Тĕплĕ диспансеризаци пуçланчĕ

27 Авг, 2021

COVID-19-па чирлесе ирттернисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

Раççей Правительстви хушнипе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен профилактика медицина тĕрĕслевĕпе диспансеризацийĕсĕр пуçне çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернисен тĕплĕ диспансеризацийĕ пуçланчĕ.

Чылай чухне чир ахаль иртмест. Капла та пулать: ПЦР-тестсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек кăтартаççĕ пулсан та инфекции амакĕпе йывăррăн чирлесе ирттернĕ пациентсен симптомсем упранса юлаççĕ. Медиксем çакна «лонгковид» /вăрах ковид/ теççĕ. Енчен те симптомсем виçĕ уйăхран та иртмеççĕ пулсан постковид синдромĕ пирки сăмах пуçарма та юрать. Тĕплĕ профилактика мероприятийĕсене ятарлă программăпа ирттереççĕ, унăн тĕллевĕ — çын организмĕнчи чирпе çыхăннă улшăнусене тупса палăртасси, инфекцие пула чир йывăрланасран сыхланасси.

Чирлесе ирттернисем, COVID-19 диагноз пулнине сиплекен врач çирĕплетнисем, 18 çулти тата аслăрах мĕн пур çын, сывлăхне тĕплĕ тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Анчах — сывалнă хыççăн икĕ уйăх иртиччен маларах мар. Сывлăх сыхлавĕн министерствин утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăларнă 698н ; хушăвĕпе килĕшӳллĕн тĕплĕ диспансеризаци кăлармалли черете çирĕплетнĕ:

— чи малтанах çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕ, инфекципе çыхăнман, шала кайнă икĕ е ытларах чирпе нушаланакансем сывлăхне тĕрĕслеттереççĕ;

— унтан — çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕ, шала кайнă пĕр чиртен ытла мар чирпе асапланакансем.

Сăмахран, çыннăн чирлени çинчен калакан кăтартусем çук, вăл врач патне кайман, килте хăй тĕллĕн сипленнĕ, анчах хăй COVID-19-па чирленĕ тесе шутлать тейĕпĕр. Ун пеккисем те хăйсене çирĕплетнĕ медицина организацийĕн тĕп врачĕн ячĕпе заявлени çырнă хыççăн тĕплĕ диспансеризаци тухаяççĕ.

РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшӳллĕн халăхăн уйрăм ушкăнĕсем валли унчченхи пекех диспансеризаци тата профилактика медицина тĕрĕслевĕсем ирттереççĕ.

Аса илтерер: диспансеризаци витĕр 18-39 çулсенчи граждансем, çулĕсен шучĕ 3 çине пайланаканнисем, кашни 3 çулта пĕрре тухаççĕ, 39 çултан аслăраххисем — çуллен. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енĕн медицина организацийĕсем чи малтан тĕплĕ диспансеризаци ирттермелли граждансен списокĕсене хатĕрленĕ. Çак информацие страхлакан медицина организацийĕсене /малалла — страхлакан компанисене/ граждансене пĕлтермешкĕн панă. Страхлакан компанисем тĕплĕ диспансеризаци кăлармалли граждансене медицина организацийĕсем палăртакан графикпе килĕшӳллĕн евитлеççĕ.

Çынсене евитлессине йыхрав ярса — СМС-пĕлтерӳ урлă, телефонпа шăнкăравласа, çынсем страхлакан компанисен офисĕсене пырсан пурнăçлаççĕ. Республикăра пурăнакансем çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи уйрăм кабинет урлă та пĕлтерӳ илме пултараççĕ.

Диспансеризацие медорганизацин профмероприятисем ирттермелли расписанийĕпе килĕшӳллĕн малтанах йышăнăва çырăнмалли йĕркепе кăна ирттереççĕ. Унта патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи «Манăн сывлăх» уйрăм кабинетра, тӳррĕнех поликлиникăра, регистратура е участокри терапевт тухтăр урлă çырăнма пулать. Тĕплĕ диспансеризацие Чăваш Енри 29 медорганизацире тухма пулать. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ: диспансеризацие тата профилактика медицина тĕрĕслевне хăвăра çирĕплетнĕ поликлиникăра кăна тухма пулать. Çумра паспорт, ОМС полисĕ пулмалла.

Аса илтеретпĕр: профилактика мероприятийĕсен вăхăтĕнче шала кайнă чирлĕ, çавăн пекех коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕ пациентсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулĕ. Çавнашкал чирсен шутĕнче — чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем. Унашкаллисем валли диспансеризаципе профилактика мероприятийĕсен 1-мĕш тата 2-мĕш тапхăрĕсен тĕпчевĕсен списокне палăрмаллах анлăлатнă. Енчен те унччен профилактика мероприятийĕсем шала кайнă чирсене, онкологи чирĕсене тупса палăртассине тĕпе хунă пулсан, тĕплĕ тĕпчев программинче ковид хыççăнхи синдрома, COVID-19-ăн ытти сиенне тупса палăртассине тĕпе хунă. 1-мĕш тапхăр мероприятийĕсене пациент миçе çултине, унăн сывлăх шайне, çавăн пекех чирлесе ирттернине кура йĕркелеççĕ. 2-мĕш тапхăр тĕпчевĕсен калăпăшĕ 1-мĕшĕн кăтартăвĕсенчен килет. Сăмахран, профилактика медицина тĕрĕслевĕпе диспансеризацийĕн 1-мĕш тапхăрĕнче çаксене тĕпе хурĕç:

— юнри кислород шайне виçесси /сатураци/, вăл сывлав тытăмĕн ĕçĕнчи улшăнусене асăрхама май парать;

— 6 минут çуран утмалли тест, ăна кăтартусем тăрăх ирттереççĕ, вăл чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне тĕрĕслеме кирлĕ /юнри кислород сатурацийĕ 95% танлашсан е унран ытларах пулсан тата пациентăн сывлăш пӳлĕнсен, ӳт шыçăнсан — çакă пирвайхи хут палăрсан е унчченхинчен час-часрах пулсан/;

— спирометри е спирографи ирттересси;

— юнăн анлă анализĕ;

— юнăн биохими анализĕ /холестерин виçине, çăра мар липопротеинсен /ЛПНП/, С-реактивлă белок шайне, юнри аланинаминотранфераза /АЛТ/ хастарлăхĕн, аспартатаминотрансфераза /АСТ/ хастарлăхĕн,

юнри лактатдегидрогеназа /ЛДГ/ хастарлăхĕн шайне палăртса, юнри креатининин шайне тĕпчесе/;— юнри Д-димер концентрацине палăртасси /COVID-19-па вăтам е унран йывăртарах чирленисем тĕлĕшпе/;

— кăкăр кăшкарĕн органĕсен рентгенографийĕ /маларах пĕр çул туман пулсан/.

1-мĕш тапхăрта сывлăх тĕлĕшпе улшăнусем, хăрушлăх пуррине тата чир шала кайма пултарассине палăртсан терапевт пациента 2-мĕш тапхăрпа килĕшӳллĕн хушма тĕпчеве ярать. Унта çаксем кĕреççĕ:

— эхокардиографи ирттересси /лăпкă чухне сатураци кăтартăвĕ — 94% е унран пĕчĕкрех пулсан, çавăн пекех 6 минут утмалли тест кăтартăвĕ тăрăх/;

— компьютер томографийĕ ирттересси /лăпкă чухне сатураци кăтартăвĕ — 94% е унран та пĕчĕкрех пулсан, çавăн пекех 6 минут утмалли тест кăтартăвĕ тăрăх/;

— урасен юн тымарĕсене дуплекслă майпа сканерласси /юнри Д-димер концентрацине палăртнин кăтартăвĕ тăрăх/.

Тĕплĕ диспансеризаци пĕтĕмлетĕвне кура шала кайнă инфекци чирĕсене тупса палăртсан çынна диспансерта сăнаса тăма йышăнĕç. Кирлĕ сиплев, медицина реабилитацийĕ ирттерĕç.

Ыйту çуралма пултарать: диспансеризацире — профилактика тĕрĕслевĕнче пулнă тăк тĕплĕ диспансеризаци тухма пултаратăп-и?

Хуравлатпăр: пултаратăр. Тĕплĕ диспансеризаци хăй тĕллĕн уйрăм мероприяти шутланать, вăл диспансеризаципе е профилактика тĕрĕслевĕпе çыхăнман. Тĕплĕ диспансеризаци тухмалли çинчен сире страхлакан медицина компанийĕ пĕлтерет.

Çакна шута илĕр: 40 çултан аслăрах, ĕçлекен çынсен диспансеризаци валли çуллен пĕр кану кунĕ илме ирĕк пур. 18-39 çулсенче вара сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн 3 çулта пĕрре кану кунĕ илме юрать. Диспансеризаци çынсене сывлăха упрама, шала кайнă чирсенчен сипленме, хавхалантарма тивĕç. Хăвăрăн сывлăхăршăн тăрăшăр — диспансеризацие, медицинăн профилактика тĕрĕслевне кайăр!

www.hypar.ru

Ульяна ПЧЕЛКИНА,
Чăваш Республикин ОМС территори фончĕн ОМС йĕркелĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.