«Хыпар» 83 (27816) № 03.08.2021
Фейк хыпарсен ытларахăшĕ вакцинаципе çыхăннă
Çынсем тĕрлĕ сас-хурана хаваспах ĕненеççĕ. Интернетра суя, хăрушă информаци туллиех. Ăçта тĕрĕс, ăçта ултав пулнине епле ăнланмалла?
Мăйрака шăтать...
Тĕнчере инкексемпе чрезвычайлă лару-тăрусем яланах пулнă, кашнин пиркиех интернетра фейк-хыпарсем тухнă. Кемĕрти «Зимняя вишня» суту-илӳ центрĕнче вилнисен шутне ӳстерсе каланине астăватăр пулĕ. Фейк — суйни, çынна арпаштарса ярас тĕллевпе ултава тĕрĕс пек кăтартни. Вĕсенчен пĕтĕм тĕнче шар курать. Ăна этемлĕх умĕнче тăракан чи пысăк ыйтусен йышне кĕртнĕ. Пĕлтĕр пĕтĕм тĕнче карантинра ларчĕ. Интернет хыпарсен тĕп çăл куçĕ пулса тăчĕ. Пандемирен усă курас текен ултавçăсем тĕлĕрмерĕç. Коронавирус пирки тем те пĕр çырни шиклĕхе ӳстерме пулăшрĕ кăна. Халăх ăна ĕненчĕ кăна мар, сарма та пулăшрĕ. Мĕнпе кăна хăратмарĕç пулĕ? Кризиспа, чи кирлĕ таварсем пĕтессипе... Ăна-кăна ĕненекенсемех лавккана хура тул, туалет хучĕ илме чупрĕç, черет тăрсах туянчĕç. Çĕрле çар çыннисем хулари сывлăша тасатма антисептик сапаççĕ-мĕн, çынсен килтен тухмалла мар имĕш. Вируса Китай ăсчахĕсем е АПШ ятарлă службисем биологи хĕç-пăшалĕ евĕр шухăшласа кăларнă тесе шавларĕç. Официаллă çăл куçсем палăртнă тăрăх, инфекци вĕçекен шăшисен вирусĕнчен аталаннă.
Interfax.ru палăртнă тăрăх, кăçалхи малтанхи ултă уйăхра интернетри суя хыпарсен хисепĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 50 процент ӳснĕ. Чи нумаййи — вакцинаципе çыхăнни: 10 пин ытла фейк. Прививка тăвассипе сăлтавласа Çĕр-планета çинчи мĕн пур çыннăн организмне чип вырнаçтараççĕ имĕш. Çыннăн мăйрака е хӳре шăтса тухать текен халапсем те çӳреççĕ. Ака уйăхĕнче кăна кун пек хыпарсен шучĕ 4 пине çитнĕ. Соцсетьсенчи постсене те çунакан вутта краççын сапнипе танлаштарма пулать. Монтаж туса видеоролик е сăн ӳкерчĕк вырнаçтараççĕ: вакцинаци хыççăн çав-çав çын вилнĕ имĕш. Фейк-хыпар хатĕрлеме çын кирлех те мар, нейросеть тытса пыракан аккаунтсем пур. Вăл прививкăна хирĕçле çырнисене тупса палăртать те постсем кăларать. Çавăн чухлĕ сас-хура хушшинче ăслă-тăнлă çын та çухалса каять, шухăшне улăштарать. Экспертсем палăртнă тăрăх, çулсем иртнĕ май çынсем кирек епле информацие те ĕненме пăрахаççĕ, мĕншĕн тесен ăçта тĕрĕссине, ăçта суя пулнине уйăрма çук.
Суд йышăннипе хупаççĕ
Коронавирус çинчен суя информаци сарнăшăн уголовлă майпа явап тыттараççĕ — 5 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Вакцинаци пирки суя справка сĕнекен вун-вун сайт куллен йĕркеленет. Справка тĕрĕслĕхĕ пирки никам та иккĕленмĕ тесе шантараççĕ. Анчах, унашкал сайтсен клиенчĕсен нимсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур, мĕншĕн тесен вĕсене ултавçăсем юриех укçа сăптăрас тĕллевпе уçнă.
Роспотребнадзор пĕлтернĕ тăрăх, икĕ инъекци тунă хыççăн 300 çынран 2-шĕ /0,7 процент/ кăна коронавируспа чирлеме пултарать. Кĕркунне тĕлне коллективлă иммунитет йĕркелемешкĕн халăхăн 60 проценчĕн вакцинациленмелле. Анчах ку ĕç вăраха кайма пултарать. Фейксем те кунта хăйсен витĕмне кӳреççĕ. Вĕсене ĕненни инкек патне çитерме пултарать.
Чăваш Енре суя хыпарсене тупса палăртас енĕпе ĕçе епле йĕркеленĕ- ха? Ку ыйтăва Роскомнадзорăн федерацин Атăлçи округĕнчи управленийĕн ертӳçин çумĕ — Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертӳçи Татьяна Евдокимова çапла хуравларĕ: «Ытларах тĕслĕхре граждансемпе организацисем ыйтнине кура тĕрĕслев пуçаратпăр. Хыпар фейк-и е фейк мар-и — суд палăртать. Тĕрĕс мар информаци сарнăшăн административлă майпа явап тыттарнине кура массăллă информаци хатĕрĕсем çапларах çырма тытăнчĕç: «Интернетра палăртнă тăрăх», «тĕрĕслемен çăл куçсем пĕлтернинчен...» Кун пек ремаркăсем вулакана сисчĕвлентермелле: информаци, тен, тĕрĕсех мар. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Татьяна ЕГОРОВА: Чирлисен йышĕ палăрмаллах нумайланчĕ
Хăшĕ-пĕри хăйĕн юн пусăмĕ пысăк пулнине те пĕлмест
«Медицина — манăн чун туртăмĕ, пĕтĕм пурнăç, эпĕ хамăн ĕçе çав тери юрататăп», — тет Шупашкар хулин тĕп больницин 2-мĕш терапи уйрăмĕн заведующийĕ Татьяна Егорова.
Журналиста вĕренме ĕмĕтленнĕ
— Татьяна Александровна, тухтăрта ĕçлеме ача чухнех шут тытнă-и?
— Шкул çулĕсенче журналист пулма ĕмĕтленеттĕм. Анне пĕр вăхăт район хаçатĕнче ĕçлерĕ. Тен, çавăнпа-ши — маншăн çак ĕç питĕ илĕртӳллĕ пек туйăнатчĕ. 9-мĕш класченех журналист профессийĕ çинчен шухăшларăм. 9-мĕшĕнче пултаруллă тухтăрпа, ăслă та ырă кăмăллă хĕрарăмпа Нина Цыгановăпа паллашма тӳр килчĕ. Нина Ивановна аттене сиплетчĕ. Çулталăк ытла унпа тачă хутшăнма тиврĕ. Çавăн чухне тухтăр профессийĕ килĕшнине туйрăм. Манăн та çынсене пулăшас килчĕ. Юрий Германăн «Дорогой мой человек» кĕнекине вуланă хыççăн шухăш çирĕпленчĕ. Ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртмешкĕн тĕллевлĕн хатĕрленме пуçларăм. Тухтăр дипломне илнĕ хыççăн Шупашкарти электроаппаратура завочĕн медсанчаçĕнче цех терапевтĕнче ĕçлерĕм. Кайран мана поликлиника заведующине çирĕплетрĕç. Пурăна киле улшăнусем пулчĕç: медсанчаçе строительсен больниципе пĕрлештерчĕç… Медицинăра 32 çул вăй хуратăп. Виçĕ теçетке çул иртни сисĕнмерĕ те.
— Журналистикăна кайманшăн кулянмастăр-и халĕ?
— Шурă халатлисен ретне тăнăшăн нихăçан та ӳкĕнмен. Хама телейлĕ çын тетĕп. Профессирен ăнчĕ мана. Пурнăçра хамăн вырăна тупрăм. Хама урăх ĕçре курмастăп. Каласа хăварам: атте связистра вăй хунă, анне преподаватель пулнă, ронора та ĕçлерĕ.
— Хула варринчи çĕнĕ поликлиникăра ĕçлеме килĕшет-тĕр.
— Медсанчаçе строительсен больниципе пĕрлештерсен пĕр вăхăт кунтах ĕçлерĕм. Каярахпа сиплев учрежденине хупрĕç те Ленин урамĕнчи 47-мĕш çурта куçрăмăр. Мана унта питĕ килĕшетчĕ — асамлă вырăна лекнĕнех туяттăм хама. Тĕрлĕ специалист, сывлăха тĕрĕслемелли мĕн пур оборудовани пур. Пĕррехинче тухтăр ман пата чĕрепе чирлĕ /перикардит пулнă унăн/ пациента ертсе килчĕ. Эпир çийĕнчех ЭКГ турăмăр, чĕрине УЗИ пăхрăмăр. Çийĕнчех диагноз лартрăмăр. Пĕр тăхтаса тăмасăр больницăна вырттартăмăр. Хулан тĕп больницин ĕç коллективĕ мана питĕ килĕшет. Çав тери ăста специалистсем вăй хураççĕ унта.
Çĕнĕ поликлиникăна та хăнăхрăмăр. Çутă, хăтлă çуртра вырнаçнă вăл. Анчах кунта ĕçлеме йывăртарах. Пĕлтĕр коронавирус инфекцийĕ сарăлсан пирĕн поликлиникăра компьютер томографĕ /КТ/ ĕçлерĕ. Нумай пациента пирĕн пата ячĕç. Йывăр чирлисем те пурччĕ. КТ хыççăн пĕрисене больницăна вырттараттăмăр, теприсене участок терапевчĕ патне яраттăмăр. Хăйсене питĕ начар туякансене васкавлă медпулăшу машинине чĕнсе параттăмăр.
Арçынсем тытăнса тăмаççĕ
— Сирĕн уйрăм пысăк-и?
— Пирĕн уйрăмра 10 терапевт вăй хурать. Малашне ытларах пуласси куçкĕрет, мĕншĕн тесен Благовещени микрорайонĕнче пурăнакансем те сипленме пирĕн пата çӳреççĕ. Унта çĕнĕ çуртсем çĕкленмелле. Çулталăк çурă хушшинче пирĕн патра ĕçлекенсен йышĕ чылай çĕнелчĕ. Уйрăмри тухтăрсен вăтам ӳсĕмĕ 40 çулпа танлашать. Хăйсен ĕçне пĕлекен, ăста çынсем вĕсем. Коллектив туслă пирĕн. Пĕтĕмпе 22-ĕн вăй хуратпăр. Пĕрле ĕçлетпĕр кăна мар, пĕрле канатпăр та. Пултаруллă тухтăрсем тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Акă тинтерех кăна «Мăнкун тĕлĕнтермĕшĕ» конкурсра çĕнтернĕшĕн Хисеп хучĕ пачĕç. Терапевтсем пурте хĕрарăмсем. Маларах арçынсем тăваттăн ĕçлетчĕç, анчах вĕсем пирĕн патра нумай тытăнса тăмарĕç. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕчченлĕхе пурте ăнланмаççĕ
Лидия Петровна чечексем юратнă. 6 çул каялла çĕре кĕнĕ хыççăн ачисем ашшĕне çапла каланă: «Атте, чечек пăхма ан ӳркен, кил-çурт анне пурăннă чухнехи пек илемлĕ пултăр».
Мăшăрĕ ячĕпе — чечексем
Элĕк районĕнчи Шавранчăк ялĕн ячĕ шафран чечекĕ пекех илемлĕ илтĕнет. Шел, Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрекен çак ялта пулма тӳр килмерĕ. Çапах «Контактра» социаллă сетьре пăхкаласа ларнă май унта Николай Васильев пурăннине пĕлтĕм. Статья çырмашкăн пур çĕре те çитсе кураймастпăр çав. Юрать, мессенджерсем, соцсетьсем пулăшаççĕ. Акă Николай Емельяновичпа ватсаппа видеоçыхăну йĕркелерĕмĕр.
Сăнран вăл çамрăк курăнать. 1945 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. «Вăрçă ачи» пулнă май çăмăллăхсемпе усă курас тесе район администрацине заявлени çырма кайнă. Специалист унран доверенноç ыйтнă — çын ячĕпе çырма кирлĕ вăл. Николай Васильев хăйĕншĕн çырма килнине пĕлсен тĕлĕннĕ: «Эсир çамрăк, епле «вăрçă ачи» пулаятăр ке?» — тенĕ.
«Манăн çурта виçĕ хутлă теме пулать. Чӳречерен пăхсан ял курăнать», — хăйĕн килĕнче видеоэкскурси ирттерчĕ вăл. Залра чечек нумай. Монстера, роза — мачча çӳллĕш. Ачисем лавккаран 6 куршак орхидея туянса килнĕ. Илемлĕскерсене пăхма пĕртте йывăр мар-мĕн, эрнере пĕрре шăвармалла çеç. Пӳрт умĕнчи пахчара, картишре урамри чечексем тĕрлĕ тĕсĕпе илĕртеççĕ. Каснă урапара, витре-пичкере сальви, петуни ешереççĕ. Николай Емельянович арăмĕ пурăннă чухне чечек пăхсах кайман. Халĕ калча та тăвать, шăварать те, çумлать те — йăлтах мăшăрĕ ячĕпе. Калчисене ачисем çуркунне килсе лартаççĕ.
Лидия Петровна чĕрепе аптăранă. Чулхулара операци тунă хыççăн вăл 22 çул пурăннă. «Унăн хирург çĕççи айне тепĕр хутчен выртмаллаччĕ. Вăхăтра каймарĕ. Йывăрлансах çитсен ачасем ăна Питĕре илсе кайрĕç. Операци хыççăн вăл тăна кĕчĕ. Кунпа кăна çеç ĕç вĕçленмен иккен. Ытти орган хавшанăран тата тепĕр операци кирлине пĕлтерчĕç. Тухтăрсем нимĕн те шантармарĕç: пурăнасси — 50 процент шайĕнче», — хурланса каларĕ Николай пичче.
Лидийăпа Николай Васильевсем 5 ачана кун çути кăтартнă: аслисем виççĕшĕ — ывăлсем, кĕçĕннисем — хĕрсем. Пурте аслă пĕлӳ илнĕ, 4-шĕн — хĕрлĕ диплом. Питĕрте пурăнакан икĕ ывăлĕ хăйсен фирмисене уçнă, йăмăкĕ пĕрин патĕнче тĕп бухгалтерта тăрăшать. Тепĕр хĕрĕ çемйипе Мускавра тĕпленнĕ. Тăван киле чи çывăххи — Шупашкарта пурăнакан ывăлĕ, вăл ÇÇХПИре ĕçлесе çамрăклах пенсие тухнă. Лидия Петровна — фермăра, Николай Емельянович колхозра бригадирта, ферма заведующийĕнче, агрономра, зоотехникра тăрăшнă. Вĕсем пĕрле 42 çул пурăннă.
Юрă хама çын пек туйма пулăшать
Мăшăрĕпе иккĕшĕн çамрăк чухнехи портречĕсемпе юнашар дипломсем çакăнса тăраççĕ. Николай Васильев Шĕмшеш хорĕнче çамрăкранпа юрлать, районти ветерансен халăх хорĕнче — 15 çул. Регион шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ вăл. Ача чухнех юрлама юратнăскер шкултан вĕренсе тухсан радиопа телевидени хорне кĕнĕ. Саратоври консерваторие пĕлӳ илмешкĕн яма палăртнă ăна. Анчах ашшĕ вилнĕрен Николайăн яла таврăнма тивнĕ — амăшĕ пĕччен юлнă. Шăпи çапла килсе тухнăшăн вăл халĕ ӳпкелешмест, мĕншĕн тесен пурпĕр юрлама пăрахман. 2018 çулта ачисем ăна Питĕре пурăнма илсе кайнă. 1 уйăх кун кунланă хушăра та вăл «Парне», «Юрату» чăваш ансамблĕсене хаваспах çӳренĕ. Вĕсенче халĕ те кĕтеççĕ ăна, концертсене хутшăнма йыхравлаççĕ. Иртнĕ çула Николай пичче йывăррăн чăтса ирттернĕ. Коронавируса пула районта концертсем пулманпа пĕрех, репетицисене те пухăнтарман. Николай Васильев хăй пĕччен те концерт лартма пултарать, вăл 25 юрă çыртарнă: халăх юррисене, хальхисене. Аслă ывăлĕ кун валли укçа ярса парать: «Сассу аван, асăнмалăх юлтăр», — тет. Ачисем те, ыттисем те итлеччĕр тесе Николай пичче юрăсене «Контактри» хăйĕн страницине вырнаçтарнă. Сăмах май, вăл çине тăрсах интернета алла илнĕ. «Манăн ӳсĕмрисем хальхи телефонсемпе усă курма пĕлсех каймаççĕ. Вĕренмелле, унсăрăн май çук. Арăм пурăннă чухнех ачасем хистетчĕç. «Тытмастăп», — теттĕм. Кирлĕ пулчĕ те — хамах шăла çыртса вĕрентĕм. Соцсеть урлă Питĕрти туссемпе куллен хутшăнатăп. Ачасемпе, мăнуксемпе кашни кунах видеоçыхăну урлă калаçатăп халĕ», — палăртрĕ Николай пичче.
Кăçал та ăна ачисем Питĕре пурăнма чĕнеççĕ, яланлăхах юлма ыйтаççĕ. Кил-çурта çăра çакса тухса кайма шиклентерет паллах. Хуçалăхĕ пысăк та çирĕп. «Пĕчченлĕх — йывăр туйăм. Эпĕ ăна никама та сунмастăп. Арăм вилнĕренпе çыпăçрĕ вăл ман çума. Унччен эпĕ пĕччен пурăнса курман. Çамрăкрах чухне ĕçе çӳренĕ, ачасем ӳстернĕ. Юлташ хĕрарăм тупмалла теççĕ-ха... Мăнуксем кĕç-вĕç авланмалла та — аван мар пек туйăнать. Пурĕ 12 мăнук! Шупашкартисем иккĕшĕ университетра вĕренеççĕ. Юрăсем мана пĕчченлĕхрен çăлаççĕ, хама çын пек туйма пулăшаççĕ. Кĕркунне Питĕре тухса кайăп-и тен? Унта юрлама çӳресен тунсăхламăп», — чунне уçрĕ арçын. <...>
Алина ИЗМАН.
♦ ♦ ♦
Ачисем ашшĕне паллайман
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне манăн асанне Зинаида Ермилова Нурлатра ярмăрккăра пулнă. Хăрушă хыпара илтсенех уяври халăх хумханма, килĕсене саланма тытăннă.
Асаттепе асанне Тутарстан тăрăхĕнчи Чистай районĕнче пурăннă. Вăрçă пуçлансан асаттене Василий Ермилова çар комиссариатне чĕннĕ. Хăйĕнпе пĕрле икĕ лаша илсе пыма хушнă. Ытти арçынпа пĕрле вăл та Нурлата çул тытнă. Вĕсене çапăçу хирне тӳрех илсе кайман, пĕр эрнене яхăн çавăнта тытнă. Асанне асаттене темиçе хутчен те апат кайса панă. «Лайăх пурăнăр, ачасене лайăх пăх. Кунтан часах каяймастпăр-ха, ыранах мар. Кайиччен лаша кӳлсе ачасене илсе килсе кăтарт», — тенĕ вăл мăшăрне. Асанне каласа кăтартнă тăрăх, ачасене вăл питĕ юратнă.
Асаттен 1-мĕш Прибалтика, 2-мĕш Белорусси фрончĕсенче тăшманпа çапăçма тивнĕ. Унăн çар билетĕнче /халĕ те килте упранать/ çырнинчен вăл малтан стрелок, унтан сапер пулни паллă. Ржев хули çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. 1942 çулхи çулла Василий Петрович икĕ хутчен аманса госпитале лекнĕ. Сывалса тухсан каллех малалла, Çĕнтерӳ кунĕчченех, çапăçнă. Савăнăçлă куна Польшăри Щецин хулинче кĕтсе илнĕ. Киле кĕркунне çеç таврăннă. Ашшĕне ачисем те палламан. Вăрçă вăхăтĕнче асатте тав хутне пилĕк хутчен тивĕçнĕ, вĕсем халĕ те упранаççĕ. «…Василий Ермилов амансан та çапăçу хирĕнчен пăрахса кайман. Тата икĕ нимĕçе тĕп тума пултарнă. Унтан пурнăçне шеллемесĕр, лару-тăрăва пăхмасăр кашни кун вĕри апата салтаксем патне вăхăтра çитернĕ», — командовани унăн ĕçне хакласа çапла çырнă пĕр тав хутĕнче.
Асанне упăшкине вăрçа ăсатсан хуняшшĕ-хунямăшĕпе тата Лиссавьепе Райка хĕрĕсемпе тăрса юлнă. «Аслаçу вăрçа тухса кайсанах питĕ йывăр пурăнтăмăр. Лашасем вилсе пĕтрĕç. Ĕнене кӳлсе вăрман турттараттăм. Çапла пӳрте ăшăтса, çемьене пăхса пурăнтăм. Колхоза ĕçе тухса кайсан ачасене аттипе анни пăхатчĕç. Ĕнепе темиçе çул ĕçлерĕм: Нурлата тырă турттараттăм, хире сухалаттăм. Ачасем вăрçă вăхăтĕнче шкула каяймарĕç. Ашшĕ таврăнсан çеç çӳреме тытăнчĕç», — каласа кăтартнăччĕ асанне.
Асанне, ун чухне çамрăк хĕрарăм, ытти хĕр-хĕрарăмпа пĕрле гурт /выльăх кĕтĕвĕ/ хăваласа кайнă. Теччĕ хулине 356 çухрăма темиçе эрнерен çеç çитнĕ. Кашни выльăх пуçĕ шутра, пурне те илсе каймалла, çул çинче çитермелле, шыв ĕçтермелле. Хăвалакансем хăйсем те выçăллăтутăллă-çке. Асаннепе пĕрле кайнисенчен пĕри Ульяна Ярмушкина 4 уйăх çӳрени, Ока юхан шывĕнче шыва кĕни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл çемьере пĕртен-пĕр хĕр пулнă. <...>
Елена ФЕДОТОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментировать