«Хыпар» 74 (27807) № 13.07.2021
Банкран кивçен илекен нумай
Çав вăхăтрах унта хăйсен укçине упракан та йышланнă
Чăваш Енре кредит илекенсен шучĕ ӳссе пырать. ЧР Наци банкĕ кăрлач-ака уйăхĕсенчи кăтартусене пăхса тухнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетӳ тунă.
Тăватă уйăхра республика çыннисем банксенчен 42,7 миллиард тенкĕ кивçен илнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 41,7 процент нумайрах. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кредитсен виçи 158 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă. Наци банкĕн специалисчĕсем ку, пĕлтĕрхи çак кунхипе танлаштарсан, 17,7 процент ытлараххине пĕлтереççĕ.
Хисепсене тишкеретĕн те — ыйту çуралать: çынсем мĕн сăлтавпа банксенчен укçа илеççĕ- ха? Кредит учрежденийĕсене кивçене каясси пирки тĕрлĕ çын тĕрлĕрен шухăшлать. Акă ялти кӳршĕ Николай Федотов яхăнне те ямасть. «Банк хуçисене пуйтарса ларма-и? — шарт кăна касса татрĕ вăл мана сăмах калас тесе çăвар уçсанах. — Нихăçан та унта ура ярса пусмастăп. Хам тарпа ĕçлесе илнĕ укçа мана çăкăр çисе пурăнмалăх çитет. Пус çумне пус хушса пырсах çурт та лартрăм, ача-пăчана та ура çине тăратрăм. Мăнна хапсăнмастăп. Çук тăк — çуккипех пултăр. Кредит паракансем вĕсем пĕр алăпа укçа тыттараççĕ, тепринпе тире сӳме хатĕрленеççĕ».
Йăмăкĕ Лидия вара унпа килĕшмест. «Юрать, халĕ кредит параççĕ. Эпир акă банксенчен кивçен илсех хуралтăсене туса лартрăмăр. Пӳрте те хута ятăмăр. Хăй вăхăтĕнче питĕ пысăк шар куртăмăр вĕт. Çурт лартма тесе перекет кĕнеки çине хурса пынă укçа «çунса» кайрĕ. Укçа йӳнеличчен никĕсне янăччĕ. Тăрă айне лартма ĕлкĕреймерĕмĕр, нухрат çитмерĕ. Темиçе çултан тин патшалăх пулăшăвĕпе çăмăллăхлă кредит илсе стройкăна вĕçне çитертĕмĕр, çĕнĕ пӳрте пурăнма куçрăмăр. Хальхи вăхăтра кĕтмелле тавар илме май пурри те кăмăллă. Пире, ял çыннисене, пысăк пĕр-пĕр япала, тĕслĕхрен, телевизор е холодильник, туянма йывăр. Уйăхсерен тӳлесе пырсан, тем тесен те, ансатрах. Банксем кредитпа усă курнăшăн, паллах, процент илеççĕ. Анчах çакă ытлашши сисĕмлех мар. Уйăхсерен шалуран уйăрса пырса кирлĕ чухлĕ пухиччен çав япалапа усă курма май пурри саплаштарать ăна».
Çапах кредит илекен, Николай Федотов пек шухăшлакансемпе танлаштарсан, ытларах. Пĕрисем пӳрт-çурт лартма, теприсем автомашина туянма, виççĕмĕшсем ачисене аслă шкулсенче вĕрентме кредит илеççĕ. Шупашкарта пурăнакан пĕлĕшĕм Вероника Васильева вара çĕршыв тăрăх курса çӳрессишĕн, ют патшалăхсемпе паллашассишĕн кивçене кĕрет. «Раççейре эпĕ çитсе курман пысăк хула юлмарĕ ĕнтĕ. Тăхăр çĕршывра пулса куртăм. Тĕнчипе çаврăнса тухас килет. Пенсие кайиччен ĕлкĕретĕп пулĕ-ха. Аякри çĕрсем, унта пурăнакансем, хула-ялти хăйне евĕрлĕ вырăнсем мана питĕ илĕртеççĕ. Ĕмĕте пурнăçа кĕртессишĕн ятарласа кредит илетĕп. Çулталăк тăршшĕнче ăна тӳлесе тататăп. Отпуск вăхăтĕнче кашни çулах çул çӳреве тухатăп», — каласа кăтартрĕ Вероника. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Медиксен пысăк йышĕ прививка тутарнă
Коронавирусран хӳтĕлекен прививкăна чи малтан медиксене тума тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра Раççейре медицина сообществин пысăк пайĕ вакцинациленнĕ. Чăваш Енре медиксен 80 проценчĕ прививка тутарнă.
-Прививка тăвиччен мĕн шута илмелле? 2-3 кун эрех ĕçмелле мар. Тĕрлĕ чир-чĕрпе (сахăр диабечĕ, усал шыçă…) нушаланакансен, ача кĕтекенсен (çие юлни виçĕ уйăх иртнисен) тухтăрпа канашламаллах. Вĕсене анализ партарса тĕрĕслеççĕ.
-Вакцинаци пунктĕнче: пациент анкета тултарать, тухтăр унăн ӳт температурине, юн пусăмне тĕрĕслет.
-Прививка тунă хыççăн: 3 кун укол тунă вырăна йĕпетмелле мар, хыçмалла мар, мунча кĕме, эрех ĕçме юрамасть, йывăр ĕç тумалла мар, тренировкăна каймалла мар. Чылай çыннăн укол тунă вырăн ыратма пултарать. Аллерги пур пулсан антигистаминлă эмел ĕçмелле, ӳт температури ӳссен, мыщца е пуç ыратсан шыçассинчен хӳтĕлекен препарат çумра пулмалла. Температура 3 кун чакмасан тухтăр патне каймалла.
Шупашкарти васкавлă медпулăшу паракан больницăра ĕçлекенсем те иммун тытăмне çирĕплетнĕ. «Иртнĕ эрнекун акă ĕçтешсен тепĕр ушкăнĕ вакцинациленчĕ. Организм уйрăмлăхне кура прививка тума юраманнисем кăна юлчĕç», — пĕлтерчĕç медучрежденире. Пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн заведующийĕ Наталия Максимова та çур çул каяллах прививка тутарнă.
— Медиксем амакпа малти ретре кĕрешеççĕ, çавăнпа вĕсен хăйсене чиртен хӳтĕлемеллех. Укол тунă вырăнта кăна ыратрĕ. Ытти енĕпе йĕркеллех пулчĕ. Каярахпа «Спутник-Лайтпа» тепĕр хут вакци-нациленесшĕн. Çывăх çыннăмсем те прививка тутарнă. Вакцина çынна епле витĕм кӳресси организм хăйне евĕрлĕхĕнчен килет. Иммун тытăмĕ хавшаккисем прививка тунă хыççăн та чирлеме пултараççĕ, ун чухне вĕсем чире пĕрех çăмăллăн чăтса ирттереççĕ», — терĕ Наталия Александровна.
Медучрежденире прививка тумалли 3 пункт ĕçлет, пĕринче кашни кун ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 8-ччен пациентсене çырăнмасăрах йышăнаççĕ. Мобильлĕ 4 бригада кунсерен çула тухать, вĕсем организаци-предприятире ĕçлекенсем, ватă çынсемпе инвалидсем патне çитеççĕ.
Иммун тытăмĕ 21 кунра йĕркеленсе çитет. Иккĕмĕш укола тума йыхрав парса яраççĕ. Пĕр кун маларах шăнкăравласа аса илтереççĕ. Прививка тусан сертификат параççĕ. Чăваш Ен çыннисем кăна мар, тĕрлĕ регионтан килнисем те укол тутараççĕ: Питĕр, Краснодар, Мускав… Вĕсенчен çул çинче сертификат ыйтаççĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Кунашкал пособисем хальччен пулман
ЧР Ĕçлев министерствин тата Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн пĕрлехи брифингĕнче ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене тата 8-тан пуçласа 17 çулчченхи ачаллă çемьесене паракан çĕнĕ социаллă тӳлевсем çичен тĕплĕн каласа кăтартрĕç.
Пенси фончĕн уйрăмĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Николаев граждансен хăш категорийĕсем мĕнле виçепе тӳлев илме пултарнине уçăмлатрĕ. 8-тан пуçласа 17 çулчченхи ачасемшĕн пĕччен амăшне е ашшĕне /вĕсенчен пĕри вилнĕ, хыпарсăр çухалнă, ăна ача çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна кĕртмен пулсан/тӳлеççĕ. Çавăн пекех уйрăлнă ашшĕ-амăшĕ те, вĕсенчен пĕри суд урлă алимент илет пулсан, тӳлев илеет. Малтанлăха палăртнă тăрăх, çак тӳлеве республикăри 18-20 пин çемье тивĕçĕ. Чăваш Енре пособи виçи регионти ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен 50% танлашĕ — 4941,5 тенкĕ.
Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене паракан пособие çие юлнă хыççăнхи 12 эрнере учета тăнă çынсем илеççĕ. Çĕнĕ пособисене тӳлеме ыйтса çыракан заявленисене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă е тӳлев операторĕ шутланакан Пенси фончĕн клиент службинче пама пулать.
Социаллă тӳлевсене парассине татса панă чухне çемьене пулăшу кирлине тĕплĕн хаклаççĕ. Çемьен кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăшне шутласа палăртнисĕр пуçне пурлăхне те шута хурĕç. Çавăн пекех «нуль шайĕнчи тупăш» правилăна шута илĕç. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пусăм тусах палăртрĕ: «Çемьене патшалăх енчен пулăшу кирлине хакламалли практикăна 3-7 çулсенчи ачасемшĕн социаллă тӳлев парассине йĕркеленĕ чухне тĕрĕслесе пăхрăмăр». Тĕрĕссипе, ку тĕслĕхре те комплекслă хаклав çавăн евĕрех. Укçана Пенси фончĕ тӳлĕ — уйрăмлăхĕ çакă çеç.
Пособисем — сахал тупăшлă çемьесем валли. Пулăшу кирлине хакланă чухне çынсен тупăшне, пурлăхне /хваттерсем, пурăнмалли çуртсем, сад çурчĕ, пурăнмалли мар çуртсем, гаражсем, çĕр лаптăкĕсем, автотранспорт лартмалли вырăнсем/ шута илĕç. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ыйхă килмен каçсем те пулаççĕ
Ялсенчи старостăсем — ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсемшĕн сылтăм алă вырăнĕнчех. Шупашкар районĕнчи Тутаркасси тăрăхĕнче те çаплах.
«Çук» теме хăнăхман
Ку ял тăрăхне 11 ял — Юртукасси, Тутаркасси, Улатăркасси, Томаккасси, Котеркасси, Толик Хураски, Çăкалăхьял, Йăлăмкас, Тури Макаç, Анатри Макаç, Урай Макаç — кĕрет. Тутаркассисем Людмила Максимовăна ултă çул каялла старостăна суйланă. Кăçал 68 çул тултаракан хастар хĕрарăм ял халăхĕпе çыхăнса ĕçлеме тытăннă вăхăтра тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ.
— 1971 çулта совхозра фермăра ĕçлеме пуçларăм. Унтан — котельнăйра газооператорта, бригадирта, ферма заведующийĕнче… Мăшăрăм платникре вăй хучĕ, пĕрле тăватă хĕр пăхса ӳстертĕмĕр. Староста пулма сĕнсен иккĕленмерĕм — çав вăхăт тĕлне халăхпа ĕçлеме хăнăхса çитнĕччĕ. Яланах çынсемпе калаçас, ырă ĕç тăвас килет. Килте ларма пултараймастăп, — хăйĕнпе паллаштарчĕ Людмила Фадеевна. Староста пулнине çирĕплетекен удостоверение алла илмен-ха вăл, анчах ăна кĕçех пама шантарнă. Хастар хĕрарăм уншăн хыпса çунмасть, халăхшăн ырă ĕç тума ăнтăлать. Ял çыннипе пĕр чĕлхе тупма çăмăл-ши?
— Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан, çынсем улшăнчĕç. Çăмăлах мар, анчах манăн кăмăл çавнашкал — эпĕ кӳренместĕп. Пĕр-пĕр ĕç тăвасси пирки канашлакан чылай. Манăн ялти нумай çыннăн телефон номерĕ пур. Шăнкăравлаççĕ, сиксе тухнă ыйтăва пĕрле сӳтсе яватпăр. Унтан ял тăрăхне çул тытатăп, Анатолий Викентьевича пĕлтеретĕп. Урамсенче маларах çутă çукчĕ. Халĕ пуçлăх тăрăшнипе кашни иккĕмĕш юпа çинче каçхине лампа çунать. Çăва çинчи çӳп-çапа çулталăкра виçĕ хутчен пуçтаратпăр. Халăх пулмасан пĕччен ĕçлейместĕн. Анатолий Фомин ертӳçĕ, чăнах та, халăхшăн питĕ тăрăшать.
Çӳп-çап контейнерĕсене лайăх туса пачĕç. Ялта вĕсене 7-8 вырăнта лартнă. «Ялан яка пулмасть», — тенешкел контейнерсем тавра çӳп-çап тăкăнни пулать. Ялта хастар волонтерсем Николай Беляев, Виталий Васильев, Николай Гаврилов тата ыттисем пур. Ӳ ркенмеççĕ, вĕсемпе пĕрле пуçтарăнса тасататпăр, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Людмила Фадеевна. Тивĕçлĕ канури мăшăрĕ Николай Леонидович арăмне укçа тӳлемен ĕçре тăрăшнăшăн ӳпкелемест. Пушшех тепĕр май: «Эсĕ килте ларма пултараймастăн, санăн ку хăнăхнă йăла, шăпах халăхпа ĕçлемелле», — тесе ăсатать пĕр-пĕр ыйтăва татса пама васкакан мăшăрне.
Тутаркасси урамĕсенче асфальт çул тăсăлса выртать. Çитес вăхăтра вĕсем тăкăрлăксене тирпейлеме тĕллев лартнă. Анатолий Фомин халăх ыйтнине тивĕçтерме шантарнă. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Ашшĕ-амăшĕн чĕлхине пĕлмен çынна таркăнпа танлаштарать
Редакцие Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнчи Итĕм Кура ялĕнче çуралса ӳснĕ, унтах пурăнакан Михаил Васильев ятарласа килсе кайрĕ. Мĕн ыраттарать унăн чĕрине, мĕнре канлĕх тупать вăл?
Куккăшĕ хистенипе
Михаил Анатольевич пĕлтернĕ тăрăх, унăн тăван ялĕ иртнĕ ĕмĕрĕн варринче самай пысăк пулнă. Унти пурăнакан çуртсен шучĕ 600-е те çитнĕ. Вăхăт шунă, вырăнти хуçалăх арканма пуçланипе, ĕç вырăнĕсем пĕтнипе çамрăксем хуласене туртăнма пуçланă, çут тĕнчене килекен шăпăрлансен шучĕ те çулсерен чакса пынă. Халĕ Итим Курара 300 кил кăна иккен.
Хăй вăхăтĕнче ялта чăваш чĕлхи янăраса тăнă. Анчах 1975 çулта кун çути курнă Мишăна тата унăн юлташĕсене чăваш букварьне алла тытма, тăван литература урокĕнче хамăрăн паллă çыравçăсен хайлавĕсене вулама пӳрмен. Çапах Михаил Байдюшев вĕрентекен тăрăшнипе чăвашлăх ĕçĕсене факультатив майĕпе йĕркелесе пыма мехел çитернĕ.
— Вĕрентекенĕм — манăн кукка та, çавăнпа эпĕ ун килне те кайса çӳреттĕм, — каласа кăтартрĕ Михаил Анатольевич. — Вăл çине тăнипе ку енĕпе ыттисенчен ытларах пĕлӳ илтĕм. Михаил Михайлович мана çине тăрсах чăвашла сас паллисене вĕрентрĕ, вулаттарма пуçларĕ, чăваш поэчĕсен сăввисемпе хистесех паллаштаратчĕ. Сăмах май, вăл хăй те сăвă çыратчĕ, вĕсене Пайтюш Мишши хушма ятпа пичетлетчĕ. Аннен пĕртен-пĕр ачи пулнăран шкул хыççăн ялтах юлтăм, хуçалăх арканма пуçласан райцентрти кирпĕч заводĕнче ултă çул ĕçлерĕм. Унта та тӳлеме пăрахсан Мускава çул тытрăм. Хальхи вăхăтра çĕршыв тĕп хулинче вахтăпа хуралта ĕçлетĕп. Икĕ эрне иртсен тăван киле таврăнатăп. Шел, аннене нумаях пулмасть юлашки çула ăсатма тиврĕ.
Курак Иванĕ
Ăна Шупашкара тата мĕнле тĕллев илсе çитернĕ-ха? Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тăван ялĕнчи шкулта Курак Иванĕ /Иван Игнатьевич Кураков/ поэт, çыравçă, ӳнерçĕ ĕçлеме пуçланă. Халĕ вара 1926 çулта Мускавра сăвă кĕнекине пичетленĕ çыннăн ятне ял халăхĕ манăçа кăларнă. Паллах, ĕçлесе пурăннă ялта кĕнеки упранса юлман. Михаил Анатольевич ăна Чăваш наци библиотекинче шыраса тупнă.
— Курак Иванĕ 1889 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Саратов кĕпĕрнине кĕнĕ Кăлаткă ялĕнче /халĕ Чĕмпĕр облаçĕ/ çуралнă. Аçтăрханта ӳнерçе вĕреннĕ хыççăн пĕр хушă тăван ялĕнче ĕçлесе пурăннă, — пĕлтерчĕ Пенза чăвашĕ. — Революци умĕн Иван Игнатьевич Итĕм Курана куçса килнĕ. Кунта çемье чăмăртанă, мăшăрĕпе Домна Федоровнăпа тăватă ача çуратса ӳстернĕ. Икĕ ывăлĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Хĕрĕсенчен пĕри тĕнче курма тухса кайнă. Тепри Çăрттанлă районнех качча тухнă, вĕрентекенре ĕçленĕ. Курак Иванĕ вĕрентӳ ĕçĕпе кăна пурăнман, клубра тĕрлĕ пултарулăх кружокне ертсе пынă, библиотекăра вăй хунă, спектакль лартма пьесăсем шăрçаланă. Илемлĕ литература хайлавĕсене Шупашкарти, Самарти чăваш хаçачĕсенче кун çути кăтартнă. Вĕсене те тупса ӳкерсе илтĕм. Йăхташăн кун-çулĕ хамăр тăрăхра мар, Туркменистан çĕрĕнче татăлнă. Мĕнле лекнĕ-ха вăл унта? Мал шухăшлă çынра тахăшĕ «халăх тăшманне» курнă: Курак Иванĕ ялта совет влаçĕ ирттерекен ĕçсене хирĕçле агитаци ирттернĕ имĕш. 1930 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче ăна кулак тесе тытса кайнă. Ятарлă «тройка» йышăнăвĕпе судсăр-мĕнсĕрех айăпласа виçĕ çуллăха лагере ăсатма йышăну кăларнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
Комментировать