Йывăрлăхсене йышпа парăнтаратпăр

3 Сен, 2014

Етĕрне районĕнчи «Выльский» ЯХПКра тĕрлĕ ÿсĕмри ĕçченсем пĕр-пĕрне ăнланса-пулăшса вăй хунăран производство ăнăçлă аталанать. Кăçал хуçалăх 45 çул тултарчĕ.

- Пирĕн ял хуçалăх производство кооперативĕ виçĕ кит çинче тытăнса тăрать, - тет Владимир Бобров ертÿçĕ. - Пĕрремĕшĕ - тыр-пул çитĕнтересси, иккĕмĕшĕ - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, виççĕмĕшĕ - хăмла туса илесси.

Владимир Сергеевич хуçалăха ертсе пыма тытăннăранпа çитес çулхи кăрлачра 20 çул çитет. Çав хушăра вăл коллективра пысăк хисепе тивĕçнĕ.

- Малтанхи çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе аталанма майсем ытларахчĕ, паян вара çăмăлах мар. Апла пулин те çынсем ял хуçалăхĕнчен пăрахса каймаççĕ, хастарлăх кăтартма тăрăшаççĕ. Вĕсене çуралнă тăрăха, тăван çĕре юратни тытса тăрать. Йывăрлăхран хăрамасть халăх, вĕсене йышпа парăнтаратпăр, - кашни сăмахне уçăмлăн татса калать В.Бобров. Вăл çирĕп тĕллевлĕ çын пулнине тÿрех туйса илетĕн.

Владимир Сергеевич вун-вун çул тăрăшса вăй хуракансенчен чи малтан Роза Ищерякова тĕп бухгалтера, хăмлаçăсен бригадирне Зоя Быковăна, Светланăпа Вячеслав Павловсене асăнчĕ. Кил хуçи Вячеслав Егорович - водитель, унăн ĕç стажĕ - 42 çул. Мăшăрĕ Светлана Николаевна фермăра ĕçлет. Ветеринар вăл, çав вăхăтрах техник-осеменатор та.

«Выльский» ЯХПКра пĕтĕм ĕçе комплекслă майпа пурнăçлаççĕ. Тыр-пул пуçтарнă вăхăтрах çĕртме тăваççĕ, кĕрхи культурăсене акаççĕ, хăмла татаççĕ... «Казанский» кĕрхи тулă тухăçĕпе савăнтарнă: гектартан 36 центнер тухнă. Александр Николаев комбайнер тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те хастар, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Тăрăшулăхне кура кăçал Андрей Морозова Т-150 çĕнĕ трактор туянса панă. Андрей Максимов çамрăк водитель Вячеслав Павловран опыт илет. Пĕлтĕр ырă ята тивĕçнĕ Юрий Еремеев, Владимир Никитинпа Станислав Николаев та маттур.

Ял хуçалăх производство кооперативĕ ăратлă выльăх ĕрчетет. Пушмак пăрусене ял хуçалăх предприятийĕсем хапăл туянаççĕ. Юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче сахал мар ырă ĕç тунă: фермăсене юсаса çĕнетнĕ, сĕт сумалли зала хута янă... Ĕнесене текех сăнчăрта тытмаççĕ. Апат панă чухне техника пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Хуçалăх ертÿлĕхĕ çынсен ĕçне çăмăллатассишĕн тăрăшать.

- Кăçалхи çичĕ уйăхра «Выльский» хуçалăх 584,6 тонна сĕт суса илнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 6,3% нумайрах ку, - тет Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Владимир Семенов. - Кашни ĕнерен - 3439 килограмм. Ĕнесем талăкра вăтамран 16-17 литр сĕт параççĕ.

Ферма заведующийĕ Нина Васильева пултарулăхне кура ыттисем те унран юласшăн мар. Римма Никитина, Татьяна Леонтьева, Сильва Николаева, Елизавета Тихонова, Валентина Девляшкина тăрăшулăхпа палăраççĕ. Владимир Семенов слесарь та хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Хăмла плантацийĕ 12 гектар йышăнать. Хÿтĕ çĕре вырнаçтарнă комбайн пуçтарать ăна. «Çĕннине илмелле те, хальлĕхе вăй çитмест çав, - терĕ Владимир Бобров. - Саппас пайсем валли тесе хăмлапа ĕçлеме пăрахнă пĕр хуçалăхран кивĕ комбайн туянтăмăр. Пирĕншĕн вăл та пулăшу».

«Симĕс ылтăна» тÿрех сушилка витĕр кăлараççĕ. Технологие çирĕп пăхăнаççĕ, ытлашши типĕтсен хаклăхĕ чакма пултарать.

- Хăйне саплаштарать. Сутнă кашни килограмшăн патшалăх субсиди кăштах парать. Çав вăхăтрах пысăк тупăш илетпĕр теме те çук. Раççее ют çĕр-шывран хăмла нумай килет. Çавăнпа конкуренци çивĕчлĕхĕ чакмасть-ха. Шел те, ăна сутма чарнă таварсен шутне кĕртмен. Ку культура выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пекех. Ăна пĕр çул пăрах çеç, кайран 3-4 çулсăр та чĕртсе тăратаймăн, - тет Владимир Сергеевич.

Калаçу çамрăксем çине куçрĕ. Хуçалăхăн кашни отраслĕнчех пур вĕсем. ЯХПК яш-кĕрĕме çемье çавăрнă хыççăн ялта тĕпленме пулăшать. Анчах кадр ыйтăвĕ пĕтĕмпех татăлнă теме çук. Аслă пĕлÿ илнисене ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма йывăртарах. Ытларахăшĕ хула пурнăçне кăмăллать. Ялта инфратытăм йăлт пур. Мĕн çитмест?

Çамрăксене чунне уçтарса калаçтарсан çакă палăрать. Хăйсемшĕн мар, ачисен пуласлăхĕшĕн шухăшлаççĕ. Ÿкерме, юрлама-ташлама е урăх енĕпе те пултарулăх палăрсан вĕсене малалла аталантарма ялта услови çук. База шкулĕсенче те пулин кружок мелĕпе занятисем мĕншĕн йĕркелес-ирттерес мар? Владимир Бобров - ыранхи кунпа пурăнакан мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ. Ăна хуçалăх ĕçченĕсен ачисен малашлăхĕ те хытах шухăшлаттарать. Ара, пурăна киле ашшĕ-амăшне производствăра вĕсен улăштармалла-çке.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Андрей ГЛУХОВ сăн ÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.