«Хыпар» 98 (27831) № 07.09.2021
Çула юсаççĕ, залив хăтлăланать…
Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти строительство объекчĕсемпе паллашрĕ.
Кунта хĕрӳ ĕç пырать
Чи малтан вăл Граждан урамĕнчи çула епле юсанине тĕрĕслерĕ. «Дорисс» общество ертӳçин çумĕ Юрий Шилов пĕлтернĕ тăрăх, çулăн 9700 метрне юсаса çĕнетмелле. «Малтан çулăн сылтăм пайне туса пĕтерĕпĕр, унтан сулахай енне куçăпăр. Ĕçе пуçăнсан сахал мар ыйту сиксе тухрĕ, уйрăмах канализаци енĕпе кăткăс пулчĕ. Çавăнпа проекта улшăнусем кĕртме тиврĕ. Майĕпен ĕç йĕркеленсе кайрĕ. Канализаци пăрăхĕсем хурас ĕçĕн 90 процентне пурнăçларăмăр», — терĕ Юрий Александрович. Строительсем хăш-пĕр вырăнта асфальт сарма та пуçланă. Ку ĕçе юр лариччен тума шантараççĕ. Çапах строительство кăçалах вĕçленмест. Тепĕр çул çул ункине пĕтерсе светофор лартма палăртнă. Кăçал çак çула тумашкăн 460 миллион тенкĕ уйăрнă. Олег Николаев каланă тăрăх, ку питĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç. «Хула çыннисем Граждан урамне хăтлăлатма тахçантанпах ыйтаççĕ. Строительство пынă вăхăтри йывăрлăхсем те вĕсемшĕн кăлтăк мар ахăртнех. Кăштах чăтма тивет. Юсав вĕçленсен ку урамра пурнăç условийĕсем лайăхланаççех. Вăл халăх кăмăлне тивĕçтеретех», — терĕ регион ертӳçи. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Йытăсем çынна ан тапăнччăр
Иртнĕ эрнекун, авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çӳревпе Йĕпреç районĕнче пулчĕ, ветеринарии службин ĕçченĕсен уявне хутшăнчĕ.
Çĕнĕ машинăсен уççи
Чăваш Енĕн патшалăх ветеринари службине республикăри 26 учреждени кĕрет, вĕсенче 800 ытла специалист тăрăшать. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертӳçи Константин Викторов çак тытăмăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
«Тухтăр çынна сиплет, ветеринар — этемлĕхе», — теççĕ. Чăнах та, çапла. Эсир выльăх-чĕрлĕхе чиртен сыхлас, сыватас тĕллевпе кунсерен ырми-канми тăрăшатăр. Паха продукци туса илес ĕçре сирĕн тӳпе пысăк, — терĕ Олег Николаев. — Ведомство умĕнче тăракан тĕллевсем пирки те асăрхаттарчĕ.
— Пĕлтĕр хуçасăр йытăсем çынсене шар кăтартнине эпир пурте астăватпăр. Халăхшăн тăрăшса çак ĕçе лайăх йĕркелемелле. Мероприятисем ирттерсе çынсене пĕлтермелле. Республикăра пурăнакансем хăйсене хăрушсăрлăхра туйччăр».
Паянхи кун регионта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе аталантарас ĕçре мăйракаллă шултра выльăха искусствăллă майпа пĕтĕлентересси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Республика ертӳçи Патшалăх Канашне янă Çырури тĕллевсене пурнăçа кĕртсе çу-çурла уйăхĕсенче Чăваш Енĕн ветслужби куçса çӳрекен пунктсем туяннă: 10 çăмăл машинăра кашнинчех тĕрĕс диагноз лартмалли УЗИ сканер, ветеринари отчечĕ валли ноутбук, осеменатор чăматанĕ тата Дьюара сосучĕ пур. Мăйракаллă шултра выльăх пуçĕ хăш районсенче ытларах, çавăнти — Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсенчи — ветстанцисен ертӳçисене республика Пуçлăхĕ çăмăл машина уççи пачĕ, халăха пулăшас ĕçре ăнăçу сунчĕ. Çак тытăмри тăрăшуллă ветеринарсене «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе — 100 çул» медальпе тата тав хучĕпе чысларĕ, сехет парнелерĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Сăнарĕсем тата мĕнлеччĕ…
Пурăннă пулсан К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕн, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕн Геннадий Большаковăн çак кунсенче 60 çул тултармаллаччĕ.
Ячĕ те, сумĕ те…
Анчах юратнă театрĕн сцени çине вăл юлашки хут 2017 çулхи çу уйăхĕнче тухрĕ. Вăхăт иртет, театрта çĕнĕ спектакльсем тухаççĕ, çĕнĕ актерсем килеççĕ, апла пулсан та куракансем килĕштерекен актер асран тухмасть. Театрта 30 ытла çул ĕçлесе калăпланă ролĕсем куç умĕнчех. Сăнарĕсем тата мĕнлисемччĕ: чуна вăратаканнисем, ăшăтаканнисем, тарăхтараканнисем… Вăл сцена çине тухсанах зал чĕрĕлетчĕ. Артистпа залра ларакансен хушшинче каласа кăтартма пĕлмелле мар çыхăну йĕркеленетчĕ. Сăнанă тăрăх Геннадий Большаков вылянă чухне яланах çаплаччĕ. Ахальтен мар сумлă тĕрлĕ ята тивĕçнĕ, вăл — Чăваш Республикин /1999/, Раççей Федерацийĕн /2004/ Патшалăх премийĕсен лауреачĕ. Тĕрĕк театрĕсен Пĕтĕм тĕнчери «Науруз» фестивалĕн «Актер ăнăçлăхĕшĕн» парнине /2002/ илнĕ. «Чĕнтĕрлĕ чаршав» республика конкурсĕнче «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» номинацире темиçе хут та çĕнтернĕ. 2010 çулта Театр ĕçченĕсен ятарлă дипломне панă.
Шăмăршă районĕнчи Хĕрлĕ Васан ялĕнче çуралса ӳснĕ ачан пурнăçĕ ыттисеннинчен питех уйрăлса тăман темелле. Чун çирĕплĕхĕпе вăл ашшĕне хывнă, сăнĕпе тата кăмăлĕпе — вырăс амăшне, Рязань облаçĕнче çитĕннĕ Нина Овсянкинăна. Мĕнле килсе лекнĕ-ха сарă пике Чăваш Ене? Геннадин ашшĕ Арсентий Иванович хăйĕн аппăшĕпе пĕрле Мускав облаçĕнчи Ногинск хулинче ĕçлекенскере килĕштернĕ. Салтакран таврăннă чухне ăна 1953 çулта чăваш ялне илсе килнĕ.
Хăйĕн шухăшĕ, тĕнче курăмĕ пулнă
Большаковсен çемйинче вулама юратнă, уйрăмах ашшĕ. Ялти библиотекăра ун аллине лекмен кĕнеке юлман, «Роман-газета» çырăнса илнĕ. Çапла майпа Геннадий культурăпа, искусствăпа, литературăпа мĕн пĕчĕкренех çывăхланса çитĕннĕ. Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕреннĕ çулсенче каникула килсен вăл е ку произведение ашшĕпе пĕрле сӳтсе явнă. Çавăнпах чăваш, вырăс, тĕнче классикине театр сцени çине кăларнă чухне унăн ку енĕпе хăйĕн шухăшĕ, тĕнче курăмĕ пулни иккĕлентермест. Çакна, паллах, режиссерсем те асăрханă.
Театрăн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев шанса панă рольсем: Мышкин кнеç /«Юрату мар ку — чир» Ф.Достоевский/, Никита /«Çын куççулĕ çĕре ӳкмест» Л.Толстой/, Йоçăх /«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» Б.Чиндыков/, Сальери /«Моцартпа Сальери» А.Пушкин/, Илтĕвер /«Хӳхĕм хĕрĕн хӳхлевĕ» Н.Сидоров/, Миккуль /«Инçет телей çути» А.Тарасов/, Никита /«Тăван кил» Ф.Абрамов/, Вирьялов /«Салампи» А.Артемьев/, Çтаппан /«Ялта» Ф.Павлов/, ыттисем – пурĕ 50 ытла вĕсем, кирек хăш артист лайăх енĕпе ăмсанмаллискерсем. Ĕмĕчĕсем тата мĕнлискерсемччĕ: Отелло, III Ричард, Лир король…
Ытларах чухне Геннадий Большакова хаяр, ĕçкĕпе иртĕхекен çынсен ролĕсем лекнĕ. Артист вĕсене хӳтĕлемен, куракан çав сăнара вăрçтăр тесе тăрăшнă. Пурнăçра вара мĕнлерех пулнă-ха? «Хыпар» хаçата панă юлашки интервьюра вăл çапла каланăччĕ: «Нумай палкакансене, суякансене, хытă çынсене чăтма пултараймастăп. Хам уçă кăмăллă. Манăн кĕсьере укçа час пĕтет, манăн пĕтсен — никамăн та çук. Тепĕр чухне юлташсемпе шавласа калаçса ларас килет. Хăш-пĕр самантра пĕччен юлнине нимĕн те çитмест. Ун пек чухне пахчара кăвайт умĕнче ларма килĕштеретĕп. Вут ташши чуна сиплет. Театра мана курма килес текенсем те пур теççĕ. Манăн вĕсенчен пытанас килет, эпĕ вĕсен шанăçне тӳрре кăлараймастăп пек туйăнать. «Эсĕ чирлетĕн-и вара?» — теççĕ. Шăпа çапла килсе тухрĕ. Эпĕ куракансене çакна сунасшăн: темпераментлă, хĕрӳллĕ, ырă чунлă, залра ларакансене чуне уçса паракан актерсем тĕлне лекмелле пултăр». <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Тип çу тата хакланĕ-ши?
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен нумай çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ, вĕсене пăхса тухар-ха.
Гаражсен амнистийĕ. Вун-вун çул гаражпа документсăр усă курнисем тинех ăна официаллă майпа хăйсен пурлăхне куçарма пултараççĕ. Çурчĕ кăна мар, вăл ларакан çĕр те тӳлевсĕрех гараж хуçин пулса тăрать. Анчах кунта темиçе саманта шута илмелле: капиталли, хăйсем тĕллĕн çĕклеменни, 2004 çулхи раштавăн 29-мĕшĕччен çĕклени пулмалла. Гаражăн докуменчĕсене /техпаспорт, электросетьпе сыпăнтарни, еткерлĕхрен куçни, туянни.../ шыраса тупсан çакна пĕлмелле: гараж айĕнчи лаптăк кадастр учетĕнче тăрать-и? Кăна Росреестрта е МФЦра калĕç. Шута илмен тĕк кадастр инженерĕн пулăшăвĕ кирлĕ пулĕ. Хатĕр документсене вырăнти администрацие кайса памалла. Çĕнĕ саккун пилĕк çул вăйра тăрĕ. Гаражсен амнистийĕн положенийĕпе килĕшӳллĕн, авăнăн 1-мĕшĕнчен инвалидсем е сусăр ача ӳстерекенсем пурăнакан вырăнпа юнашар харпăр хăйĕн валли стоянка вырăнне ансат йĕркепе илме пултараççĕ. Тӳлевсĕр парковка вырăнĕллĕ пулас тесен вырăнти администрацие заявлени çырмалла.
Раççее кĕмелли йĕрке улшăнĕ. НППП /СНГ/ çĕршывĕнче пурăнакансене халĕ Раççей чикки урлă коронавируспа чирлеменнине ĕнентерекен ПЦР-теста «Путешествую без COVID-19» сарăм /приложенине/ урлă кăтартсан кăна каçма ирĕк параççĕ. Теста 3 кун маларах тумалла. ЕАЭС çĕршывĕсенчен транзитпа е кĕске вăхăтлăха килекенсене пырса тивмест ку. Çапах вĕсен те ПЦР-тест тунине ĕнентерекен справка алăра пулмалла. Çĕнĕ йĕрке пирĕн çĕршыва чир илсе килесрен сыхлĕ. Сăмах май, Раççее кĕме ирĕк паракан ПЦР-теста аккредитаци илнĕ лабораторисенче кăна тума юрать.
Коронавирусран вакцинациленнисене укçан хавхалантарĕç. Прививка тутарнисене хавхалантарас тĕлĕшпе раштавăн 1-мĕшĕччен икĕ хутчен лотерея вылявĕ ирттерĕç. Правительство йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 1 пин çын 100-шер пин тенкĕ выляса илĕ. Прививкăн тулли курсне тухнă çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче QR-код пур. Шăпах çавă лотерея билечĕ пулса тăрать те.
Шкул ӳсĕмне çитмен ачасен ашшĕ-амăшне «больничнăй» ытларах тӳлеме пуçларĕç. Ача 8 çул тултариччен «больничнăй» илме тивсен ашшĕ-амăшне вăтам ĕç укçи чухлĕ пособи тӳлĕç. Унччен тулли тӳлеве 8 çултан кая маар ĕçлесе стаж пухнисене кăна панă. Ача амбулатори мелĕпе сипленет-и е стационарта выртать-и — пурпĕрех. Ку çăмăллăх çамрăк ашшĕ-амăшне укçа енчен пулăшма тивĕç. Ачапа ларнăшăн тӳлеве социаллă страховани фончĕ ĕç вырăнне куçарать, «больничнăй» хучĕсĕр пуçне урăх нимĕнле документ та кирлĕ мар.
Тип çу хакне пĕр шайра тытасси пирки калакан килĕшӳ авăнăн 30-мĕшĕнче вăйне çухатать. Çавна май юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса производительсемпе суту-илӳ сечĕсем тип çу хакне 1 литршăн 95-110 тенкĕ шайĕнче тытса тăмасан та пултараççĕ. Авăнăн 1-мĕшĕнчен вара тип çушăн экспорт пошлини вăя кĕнĕ. Влаçрисем çапла майпа хаксене тивĕçлĕ шайра тытма палăртаççĕ.
Чылай вăхăт упранакан сĕт юр-варне обязательнăй йĕркепе маркировка тума тытăнĕç. Кунта 40 талăкран ытла упранакан продукци пирки сăмах пырать. Çĕнĕлĕх раштавăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ. Сĕт-çу продукцийĕн цифрăллă маркировки Раççейре тапхăрăн-тапхăрăн вăя кĕрсе пырать. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен мороженăйпа сырсене маркировкăлама тытăнчĕç. Çапла майпа патшалăх саккунсăр майпа туса кăларакан продукципе сутă тунипе кĕрешет. Маркировка тавара туса кăларнинчен пуçласа туянакан патне çитиччен йĕрлеме май парать.
Кĕленче савăтри шыва та маркировкăлама тытăнчĕç. Çавна май производительсен тавар çаврăнăшне тĕрĕслекен тытăмра регистрациленме тивĕ. Минерал шывне — раштавăн 1-мĕшĕнчен, кĕленче савăтри ытти шыва çитес çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен маркировкăлĕç.
Раççей çыннисен çывăх тăванĕсен виза тапхăрне тăсĕç. Раççей çыннисен чикĕ леш енче пурăнакан тăванĕсен темиçе хутчен те çулталăклăх виза илсе кунта пурăнма юрать. Ют çĕршывран сипленме килекенсем, вĕсене пăхакансем çулталăка пыракан ĕçлĕ ахаль виза çеç илме пултараççĕ.
Çул-йĕр правилине пăснăшăн тӳлеттерме йышăннă штрафпа килĕшмесен электрон мелпе хирĕçлесе çырма пулать. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çĕнĕ электрон сервис ĕçлеме тытăнчĕ. Анчах хальлĕхе унпа электрон майпа алă пусма пултаракансем çеç усă кураяççĕ. Банксем ку тĕлĕшпе пулăшма пултарĕç. Çул-йĕр правилине пăснине фото- тата видеокамера ӳкерет те самантрах штраф тӳлеме çырса параççĕ. Анчах айăпсăртан лекекенсем те пулкалаççĕ. Хăйсен тĕрĕслĕхне ĕнентерме вĕсен штраф çырса панă подразделение çитме е çăхава саккаслă çырупа ăсатма тивнĕ. Çĕнĕлĕх автомобиль хуçин пурнăçне çăмăллатма тивĕç. Регион тулашне çӳрекенсем те пур-çке, штрафсем кирек ăçтан та килме пултараççĕ. Ăна хирĕçлес тесен халĕ аякка тухса çӳреме тивмĕ.
Çĕнĕ паллă. Унччен çул çинче водительсене камера патне çывхарнине асăрхаттаракан информаци таблички кăна тĕл пулнă. Халĕ ун вырăнне «Фотовидеофиксаци» паллă лартĕç. Ял-хула тулашĕнче ăна камерăран 150-300 метрта вырнаçтарĕç. Çавăн пекех вăл ял-хулана кĕнĕ çĕрте те пулĕ.
«Пушкин картти» программа хута кайрĕ. 14-22 çулсенчи çамрăксене 3 пин тенкĕ хунă ятарлă карттă параççĕ. Укçана кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕччен музейре, театрта, концерт залĕнче, библиотекăра кăна тăкаклама юрать. Смартфона «Госуслуги. Культура» сарăм уçламалла, унта виртуаллă «Пушкин картти» уçма пулать. Программăна çамрăксен культура учрежденийĕсене тӳлевсĕр çӳреме май пултăр тесе ятарласа шухăшласа кăларнă. Виртуалли кăна мар, пластик картта та пур. Ăна Почта банкра илме пулать. <...>
Алина ИЗМАН.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать