Джеки Чан Аннетăн сăн ÿкерчĕкне суйласа илнĕ

29 Авг, 2014

Аннета Прохо¬рова Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта 5-мĕш класра пĕлÿ илет. 2014 çулти утă уйăхĕнче хĕр ача Buddy Bear упа çурин дизайнне ÿкерес енĕпе Пĕтĕм тĕнчери конкурса хутшăннă. Асăннă конкурса JC ,rour фондпа Джеки Чан паллă актер йĕркеленĕ.

Пултарулăх тупăшăвне Раççейрен, Индирен, АПШран, Индонезирен тата ытти нумай çĕр-шывран 208 çын хутшăннă. Аннета Прохорова 11 çула çитеймен ачасен йышĕнче çĕнтернĕ /пурĕ виçĕ ĕçе палăртнă/. Çĕнтерÿçĕсене Джеки Чан суйланă.

Теги: