Тăван Атăл, 7 №, утă, 2021 çул
Николай СОРОКИН: «Чăваш эп»
Николай Михайлович — Тутарстан тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсен пурнăçне туллин те тивĕçлĕн тума чылай пуçару тунă хастарсенчен пĕри. Вăл тăрăшнипе Хусанта тухма пуçланă «Сувар» хаçат хальхи вăхăтра çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсен кăмăлне тупнă, Хусанти чăваш çыравçисен иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчех тухса тăнă «Шурăмпуç» журналĕ 1995 çулта çĕнĕ пурнăç илнĕ, 1996 çулта Аксу районĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем çинчен «Вера древнего народа» документлă фильм ӳкернĕ. Николай Михайлович 1997 çулта Хусанта чăваш чиркĕвне уçас çĕре те хастар хутшăннă, унтан вырăнти чăвашсен автономине йĕркелес ĕçе кӳлĕннĕ, çак тĕллевпе районсене нумай тухса çӳренĕ. Вăл вăхăтра Тутарстанра ытти наци автономийĕсем пулман-ха, чăвашсем пĕрремĕш пулнă. 2013 çулта Тутарстанри чăваш çыравçисене пĕр чăмăра пухса пĕрлешӳ туса хунă, паянхи кун унăн йышĕнче 37 çыравçă. 2015 çулта Евгений Турханпа пĕрле «Тутарстан чăваш çыравçисем» справочник кăларнă. 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнче хăйне ăна Чăваш Енри Профессионал писательсен пĕрлешĕвĕн йышне илнĕ.
Йăлтах пĕлетпĕр пек эпир хамăрăн чаплă ентешĕмĕрĕн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, анчах хăйĕнпе калаçнă чухне унăн пурнăçĕ çав тери нумай енлĕ те интереслĕ пулнине, паллă пулăмсемпе пуяннине тата та ытларах ăнланатăн. Пĕр сăмахпа каласан, каласа памалли унăн çителĕклех.
— Николай Михайлович, Сире тахçанпах пĕлетĕп, анчах пĕр япалана ăнлансах çите-рейместĕп: Сире вырăсла çырма чăвашлинчен çăмăлрах-им?
— Чăвашах эпĕ, чăн чăвашах, анчах чăвашла 4 класс кăна вĕреннĕ. Эпĕ пиллĕкре чухне пирĕн çурт çунса кайрĕ. Мăнкун умĕн пӳрт-çурта тасатса тирпейлеççĕ те япаласене йăлт пăлтăра кăларса хунă. Çавна пĕлсе пирĕн пата вăрă-хурахсем кĕнĕ, кăвар ӳкерсе хăварнă, çурта вут хыпса илнĕ. Çĕрле вăранса кайрăмăр, алăка уçсанах пăлтăрта вутă ташланине куртăмăр. Чӳречерен тухса хăтăлтăмăр. 1946 çулта пулса иртнĕ ку. Вара аттене икĕ çул ирĕклĕ ĕçлеме май туса ятарлă справка пачĕç. Вăл вăхăтра паспорт паманнипе ялтан тухса кайма çукчĕ. Çунса кайнине пула Юдино районне кĕрекен Шигалинче пурăнма пуçларăмăр, халĕ вăл Хусана кĕрет. Çавăнта эпĕ 1-2 класс пĕтернĕ. Икĕ çултан Теччĕ районĕнчи тăван ялăма Аслă Ăнăна таврăнтăмăр. Кунта чăвашла тăватă çул вĕрентĕм. 6-мĕшне куçсан вырăс класĕсене йĕркелени çинчен пĕлтерчĕç. Лайăх вĕренеттĕм, анчах пуçламăш классенче вырăсла вĕренни йĕр хăварчех — чăвашлипе манăн вĕренӳ япăхрахчĕ. Çавăнпа вырăс класне куçрăм. Тĕрĕс ăнланăр мана, кунпа пачах та мухтанмастăп, çапла пулса тухрĕ. Эпĕ — чăваш, ăна туртса илейместĕн, кăларса пăрахаймастăн.
— Николай Михайлович, Тутарстан чăвашĕсемшĕн Эсир яланлăхах «Сувар» хаçатăн иккĕмĕш тĕп редакторĕ пек пулса юлтăр. Пилĕк çул ĕçлерĕр çак должноçра, хаçат шăпине хаçат кăларма пуçлас шухăш тĕвĕленнĕ шайранах пĕлетĕр.
— Çапла. Ял çыннисем ялан: «Хĕрлĕ ялава» /Хусанта тухса тăнă чăваш хаçачĕ. — Ред./ хупса хучĕç, чăваш хаçатне çĕнĕрен кăларма тăрăштар-ха», — тесе ыйтатчĕç. Кун пирки çӳлте сăмах хускатсан: «Ку ЦК йышăнăвĕ», — тесе калаçăва хупатчĕç. Çапах та пуçтарăнса кайрăмăр парти комитечĕн пропаганда уйрăмĕн заведующийĕ Морозов патне. Вăл пиртен ыйтать: «Ну, уçăпăр, вулакан пулĕ-и?» Ун чухне кунти чăвашсем пĕтĕмпех Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журнала илсе тăратчĕç. «Çырăнатпăр», — терĕмĕр татăклăн. Пулас хаçат ятне шырама пуçларăмăр. Малтанласа пуçа чăн коммунистла, вăл вăхăтри идеологилле ятсем килчĕç. Конкурс пуçартăмăр, «Сăвар» çинче чарăнтăмăр. Çак ятпа шӳтлекенсем те пулчĕç, «Мĕн сăвар — ĕне-и, сурăх-и?» — тесе кулатчĕç. Вара хаçата «Сувар» ят çирĕплетрĕмĕр. Çырăнса илесси пуçланчĕ. Аксу, Нурлат, Пăва, Теччĕ /чăваш районĕсем. — Ред./ малтисен ретĕнче пулчĕç. Правительство мана редактор шыраса тупма хушу пачĕ, хама та сĕнчĕç, анчах мана ТАССра /Совет Союзĕн Телеграф агентстви. — Ред./ ĕçлени те тивĕçтеретчĕ, ĕç аван. Борис Борлена /чăваш çыравçи. — Ред./ чĕнсе илтĕмĕр. «Ватă», — терĕç. Порфирий Афанасьева /Чăваш халăх поэчĕ. — Ред./, Шупашкара шăнкăравласа, чĕнтĕмĕр. Арăмĕ: «Кайсан каялла ан кил», — тенĕ пулать, каллех пулмарĕ. Тинех Володя Данилова шыраса тупрăмăр, Анат Камăран. Хыççăнах тепĕр чăрмав сиксе тухрĕ — хваттер çук. Вăхăтлăха майне тупрăмăр. Шел, пĕр номер кăларсанах вăл вилчĕ. Иккĕмĕш номер траурпа тухрĕ. <...>
«Сувар» хаçат.
♦ ♦ ♦
Унăн пурнăçнчи чи пысăк юрату
Чăваш Республикин халăх художникĕ, Чăваш Республикин литературăри тата искусствăри Патшалăх премийĕн лауреачĕ Петр Владимирович Сизов çуралнăранпа /1921-1996/ утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ. Вăл — график, иллюстратор, чăваш кĕнеке графикин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи аталанăвĕ чи малтанах унăн ячĕпе çыхăннă. Вăл илемлетнĕ кĕнекесем паянхи кун та ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Кирек хăш кăларăмăн сăнарĕсем те асра юлаççĕ.
Шкулта вăтам классенче вĕреннĕ чухне «Тăван литература» учебникри унăн Нарспи ӳкерчĕкĕ уйрăмах кăмăла кайнăччĕ, паянхи кун та Нарспи тесен чи малтанах çавă куç умне тухса тăрать. Вăл Петр Владимирович 1970-мĕш çулсенче ӳкернĕ сăнар пулнине, ӳнерçĕ «Нарспи» поэмăри сăнарсене ĕмĕр тăршшĕпех калăпланине, вулакан патне тĕрлĕ вариантпа çитернине çитĕнсе çитсен тин пĕлтĕм.
Петр Сизов Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл вăхăтра Атăл тăрăхĕнче хăрушă выçлăх хуçаланнă. «Эпир чухăн пурăннă, хушăран урама тумланса тухма нимĕн те çукчĕ. Ун пек чухне ачасем урамра вылянине чӳречерен пăхса лараттăм», – аса илнĕ художник.
Ӳкерес туртăм унăн ачаллах палăрнă, пиччĕшĕ Прокопий грифель хăма çине пурăпа чĕр чунсемпе кайăксене калăпланине пăхса ларма юратнă вăл, çавна май хăйĕн те ӳкерес килнĕ. Анчах та çемьере аслисем ку шухăша ырламан. Тен, çакăнпа унăн художник пулас çул хупăнĕччĕ те пуль – хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ Л.А. Ботникова вĕрентекен ачан ӳкерес туртăмне асăрханă, унăн малашлăхĕ пысăк пулма пултарнине туйса илнĕ, ашшĕ-амăшне ачине ӳкерес енĕпе малалла вĕренме ямашкăн ӳкĕте кĕртме пултарнă.
Çапла майпа вăл Улатăрти илемпе гравюра училищине вĕренме кĕрет. Унта шăпах Чăваш кĕнеке издательстви валли иллюстраторсене хатĕрленĕ. «Эпĕ Иван Трофимович Григорьевпа Федор Семенович Быков паллă граверсем патĕнче вĕреннĕ. Анчах та укçа-тенкĕ çитмен пирки училищĕрен кайма лекрĕ. 1940 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Чăваш патшалăх издательствине /халĕ – Чăваш кĕнеке издательстви/ штатра тăман художника вырнаçрăм. Çав çултанпа чăваш çыравçисен хайлавĕсене илемлетме пуçларăм, кашни çулах вĕренӳ кĕнекисем валли ӳкерчĕксем калăпларăм, ку ĕçре пысăк тӳсĕмлĕх, унтан та пĕлтерĕшлĕреххи – вичкĕн куç кирлĕ», – аса илнĕ вăл каярах.
1943-1945 çулсенче Хĕрлĕ çарта пулать, кунта вăл пĕрремĕш хут пысăк курава, ăна çар ӳнерçисен хушшинче ирттернĕ, хутшăнса курать. Çакă ăна хăйĕн пултарăвне ĕнентернĕ, салтакран таврăнсан вăл Мускавра «Всехудожник» Тĕп студире ăсталăхне туптать, кĕнеке ӳнерĕнче професси шайне ӳстерет. 1963-1963 çулсенче Пĕтĕм союзри искусствăсен кĕрет мар университетĕнче вĕренет.
Чăваш кĕнеке издательствин художникĕнче П.Сизов çур ĕмĕр ытла – 51 çул /1940-1991/ тăрăшнă, çав тапхăрта 200 яхăн литературăпа вĕренӳ кĕнекине илемлетнĕ. Хăшне-пĕрне асăнса хăварасах килет: В.Бараевăн «Али паттăр» /1940, 1955/, Куçма Чулкаçăн «Сунарçă халапĕсем» /1943, 1956, 1973/, Ç.Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче» /1948/, П.Хусанкайăн «Юмахсем» /1953/, И. Малкайăн «Çутă ĕмĕтсем» /1956/, Г.Волковăн «Асанне юмахĕсем» /1957-1959/, И.Мучин «Тавăрпи» /1961/, Хв.Уярăн «Таната» /1964/, М.Ухсайăн «Кăра çилсем» /1978/, «Чăваш халăх юмахĕсем» /1973/ тата ыттисем те. <...>
Ольга ФЕДОРОВА.
Комментировать