«Ĕне - пирĕн тĕрек»
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари кун ирхи сăвăмран пуçланать. Чылайăшĕ килти хуçалăхра ĕне тытать. Хăшĕ-пĕрин картишĕнче мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ 2-3-рен те иртет. Çав вăхăтрах 5-10 ĕне тытакан та пур. Ялĕпе вара 514 пуç. «Ĕне - пирĕн тĕрек, пире тăрантаракан», - теççĕ ял çыннисем.
Ялта сĕт пухакан усламçă та йышлă. Конкуренци пуртан сĕт хакĕ те чакмасть: 12 тенкĕрен пуçласа 13 тенкĕ те 50 пуспа илеççĕ. Хресчен çăвĕпех ĕçре: йышлă выльăх-чĕрлĕх валли апат сахал мар хатĕрлемелле.
С.ИВАНОВА.
С.Ермакова сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать