«Хыпар» 86 (27819) № 10.08.2021

10 Авг, 2021

Шăнкăрав янăриччен ĕлкĕресшĕн…

Шкулсене кăна мар, вĕсен картишĕсене те çĕнетеççĕ

Çурла уйăхĕ çĕр ĕçченĕсемшĕн çеç мар, шкулсемшĕн те хĕрӳ вăхăт. Ачасем каникулта каннă вăхăтра республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсенче ĕçсĕр тунсăхламаççĕ — пĕлӳ кунĕ тĕлне шкулсене тата вĕсен картишĕсене йĕркене кĕртмелле. Республикăри 42 шкулпа 28 ача садĕнче тата 2 лагерьте кану пирки уйрăмах шухăшламаççĕ. ЧР Вĕрентӳ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Пуринче те ĕçе авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлейĕç-и? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне пĕрле шырăпăр.

Юсав пулассине пĕлсен питĕ хавхаланнă

Аса илтеретпĕр: Чăваш Енри 50 процент ытла юхăннă 250 шкулпа садике пилĕк çулта юсаса çĕнетме палăртнă. Çакăн пек тĕллев лартнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Кунта ĕлĕкхи пек çурт тăррине е чӳречисене кăна улăштарасси пирки пымасть сăмах. Вĕрентӳ учрежденийĕсене самана ыйтнă пек тĕпрен çĕнетĕç.

Элĕк районĕнче, калăпăр, Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ шкула çĕнетеççĕ. Патăрьел районĕнче Хирти Пикшик тата Шăнкăртам пĕлӳ çурчĕсенче ĕç вĕрет. Вăрнар тăрăхĕнчи Пăртасри, Йĕпреç районĕнчи Эйпеçри, Кĕлĕмкассинчи тата Ирçе Çармăсри вĕрентӳ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Комсомольскинчи 1-мĕш тата Красноармейски салинчи шкулсене çĕнĕ сăн кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Куславккасен Тĕрлемесри пĕлӳ çурчĕ çĕнелет. Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти В.А.Верендеев ячĕллĕ вĕрентӳ учрежденийĕнче ĕç шавĕ тăрать…

Республикăн тĕп хулинче вара кăçал çичĕ пĕлӳ çуртне модернизацилеççĕ. Вĕсем — 12, 24, 27, 28, 30, 31, 63- мĕш шкулсем. Вĕсенчен иккĕшĕнче — 27-мĕшпе 30-мĕшĕнче — çак кунсенче Чăваш Ен Правительствин председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков тата вице- премьер — ЧР вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева пулнă, ĕç-пуç мĕнле пынипе паллашнă. Шкул директорĕ Людмила Жукова пĕлтернĕ тăрăх, пĕлӳ çуртне 52 çул каялла хута янă. Çак тапхăрта çурт та, инженери коммуникацийĕсем те юхăннă, çавăнпа пĕлӳ çуртне паянхи пурнăç ыйтнă пек юсаса çĕнетессине пĕлсен шкул ертӳлĕхĕ питĕ хавхаланнă.

Кĕтменлĕхсем сиксе тухнă

Шкул юсав ĕçĕсене 2019 çултах хатĕрленме тытăннă. Шăпах çавăн чухне проектпа смета доку-менчĕсене хатĕрленĕ. Пĕлтĕр, шел те, пандемие пула вĕрентӳ учрежденийĕ юсав ирттермелли шкулсен списокне кĕреймен, çавăнпа ĕçе кăçал пуçăннă. Строительсем кунта çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче пынă, çавна май шкул ачисен каникулĕ иртерех пуçланнă. Халĕ пĕлӳ çуртĕнче хутса ăшăтмалли тытăма, вентиляцие, тăррине çĕнетеççĕ, классенчи стенасене, маччасене сăрлаççĕ, чӳречесемпе алăксене улăштараççĕ… Йăлтах палăртнă пек пулса пырать пек… Анчах çурта 40-50 çултан пирвайхи хут тĕплĕн юсанă май кĕтменлĕхсем те сиксе тухаççĕ. Çĕр айĕнчи хутри /кунта искусствăсен шкулĕ пулнă/ урая ылмаштарнă чухне строительсем аялта тăпра кăна пулнине асăрханă… Çавăнпа проектпа маларах пăхса хуман ĕçсене те тума тивет. Шкул картишĕнче кӳленчĕксем пуçтарăнаççĕ — шыв çулĕ çиелте имĕш. Çавăнпа çĕр айĕнчи хутра яланах нӳрĕк тăрать тата стенасем кăвакараççĕ. Шкул директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем кунта библиотекăна, социаллă педагогсен, психологсен, логопедсен тата дефектологсен пӳлĕмĕсене куçарасшăн. Пĕр сăмахпа, унта дренаж тытăмне тумасăр май çук. Анчах проектра ăна та пăхса хуман. «Стройматериалсен хакĕ тăрук ӳснĕрен ĕçсене сметăра кăтартнă пек ниепле те тума май çук. Юсав вăхăтĕнче сиксе тухнă ыйтусене татса пама тата сахал мар нухрат кирлĕ», — пăшăрханăвне пытармарĕ директор. Кĕтменлĕхсем тата пур-мĕн. «Глобус» компани директорĕ Иван Иванов пĕлтернĕ тăрăх, проекта хатĕрленĕ чухне фасада тума палăртнă материала хальхи вăхăтра усă курма чарнă, çавăнпа урăххине, хаклăраххине, туянма тивнĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Çăтмахри пек туятăп хама»

Герольд Алексеев — Чăваш Енри паллă çын. Хăй вăхăтĕнче парти ĕçченĕ, Политпросвещени çурчĕн директорĕ, 1988-1993 çулсенче республикăн культура министрĕ, ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертӳçин çумĕ пулнă. Хальхи вăхăтра — тивĕçлĕ канура. Герольд Михайлович ĕнер 80 çул тултарчĕ.

Патăрьел районе кĕрекен Чкаловски /халĕ Шăнкăртам/ салинче кун çути курнăскерĕн çемйи, ашшĕ фронта хăй ирĕкĕпе 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчех тухса кайсан, унăн тăванĕсен тăрăхне — Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткаса, унтан Виçпӳрт Шăмăрша — куçса кайнă. Михаил Алексеев çут тĕнчене ывăлĕ килнине пĕлмесĕрех пуç хунă. Ывăлĕ ашшĕне тивĕçлĕ ача пулнă: шкул çулĕсенчех общество ĕçне хастар хутшăннă. Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрсен тата ун хыççăн хăйĕн кун-çулне комсомол, парти ĕçĕсемпе çыхăнтарнă. 1988 çулхи раштав уйăхĕнче Герольд Михайловича Чăваш Республикин культура министрне çирĕплетнĕ. Пилĕк çул ырми-канми туртнă çак лава паянхи юбиляр. Ун хыççăн Герольд Алексеев Пĕтĕм тĕнчери культура çыхăнăвĕсен Чăваш Енри «Самана» центрне ертсе пынă. Пултаруллă çыннăмăр 1994-1998 çулсече яваплă тепĕр ĕçре — ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертӳçин секретариачĕн консультантĕнче — аналитика управленийĕн пуçлăхĕнче вăй хунă.

Герольд Михайлович мăшăрĕпе Анисса Павловнăпа икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ. Паян паллă çыннăмăр мĕнле пурăнать-ха?

Çуралнă кунне вăл вăтăр çула яхăн каялла туяннă çуртра — Муркаш районĕнчи Коминтернра — кĕтсе илнĕ. «Эпĕ хама кунта питĕ хăтлă туятăп, — терĕ Герольд Михайлович. — Ялĕ пысăк мар, 20 хуçалăх çеç. Вăрманта вырнаçнă. Çăтмахри пек туятăп хама. Таврара шăплăх хуçаланать, кайăксем чĕвĕлтетеççĕ, çывăхри кӳлĕре пулă ĕрчет. Ватлăхра кун пек ырлăх пирки ĕмĕтленмелле çеç».

Вулакан, тен, çапла шухăшлама пултарĕ: «Çăтмахра рехетленсе кăна пурăнать пуль экс- министр?» Унăн хуçалăхĕ те ял çыннисенни пекех пысăк. Унти пĕтĕм ĕçе хăех пурнăçлать. Пахчара тĕрлĕ чечек ешерет, çимĕç çитĕнет, картишре чăх-чĕп сасси татăлмасть. Пĕлтĕр сурăх шучĕ 20-е çитнĕ. Кăçал кăштах канас тенĕ пулĕ, вĕсене пĕтернĕ. Пахчари курăка та хăех çулать. «Çавана малтан ялти пĕр арçын туптаса паратчĕ. Пĕррехинче унăн май пулмарĕ, анчах мĕнле туптамаллине вĕрентсе ячĕ. Киле çитрĕм те хăтланса пăхрăм. Мĕн тетĕр? Пултартăм. Ахальтен-и: «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», — теççĕ. Ытти чылай ĕçе те ватлăхра вĕренмелле пулчĕ. Çапла вăл — пурнăç», — кăмăллăн калаçрĕ Герольд Алексеев. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Сире Грознăйри ишĕлчĕксен хушшинче шырарăмăр!»

Чечняри террористсем пуçарнă икĕ вăрçăра — 1994-2009 çулсенче — пирĕн 124 ытла ентеш пуç хунă. «Ытла» тени вырăнлă мар пек те — Çурçĕр Кавказра вăрçă пынă çулсенче Чăваш Енĕн Салтак амăшĕсен комитетне ертсе пынă Надежда Котькова çакăн сăлтавне уçăмлатрĕ: «Хыпарсăр çухалнисем пур, вĕсем паянхи кун та вилнисен шутне кĕмен, çавăнпа — 124 çын ытла…» Хăрушă çав çулсене ăнсăртран аса илмерĕмĕр — сăлтавĕ пулчĕ.

Тискер «Джихад»

Чечняри 1994 çулхи чӳк уйăхĕнче пуçланнă пĕрремĕш вăрçă 1996 çулхи çурла уйăхĕнче хăрушă пулăмсемпе вĕçленнĕ. Лару-тăру пĕр вăхăт лăпланнă пек пулнă хыççăн террористсен ушкăнĕсем пĕчĕккĕн «сăрхăнса» каллех Чечня тĕп хулинче капланнă, пысăк вăй пухма ĕлкĕрнĕскерсем çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирех шалти çарсен Грозный хулинче тĕпленнĕ подразделенийĕсене, милицие тапăннă — боевиксем «Джихад» операци пуçланă.

Çурла уйăхĕн 6-22-мĕшĕсенчи çав çапăçусенче федераци вăйĕсем 2083 çынна çухатнă: 494 салтакпа офицер вилнĕ, 1407 çын аманнă, 182-ĕн хыпарсăр çухалнă. Унтанпа 25 çул иртрĕ — эрнекун, астăвăм кунĕнче, Çурçĕр Кавказра пуç хунă ентешсене асăнса Шупашкарта лартнă палăк патĕнче хурлăхлă сăмахсем янăрарĕç. Çапăçусене хутшăннисем, вĕсен тата вăрçăран таврăнайман каччăсен ашшĕ-амăшĕ – кашнин куçĕ шывланчĕ.

Пĕлтĕр 80 тултарчĕ пулин те Надежда Котькова 20-25 çул каяллахи пекех хастар — кашнинех пĕлет, çав çулсенчи кашни пулăма лайăх астăвать. Çав шутра – Çурçĕр Кавказа темиçе хут кайса килни те. Кунтан тĕрлĕ апатçимĕç, посылкăсем, çырусем илсе кайнă — тĕрĕссипе, вăрçа кайма шикленмен. Ун чухне çамрăк пулнă, Чечняра служба тивĕçĕсене пурнăçланă Женя Павлов çав саманта паян та ăшшăн аса илет: «Килтен парса янă посылкăсене валеçсе пачĕç — мĕнешкел телей! Тата — мăнаçлăх туйăмĕ: тăван республика пире манман! Ыттисем — ытти регионтан çар ретне тăнисем — пире ăмсанни те асра».

Çав командировкăсенчен пĕринче салтак амăшĕсем 17 ентеше киле илсе килес тĕллевпе çула тухнă. Вĕсен служба вăхăчĕ вĕçленнĕ, анчах Çурçĕр Кавказран ниепле те тухса килеймен. Çав списокра Алексей Ильин та пулнă. Анчах унăн командирĕ Олег Черных хĕрарăмсем патне хăй пынă: «Ильина парса ямастăп! Вăл блок-постра — пĕччен çичĕ çынна тăрать. Алексей пăрахса кайсан манăн блок-пост çаралса юлать!» Ильин юлнă, анчах салтак амăшĕсем ун вырăнне тата темиçе ентеше илсе килме пултарнă. Алексей те, телее, йĕркеллех таврăннă. Ав, палăк умне чечексем хурать — кăкăрне нумай награда илем кӳрет…

Юн та вилĕм…

Çапла, аса илӳ пайтах пулчĕ. Элĕк тата Муркаш районĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков ĕнерхи салтаксене /ун чухне çап-çамрăк каччăсем пулнăскерсем паян вăй питти арçынсем ĕнтĕ, хăшĕсем асатте-кукаçи пулма та ĕлкĕрнĕ/, вĕсен нумай хуйхăрма тивнĕ амăшĕсене тав турĕ. Владимир Иванович та вĕсенчен нумайăшне пĕлет. Чечняра вăрçă кĕрленĕ çулсенче вăл республикăн çар комиссариатĕнче ĕçлетчĕ. «Фронт» хыпарĕсене пĕлме, ентешсен шăпине уçăмлатма ун патне шăнкăравлаттăмăр е çар комиссарĕн çумĕпе Александр Осиповпа çыхăнаттăмăр. Шел те, хурлăхлă хыпар çине-çинехчĕ…

Çул çӳревсенчен пĕринче Сергий атте те пулнă. «Юн та, вилĕм те курма тиврĕ», — тет халĕ. Шикленнине те пытармасть. Çапах, иккĕленмест, салтаксене савăнăç кӳрессишĕн çул çӳрев йĕркелесе питĕ тĕрĕс тунă: «Хăйсем пылчăкпа вараланса пĕтнĕ, анчах пичĕ çинче савăнăç çиçет!» «Эпир сире Грозный, Ханкала, Шали, Ачхой-Мартан ишĕлчĕкĕсен хушшинче шырарăмăр, Моздокри, Нальчикри, Владикавказри госпитальсенче тупрăмăр…» – паян Надежда Котьковăн çак сăмахĕсене итленĕ май астăвăм кунне пухăннисенчен кашнин куçĕ шывланчĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.