«Чирлисене те, вĕсене сыватакансене те шеллеттĕп»

17 Июл, 2021

Ольга КАЛИТОВА, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ:

— Коронавирус пирки статьясем хатĕрленĕ чухне «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлекен тухтăрсемпе час-часах калаçма тÿр килчĕ. Реанимацире ИВЛ-аппаратпа сывлакан пациентсем пирки итленĕ чухне çан-çурăм çÿçенчĕ. Тухтăрсем каласа кăтартнине куç умне кăлараттăм — чирлисене те, вĕсене сыватакансене те шеллеттĕм.

Вакцинаци пуçлансанах прививка тутарма шут тытрăм. Малтан антителăсем пуррипе çуккине тĕрĕслерĕм. Эпĕ хам сисмесĕрех чирлесе ирттернĕ иккен. Кăтарту пысăках марччĕ, çавăнпа шухăшăм çирĕпленчĕ — çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче пĕрремĕш прививка тутартăм. Медицина ĕçченĕсем ăш пиллĕн калаçрĕç, сывлăхпа кăсăкланчĕç, ÿт температурипе юн пусăмне виçрĕç. Пĕрремĕш тапхăра аванах чăтса ирттертĕм.

Иртнĕ эрнере иккĕмĕш прививка тутартăм. Тухтăрсем асăрхаттарнă пекех ÿт температури хăпарчĕ, ура вăйĕ чакрĕ. Талăкран веçех йĕркеленчĕ. Сывлăх — пирĕн чи хаклă тупра. Вакцинаци коронавируса çĕнме пулăшасса шанатăп.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментировать