Филармоние юсас ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ
Чăваш патшалăх филармонийĕ — Раççейри концерт организацийĕсенчен «ваттисенчен» пĕри. Хальхи вăхăтра вăл классика, хальхи вăхăтри тата чăваш музыкисен искусствине пропогандăлакан центр шутланать. Паян филармонин пултарулăх йышĕнче çак коллективсем ĕçлеççĕ: камерлă оркестр, музыка лекторийĕ, «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ, «Дуняша Style» фолк-ушкăн, «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕ, «Nota G» ташă ушкăнĕ, миниатюрăсен театрĕ.
2017 çулта филармони çуртĕнче реконструкци пуçланчĕ. Анчах юсав ĕçĕсем вăраха тăсăлчĕç. Сăлтавĕ тĕрлĕрен, ытларахăшĕ подрядчик айăпĕпе çыхăннă. Çавна май кăçалхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче патшалăх контрактне çĕнĕ подрядчикпа — «3-мĕш Стройтрестпа» тунă. Асăннă организацин кунта 60 кун строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçламалла. Çавăн пекех «Промрезерв» предприяти механикăпа тата электроприводпа çыхăннă монтажсене пурнăçлать, Сергей Кузнецовăн предприятийĕ сцена валли тум хатĕрлет.
Хальхи вăхăтра объектра курав залĕпе кабинетсенчи отделка ĕçĕсене тăваççĕ, вентиляци тытăмĕсене вырнаçтараççĕ, хăтлăх кӳрессипе çыхăннă ытти ĕçе пурнăçа кĕртеççĕ. Вĕсене 90 çын хутшăнать. Рабочисем канмалли кунсенче те ĕçлеççĕ.
Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче объекта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çитсе курчĕ, реконструкцие вĕçлессипе çыхăннă ĕçсемпе паллашрĕ. Олег Алексеевич журналистсене çакна пĕлтерчĕ: «Филармоние пĕлтĕр хута ямалла пулнă, шел те, вăл ĕçлесе каяймарĕ. Мĕншĕн тесен юсавăн проектпа смета документацийĕнче йăнăш чылай пулнă. Подрядчик явапсăрлăхне пула ĕçсене питĕ начар пахалăхпа пурнăçланă. Çавăнпа кăçал производство ĕçĕсен графикне йĕркелеме, çав ĕçсене çĕнĕрен пурнăçлама, аукцион ирттерсе контрактпа ĕçлекенсене çĕнĕрен палăртма тиврĕ. Паян кунти ĕçсемпе паллашнă хыççăн çакна калама пултаратăп: палăртнă ĕçсене вăхăтра, тивĕçлĕ шайра туса пыраççĕ. Иккĕленӳ çук, объекта кăçалах — тепĕр 1,5-2 уйăхранах — хута яма май килĕ. Çапла пултăр тесе тата тупса палăртнă йăнăшсене тӳрлетме бюджетран тата 157 миллион тенкĕ ытла уйăрса патăмăр».
www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментировать