар, ашшĕнчен те нумай килет. Çавăнпах кил хуçисен ыйту сиксе тухатех: ĕнене кӳршĕ вăкăрĕ патне илсе каймалла-и е искусственнăй майпа пĕтĕлентермелле-и? Кун пирки ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен предприяти директорĕпе Михаил Гурьевпа калаçрăмăр.
— Çирĕп сывлăхлă, ĕне сĕтлĕ пулассине генетика тата селекци витĕм кӳреççĕ. Чылай чухне ял çыннисем ĕнине ял çыннисем усракан вăкăр патне çавăтса каяççĕ. Никам та унăн ăратлăх пахалăхĕпе, вăл ăçтан пулса кайнипе кăсăкланмасть. Тĕрĕссипе, пĕр тăрăхри вăкăрсемпе ĕнесен тăванлăх çыхăнăвĕ питĕ çывăх, мĕншĕн тесен уйрăм хуçалăхсенчи выльăхăн зоотехника учетне йĕркелесе пымаççĕ. Пĕр йăхри выльăхсене пĕтĕлентерсен сывă, çирĕп ăру илесси иккĕленӳллĕ. Çавăн пекех вăкăрсен ăруран ăрăва куçакан генетика чирĕсем, туберкулез, лептоспироз, лейкоз, бруцеллез, трихомоноз, вибриоз, ринотрахеит, ытти инфекци пулма пултарать. Çак чирсенчен хăшĕ-пĕри çынна та ерет.
— Апла тăк, Михаил Николаевич, ĕнене искусственнăй майпа пĕтĕлентерни шанчăклăрах та, тухăçлăрах та?
— Çапла пулса тухать. Кун пек чухне выльăха тĕрлĕ чир-чĕр ерес, пăру сусăр çуралас хăрушлăх çук, мĕншĕн тесен ĕнене генетика пахалăхĕ пысăк вăкăрăн вăрлăхĕпе усă курса пĕтĕлентереççĕ. Çавăн пекех вăрлăх ветеринари-санитари требованийĕсемпе тата ГОСТпа килĕшсе тăрать. Искусственнăй майпа чуптарнă чухне пăру е вăкăр пулассине, ĕнене çăмăллăн пăрулаттарассине, сĕт туса илме е какай валли выльăх ĕрчетессине планлама пулать. Кунсăр пуçне выльăха инфекции чирĕсенчен те хӳтĕлетпĕр. Пысăк пахалăхлă вăрлăхпа усă курни выльăх хуçишĕн уйрăмах тухăçлă. Çамрăк ăрăвăн генетикине лайăхлатнă май сĕт е какай туса илесси те ӳсет. Акă, сăмахран, 2000 çулта республикăри фермăсенче пĕр ĕнерен вăтамран — 2360 килограмм, 2010 çулта — 4158 килограмм сĕт суса илнĕ. 2020 çул тĕлне кăтарту 6467 килогрампа танлашнă. Ăратлă кĕтӳсенче сăвăм 2000 çулта 3678 килограмм пулнă, 2010 çулта — 5541 килограмм, 2020 çулта — 7486 килограмм. Сĕт производстви 20 çулта çакăн пек улшăнни республикăри хуçалăхсенче выльăха ытларах ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе усă курса пĕтĕлентерме тытăннипе сăлтавламалла. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
COVID-19-тан сыхланмалли вакцинаци – сирĕн сывлăх
Чиртен хӳтĕленесси кашни çынран хăйĕнчен килет Чăваш Республикинче COVID-19 инфекцийĕнчен сыхланмалли анлă иммунизаци пырать.
Пирвайхи вакцинацие е ревакцинацие кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Енчен те эсир прививка тутарнă пулсан ултă уйăх иртсен хăвăра çирĕплетнĕ больницăра ревакцинациленме пултаратăр. Коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕ пулсан та çур çул тăхтав тумалла.
COVID-19 çынсене çăмăллăнах ерет, йывăр чирсем, вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Çамрăк та сывă çынсемех инкеке лекесси те часах. Çакăн çине алă сулни çăмăлттайлăхпа тан. Раççей Cывлăх сыхлавĕн министерствин 2021 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче кăларнă 47-мĕш хушăвĕпе килĕшӳллĕн Sars-CoV-2 вирус пуçаракан коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕленмелли профилактика прививкине эпидеми лару-тăрăвне кура тумалли профилактика прививкисен календарьне кĕртнĕ.
Çĕнĕ COVID-19 коронавирус инфекцийĕнчен сыхланмалли иммунизацие Раççей Федерацийĕн гражданĕсем тата ют çĕршывсен ОМС полисне илнĕ гражданĕсем тӳлевсĕр хутшăнма пултараççĕ.
Коронавируса хирĕç вакцинацие мĕнле вакцина пулнине кура пĕр е икĕ /14-21 кунлăх тăхтавпа/ тапхăрпа пурнăçлаççĕ. Хăш вакцинăпа усă курмаллине врач кăна палăртма, сĕнӳ пама пултарать. Специалистсем сирĕншĕн хăш вакцина лайăхраххи çинчен калама пултараççĕ.
Чăваш Республикинче иммунопрофилактика ирттерме медицина организацийĕсенче вакцинаци пункчĕсене йĕркеленĕ, граждансене вĕсен çумне территори-участок принципне тĕпе хурса çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Чăваш Енре медицина организацийĕсен куçса çӳрекен прививка пункчĕсем ĕçлеççĕ, вĕсем çула тухакан графике республикăри медицина организацийĕсен сайчĕсенче пĕлме пулать. Малтанах паракан заявкăсемпе куçса çӳрекен прививка бригадисем вакцинацие çынсем /тухса çӳреме йывăр, пачах çӳреймен çынсем/ патне килне пырса, çавăн пекех предприятисемпе организацисене, ытти çĕре çитсе те пурнăçлама пултараççĕ.
COVID-19-а хирĕç вакцинаци вăхăтĕнче пациентăн ОРВИ, шала кайнă чир йывăрланнин паллисем пулмалла мар. Çавăнпа процедура умĕн пациента медицина ĕçченĕ тĕрĕслет, шала кайнă чирсем, ытти прививка, шăнса чирлесе ирттерни çинчен вĕсене пĕлтермелле. Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса, çавăн пекех прививка тума юраманнипе çыхăннă самантсене шута илсе вакцинацилессине е прививка тăвас маррине татса параççĕ.
Çакна асра тытмалла. Вакцинаципе инфекци профилактикин тĕллевĕпе кăна усă кураççĕ, вăл çын иммунитетне йĕркелет, чир пуçармасть, унпа чирлĕ çынсене сиплеме усă курмаççĕ. Кирек мĕнле çивĕч инфекци чирĕ те прививка тăвассине хирĕçлемелли вăхăтлăх сăлтав пулса тăрать. Вакцинациленнĕ хыççăн çавăн пекех COVID-19-тан хӳтĕленмелли мĕн пур правилăна пăхăнмалла, çав шутра — маска тăхăнмалла, социаллă дистанцие тытмалла. Çак мерăсене туллин пăхăнни чир ересрен тата чир сарăласран сыхланма пулăшать.
Аса илтеретпĕр: маларах пуçарнă профилактика медицина тĕрĕслевĕпе тата диспансеризацийĕпе пĕрлех 2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн çĕнĕ COVID-19 коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернисем валли тĕплĕ диспансеризаци ирттермелли кампани пуçланчĕ.
Паянхи кун тĕлне Чăваш Енри медицина организацийĕсем тĕплĕ диспансеризаци тумалли граждансен списокĕсене хатĕрленĕ. Çак информацие страхлакан медицина организацийĕсене /малалла — страхлакан компанисене/ панă. Эсир тĕплĕ диспансеризаци тумаллисен шутĕнче тĕк — страхлакан компанисем сире медицина организацийĕсем палăртнă графикпе килĕшӳллĕн кун пирки пĕлтерĕç. Граждансене евитлессине SMS-пĕлтерӳ мелĕпе йыхравсем ярса, телефонпа çыхăнса пурнăçлĕç, çынсем страхлакан компанисене пырсан пĕлтерĕç. Çавăн пекех эсир патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи уйрăм кабинетра /унта шута тăнă пулсан/ пĕлтерӳ илме пултаратăр.
Диспансеризацие медицина организацийĕн профмероприятисем ирттермелли расписанийĕпе килĕшӳллĕн малтанах çырăнмалли йĕркепе пурнăçлаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи «Манăн сывлăх» уйрăм кабинетра, поликлиника регистратуринче е участокри терапевт тухтăр патĕнче çырăнма пулать. Тĕплĕ диспансеризацие хăвăра çирĕплетнĕ поликлиникăра кăна тухма пулать. Çумра паспорт, ОМС полисĕ пулмалла. Профмероприятие тӳлевсĕр пурнăçлаççĕ.
Хăвăр упранăр, сывлăхăра упрăр!
Ульяна ПЧЕЛКИНА, Чăваш Республикин ТФОМСĕн ОМС йĕркелĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ.
♦ ♦ ♦
Килтех мороженăй тăваççĕ, супăнь хатĕрлеççĕ
Йĕпреç районĕнчи Пĕчĕк Упакассинче пурăнакан Борисовсем хула пурнăçĕнчен йăлăхса тăван тăрăхне таврăннă. Дениспа Надежда аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн таçта та ĕçлесе пăхнă. Иккĕшĕн те чунĕ ялах туртнă. Халĕ вĕсем хĕрĕпе Мирославăпа пĕчĕк кивĕ çуртра кăмака хутса ăшăнса пурăнаççĕ пулин те хăйсен кĕтесне çĕклесе сад ĕрчетме, пĕве тума ĕмĕтленеççĕ. Ялти пурнăçа вĕсем халĕ тем парсан та хуларипе улăштарма килĕшмеççĕ.
Пĕр ĕмĕтпе çунатланнă Пĕр районта çуралса ӳснĕ йĕкĕтпе хĕре шăпа Чулхула облаçĕнчи Калиновец ялĕнче йывăç лартнă чухне паллаштарнă. Ку тĕлпулу 2014 çулхи ака уйăхĕнче пулнă. Çакăн хыççăн вĕсем социаллă сетьре пĕр-пĕрне туссен йышне кĕртнĕ. Пĕрер çыру вĕçтернĕ те виçĕ çул çурăлăха пĕр-пĕрин пирки маннă. Надежда яла пурăнма куçиччен 11 çул — Шупашкарта, тепĕр 2 çул Мускавра ĕçлесе пурăннă. Ун чухне вăл ялсăр, уçă сывлăшсăр, пусăри шывсăр, пахча çимĕçсĕр çав тери тунсăхласа çитнĕ. Хула пурнăçĕ ун валли марине чунĕпе туйса илнĕ. Денис та аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн çулталăк çурă Çурçĕрте пилĕк авнă. Унăн та тăван тăрăхне таврăнас килнĕ.
«Контактри» страницăра ялпа çыхăннă хыпарсене тăтăшах вырнаçтараттăм. Унта ӳсен-тăран, хурт-хăмăр пирки çыраттăм. Пĕррехинче Денис ман пата çыру вĕçтерчĕ. Унта çапларах çырнăччĕ: «Салам, эсĕ пыл хурчĕсене балкон çинче ĕрчетме шухăшларăн-им?» Çакăн хыççăн ăна ял пурнăçне юратни çинчен пĕлтертĕм. Тĕлĕнмелле те, пирĕн шухăшсемпе ĕмĕтсенче пĕрпеклĕх нумаййи сисĕнчĕ. Эпĕ вăл манăн мăшăр пулассине туйрăм. Çак çыру хыççăн Дениспа тĕл пулма тытăнтăмăр. Çулталăк хĕрпе каччăлла çӳренĕ хыççăн 2018 çулта çемье чăмăртарăмăр. Ялта тĕпленсе пурăнма çирĕп тĕллев тытрăмăр», — каласа кăтартрĕ Надежда.
Денис ашшĕпе пĕрле ялта фермер хуçалăхне ертсе пырать. Вĕсем ĕнесемпе пăрусем усраççĕ. Чылай выльăх тытаканăн кунĕ ирхи 4 сехет çурăрах пуçланать. Çулла вăл унтан каçхи 8-9 сехет тĕлне кăна таврăнать. Кĕркуннепе хĕлле час тĕттĕмленнĕрен маларах пушанать. Килĕнче ăна савнă мăшăрĕпе хĕрĕ кĕтеççĕ. Сĕтел çинче яланах вĕри апат пур. Кил ăшшин управçи кунне икĕ хутчен апат пĕçерет. Çĕр ĕçне чунĕпе парăннă упăшкине техĕмлĕ çимĕçсемпе сăйлама тăрăшать.
«Эпĕ ниçта та ĕçлеместĕп. Мăшăр та хĕрарăмăн кил ăшшине упрамалла, ачасене çитĕнтермелле, килте пулмалла тесе шухăшлать. Качча тухнă хыççăн Йĕпреçре кăштах ĕçлерĕм те упăшка хистенипе пăрахса килтĕм. Мирослава халĕ çулталăк та çичĕ уйăхра. Эпĕ ăна пăхатăп. Вăл çывăрнă чухне пахчара пуçтарнă çырларан варени, компот хупатăп. Кăçал чие çырли питĕ нумай пулчĕ. Унран çемьене темĕн те туса çитертĕм, шăнтса та хутăм. Çырла хыççăн хăяр, помидор, пăрăç пиçрĕ. Вĕсене тăварларăм, салат та хатĕрлерĕм. Помидор кăçал уйрăмах ăнса пулчĕ. 20 ытла витре татиччен шутласа пытăм-ха, кайран шутне те çухатрăм. Çимĕç теплицăра мар, йăран çинчех пиçрĕ. Кетчуп та хатĕрлерĕм, çынсене та патăм. Çапах халĕ те пĕтмест. Ахăртнех, кăçал ăна Çĕнĕ çулчченех çиме тивĕ. Кайран шăнтса хунисемпе апатланăпăр. Çанталăк кĕр енне сулăнсан пан улми, груша пуçтарма тытăнтăмăр.
Ялта кĕрĕк арки йăваласа ларма пĕр пушă минут та çук. Хĕрарăм валли кил-тĕрĕшре ĕçĕ тупăнсах тăрать. Чылайăшĕ эпĕ мĕн пур ĕçе епле майпа тума ĕлкĕрнинчен тĕлĕнет.
Пире тăвансем пулăшаççĕ. Эпир Денисăн ашшĕ-амăшĕпе юнашарах тĕпленнĕ. Унăн йăмăкĕсем те килсех çӳреççĕ. Туслă пурăнатпăр. Хулара тăватă кĕтесре ларни мар ĕнтĕ. Унта кӳршĕсене те палламастăн, çывăх çынсене те сайра куратăн. Ялта пурте юнашар, йăлтах алă тупанĕ çинчи пек», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Пирĕн çăм тапочки нимĕç урине ăшăтĕ
Ĕлĕк хĕрсем савнине çăматта кура суйланă теççĕ: кăçатлă каччă пуян шутланнă. Паян та çак атта пурте юратаççĕ. Çĕнĕ йышши атă-пушмак сурăх çăмĕнчен йăваланине хĕстерсе кăларма тытăннă тапхăр пулчĕ-ха, анчах хĕл килмессерен туятпăр: сивĕре чи шанчăкли тата ăшши — çăматă.
Телее, кăçатă пусасси пĕтмерĕ кăна мар, аталанать те. Канашри «Север» общество, Чăваш Енре пурăнакансене кăна мар, Раççейĕн ытти регионĕн çыннисене те темиçе теçетке çул хăйĕн ăшă аттисемпе савăнтараканскер, Европа çĕршывĕсен гражданĕсене те хăйĕн çăматтине тăхăнтартас тĕллев тытнă. Ку ĕмĕт шайĕнче кăна мар, çывăх вăхăтра пурнăçлама тытăнмалли план — çакна Чăваш Енĕн Экспорта пулăшакан центрĕн ертӳлĕхĕпе пĕрле çăматă производствинче пулса хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр.
«Чĕпĕтекенни», тапаканни…
Предприяти директорĕ Оксана Молофеева пĕлтернĕ цифра чăннипех пысăк: фабрикăн 75 ĕçченĕ çуллен 35 пин мăшăр кăçатă йăвалать — Чăваш Енри кашни килте тенĕ пекех Канаш ăстисен пĕр мăшăр атти те пулин пурах-тăр. Кăçатă лавккана çитиччен сурăх çăмĕпе мĕн пулса иртет — çакăнпа фабрика цехĕсенче йĕркеленĕ экскурсире паллашрăмăр.
Çăма халăхран, фермерсенчен туянаççĕ — кӳршĕ республикăсемпе облаçсенчен те илсе килеççĕ. Çăматă йăваласси чĕр тавар хатĕрленинчен — ăна тасатнинчен — пуçланать. Куршанаксăрлантаракан (ячĕ çавăн пек) машина\çăма куршанакран, тусанран, ытти çӳп-çапран тасатать. Унтан çăм «чĕпĕтсе» туртакан машина витĕр тухать. Сурăх çăмĕ чăмаккан касăлать вĕт, çак операци вара ăна кăпăшкарах тума май парать.
Унтан — çăм тапакан машина. Çак тапхăрта, ăнлантарать фабрикăн тĕп технологĕ Валентина Кудряшова, кĕрхи тата çурхи çăма кирлĕ виçепе хутăштараççĕ — вĕсен уйрăмлăхĕ пысăк. Кĕрхи йăвалама лайăхрах, çавăнпа уншăн хаклăрах та тӳлеççĕ. Кунтах чĕр тавара тĕсне кура та сортлаççĕ: шурри, хури, сăрă тĕсли… Хура çăм яланах сахалрах — унпа сăрламасăр усă кураççĕ. Сăрă тĕсли вара шуррипе хурине хутăштарнипе те пулать. Шурă çăм шурă кăçатăсăр пуçне сăрланă атăсем тума та каять. Сăмах май, унччен кăçатăсем шурă, хура, хăмăр тата сăрă тĕслĕ кăна пулнă. Халĕ вара «Север» вĕсене 24 тĕслĕ туса кăларать: хĕрли, кăвакки, симĕсси, сарри — суйла кăна! Тапакан машина çăма кондицие çитерет — тасатассине тата кăпăшкалатассине вĕçлет, тураса кирлĕ хулăнăшпа çемçе те таса сий тăвать.
Паха та меллĕ
Тепĕр цехра алă ĕçĕ нумай. Кунта атă тĕпне çăм хурса хулăнлатаççĕ. «Ак çапла хуратпăр — темиçе сий. Тупанĕпе вĕçне ытларах хумалла — час ан шăттăр», — ăнлантарать атă ăстисенчен пĕри. Йăвалакан машина çăма тачăлатать. Шăпах çакăнпа, кĕççе хытă та тачăрах пулнипе, фабрика атти килте алă вĕççĕн тунинчен уйрăлса тăрать-мĕн. Машинăсем кăçатта хытăрах тума май параççĕ, çавăнпа атă вăраха пырать — фабрика 5 çуллăх гаранти парать. Алă вĕççĕн апла тăваймăн — атă çемçе пулать, хăвăртрах шăтать. Шăпах çак цехра пулас издели атă хапине йышăнма пуçлать. Чăн та, хальлĕхе вăл çурма фабрикат кăна-ха — умра тата нумай операци. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Шăннă чĕркуççине çĕрлесерен сăтăрса ларатчĕ»
Эпир пырса кĕнĕ чухне Венера аппа пахчаран кăштăртатса кĕчĕ. «Ним тума аптăрарăм та виçĕ йывăç лартрăм-ха», — терĕ. Калаçу сӳтĕлнĕ май 5 пысăк хутаç пан улми типĕтнине каларĕ. 93 çула кайнă вăр-вар çӳрекен Велия Кирилловнăн пурнăçĕ питĕ нушаллă пулнă, самани ăна ай-яй асаплантарнă. Амăшĕпе аппăшĕ окоп чавма çӳренине, хăй колхозра вăкăрпа ĕçленине куççульленсе аса илчĕ вăл.
Курăк çăмахĕ
Велия Кириллова (паспортри ячĕ-шывĕ çапла унăн) Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче тăхăр ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Пиччĕшĕсене Ленькăпа Георгие Венера аппа астумасть. Амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх, вĕсем пĕчĕк чухнех чирлесе çĕре кĕнĕ. Аслисем Борис, Лидия, Анфиса юлнă, тата Велия çуралнă. Вĕсем хыççăн тепĕр виçĕ ача кун çути курнă.
— Эпĕ çулталăк тултарнă чухне атте Атăлта баржа çинче ĕçленĕ. Укçипе пӳрт лартма тытăннă. Çакăншăнах пуян тесе туса пĕтермен пӳрте куçарса кайнă. Нимсĕр-мĕнсĕр хура мунчара тăратса хăварнă. Çавăнта мĕнле пурăннă-ши эпир? Тĕтĕм те шалах тухнă-çке. Пичче вăрçа кайса ĕлкĕрейменччĕ. Пылчăкпа улăма çăрса кирпĕч пекки турĕç. Пӳрт купаларĕç, тăррине те улăма пылчăкпа çăрса витнĕ, — Венера аппа каласа кăтартнине ĕненмелле те мар пек. Çитĕнекен ăру ун пек пӳрт курман. Анчах, шел те, нуша çапла лăсканă вĕсене.
— Уйра ĕçлеттĕмĕр. Вăрçă тухнă тесе кăшкăрчĕç. Бориса фронта илсе кайрĕç. 5 çулти йăмăк вăрçă вăхăтĕнче чирлесе вилчĕ. Юпа уйăхĕнче питĕ сивĕччĕ. Вăл тăхăнмалли çуккипе тула çарранах тухса кĕретчĕ. Пӳрт те ăшă пулман. Аттепе анне чукун çул çинче, Вăрмартан пуçласа Патти ялне çитичченех, ĕçленĕ. Атте питĕ вăйлă пулнă. Вăл 300 килограмм таякан рельс татăкне пĕчченех йăтни пирки каласа кăтартатчĕç. Эпĕ аттене хывнă, ун пекех çирĕп. Аттепе аннене ĕçленĕшĕн кашни кун пĕрер çăкăр панă. Вĕсем пĕрне çинĕ, теприне пирĕн валли илсе килетчĕç, — калаçу сӳтĕлчĕ Венера аппапа.
Велия Кирилловăн ашшĕ кӳршĕре платникре ĕçленĕ, уншăн ăна икĕ михĕ çăнăх панă. Аслисем тĕрĕслесе çӳренĕ чухне çав çăнăха патшалăх валли тесе илсе тухса кайнă. Килĕрен тустарса çӳреме тытăннипе амăшĕ çăнăха пытарма сĕннĕ-ха, анчах ашшĕ ача нумаййине кура тĕкĕнмессе шаннă. Ашшĕпе пĕрле ĕçленĕ тепĕр платникĕ вара çăнăхне пытарма ĕлкĕрнĕ.
— Вăрçă чарăнсан çав платникĕн хĕрĕпе пĕрле ĕçлерĕмĕр. «Курăк çăмахĕ çисе тырă вырса ӳсрĕмĕр», — аса илтĕм те вăл: «Эпир курăк çисе курман, шурă çăкăр çисех пурăннă», — терĕ. Ай, чун ыратрĕ çавăн чухне. Килте икĕ эрнери ача пурччĕ. Ун валли анне Анфисăна çăкăра вăрттăн парса хăваратчĕ. Аппан сăпкари шăллăма ĕмкĕч туса пама яланах кĕсьере çăкăр татăкĕ пурччĕ. Эпир вара ăмсанса çеç пăхайнă, — аса илнĕ май сасăпах йĕчĕ кинемей. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Мăян çăкăрне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса çинĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан канмасăр, иртен пуçласа каçчен, кунне 10 сехет, чавнă Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене. 17-ри хĕрсене çеç тивмен çак асап-нуша, 13-16-çулсенчи ачасемсĕр те май килмен. Йывăр ĕçе шăла çыртса, куççуле çăтса, анчах туслăн пурнăçланă, Çĕнтерĕве çывхартнă.
«Кĕçĕр шăнса вилетпĕр-и ĕнтĕ?»
Вăрмар районĕнчи Пинерте пурăнакан Лидия Анисимовăн амăшĕ Таисия Афанасьева çак ялта 1911 çулта çуралса ӳснĕ. Ултă ачаллă çемьере икĕ хĕрпе тăватă ывăлтан виççĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Кĕçĕнни Мишша Хусана кайнă чухне пуйăс айне лексе хăрах урасăр юлнă.
— Аннен шăллĕ Карачăм танкист пулнă, Мускав çывăхĕнчи çапăçура 1941 çултах вилнĕ. Икĕ пиччĕшĕ вăрçă чарăнсан таврăннă. Мишша кукка хăрах урасăр пулсан та ĕçсĕр ларман, хĕрарăмсемпе пĕрле окоп чавма ăна та илсе кайнă. Чавнă тăпрана айккине тăкмалла пулнă. Вăл лашапа ăна турттарнă. Анне каласа кăтартнине халĕ те астăватăп. Вĕсем — анне, кӳршĕри Мария Степанова тата Мишша кукка — лаша кӳлсе Çĕнĕ Мăнтăрпа Чупай, Кĕçĕн Чак ялĕсен çывăхĕнчи хӳтĕлев чиккине чавма çӳренĕ. Хĕлле шартлама сивĕ пулнине калатчĕ. Сурнă сурчăк çĕре ӳкичченех шăннă. Каçхине тĕттĕмленсен çеç таврăннă. Пĕррехинче вăйлă çил-тăман тухнă. Çуна çинче Марье аппа, анне тата Мишша кукка пулнă. Нимĕн те курăнманнипе вĕсем аташса кайнă. Пинер çулне шыраса тупайманран Чĕкету ялĕ патнелле, Энĕш юхан шывĕ хĕррине, пырса тухнă. «Кĕçĕр шăнса вилетпĕр-и ĕнтĕ?» — тесе макăратпăр. Çула мĕн чухлĕ шырасан та тупаймастпăр. Юрать, пирĕн телее, тăман кăштах лăпланчĕ. Чарăнсан çул тупса тухрăмăр. Çавăн чухне Мишша шăллăмăн таттарнă урине тăм илчĕ, хуралса кайрĕ. Вăл вуçех утайми пулчĕ», — йĕре-йĕрех аса илетчĕ анне, — каласа кăтартрĕ Лидия Петровна.
Таисия Афанасьевăн окоп чавнă çĕре чиксе кайма килте çăкăрĕ те çителĕклĕ пулман. Амăшĕ панă пĕр татăк çăкăра кăнтăрлахи апатчен ăшă пултăр тесе кăкăр çумне чикнĕ. Пурпĕрех шăнса шуралнă вăл. Хăш-пĕр чухне кăштах купăста ярса пĕçернĕ яшка илсе пырса çитернĕ. Шартлама сивĕре вăл окоп чавакансем патне çитнĕ çĕре сивĕннĕ, сыпма та май килмен. Çĕр улми пур чухне чиксе кайкаланă, ăна та вăрлăх валли хăварнă. Ĕçрен пăрăнса юлакансем те пулнă. Таисия Афанасьевăн йăмăкĕ çавăн чухне ял канашĕнче ĕçленĕ.
— «Наççа аппа ял канашĕнче ĕçленĕ вĕт-ха, вăл Мишша куккана мĕншĕн янă-ши? Урине те татнă, çапах асаплантарнă», — теттĕм аннене. «Сире те ямасан мана халăх мĕн калать?» — хуравланă аннен йăмăкĕ. Патшалăх лартнă тĕллеве пурнăçламалла, хӳтĕлев чиккине тумалла пулнă. Окоп чавнă хыççăн аннепе Марье аппа Энĕшпуç тата Йĕпреç тăрăхĕсене вăрман касма кайнă. Иккĕшĕ те качча тухманскерсем пулнă, çавăнпа пур ĕçе те вĕсене янă. Вăрçă чарăнсан тин çемье çавăрнă анне. Марье аппа вара ĕмĕрне пĕчченех ирттерчĕ. Пирĕн пата час-часах ларма каçатчĕ. Вĕсем аса илнине тимлĕн итлесе лараттăм. Окоп чавса таврăнсан çи-пуçа ирччен типĕтсе ĕлкĕрейменни, улăштарма тум пулманни пирки калатчĕç. Çăпатапа кайнă.
Кукаçи Петр Петров суккăр пулнă, тăпăлса тухнă çăпатасене пĕрех йĕркелесе панă. Хăть ăна улăштарса тăхăнайнă. Ашшĕ суккăр пулсан та çăпата хуçнă. Пир йĕм, кĕске çăм чăлха тăхăнса, чĕркуççине тутăрпа авăрса çыхса кайнă. «Сурăх усранă, çăм пулнă, чăлхине мĕншĕн вăрăмрах çыхман-ши?» — теттĕм аннене. Патшалăха налукшăн çăм, какай памалла пулнă. «Хăçан качча каятпăр-ши пĕреххут? Пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсене хĕрхенсе илсе каймастчĕç пулĕ?» — тесе пĕрре мар калаçнă», — аса илетчĕç аннепе Марье аппа. Атте вăрçа юрăхлă пулман, апла пулин те ăна саппаса илсе кайнă. Вăрçă чарăнсан таврăннă та аннепе мăшăрланнă. Ачапча чухне ĕне çитерме Чĕкету ялĕ еннелле çӳреттĕмĕр. Унта окоп вырăнĕсем пурччĕ. Блиндаж купаланă пĕренесем те выртатчĕç. Шăтăксене шыв тулнăччĕ. Выльăха унта шăварма илсе каяттăмăр. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Паромăн пăс хуранĕ çумне тăрса ăшăннă
Мĕн чухлĕ çыннăн ĕмĕтне, пуласлăхне çапса хуçнă вăрçă. Апла пулин те халăх йывăрлăхсем витĕр тухса çĕршыва çĕклеме пултарнă. Шупашкар çыннисем пирки те çавнах каламалла. «Николай Гастелло» теплоходпа туристсене нумай çул илсе çӳренĕ Петр Горячковăн та аса илмелли нумай.
Тăван енех таврăннă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 7-ре пулнă. 1941 çулта унăн çемйи Выборг хулинчен Шупашкара Атăл тăрăх эвакуаципе килнĕ. Чăн та, çав хулара пĕр çул çеç пурăнса ĕлкĕрнĕ вĕсем, мĕншĕн тесен 1940 çулта çеç Горячковсене Елчĕк тăрăхĕнчен Ленинград облаçне вербовкăпа янă. Атăл тăрăх килни витĕм кӳнĕ-ши е тата ытти сăлтав тупăннă-ши — пурăна киле Петр Ивановичăн чунĕ çак юхан шыв енне ытларах та ытларах туртăнма тытăннă.
Чăваш çĕрне таврăннăскерсене ун чухнехи Бондарев урамĕнчи 15- мĕш çурта вăхăтлăх вырнаçтарнă. Петр Ивановичăн ашшĕне куçса килнисен старости пулма шаннă. Сăмах май, вăл Граждан вăрçинчен йывăр суранланса таврăннă. Çĕрле вăрансан та пĕтĕм алăк-чӳрече хушăкне тĕрĕсленĕ — ниçта та çутă курăнмалла пулман. Кĕркунне ашшĕ макарон фабрикинче ĕçлеме пуçласан çемьене Ворошилов урамĕнчи 2 хутлă çуртра пӳлĕм панă. Чӳречесем çинче вăрçă паллисем пулнине астăвать Петр Иванович — хĕресле çыпăçтарнă хут йĕрсем.
«1942 çулхи кĕркунне çанталăк сивĕтсен хула çийĕн фашист самолечĕ вĕçсе çӳреме пуçларĕ. Питĕ хăрушăччĕ. Вăл тĕп почтамта лектерме бомба тăкрĕ те тăкрĕ, анчах лектереймерĕ. Хăш-пĕр тупă халăх сучĕн çуртне тивнĕ. Эпир, вĕтĕр- шакăр, пуринчен малтан çавсене курма кайрăмăр, анчах çӳллĕ хапхана пула нимĕн те сăнаймарăмăр. Бомба Атăл леш енчи чикансен тапăрне те лекнĕ тетчĕç. Кайран тăшман самолетне Хусанта çапса ӳкернине пĕлсен питĕ савăнтăмăр», — аса илчĕ Петр Иванович.
Çав çулах вăл Шупашкарти 6-мĕш шкула çӳреме тытăннă. Хулари ытти 3 шкулта вĕренĕве вырăсла йĕркеленĕ пулсан Петр Иванович çӳренинче чăваш литературипе грамматикине те вĕрентнĕ. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Эп унта вилме каятăп»
Шухăшламасăр çапла каланă Раиса Çĕпĕртен тухса килнĕ чухне
Раиса «рак» сăмахпа пачах усă курмасть. Çăмăлах мар çав тапхăр пирки калаçнă чухне те «манăн чир пулнă» тет. Япăххи пирки шухăшлама тăрăшмасть. Лайăххи çинчен ĕмĕтленсен ырă самант ытларах пулнине палăртать. Кунашкал пĕтĕмлетӳ патне вăл усал шыçă чирĕ çулăхсан тата унпа кĕрешнĕ вăхăтра пырса тухнă. Акă мĕн каласа кăтартрĕ Раиса:
Чĕлхе вĕçне килнĕ сăмах
— Ачалăхпа çамрăклăхра эпĕ лайăххине курман. Анне ытла çамрăкла вилсен пире, 5 хĕре, тĕрлĕ ача çуртне вырнаçтарчĕç. Эпĕ Етĕрнерине лекрĕм. Атте кăра çилĕллĕ çынччĕ, тăтăшах эрех ĕçетчĕ. Вăл тепре авлансан пире, аслă хĕрĕсене, хăйĕн патне Казахстана илсе кайрĕ. Ама çури аннепе пурăнса унран ырă пĕр сăмах та илтмен эпир. «Сире мĕншĕн ача çуртĕнчен илсе килнĕ-ши?» — тесе вăрçатчĕ, тем те пĕр каласа ылханатчĕ. Çак тамăкран хăвăртрах хăтăлас тесе 17-рех качча тухрăм.
Упăшка çурма нимĕçчĕ. Вăл чылай аслăрах пулин те çие юласран сыхланмалли пирки мана, çамрăкскере, ăнлантарман. Ун чухне ку ыйту пирки хальхи пек уççăн калаçман, намăсланнă. Миçе хутчен хырăм пăрахман-ши? Мĕнле пысăк çылăха кĕнĕ вĕт-ха эпĕ çавăн пек утăма туса? Икĕ хĕр çуратрăм. Хуняма питĕ лайăх çынччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче пăтăрмахсем пуçлансан /40 градус сивĕре ăшă паманни, электричествăпа талăкра 1 сехет çеç усă курма май пулни…/ упăшкапа хуняма тата аслă хĕрĕм Казахстанран Германие куçса кайрĕç. Вĕсем вырнаçсан пирĕн кĕçĕн хĕрĕмпе çула тухмаллаччĕ. Анчах мăшăрăм унта урăххине тĕл пулнă, çавăнпа эпир уйрăлтăмăр. Сăмах май, те ама çурин ылханĕ çитрĕ, анчах эпир пилĕк пĕртăванран пĕри те çемье пурнăçĕнче телей кураймарăмăр: пурте тутлă пĕçеретпĕр, кил-çурта тасалăхпа тирпейлĕхре тытатпăр пулин те.
Манăн пурнăçра та арçын тупăнчĕ. 8 çул кĕçĕнрехскер Çĕпĕре хăйпе пĕрле пыма чĕнсен килĕшрĕм. Аппасемпе йăмăксем манна хытă ятласан та итлемерĕм. Тăвансем ахальтен мар кăмăлсăрланчĕç, вĕсем Олег эрех-сăра ĕçме кăмăлланине, ман çине алă çĕкленине пĕлетчĕç-ха та. Эпĕ вара, урăх пурнăç курманскер, çакă йĕркеллĕ тесе шухăшланă. Аппа мана «челноксем» пек çӳресе пĕрле ĕçлесе илнĕ укçана йăлтах парса ямарĕ, «Эсĕ çак нухрата хăвăн ирсĕр арçынну валлиех тăкакласа пĕтерĕн», — терĕ. Чăн та, хам пухнă пĕтĕм укçана вăл Çĕпĕрти пĕчĕк ялта туяннă çурта юсама патăм. Çапах унта куçса кайнăшăн та ӳкĕнместĕп: шăпах çав тăрăхра эпĕ лайăх тантăш тупрăм. Вăл та, Лена, мана «Арçынну сана ним вырăнне те хумасть», — тесе темиçе хут та каларĕ. Çĕпĕрте икĕ çул пурăнтăм. Тантăшăма пулах куç уçăлчĕ. Олег мĕнле çын пулнине ăнланма тытăнтăм. Унран уйрăлас тенĕ чухне юсав валли хывнă укçана тавăрса пама ыйтрăм. «Манăн сан умăнта парăм çук», — терĕ çеç типпĕн. Çавăн хыççăн текех нимĕнле арçынпа та çыхланмастăп терĕм. Пĕр эрне Лена патĕнче пурăнтăм. Чăваш Енри йăмăкăм чĕннипе куçса килмех шухăшларăм. Чăваш Ен маншăн ют мар: кунта манăн кукамай пурăннă, ăна та, аннене те кунтах пытарнă. Эпир Çĕпĕрте çуралнă, пĕчĕк чухне атте-аннепе пĕрле кунта куçса килсе 5 çул пурăннă. Казахстана, кайран Çĕпĕре куçсан та эпĕ тăвансен вил тăприсем çине килкелеттĕм. Олегран уйрăлнăран-ши — Чăваш Ене питĕ йывăр шухăшсемпе куçса килтĕм. «Эпĕ унта вилме каятăп», — терĕм юлташсемпе сыв пуллашнă май. Çакăн пек каласа хамăн пуласлăха программăланине эпĕ ун чухне ăнланман та. Шухăшламасăр калани йăлтах чăна çаврăнассине те пĕлмен. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать