Çамрăк мăшăр - музейре

1 Сен, 2014

Елчĕкри историпе тавра пĕлÿ музейне ют халăх çыннисем те килсе кураççĕ. Хальхинче унта Эстонирен килнĕ Туудерсен çемйи хăнара пулчĕ.

Мадиспа Анастасия нумаях пулмасть мăшăрланнă. Хĕр Сĕнтĕрвăрринче çуралса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Таллинра ĕçлесе пурăнать. Настя хăй каланă тăрăх - чăваш халăх тумĕпе качча тухнă. Мадис туйра эстонла тумланнă.

Çамрăк мăшăр Елчĕкри музее тăванĕ Ираида Захарова сĕннипе килсе курма шухăш тытнă. Ираида Витальевна Елчĕк районĕнчи Тускелте çуралса ÿснĕ. Таллинри чăвашсен «Volgomaa» пĕрлешĕвне нумай çул ертсе пырать. Организаци Эстонири халăхсен ассоциацине кĕрет, ун çумĕнче «Палан» ансамбль пур. Ушкăн Эстонири ял-хулана, ют çĕр-шывсене час-часах тухса çÿрет, пултарулăхĕпе халăха савăнтарать. Ираида Витальевна тăван тăрăха кашни çулах килсе курма тăрăшать. Чăваш Енрен Эстоние пыракан ентешĕсемпе те час-часах тĕл пулать.

Туудерсем музейпе паллашнă, унта ĕçлекенсене чăваш халăх йăли-йĕркине упраса пурăнма хевте çитернĕшĕн тав тунă.

 И.СЕРГЕЕВА

Рубрика: 
Автор: 

Новости по теме