Шупашкарăн çĕнĕ паттăрĕсем

13 Авг, 2021

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацийĕн çуртĕнче Чăваш Ен тĕп хулин «Хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ ентешсене чысларĕç. Çак ята ку таранччен 38 çынна панăччĕ. Мухтавлă ентешсен речĕ тата икĕ ятпа пуянланчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, сумлă çак пулăм яланхи пекех Хула кунĕ умĕн иртрĕ.

Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем Шупашкарăн кăçалхи «Хисеплĕ гражданинĕсене», Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансем «Уçă хула» порталта сасăланине тĕпе хурса, официаллă майпа çирĕплетнĕ. Вĕсем — Чăваш Республикин тĕп хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тата общество ĕç-хĕлне хăйсен тӳпине хывнă çынсем — федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров тата 3-мĕш лицей директорĕнче ĕçленĕ Ираида Полбенникова.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Олег Алексеевич пухăннисене çывхарса килекен уяпа — Хула кунĕпе — саламларĕ, тĕп хула аталанăвне хутшăнакансен пĕр пайне, тата, паллах, çĕнĕ «Хисеплĕ гражданинсене» тивĕçлĕ наградăпа чысларĕ.

— Эпир хăмăрăн Шупашкарăмăрпа тата унăн çыннисемпе мухтанатпăр. Шел, иккĕмĕш çул ĕнтĕ, паллă сăлтава пула, анлăн, пĕрле пуçтарăнса уявлама май килмест. Ман шухăшăмпа, çакă пире ытлашши кансĕрлемест те, чи кирли — эпир хамăрăн йăласене манманни, несĕлсем хăварнă халалсене малалла тăсни. Кăçал Шупашкар хăйĕн çуралнă кунне «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ятпа кĕтсе илчĕ. Эпир çакăншăн савăнатпăр, эпир çакăнпа мухтанатпăр. Çак çула тăван республикăн вăрçă çулĕсенчи паттăрĕсене — Хусан тата Сăр хӳтĕлев чиккисен строительствине хутшăннисене — чыслассипе çыхăнтартăмăр. Çавна май специалистсен архиври пин-пин страницăна шĕкĕлчеме тиврĕ. Паян пурăнакансен вĕсен ячĕсене пĕлмеллех. Мĕн тунипе чарăнса ларас марччĕ, малаллах ăнтăласчĕ, — терĕ Олег Алексеевич.

Регион ертӳçи çавăн пекех Шупашкар «Ĕç паттăрлăхĕн хули» ята тивĕçнĕ май Асăну стелине тăвас ĕç пирки те чарăнса тăчĕ. Çак ĕçе икĕ тапхăрпа пурнăçлĕç: кăçалхи раштав уйăхĕнче Стелăна вырнаçтараĕç, çăва тухсан ун çывăхĕнчи хутлăха хăтлăлатĕç.

Шупашкар хулин ертӳçисем — хула пуçлăхĕ Олег Кортунов тата администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков — Геннадий Федоровпа Ираида Полбенниковăна хула аталанăвне, унăн сумне çĕклес тĕлĕшпе тунă ĕçсемшĕн тав турĕç.

— Хула аталанать, çĕнĕ çуртсемпе пуянланать, çĕнĕ çемьесем чăмăртанаççĕ, ачасем çуралаççĕ. Республика Пуçлăхĕ пулăшнипе çĕнĕ объектсене хута яратпăр, инвестиципе çыхăннă пысăк проектсене пурнăçа кĕртетпĕр. Хула кунĕнче, паллах, тĕп вырăнта — Шупашкарăн хисеплĕ гражданинĕсене чысласси. Геннадий Федоров кирек хăш должноçра вăй хурсан та Шупашкаршăн, Чăваш Республикишĕн тăрăшнă. Пысăк проектсене хула территорийĕнче пурнăçа кĕртме пулăшнă. Ираида Полбенникăвăна та саламлатпăр, вăл вун-вун çул хулари чаплă шкула — физикăпа математика енĕпе ĕçлекенскере, ертсе пынă. Шăпах ун вăхăтĕнче 3-мĕш лицей Раççейри чи лайăх шкулсен шутне кĕчĕ, унтан вун-вун, çĕр-çĕр çамрăк вĕренсе тухса пурнăçра хăйсен тивĕçлĕ вырăнĕсене тупрĕç, тăван Шупашкара малалла аталантарма хăйсен тӳпине хываççĕ, — терĕ Алексей Ладыков.

Геннадий Федоров тата Ираида Полбенникова хăйсен сăмахĕнче çак пулăм пысăк чыс тата пысăк яваплăх пулнине палăртрĕç. Хула умĕнче тăракан яваплă ĕçсене татса пама паян вĕсем те хутшăннăшăн савăннине, умри тĕллевсем пурнăçа кĕрессине шаннине палăртрĕç.

Çавăн пекех темиçе çул каялла йĕркелесе янă йăлана малалла тăсса, тăван хула аталанăвне тӳпе хывнă ентешсене «Шупашкар хули умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе наградăларĕç.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: 

Комментировать