Çамрăксен хаçачĕ 26 (6374) № 08.07.2021

8 Июл, 2021

Пушар хыççăн ултă ачапа урамра тăрса юлнă

3 хĕрпе 4 ывăл ашшĕ Андрей Калугин мăшăрне тепĕр хĕр çуратма йăлăннă. Роза Ивановна иккĕленнĕ: ачасене ура çине тăратма çăмăл мар-çке. Кил хуçи Çĕпĕрти хулара вахта мелĕпе ĕçлет. Вăл аякра чухне хуçалăхри мĕн пур ĕç хĕрарăм çине тиенет. Çапах арăмĕ упăшкин кăмăлне хирĕç кайман. Кăçалхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Буинск поселокĕнче пурăнакан Калугинсен йĕкĕреш çуралнă.

Пĕрре курсах юратнă

Кил хуçи арăмĕ ултă ачаллă çемьере ӳснĕ, вăл кĕçĕнни пулнă.

— Пирĕн чи асли — аппа. Атте тепĕр хĕр кĕтнĕ, анчах ывăл хыççăн ывăл çут тĕнчене килнĕ. Вăл тархасласа ыйтсан çеç анне тепре çуратма килĕшнĕ. Вара çут тĕнчене эпĕ килнĕ. Ачалăхăм телейлĕ иртрĕ. Атте мана питĕ юрататчĕ, парнесемпе савăнтаратчĕ, яланах хӳтĕлетчĕ, кӳрентерекенсене наччасра вырăна лартатчĕ. 9 çулччен ырă курса пурăнтăм. Хуçалăхри ĕçсемпе аппапа пиччесем аппаланчĕç. Пач кĕтмен çĕртен аттен пурнăçĕ татăлчĕ. Тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, çывăх çыннăм наркăмăшланса вилнĕ. Çак çухату хыççăн пурнăçăм тепĕр майлă çаврăнчĕ, — калаçăва пуçларĕ Роза Ивановна. Йĕпреç районĕнчи Эйпеçре пурăннă çемьен хуçалăхĕ пысăк пулнă: ĕнесем, сурăх-така, сыснасем, чăх-чĕп усранă. Ашшĕсĕр тăрса юлсан, 9-та чухне, Роза аслисемпе тан ĕçлеме пуçланă. Хĕрачашăн çакă шок евĕрех пулнă. Амăшне йывăр килнĕ, мăшăрсăр тăрса юлнăскер пысăк йыша пĕчченех тăрантарнă, тумлантарнă.

Пĕррехинче ашшĕн пиччĕшĕ хĕре Буинска пĕрле илсе кайнă. Лавккара тетĕшĕ пĕлĕшне тĕл пулнă. 22-ри каччă хаваслăн калаçнă, хĕрпе паллаштарма ыйтнă.

— Тепĕр кунхине Андрей пирĕн пата çитрĕ. Мĕн ĕçпе çӳренине тавçăраймарăм. Чĕнсе илчĕ те мана пĕрре курсах юратнине, качча илесшĕн пулнине пĕлтерчĕ. Анне умĕнче те вăтанмарĕ, унран пил ыйтрĕ. Çакнашкаллине кĕтменрен-ши — çывăх çыннăм хирĕçлеме пĕлмерĕ, — çамрăклăхне куç умне кăларчĕ кил хуçи арăмĕ. Андрей Васильевич — Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчен. Çамрăксем Буинскри кивĕрех çуртра тĕпленнĕ. Роза Ивановна пĕрремĕш хĕрне 18-та çуратнă.

— Лия çут тĕнчене килме хатĕрленнĕ чухне ача çуратмалли çуртăн коридорĕ тăрăх утса ывăнса çитрĕм. Ним тума аптăранипе плакатсем çине çырнине пăхмасăр калама вĕрентĕм. Акушеркăсем ырă сăмахпа хавхалантарчĕç: «Пĕрремĕшне чылайăшĕ вăрах çуратать. Чăтмалла», — терĕç, — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. Тин кăна шкулти парта хушшинчен тухнăскер амăшĕ пулса тăнă. Пĕчĕк ачаллă çемьене тăванĕсем пулăшнă. Роза Ивановнăн аппăшĕпе амăшĕ юнашар пулма, йывăр вăхăтра алă пама тăрăшнă.

2004 тата 2005 çулсенче Калугинсен тата йыш хушăннă — Кристинăпа Женя кун çути курнă. Виçĕ ачаллă амăшĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем сĕннипе çурт-йĕр условийĕсене лайăх-латмашкăн патшалăх пулăшăвне илме черете тăнă. <...>

ОЛЬГА КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Ачан çӳллĕшрен хăрас туйăм çук

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче 16 сехет те 31 минутра васкавлă медпулăшăва шăнкăрав çитнĕ: Çĕнĕ Шупашкарта 2 çулти арçын ача 4-мĕш хутри чӳречерен тухса ӳкнĕ. 2 минутран тухтăрсем вырăнта пулнă. Нумонджон Каримов реаниматолог, Дмитрий Степанов тата Егор Миронов медбрат-анестезистсем пĕчĕкскере пĕрремĕш медпулăшу панă, йывăр суранланнă пациента Республикăри ача-пăча клиника больницин реанимаци уйрăмне илсе çитернĕ. Тăватă кунран арçын ачана палатăна куçарнă. Ку — ăнăçлă вĕçленнĕ тĕслĕх.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕнчи шăрăх çанталăк 2010 çулхинчен те ирттерчĕ. Астăватăр пулĕ: 11 çул каялла çулла шăрăха пула вăрмансем çунчĕç, таврара тĕтĕм тăчĕ. Кăçал вара хĕвел тата вăйлăрах хĕртсе пăхрĕ: хăш-пĕр кунра термометр 35-37 градус ăшă кăтартрĕ. Шăрăх çанталăкра республикăра ачасем чӳречерен тухса ӳкнĕ тĕслĕх нумайланнă. Çĕртме уйăхĕнче кун пек 3 тĕслĕхе шута илнĕ.

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Çĕрпӳ хулинче 3 çулти арçын ача 5-мĕш хутри чӳречерен ӳкнĕ. Çав вăхăтра, ирхи 8 сехет те 40 минутра, ашшĕ-амăшĕ ĕçре пулнă, пĕчĕк ача килте икĕ аппăшĕпе юлнă. Мĕн пытармалли, вĕсем хăйсем те ачасем кăна: 5-ре тата 12-ре. Арçын ача кухньăра чӳрече янахĕ çине хăпарса кайнă та тухса ӳкнĕ. Ăна Шупашкара больницăна илсе çитернĕ. Тухтăрсем унăн пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ. Анчах, шел те, тепĕр ирхине пĕчĕкскерĕн чĕри тапма чарăннă.

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канаш хулинче Çĕнтерӳ пулнăранпа 30 çул çитнине халалланă урамра пурăнакан çемьере чутах пысăк инкек пулман. Çулталăкри ача чӳрече янахĕ çине хăй тĕллĕнех хăпарса кайнă-ши? Пĕчĕкскер ӳпре-шăнаран хӳтĕлекен сетка çине таяннă та аялалла чăмнă. 4-мĕш хутран ӳкнĕ ачана больницăна илсе çитернĕ. «Астăватăп: ача 11 уйăхра чухне чӳрече янахĕ çине хăпарса кайнă та жалюзирен тытăнса тăрать. Ун чухне ирхи 6 сехетчĕ, хам çывăраттăм. Такам мана тĕкрĕ пек туйăнчĕ те вăранса кайрăм. Пăхатăп: ача юнашар çук. Кухньăналла чупрăм. Унта хăрушă ӳкерчĕк… Çулла, шăрăх, çĕрле чӳречене яри уçнăччĕ. Ачана тытса ĕлкĕртĕм. Пурнăçра темĕн те пу-лать. Çавăнтанпа хваттерте ача пур чухне чӳречесене яланах хупă тытатăп», — çапла комментари çырнă «На связи» форумра ку хыпарпа паллашнă çын. <...>

ИРИНА АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Темĕн те куртăм, темĕн те тӳсрĕм — хуçăлмарăм»

Этем йывăрлăхĕсемпе савăнăçĕсене тус-тăванпа пайласа малалла пурăнма талпăнать. Роза ОСИПОВА, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, сăвăç тата юрăç, чун ыратăвне ирĕке кăлармасăр юратнă ĕçĕпе пусарать. Вăл яланах малтисен ретĕнче пулма тăрăшать. Çакна тĕрлĕ конкурсра çĕнсе илнĕ дипломсем, тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Геннадий Волкова халалласа регионсен хушшинче иртнĕ «Хавхалану» конкурсра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ, Ираида Вдовинăна хисеплесе йĕркеленĕ «Ай, юрлар-и!..» конкурсра 3-мĕш пулнă… Чылай наградăна тивĕçнĕ маттур вĕрентекен паян — пирĕн тĕпел хăни.

— Роза, халĕ санăн сăввусен ал çырăвне тытса ларатăп. Часах вĕсем кĕнекере пи-четленсе вулакансем патне çитĕç. Унăн ячĕ питĕ кăсăклă: «Юрлакан Кĕлчечек».

— Ятăм чăвашла куçарсан — Кĕлчечек. Çавăнпа кунта сăмах юрлакан чечек пирки мар, ман çинчен пырать. Ку сăвăсене эпĕ студент чухнех çырма пуçланă. Пулас кĕнекене хамăн юптарусене, прозăлла сăвăсене, методика материалĕсене те кĕртес терĕм. Кĕнеке ятне тупма çăмăл мар. Темĕн тĕрлĕ ят та пуçра явăнчĕ: «Чĕре юрри», «Чун юрри», «Чун хĕлхемĕ»… Анчах вĕсем пурте манăн тавра курăма, шухăшлава кирлĕ пек уçса парайман пек туйăнчĕç. Тусăма, сăвăçа Раиса Сарпине кĕнеке редакторĕ пулма ыйтрăм. Сăнарлă ят тупса параканĕ шăп та лăп вăл пулчĕ. Эпĕ чылай çул юрланине шута илчĕ. Чăваш, вырăс, украин халăхĕсен тата чăваш эстрада юррисене шăрантаратăп. Хамăн сăвăсемпе хайланă юрăсем те пур.

— Хăвăнпа çывăхрах паллаштарсам.

— Эпĕ Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче кун çути курнă. Пирĕн район паллă сăвăçсемпе пуян: Митта Ваçлейĕ, Геннадий Айхи, Раиса Сарпи, Василий Давыдов- Анатри, Юхма Мишши… Мĕн ачаран поэзи сăпкинче ӳсрĕм. Çакă та сăвă çырассине витĕм кӳчĕ пуль. 17 çулта чухне пĕрремĕш сăвă çуралчĕ. Аслă пĕлӳ илме И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕтĕм. Ун чухне аннен йăмăкĕн Ульха аппан çуралнă кунĕччĕ. Шупашкарта пурăнма пуçласан вăл мана пулăшса пычĕ. Ăна мĕн парнелес-ши тесе пуç ватрăм. Ыттисенчен урăхларах епле майпа саламлас? Сăвă йĕркисем çăмăллăн шăрçаланчĕç. Çывăх çыннăм питĕ хĕпĕртерĕ.
— Пурнăçра чи йывăрри — пĕрремĕш утăм… Поэзире те çавах.

— Кайран иккĕмĕш сăвă, виççĕмĕш çуралчĕç… Халĕ вĕсен шутне те пĕлместĕп. Чунран шыв юххи пекех шăранса тухаççĕ. Атте-аннене халалланă сăвă — чи юратни. Чăтаймарăм, кĕвĕ ăстине Раиса Казакова- Сейта телефонпа шăнкăравласа вуласа патăм: «Атте-анне пилĕпе, çут тĕнче илемĕпе сар хĕвел ытамĕнче савăнар-ха Çĕр çинче…» Йĕркесем ăна килĕшрĕç, часах сăвă юрра çаврăнчĕ. Кашни сăввăн, юррăн — хăйĕн историйĕ. Пĕррехинче чӳречерен чăрсăр çил йывăç турачĕсене лăсканине сăнаса лартăм. Çилпе пуçа сăвă йĕркисем вĕçсе кĕчĕç тейĕн. Тепрехинче каччă хĕрпе тĕл пулма васкани пирки шухăшларăм. Унтан малашлăх пирки ĕмĕтлентĕм… Ял илемĕ пирки, Тăван çĕршыв çинчен те çырас кăмăл çуралчĕ. <...>

АЛЬБИНА ЮРАТУ.

♦   ♦   ♦


Хумсен сасси, тинĕс сывлăшĕ эмелрен те сиплĕрех

Чăваш Енре пурăнакансем шăрăх çанталăкран кăшт сывлăш çавăрса илнĕ вăхăтра Краснодар крайĕнчи Ейск хулине çитме май килчĕ. 1600 ытла çухрăма машинăпа парăнтарма çăмăлах пулмарĕ. Пĕр талăк çул çинче ирттертĕмĕр. Аякри тăвансем патне хăнана çитсен Азов тинĕсĕ хĕррине те кайса куртăмăр.

Шывра — Менделеев таблици

Краснодар крайĕнчи Ейск хули 1848 çулта йĕркеленнĕ. Вăл Таганрог заливĕпе Азов тинĕсĕ хĕрринчи курорт хула шутланать. Унăн ячĕ Ейск лиманне юхса кĕрекен Ея юхан шыв ятĕнчен пуçланса кайнă. Хула Краснодар крайĕн кăнтăр енче вырнаçнă. Халăхра: «Ейскран Кубань пуçланать», — текен каларăш та çӳрет. Ку хула Краснодар крайĕнче халăх йышĕпе 5-мĕш вырăнта тăрать.

Çулла Азов тинĕсĕ хĕрринче канакан йышлă. Чылайăшĕ кунта çемйипе, тус- юлташĕпе килет. Тинĕс хĕрринче хĕртĕнсе сывлăха çирĕплетме пулать. Хумсен сасси, ăшă сывлăш, сиплĕ пылчăк эмелрен те лайăхрах сиплеççĕ. Азов тинĕсĕн шывĕ тăрă мар, унăн тĕпĕ те витĕр курăнмасть. Анчах вăл минерал япаласемпе пуян. Унта Менделеев таблицинчи пĕтĕм хими элеменчĕ пур. Ахальтен мар ĕнтĕ тинĕс хĕрринче пурăнакансем сахалрах чирлеççĕ, сывлăхĕ çирĕп пулнăран нумайрах пурăнаççĕ.

Ку тăрăхра çулла пирĕн патра çуркунне хуçаланнă чухнех пуçланать. Çу уйăхĕн вĕçĕнче сывлăш температури 26 градуса çитет, шыв температури 22 градус ăшăнать.

Чылай йӳнĕрех

Азов тинĕсĕ хĕрринче пурăнмалли кĕтес тупма йывăр мар. Пансионатсем, отельсем, хăна çурчĕсем юнашарах. Енчĕк хулăнăшне кура суйла та суйла. Çуртри е хваттерти пӳлĕме тара паракансем пĕлтерӳсем йăтса тăратчĕç. Талăкра пĕр çыншăн 800-1500 тенкĕ ыйтаççĕ. Хаксем Хура тинĕс хĕрринчи пек «хытă çыртманнине» палăртмалла. Кунта ачасем валли вăйă лапамĕсем тулли-ех. Тинĕс хĕрринче лимонад, шыв, кукăль, ытти çимĕç сутса çӳреççĕ. Грузи халăхĕн пылак çимĕçне, «чурчхела» ятлăскере, эпир те тутанса пăхрăмăр. Аçтăрхан мăйăрĕнчен хатĕрленĕскерте — 400 ытла калори. Вăл хырăма чылай вăхăт тутă тытать.

Эпир Краснодар крайĕнче пулнă чухне çумăр çусах тăчĕ, çавăнпа пире шăрăх çанталăка чăтма çăмăлрах пулчĕ. Тӳпене пĕлĕтсем хупăрласан аванах шĕпĕртетет, çур сехетренех хĕвел хĕртсе пăхать. Çилĕ те унта пирĕн тăрăхри пек уçă мар, типĕ те вĕри. Çавăнпах-тăр ку тăрăхра пурăнакан-сем ир-ирех тăрса пахчана ĕçлеме тухаççĕ. Çур çĕр иртни виçĕ сехет çурăра çынсем уйра çĕр улми пуçтаратчĕç. «Халăх чăвашсем пекех ĕçчен», — шухăшларăм ăшăмра. <...>

ЛЮБОВЬ ПЕТРОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.