«Капкăн» журналăн тăххăрмĕш кăларăмĕ!

14 Мая, 2014

«Капкăн» журналăн кăçалхи тăххăрмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Чи шанчăклă меслет...» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. 2-мĕш страницăра вĕрентÿ темипе кăсăклă ÿкерчĕксем вырăн тупнă.

«Ан та кала» рубрикăра çивĕч материалсем çапăннă. «Пире çавах», «Уртаракан наркăмăш туяннă та» заметкăсенче общество пурнăçнчи çивĕч ыйтусене хускатнă.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра хастар авторăн В. Тараватăн «Туй мыскари» калавĕ çапăннă, вăл «Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç» рубрикăра, И. Чуралĕн кулăшĕсем «Пултаракансемпе култаракансем» рубрикăра вырăнтупнă.

Çавăн пекех журналта пирĕн авторсен «Парне», «Тинех тÿрленчĕ», «Айăп» хайлавĕсем çапăннă.

Кăларăма алла тытсан «Кулăш-пулăш, çавра сăмах», «Пулать вĕт», «Пурнăç ÿкерчĕкĕсем» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.