«Хыпар» 89 (27822) № 17.08.2021

17 Авг, 2021

Ăста рабочисем кирлĕ, анчах вĕсем çук

Ача чухне уроксене лайăх хатĕрленсе каймасан шкулта учитель ятлатчĕ: шкул хыççăн ниçта та вĕренме кĕреймĕр, кĕтӳ ачи кăна пулатăр… Вĕренме хистесе, паллах, тĕрĕс тунă, анчах çакăн — профессисене хисеплисемпе хисепсĕррисем, сумлисемпе сумсăррисем çине пайланин — тӳнтер енĕ те пур, паян ку ĕç рынокĕнче лайăх палăрать.

Ĕç паракансем чылай çул чан çапни — рабочисем çителĕксĕр пуласси пирки сасă хăпартсах калани — тӳрре тухрĕ. Паян вĕсем кадрсен дефицичĕ темиçе çултан килсе çапĕ темеççĕ, рабочисем çитменни халех ĕçе ура хуни пирки калаççĕ. Çакă уйрăм предприятисене çеç мар, пысăк отрасльсене те пырса тивет: промышленноçпа ял хуçалăхне, строительствăна…

Тахçан «пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ» тетчĕç — ахальтен каламан: кадрсем пулмасан пысăк ĕмĕтсем те ĕмĕт шайĕнче кăна юлĕç. «Трактор завочĕсем» концерн, авă, хăйĕн Шупашкарти площадкинче пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсем туса кăларма хатĕрленет. Анчах малтан кĕтмен чăрмав сиксе тухнă — кадрсем, çав шутра пĕлӳллĕ тата ăста рабочисем, кирлĕ. Вĕсем çук. Шупашкарти трактор заводĕнче ĕлĕк вун-вун пин çын ĕçленине пĕлетпĕр-ха, анчах паян вĕсене шанни вырăнсăр — çав йыша завод упраса хăварайман. Тепĕр енчен, «Промтрактор» мухтавĕ шутланнă йыш, тĕпрен илсен, ватă ĕнтĕ — рабочисен çĕнĕ ăрăвĕ кирлĕ.

Çивĕч çак ыйту пысăк нумай предприятишĕн кăтартуллă. Ĕçлекен çын çитмест. Калăпăр, ялти строительство комбиначĕ, ĕлĕк çур республикăри стройкăсене хăйĕн тимĕр-бетон изделийĕсемпе тивĕçтерсе тăнăскер, бетонщиксене, юсавçăсене, крановщиксене, ыттисене кĕтет. Çамрăксене шкул хыççăнах йышăнма хатĕр – профессисĕрех, хăйĕн вăйĕпе вĕрентсе. Рабочисене ĕç укçи те аван, ĕç условийĕсем те лайăх — пурпĕр ĕçе килмешкĕн черет тăмаççĕ.

Строительство отраслĕнче те мухтанмалли çук. Шупашкарти çурт-йĕр тăвакан «Регионжилстрой» компани ертӳçи Валерий Борисов отделка ĕçĕсем тăвакансем тĕлĕшпе йывăрлăхран тухни çинчен калать: «Вĕсене кунти пĕр вĕренӳ заведенийĕ хатĕрлет. Унпа килĕшӳ турăмăр — çуллен темиçе хĕре ĕçе йышăнатпăр. Анчах стена хăпартакан рабочисене — каменщиксене, бетонщиксене, тăрă витекенсене — никам та хатĕрлемест, вĕсем çитмеççĕ, сварщиксем те çук».

Ку компанире те шалу виçи чи пĕчĕкки мар — пурпĕр çын çитмест. Валерий Гурьевич стройкăсенче рабочисем çитменни республика пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă пысăк тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе чăрмавсем кăларса тăратма пултарассине те хирĕçлемест. Ăста та пултаруллă строительсемпе яланах мăнаçланнă Чăваш Енре, паллах, каменщиксем те, ыттисем те пур, анчах вĕсем паян ютра ĕçлеççĕ — Мускавра, пысăк ытти хулара.

Паллах, вĕренӳ заведенийĕсене ӳпкелени сăлтавсăр мар — айăпĕ пурах: професси пĕлĕвĕ паракан вĕренӳ заведенийĕсен производствăпа алла-аллăн ĕçлесе унăн ыйтăвĕсене тивĕçтерессине тĕпе хумалла тенипе кашниех килĕшĕ. Чăн та, урăхларах шухăшлакан та çук мар. Калăпăр, Шупашкарти электроаппарат завочĕн персонал енĕпе ĕçлекен директорĕ Сергей Кольцов вĕрентӳ сферине айăпланипе пачах килĕшмест. «Никам та никам умĕнче те парăмлă мар!» — çак йĕркесен авторĕшĕн вăл çапла калани тĕлĕнмеллерех те илтĕнчĕ.

Анчах позицие уçăмлатрĕ те — çапла каланинче логика пурри куçкĕрет. ЧЭАЗ та хăй вăхăтĕнче рабочисен пин-пин çынран тăракан йышĕн пысăк пайне çухатнă. Хуçа улшăннă май производствăна çĕнĕ хăват парас тенĕ те — тĕллеве тӳрре кăлармашкăн пĕрле кӳлĕнме çын та çук иккен. Çавăнпа малтан çынсене урамран тенĕ пек илĕртсе кĕнĕ, унтан предприяти вĕренӳ заведенийĕпе тачă çыхăну йĕркелесе хăйĕн шучĕпе вĕрентнĕ — кал-кал ĕçлесе кайнă…

Шухăшласан — чăннипех тĕрĕс: вĕренӳ заведенийĕсем уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи предприятисен умĕнче нимĕнле парăм та çук. Пĕр- пĕр бизнесмен вăл е ку енĕпе ĕçлет, услам тума ăнтăлать — унăн ĕçĕ. Патшалăхăн ăна хатĕр специалистсемпе тивĕçтермелле-и? Пулăштăр, аталанмашкăн условисем йĕркелетĕр, анчах унăн пĕтĕм нушине хăйĕн çине илме — çук пуль. Патшалăхăн пулăшу кӳмелли сфера ахаль те нумай: нумай ачаллă çемьесенчен пуçласа ватăсемпе инвалидсем таран.

Çапах ĕç рынокне йĕркелесси те — патшалăх ыйтăвĕсенчен пĕри. Çамрăксене вĕренӳ заведенийĕсене вĕренме йышăнмалли тапхăр вĕçленчĕ — пĕтĕмлетĕвĕ тишкермелĕх пур. Вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, республикăри техникумсенче кăçал 6,4 пине яхăн бюджет вырăнĕ пулĕ. Вĕренме кĕмешкĕн вара 15 пин çамрăк заявлени панă. Аплă тăк çуррин укçа тӳлесе вĕренме тивĕ. Паллах, çак йыш пĕтĕмпех рабочисем мар, анчах 12,6 пин ытла яшпа хĕр шăпах рабочисен специальноçне алла илĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пĕр шкула тултарассишĕн виççĕшне хупма тивет

«Пĕрçырланта шкул-ача сачĕ пулмаллах. Çапла пĕтĕмлетӳ турĕ халăх пуху хыççăн. Чăваш наци телевиденийĕн журналисчĕсем кун пирки сюжет ӳкерме килчĕç. Ял çыннисем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтăва маларах та хускатнăччĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «тӳрĕ лини» ирттернĕ чухне те видеоçыхăнупа тухнăччĕ. Кӳршĕ ялти Орапакассинчи «Колосок» садикĕ тата Пĕрçырлан шкулĕ 50% кивелнине виçĕ çул каялла экспертиза палăртрĕ. С.Григорьева директор çĕнĕ шкул çĕклес ыйтăва ун чухнех çĕклерĕ, министерствăна çырусем çырчĕ. 2019 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче çакăн пек хурав килнĕ: Пĕрçырлан ял тăрăхĕнче шкул-ача садне çĕнĕрен тумалла. 2020 çулта ăна Етĕрне районĕпе Чăваш Республикин 2020-2025 çулсем валли йышăннă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе йышăнусем туман-ха.

Журналистсемпе тĕл пулнă май шкул коллективĕ, педагогика ветеранĕсем, ашшĕ-амăшĕ тата ыттисем хăйсен шухăшне каларĕç. «60-мĕш çулсенче тунă шкул самай кивелчĕ, çĕнни кирлех. Ачасен килтен инçе мар вĕренмелле. Транспортпа тепĕр яла кайса çӳремелле мар», — палăртрĕ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Г.Петрова, нумай çул шкул директорĕ пулнăскер. «Владимир Путин Федераци Канашне янă Çырăвĕнче Раççейре 2004 çул вĕçĕччен 1300-тен кая мар шкул тумалла тесе палăртнă. Пĕрçырлан шкулĕ те çав шутра пуласса шанатпăр. Шкул пулсан — ял пурăнать», — терĕ 40 çула яхăн педагогикăра вăй хуракан И.Григорьева. Ял тăрăхĕн пухăвĕн депутачĕ А.Плеханов шкул тăвас ыйтупа 2019 çулхи нарăс уйăхĕнче пуху ирттернине аса илчĕ. «Унта ку тăрăха кĕрекен 9 ялăн представителĕсене чĕннĕ, уçă сасăлав ирттернĕ. Çĕнĕ шкул-садике шăпах Пĕрçырланта тумалла тесе йышăннă. Пĕрремĕшĕнчен, унта ача ытларах. Нумай ачаллă, çамрăк çемьесем пурăнаççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, шкулшăн ку питĕ меллĕ вырăн. Пĕрçырлан — ял тăрăхĕн центрĕ. Кунта культура çурчĕ, почта, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ пур. Çулсем те çӳреме меллĕ. Автобус чарăнăвĕ те ялтах. Ачасем уроксем хыççăн хушма пĕлӳ илме Етĕрнене кайма пултараççĕ. Ялти шкул чăваш чĕлхине упраса хăварма пулăшать, ял пурнăçне юратма вĕрентет. Пĕчĕккисен вара çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ садикре воспитани илмелле. Ялтах шкул, садик пулни ашшĕ-амăшне те меллĕ», — терĕ депутат. Паллă спортсменкăсен Ирина Баймулкинăпа Александра Козловăн амăшĕсем те çакнах çирĕплетрĕç. Ачисем Пĕрçырланти культура çуртĕнчи секцисене çӳренине, çине тăрса хатĕрленнине каларĕç. «Çĕнĕ шкулпа ача сачĕ тăваççĕ тенĕшĕнех 2020 çулта çак тăрăхра «Çамрăк çемье» программăпа çурт туянтăмăр. Пĕчĕк ачана аякри садике илсе çӳреме питĕ кансĕр. Хамăр ялта пулсанах аван», — терĕ 6 ача амăшĕ О.Белоткач».

Ялти шкула хупасран хута кĕме ыйтса редакцие килнĕ пĕрремĕш çыру мар ку. Çакăн пек самантра хаçат çырăнман, вуламан учительсем те журналистсем çинчен аса илеççĕ. Вĕсене те ăнланма пулать-ха, кил çумĕнчи ĕç вырăнне çухатас килмест, тивĕçлĕ канăва тухса юлмалла... Калем ăстисем яланах вырăна çитсе халăхăн шухăш- кăмăлне итлеççĕ, ыйтăва влаç патне витерӳллĕрех çитерме тăрăшаççĕ. Шкул шăпине татса панă чухне ку пысăк витĕм кӳрет. Журналистсем хута кĕнипе упранса юлнă шкулсем пур. Вĕсем паянхи кун та ĕçлеççĕ. Сăмахран, Йĕпреç районĕнчи Березовкăри тĕп шкул. Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт шкулне хупасси пирки те 3 çул каялла хĕрӳ калаçу пулчĕ. Ял халăхĕ çине тăчĕ, çĕнĕ шкул туса пама ыйтрĕ. Киввине хальлĕхе хупман- ха, çитес вĕренӳ çулне ачасем унтах пырĕç. Шкула пĕрех хупассине пурте ăнланаççĕ, мĕншĕн тесен çурчĕ кивĕ, йывăçран. Çĕннине çĕклес ĕç вара вырăнтан тапранман. Вăл пулĕ-и е çук-и — иккĕленӳллĕ. Ку ял вăйлă аталаннине, ачасем нумаййине палăртмалла: шкул ӳсĕмĕнчисем çулсеренех 100-тен кая мар. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ çĕнĕ шкул хăпартмашкăн хăюллăнах ыйтма пултарать. Ачасене хальхи самана ыйтнине тивĕçтерекен лайăх условисемлĕ шкулта вĕрентес килет. Çавăнпа райцентра илсе çӳрекенсем те пур.

Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси шкулĕнче пулни те асрах. 2013 çулта ăна хупас ыйту тухсан пирĕн корреспондент каçа юлса ял çыннисен пухăвне те хутшăннăччĕ, вĕсене хӳтĕлесе ăçта кăна шăнкăравламанччĕ. Шкула упраса хăварчĕç, анчах вăхăтлăха кăна. Ача сахаллипе темиçе çултан вăл пуçламăш шкул кăна пулса юлчĕ.

Çĕрпӳ районĕнчи Йĕкĕрвар шкулне хупас ыйту 2011 çулта çĕкленнĕччĕ. Çултан-çул ачасен йышĕ чакса пынă. Пĕр çулхине парта хушшине 29 ача кăна ларнă. Ун чухне шкула хупасран учительсем çăлса хăварнă: вĕсем хăйсен çемйине тăлăхсене опекăна илсе шкула çӳрекенсен йышне ӳстернĕ. Шкул директорĕ Галина Семенова чи малтан хăй тĕслĕх кăтартнă. Ун хыççăн — ыттисем, 2-шер, 3-шер ача илекенсем те пулнă. Кун хыççăн çак шкул пирки республика тулашĕнче те пĕлме пуçларĕç. Çапла майпа шкулта вĕренекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ опекăна илнĕ ачасем пулнă. Пур тытăмра та оптимизаци пынă чухне Йĕкĕрварсен каллех çав ыйту çиеле тухнă. 2019-2020 вĕренӳ çулĕ пуçланиччен ашшĕ-амăшне пухса хыпар пĕлтернĕ: 5-9-мĕш классенче вĕренекенсене Чиричкассине илсе каяççĕ, Йĕкĕрварта кĕçĕннисем кăна юлаççĕ. Килпе юнашарах шкул ларнă çĕрте 4 çухрăма çӳреме тивнипе ашшĕ-амăшĕ йывăррăн çырлахнă. «Ачасем унта хăнăхаймарĕç, вĕсене каялла илсе килме пулăшăр», — тесе вĕренӳ çулĕн варринче журналиста та чĕнчĕç. Анчах эпир те асамçă мар çав — пурнăç хăйĕннех тума хистет. <...>

Алина ИЗМАН.

♦   ♦   ♦


Хула çыннисем пахча çимĕçе йÿнĕрех хакпа туянаççĕ

Шупашкар хулин администрацийĕ çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 5-мĕшĕччен А.Николаев урамĕнчи «Николаевский», Мускав проспектĕнчи «Çурçĕр» суту-илӳ комплексĕсенче, Трактор тăвакансен проспектĕнчи «Шупашкар» суту-илӳ çурчĕпе юнашар лаптăкра Канмалли кунсен ял хуçалăх ярмăрккине ирттерет.

Пуçарăвĕ ырă-ха…

Вĕсене тĕп хулара çуллен авăн уйăхĕнче ирттернине Шупашкарта пурăнакансем пĕлеççĕ, суту-илĕве йĕркеленĕшĕн чылайăшĕ тав сăмахĕ калать. «Ашран хатĕрленĕ продукцие, пулла, юр-вара, пахча çимĕçе, улма-çырлана йӳнĕрех хакпа туянма пулать», — теççĕ вĕсем.

Ярмăрккăсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пуçарнипе суту-илӳ вырăнĕшĕн укçа тӳлеттермесĕр сутма май туса парса, хулари лавккасен хушшинче конкуренци йĕркелесе хăш-пĕр продукци хакне пĕчĕклетессишĕн йĕркелеççĕ. Тĕллевĕ — ырă, вăл сутакана та, туянакана та усă кӳрет.

Çапах канмалли кунсенче ярмăрккă сентрисене продукци тултарасси республикăпа тĕп хула ертӳçисенчен кăна килмест. Вĕсем пуçару тунă хыççăн ял çыннисем Шупашкар ярмăрккисене вун-вун машинăпа пахча çимĕçе, ыттине турттарса килме паян çĕршывра план экономики хуçаланмасть. Влаç туса панă çăмăллăхпа никам хушмасăрах усă курса продукцие сутасси чи малтанах фермертан, кил хуçалăхĕн хуçинчен килет. Услам туса хуçалăха аталантаракансем, авă, ярмăрккăра ял хуçалăх продукцине сутса тупăш тăваççĕ. Шăпах çавнашкал çынсем пухăннăччĕ çурлан 7-8-мĕшĕсенче «Шупашкар» суту-илӳ çурчĕн çывăхĕнчи лаптăкра.

Условисем меллĕ

— Кунта хула администрацийĕ йыхравланипе килтĕмĕр, — пĕлтерчĕ Патăрьел районĕнчи Николай Пирожков. — Суту-илӳ йĕркелеме павильонсем вырнаçтарнă — хĕртсе пăхакан хĕвел пайăрки те, çумăр та пуçа тивмерĕ. Кашни сутуçа сĕтел-пуканпа, сентрепе, çи виттипе тивĕçтерчĕç — условисем лайăх. Ярмăрккăна йĕркелекенсене ырă сăмах çеç калатăп. Ăна хутшăнма хатĕрленсе малтан кунта мар, «Çурçĕр» тата «Николаевский» суту-илӳ комплексĕсене кайрăмăр. Шел те, тӳлевсĕр вырăна йышăнакансем валли иккĕшĕнче те павильон тавраш лартманччĕ. «Шупашкарта» сутма хутшă-накансен ячĕсене те çырса çакнă. Кунта икĕ кун пыл сутрăмăр. Шăматкун илсе килни вырсарникун валли юлмарĕ, ывăлăн вырсарникун сутмашкăн тепĕр рейс тума тиврĕ. Кашни ярмăрккăнах килсе продукци сутма планларăмăр.

Ытти павильонра мĕн сутаççĕ-ха? Канаш райповĕ пахча çимĕç кӳрсе килнĕ. Пысăк михĕпе те, пĕчĕк хутаçпа та туянма май пур. Акă, фермерăн — çăвĕпех пулакан çĕр çырли. Патăрьел районĕнчен юр-вар, ашран хатĕрленĕ продукци илсе килнĕ. Тепĕр фермерăн — вун-вун тĕрлĕ хунав. ЧР Апат- çимĕç фончĕ тата Куславкка районĕнчи В.Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕ пахча çимĕç сĕнет. «Ольдеевская» агрофирма — хăяр-помидор, «Крестьянка» общество, Патăрьелпе Çĕрпӳ районĕсенчи фермерсем хăйсен продукцине сутрĕç.

Çакна палăртма кăмăллă: пахча çимĕç туяннă пенсионерсемпе патшалăх кӳрекен çăмăллăхпа усă куракансене пурăнакан вырăна транспортпа тӳлевсĕрех çитерсе параççĕ. Ытти пасартан киле илсе каймашкăн такси тытма, самаях тăкакланма тивет. Ярмăрккăра туянсан кĕсьерен укçа сахалрах кăларатăн.

Кунта шăматкун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Люция Сафина пырса курнă. Хула администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш кун ярмăрккăра 45,5 пин тенкĕлĕх 4,2 тонна продукци сутнă: купăста — 450 кг, кишĕр — 250 кг, хĕрлĕ кăшман — 300 кг, пуçлă сухан — 150 кг, çĕр улми — 2000 кг, хăяр — 80 кг, помидор — 100 кг. Кишĕр — 30-35, купăста — 30-40, çĕр улми — 25-30, пуçлă сухан 20-25 тенкĕ тăраççĕ. Хула çыннисем çак хакпа хапăл тусах туянаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Мĕн вăл – уманюч?

Чăвашсем апат ячĕсене те тĕрлĕрен калаççĕ. Пĕр районти тĕрлĕ ялтах расна калани тĕл пулать. Паян сăмахăм çĕр улмирен пĕçернĕ нимĕр çинчен. Нумайăшĕшĕн ачалăхри чи юратнă апачĕсенчен пĕри вăл. Шуратса чăмăрла пĕçернĕ çĕр улмине тукмакпа тĕвеççĕ, унта услам çу, сĕт (хăшĕ-пĕри — çăмарта та) хушаççĕ.

Вырăсла-чăвашла словарьте «пюре» сăмаха улма нимĕрĕ тесе куçарнă. Красноармейски районĕнче ăна улма нимри, нимре теççĕ. Шупашкар районĕсен вăл — нимĕр. Куславккасем — токоми, Комсомольскисем танками, улма тăнкками пĕçереççĕ. Патăрьел, Шăмăршă тата Елчĕк тăрăхĕнче улма пăтти янтăлаççĕ. Патăрьел районне кайсан улма пăтти тенине илтсен малтанах питĕ тĕлĕннĕччĕ. «Ăçтан пăтă пултăр-ха? Нимĕр вĕт вăл», — шухăшланăччĕ ун чухне. Трак тăрăхĕнче 20-30 çул каялла пăрçаран та нимĕр хатĕрлетчĕç, пăрçа нимри тетчĕç ăна. Шел те, юлашки вăхăтра ку çиме сĕтел çинчен çухалса пырать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.