«Энергие пула çуралнисем» пепкесене хÿтĕлеççĕ

21 Дек, 2013

«Куратăр-и, монитор çинчи çак цифрăсем ача температурине кăтартаççĕ, кусем вара - юн пусăмĕпе чĕре таппин параметрĕсем», - кăмăллăн паллаштарать çĕнĕ оборудованипе /сăн ÿкерчĕкре/ Улатăр районĕн тĕп больницин ача çуратмалли çурчĕн врач-неонатологĕ Галина Фунтикова. Хаклă реанимаци системи тин çуралнисене васкавлă пулăшу кÿме кирлĕ - ăна медиксене Чăваш энергосбыт компанийĕ парнеленĕ.

РусГидро, ЧЭСК унăн тытăмне кĕрет, пĕлтĕр «Энергие пула çуралнисем» ятлă çулленхи ыр кăмăллăх акцине пуçарнă. Унăн тĕллевĕ - Раççейри чи пысăк энергетика холдингĕсенчен пĕри ĕçлекен хуласенчи ача çуратмалли çуртсене, перинаталь центрĕсене хаклă диагностика тата реабилитаци оборудованийĕпе тивĕçтересси. Проекта пурнăçлама энергетиксем кăçал 6 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Кăмăллă, кăçал Чăваш Ене те ăнчĕ - энергосбыт компанийĕ ача çуртне тивĕçтерме 450 пин тенкĕлĕх медоборудовани туяннă. Сывлăх сыхлавĕн министерствипе, специалистсемпе малтанах килĕшсе хатĕрленĕ списокра çут тĕнчене тин килнĕ ачасене кирли кăна - пайăркапа тĕпчекен «Аксион» фототерапи хатĕрĕнчен пуçласа пĕчĕкскерсене кипкепе чĕркемелли сĕтелсемпе краватьсем таранах.

Вĕсене илмелли сертификата Энергетик кунĕ умĕн ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров больницăн тĕп врачне Юрий Боголюбова пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх - медицина модернизацийĕн программипе килĕшÿллĕн сиплев учрежденине юлашки çулсенче медоборудованин 100 ытла единиципе тивĕçтернĕ - 40 млн яхăн тенкĕлĕх. Апла пулин те энергетиксен пулăшăвĕ вырăнлă - «спонсорсенчен çакнашкал пысăк хаклăх медтехника пуçласа илетпĕр».

Энергетиксен ячĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова та, çак сăлтавпа хăйĕн ведомствин тытăмĕнчи учреждение ятарласа килнĕскер, ăшă сăмахсем каларĕ. «Энерги тапса тăракан ачасем çуратма пулăшакан» реанимаци комплексне, Улатăр тăрăхĕнче ача çуратассин кăтартăвĕсем ÿснине пысăка хурса хакларĕ: пĕлтĕр 443 пепке çут тĕнчене килнĕ, халь çулталăк вĕçленмен-ха, анчах хулапа районта кăçал 501 ача çуралма ĕлкĕрнĕ. Алла Владимировна шухăшĕпе, ку - патшалăх, республика ача çуратассине хавхалантарас, медпулăшу пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе йышăнакан мерăсен çимĕçĕ: «Хĕрарăмсем паян Шупашкара кайма ăнтăлмаççĕ, çакăнтах çуратаççĕ. Кунта халĕ кÿршĕ регионсенчен те килеççĕ, çакă ача çуратмалли çурта кирлĕ пек тивĕçтернине, унăн сумне, персонал ăсталăхне çирĕплетет - амăшĕсемпе ачасем валли йĕркеленĕ условисемпе вăл тĕп хулари перинаталь центрĕсенчен кая мар».

Паллах, Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Марискин та кăмăллă: «Тин çеç-ха Кировра Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полпречĕ Михаил Бабич ирттернĕ канашлăва хутшăнтăм. Монохуласен /вĕсен шутне Улатăр та кĕрет/ экономикине аталантарассин çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврăмăр. Аталанма ĕç ресурсĕсем, сывă çынсем кирлĕ - эппин, медицина паха пулмалла. Çавна май ку енĕпе бизнес та пулăшнăшăн чăннипех савăнатăп».

Тепĕр тесен энергосбыт компанийĕ Сăр çинчи хулапа тăванлашнă теме те юрать. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ЧЭСК Улатăр хулинчи «ЖКХ управленийĕ» ОООн ĕç тăвакан органĕн полномочине илнĕ, паян вăл хулари нумай хваттерлĕ 150 ытла çурта тивĕçлĕ шайра пăхса тăрассишĕн яваплă. Тĕллев - юлашки çулсенче капланнă çивĕч ыйтусене сиресси, хăйсен çурт-йĕрĕшĕн тăрăшассине ЧЭСКА шанса панă çынсене профессионалсен шайĕнче хăтлăхпа тивĕçтересси. Ĕç ăннăн туйăнать: çурт-йĕр фондне кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра вăхăтра тата пахалăхпа хатĕрленĕ, потребительсемпе тытакан çыхăну çирĕпленет, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене тÿлес енĕпе ĕç-пуç уçăмланнă...

- Çулталăк вĕçлениччен пĕрлехи АСКУЭ тытăмĕпе çыхăнтарнă, электроэнергие шута илмелли приборсене вырнаçтарса пĕтеретпĕр - хамăр шутпа. Пурнăçлакан ытти ĕç те пур. Çав шутра - йăлари каяшсене утилизацилессине йĕркелесси, ытти проект. Улатăр пирĕншĕн çывăхлансах пырать, - терĕ А.Гончаров хаçат корреспонденчĕпе калаçнă май. Çавăнпа та Улатăрти ача çуратмалли çурта оборудовани парнелени пĕртте ăнсăртран мар. Сăмах май, Александр Николаевича ку эрнере ача çурчĕсемпе ăннă теме пулать. Тунти кун та унта пулнă иккен - Шупашкарта: «Унтан мăнука илсе тухрăм - Степан ят патăмăр!» Саламлатпăр - мăнукпа тата, паллах, Энергетик кунĕ ячĕпе!

Николай ДМИТРИЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.