Шăрăха пула ял хуçалăх предприятийĕсем шар курнă
Правительство çуртĕнче чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Унта пĕр ыйту пăхса тухрĕç.
Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Семенова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çанталăк шăрăх пулнипе çĕр типсе кайнă. Тăпрара нӳрĕк сахал пулнипе чылай районта /Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Тăвай, Вăрмар/ тырă калчисем /5,7 пин гектар/ пĕтнĕ. Пĕтĕмпе 53 хуçалăх шар курнă. Кăçал тырă тухăçĕ 40 процент, çĕр улми — 16, пахча çимĕç 21 процент чакнă. Çавна пулах чылай регионта чрезвычайлă лару-тăру йĕркине туса хунă. Чăваш Енре те çак йĕркене кĕртме палăртнă. Шар курнă предприятисене патшалăх пулăшу кӳрĕ, кредит тӳлес тата ытти енĕпе çăмăллăх парĕç.
Чăваш Енри гидрометеорологи станцийĕн пай пуçлăхĕ Марина Китарьева каланă тăрăх, кăçал çуллахи çанталăк ытти çулсенчипе танлаштарсан самай ăшă тăчĕ. «Çумăр сахал çурĕ, нормăн 36-54 проценчĕ кăна. Уйрăмах Патăрьел районĕ шывсăр аптăрарĕ. Халĕ çумăр çукалать пулин те тăпрара нӳрĕк çитмест», — терĕ вăл.
Комментировать